Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Война есть продолжение политики иными средствами.(Карл Клаузевиц)
 

Ad

Blog Updates

Эльмен айӑпӗ ][ Петӗр Ялкир / Petӗr Jalkir

  25.01.2007 22:13 | 4415 views
Чӑвашсемшӗн тӑрӑшнӑ пекрех Вӑл хӑйне ялан кӑтартнӑ. "Автономи тӑвӑпӑр" тесех Хӑть ӑҫта сӑмах ҫаптарнӑ. Етӗрне чӑвашӗ пулнӑран Тӑрӑшнӑ хӑй вирьялсемшӗн. Чӗмпӗре столица тӑвасран Ҫав тери хӑранӑ мӗскӗн. Савандеев — Анатсен асли — Элмене пит шиклентернӗ. Чӗмпӗре туман чӑваш хули, Ленин сӗннине сивленӗ. Илнӗ кӗпӗрне хулисене: Пушкӑрт
 

Айхи сӑвапӗ ][ Николай Теветкел / Nikolaj Tevetkel

  25.01.2007 22:07 | 4113 views
Эс халӗ ҫеҫ ҫӳреттӗн вӑшӑл-вӑшӑл, йӑл куллупа шыраттӑн шухӑшна. Тӳресемпе те калаҫаттӑн ӑшшӑн, кирлех пулсан пӗлеттӗн тупӑшма. Тен, ҫавӑнпа пулатпӑр мар-и хамӑр хӗвелсӗр тӳпери ӗмӗлкесем? Хивре ҫынсен пӑтранчӑк ӑс хуранӗ пире пӗҫернӗ — суннӗ ӗмӗтсем. Эпир сисмесӗрех ҫукка юлатпӑр: чунра мӗскер пурри — ҫут тӗнчене! Хӑш чух, тен, хамӑра ҫеҫ улталатпӑр? Тупаймӑн уҫӑ пӗтӗм ҫын чунне. Ҫаплах
 

Вилӗмсӗр чун ][ Михаил Сениэль / Mihail Seniel

  25.01.2007 22:00 | 4206 views
"Асӑнмалӑх..." поэма авторӗ Людмила Николаевна Васильева Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Таркӑн ялӗнче 1930 ҫулхи пуш уйӑхӗн вун пиллӗкмӗшӗнне ҫуралнӑ, 1949 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн вун пӗрмӗшӗнче вилнӗ. Ҫапла вара, вӑл пурӗ те вун тӑхӑр ҫул ҫеҫ пурӑннӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи калама ҫук йывӑр ҫулсене пула хӗне кайса ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ. Ашшӗ, Хветут Микулайӗ, ӑна Атнакӑл Микулайӗ те тенӗ,
 

Татах хӳхлев ][ Михаил Сениэль / Mihail Seniel

  25.01.2007 21:54 | 4144 views
1. Паян эп темшӗн уйрӑмах салхуллӑ. Пӑхсассӑн ман ҫине — тӳрех пуҫ усӑн. Курам-ха шухӑшпа сана йӑл кулнӑн, курам та ыталам, юратнӑ тусӑм. Чӑнах эс ӗнтӗ хӗрача, ҫап-ҫамрӑк, эп хам та яшӑ-ха, иртмен-ха вӑхӑт. Сана хам майлӑ пур пӗрех эп ҫаврӑп, ик куҫунтан ытараймасӑр пӑхӑп. Юласчӗ пирӗн — ватӑла пӗлмесӗр — ялан ҫап-ҫамрӑк, савӑк та илемлӗ. Ах, пулас марччӗ мӗскӗн те телейсер, пуласчӗ ирӗк, сывӑ
 

Хӳхлев ][ Михаил Сениэль / Mihail Seniel

  25.01.2007 21:18 | 4159 views
1 Касантей каланӑ: "Ҫын вӑл выльӑх, уйрӑмах — чӑваш... Ҫапла, ҫапла..." Тен, хӑш чух, капла тенишӗн ҫылӑх, тепӗр чух янрать-тӗр — сӑвапла. Пӑхӑр-ха, мӗнле кӑна ҫын ҫук халь. Пӑхӑр-ха, мӗн хӑтланмасть чӑваш! Аллине лексен ан йӗр, ан ҫухӑр, пуҫӑнтан ҫапсассӑн — ан анраш. Ҫаратсан та, тӗп тусан та чӑт эс. Шан: пулать чӑваш та тӗрлӗрен. Пӗр йышшийӗ — шелсӗр, сивӗ, ҫӑтӑх, тепӗрийӗ — урӑхрах, ӗнен.
 

Ҫил-тӑманлӑ каҫ ][ Михаил Сениэль / Mihail Seniel

  25.01.2007 21:15 | 4282 views
Иван Егорова Чупрӑм-тухрӑм урама чун савнине шырама. Ҫунтӑм, тупасси пулмарӗ, ҫулӑм хыпрӗ чунӑма. Чун савнийӗм, чун савни, ытла путсӗр самани. Кала, тусӑм: тупӑнсассӑн савӑн-и е савмӑн-и? Чун савнине савасси — вӑхӑтлӑха савнасси, вӑрахлӑха савӑнмашкӑн хама мӗскер сунас-ши?
 

Анне патӗнче ][ Галка Ваҫлейӗ / Galka Vaşlejӗ

  25.01.2007 20:58 | 4303 views
C. Есенин майлӑ Ыран ир вӑратсамччӗ, аннеҫӗм, Эс мана шурӑмпуҫ тӗлнелле. Аякран пур хыпар ҫыру вӗҫҫӗн, Манӑн хаклӑ хӑнам килмелле. Ир ирех сывлӑмпа ҫитӗ тусӑм Шӑплӑхра шӑпчӑксем вӑрансан. Ытамра сирӗлӗ пирӗн тунсӑх, Туххӑмах кайӗ кун ҫуталса! Тӗмсӗлсе кӗтнӗрен кӑмӑл тулӗ, Шӑнӑҫаймӗ хаваслӑх пӳртре. Чечекпе чӳхенен улӑх ҫулӗ Хырлӑха ертсе кайӗ пире. Темиҫе ҫул пулман уявра эп, Унчченхи хӗрӗве
 

Юлашкинчен калани (Василий Волгин ҫинчен) ][ Al’pӗrt Kanash / Альберт Канаш

  25.01.2007 19:18 | 5015 views
1953 ҫулхи ҫуркунне. — Кӗрӗр, кӗрӗр! — тенӗ хыҫҫӑн чаршав уҫӑлчӗ те, ман пӳлӗме пӗр ҫамрӑк ҫын кӗрсе тӑчӗ. Кӗлетки ҫӳллӗ, ҫирӗп, пӑхсан-салтак ятне кӗнӗ каччӑ темелле. Сӑн-сӑпатран пит чипер ҫын. — Волгин чӑрмантарас тет-ха сире, — хаюсӑртарах тӑсрӗ вӑл аллине. «Василий Волгин ҫакӑ иккен», шухӑшларӑм вара ӑшӑмра. Волгин сӑввисене эпӗ районти «Хӗрлӗ Октябрь» хаҫатра тӑтӑшах вуласа тӑраттӑм,
 

Ма йӗретӗн, Муза? ][ Vasilij Volgin / Василий Волгин

  25.01.2007 19:14 | 4089 views
Ма йӗретӗн, Муза? Ма куҫна шӑлан? Чӗнменрен-и, тусӑм, Темӗн тунсӑхлан? «Вӑрман тӑрри тикӗс», — Тенӗ чӑваш ҫынӗ. Ман кун-ҫулӑм тирӗс, Тикӗс пек пулин те. Хӑшпӗр чухне вӑрттӑн Сивӗсем ҫитеҫҫӗ. Ун чух хӗлӗхсем те Пӑрпа витӗнеҫҫӗ. Ак часах ҫӗнтерӗ Ҫут хӗвел хӑвачӗ. Хӗлӗхсем те юрӑ Ҫӗнӗрен шӑратӗҫ. 1954
 

Юлташӑм, куратни, ҫитет кӗркунне ][ Василий Волгин / Vasilij Volgin

  25.01.2007 19:00 | 4720 views
Алик Петрова Юлташӑм, куратн-и, ҫитет кӗркунне? Кам савмӗ ун ылтӑн та капӑр тумне Часах уйрӑлатпӑр, часах ӑсату, — Кӗтет сана пысӑк хула, институт. Халь эсӗ каятӑн; анчах та нихҫан Пӗр тантӑшсемпе туслӑха эс ан ман. Уйри сукмака, шӑматкун каҫсене, Ачалӑхри пысӑк ҫут ӗмӗтсене. Эпир ак юлатпӑр кунтах. Вӑтам шкул Пире те ҫул парӗ. Анчах килес ҫул... Сана ӑшӑтинччӗ ман савнӑ салам, Телей те сӗнем,
 
Pages: 1, ... 352, 353, 354, 355, 356, [357], 358, 359, 360, 361, 362, ... 376
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat