«Чӑваш» сӑмах епле пулса кайни пирки кам мӗн кӑна шутласа кӑлармасть пулӗ? Пӗрисем «сӑвас» (сӑвар) халӑх ятӗнчен пулнӑ теҫҫӗ, теприсем «йӑваш» сӑмаха асаилеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем — Чӑваш-паттӑра. Юлашки вӑхӑтра тепӗр юхӑм ҫуралчӗ теме пулать — чӑваша «ҫӑваҫӑ» (ҫӑва+ҫӑ) сӑмахпа ӑнлантарса парасшӑн.
Анчах та чылайӑшӗ ман шутпа пӗр пӗчӗк япала пирки манаҫҫӗ — «-ҫӑ/-ҫӗ» аффикс ӗлӗкрех урӑхларах илтӗннӗ, вӑл «-чӑ/-чӗ» пек янранӑ. Инҫе кайма та кирлӗ мар, пирӗн ума «элчӗ», «тимӗрчӗ» сӑмахсем аса килеҫҫӗ. Ку — пӗрре.
Иккӗмӗшӗнчен вара мӗнле халӑх хӑйне вилнисен тӗнчипе, ҫӑвапа ҫыхӑнтарса калӗ? Пирӗн йӑла-йӗрке тем тесен те вӑл вӑхӑтра ҫӑвапа ҫыхӑнман пулнӑ — пирӗн асаттесем ваттисене сума сунӑ. Халӑх тӗнӗн тӗп паллисенчен пӗри вӑл. Анчах акценчӗ ҫӑвана ҫӳресси пулман. «Ҫӑва» сӑмаха та тӳрремӗн каламан. «Автансӑр ял», «лутра ял» тенисем час-час тӗл пулаҫҫӗ. Ахальтен мар пулӗ?
«Ҫӑваҫӑ» сӑмахран «чӑваш» тума хӑтланнине, паллах, итлеме лайӑх, анчах та ӗненме, темскер, йывӑртарах. Хитре юмах пек кӑна йышӑнма пулать.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
"Çăваç(ă)" сăмахăн этимологийĕ "çăва" сăмахпа çыхăнман ĕнтĕ...
Игорь Сайман // 4162.09.1845
2012.12.14 06:13
Тĕрлĕ версисене танлаштарса пăхмалла та шутламалла: Хăшĕ ăнăçлăрах?
оленька // 3967.24.4402
2012.12.16 21:51
Студент чухне Республика тулашĕнчи чăвашсем патĕнче пулнăччĕ, вĕсен çăвине кайса курма май килнĕччĕ. Унта çăва икĕ тĕрлĕ: пĕрне (юпасем лартнине) çăва теççĕ, теприне (хĕрессем лартнине) пачах урăх сăмахпа палăртаççĕ. Унта пурăнакансем каланă тăрăх çăва çине тĕне кĕмен чăн чăвашсене çеç пытараççĕ. Çавăн чухнех шута кайнăччĕ: апла çăва тата чăваш сăмахсем пĕр тымартан...
Игорь Сайман // 3520.44.0313
2012.12.18 08:11
А.П.Ковалевский версийĕ мана ма килĕшмест-ха?Вăт Х ĕмĕрте "сувар-сувас-суван" сăмах тупнă та çавна "предтеча" тесе хунă. XI,XII,XIII,XIV,XV ĕмĕрсене ăçта хумалла? ШЫРЛАН вĕт ку! Сăвасран мĕнле чăваш пулса тăнине палăртаймасть у верси.
Игорь Сайман // 3520.44.0313
2012.12.18 08:24
Çакна палăртмалла:Сăвар - пăлхарлăхăн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç.Вĕсем исламран пăрăнса юлнă тени те, çемçен каласан, тĕрĕсех мар."Сăвар-Пăлхар çывăхĕнчи хула, унта та,Пăлхарти пекех,тĕншĕн(исламшăн-И.С.)кĕрешекенсем пурăнаççĕ"("Худуд ал-Алем").
Çĕрпÿ районĕнче "çĕтĕк çăваç" ятлă ял пур. Вăл ят çын ячĕ пулни, пĕлтерни паллă ĕнтĕ. Калăпăр , хăшĕ-пĕри çĕтĕк сăмах ĕлĕкрех лайăх тенине пĕлтернĕ тесе шутласа тупăйĕ-и тен?
Пур, Медикасси çумĕнче. Вырăсла темлеччĕ, астумастăп, те Вторые Тюрары,те Анчиккассы. Йăнăшма та пултарап, вырăсла ячĕпе. Анчах та чăвашла вăл яла тавраллипех "Çĕтĕк çăваç" теççĕ.