Из послания Главы Чувашской Республики М.В.Игнатьева: "Считаю, что настало время органам местного самоуправления рассмотреть вопрос об укрупнении муниципальных образований. В современных условиях возрастает роль экономически успешных муниципалитетов, способных выступить локомотивами развития территорий. Следовательно, укрупнение муниципальных образований является отражением объективных экономических и демографических тенденций. Этот процесс следует проводить с широким обсуждением, учитывая мнение граждан и не ущемляя их права".
Мӗн ку? Каллех районсене пайласа касса-вакласа пӗтерӗҫ-ши?
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Халĕ вара ак çакна асăрхама сĕнетĕп:"...и демографических тенденций." Курăсăн, пире районсенче халăх йышĕ чакса пынипе ÇЫРЛАХМА сĕнеççĕ. "Туртăм" теççĕ вĕт! Тренд. Йыш чакать те, çавăнпа шултраланмалла имĕш.
Якур // 1039.8.4424
2013.02.16 09:42
Администрацийĕн урăх ĕç çук, вĕсем должны обслуживать прихоти Кремля, унтан шалу илеççĕ. Мĕн тĕлĕнмелли пур кунта. Пухăнса шалу халăхăн памалла пуль.
25 млрд тенкĕ укçине те ахалех памасть пуль çав Мускав... Паллах, хула валли. Вĕсене пырса тивмест ку япала (районсене пысăклатни). Анчах ялта пурăнакан çын терчĕ-нуши çинчен никам та шутламанни тĕлĕнтерет.
Ак, пысăклатăпăр-ха районĕсене... Вара инçетри ялсем арканса-пĕтсех ларĕç. Унччен район центрĕ пулнă ялсем хăрсах ларĕç. Тен, çавăнпа та-и Трак тăрăхĕнче юлашки çулсенче пĕр нумай хутлă çурт та çĕкленмест, пĕр çухрăм çул та тумаççĕ, ялсенче шыв ăсмалли пусăсем те, шыв пăрăхĕсем те çукпа пĕрех...
АванС // 7246.8.4802
2013.02.17 16:29
Ман шутпа районсен майлăшĕвне тĕплĕн пăхса тухмалла, вырăнти муниципалитетсене те. Ман шухăшпа улшăнусем кирлĕ, анчах та халăхă валли ял поселенисем администрацийĕсене, район администрациисĕне çитме майлă тата килĕшÿллĕн тумалла.
Пурне те çавах юрама, килĕшÿллĕ тума пулмĕ. Аса илер-ха 1960 çулсене. Ун чухне районсен чиккисене улăштарса пăхрĕç. Кайран хăш-пĕрисене каялла тавăрма тиврĕ вĕт. Питĕ асăрханса тумалли ĕç ку, анчах пирĕн ялан çапла: Мускавра çÿç касма хушсан пуç касаççĕ.
Аксар Чунтупай:"Мускавра çÿç касма хушсан пуç касаççĕ." Вăт çак япала мана "Аслă Следователь" тата "Кĕçĕн Следователь" çинчен калакан халапа аса илтерет: иккĕмĕшĕ усал та пĕрремĕшĕ ырă имĕш. КУ ХАЛАПА "КЛАССИКСЕМ" ТАХÇАНАХ ТĂРĂ ШЫВ ÇИНЕ КĂЛАРНĂ
Çак мероприятин(районсене пысăклатнин) УССИ акă мĕнре пулма пултарать. Анклав евĕрлĕ территорисем пур. Тата ытти çавнашкал кукăр-макăрсем. Çавна май республика территорине кăшт ПЫСĂКЛАТМА (ПĕЧĕКЛЕТМЕ МАР!!!) май килĕ, тен. Начар япалара та усăллине шырама пĕлес пулать.
Пухтель ачи // 4054.55.6816
2013.02.21 22:35
Чĕмпер енчĕте çакăн пек улшăнусĕм пуласине калаççе. 3-4 района пер администрацине пăхăнтараç пулас.