Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Жизнь чаще похожа на роман, чем наши романы на жизнь.(Ж. Санд)
 

Ad

Аксар Чунтупай: "Улӑп-2013: Эпир - Улӑп йӑхӗнчен!" вӑйӑ конкурс пулать

Аксар Чунтупай26.02.2013 17:5213998 views
Пилӗк ҫул хушши (2007-2011 ҫулсенче) Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак ен - Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекен педагогсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи – Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртрӗ. Унӑн юлашки тапхӑрне республикӑмӑрти районсем хушшинче ирттернӗччӗ.

Пӗлтӗр вара ун вырӑнне ҫӗнӗ вӑйӑ конкурс ирттерме тӗв тытрӗҫ Трак енри учительсем. "Улӑп-2012: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!" ятпа иртрӗ вӑл. Конкурс малтанхи пекех инҫет майпа Интернет уҫлӑхӗ урлӑ йӗркеленчӗ. Унта чӑваш халӑх историне тата культурине лайӑх пӗлекен ачасем хутшӑнчӗҫ. Ӑмӑрту 5-7, 8-9 тата 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче пулчӗ. Вӑйӑ конкурс пӗр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртнӗччӗ.

Вӑйӑ конкурса Раҫҫей историйӗн тата Чӑваш историйӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑччӗ. Ыйтусем вара чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе тата культура аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑччӗ.

Конкурса пурӗ 350 ытла ача заявка панӑ. Вӗсенчен 165 ача вӑйӑ конкурса хутшӑнма кӑмӑл туса сайта кӗрсе регистрациленнӗ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене вара 130 ача ҫеҫ хуравлама пултарнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак районсен вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем хастар пулчӗҫ:

Красноармейски районӗ – 75 ача

Комсомольски районӗ – 15 ача

Сӗнтӗрвӑрри районӗ – 14 ача

Вӑрмар районӗ – 11 ача

Канаш хули - 11 ача

Шупашкар хули – 10 ача

Хӗрлӗ Чутай - 6 ача

Элӗк районӗ – 4 ача

Елчӗк районӗ – 4 ача

Етӗрне хули - 3 ача

Ҫӗрпӳ районӗ - 3 ача

Етӗрне районӗ – 2 ача

Канаш районӗ – 2 ача

Ҫӗрпӳ хули - 2 ача

Куславкка районӗ - 2 ача

Улатӑр районӗ - 2 ача

Муркаш районӗ – 1 ача

Ҫӗмӗрле хули – 1 ача

Ҫӗмӗрле районӗ - 1 ача

Пӗтӗмпе 11 районпа хула хутшӑнчӗ вӑйӑ конкурса. Тутар Республикин Ҫӗпрел районӗнчи Упи шкулӗнчен тата Элкел районӗнчи Хусанкай шкулӗнчен пурӗ 4 ача хутшӑннине шута илсен, вӑйӑ конкурс Раҫҫей шайӗнчех иртрӗ теме май пур. Вӑйӑ конкурс пуласси ҫинчен Интернет-тетелте ҫеҫ пӗлтернине шута илсен (районсене ятарласа йыхрав хучӗ ярса паман) тупӑшу ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать.

Вӑйӑ конкурс оргкомитечӗ 40 ачан ӗҫне тивӗҫлипе хакларӗ. 1-мӗш вырӑна 7 ача ҫӗнсе илме пултарчӗ, 2-мӗш вырӑна 15 ача тухрӗ, 3-мӗш вырӑна вара 18 ача йышӑнчӗ.

Кӑҫал та ҫакӑн йышши вӑйӑ конкурс ирттерме йышӑннӑ. Вӑл "Улӑп-2013: Эпир Улӑп йӑхӗнчен" ятлӑ пулӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш тата Дагестан республикисен тава тивӗҫлӗ культура деятелӗ, РСФСР халӑх артисчӗ Ф.М.Лукин композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Вӑйӑ конкурс пӗр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртет. Вӑйӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе мала тухнисем "Улӑп-2012" вӑйӑ конкурсӑн электронлӑ Дипломне ҫӗнсе илӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсем Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн электронлӑ Хисеп хутне тивӗҫӗҫ.

Вӑйӑ конкурса хутшӑннӑшӑн укҫа тӳлеме кирлӗ мар.

Проект авторӗ – Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Вӑл - аслӑ категориллӗ учитель, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (19)]

Comments:

Светлана Владимировна // 3697.14.7649
2013.02.28 20:05
Хисеплĕ, Виталий Михайлович. Эпир пĕлтĕр "Улăп-2012" конкурса хутшăннăччĕ.Ялчĕк районĕнчи Шăмалак шкулĕнчен. Яковлев Александр, 8-мĕш классран, 3 вырăн йышăннăччĕ. Пире темшĕн нимле электронлă диплом та килмерĕ.
2013.03.01 15:06
Аксар Чунтупай
Ăçта ярса памалли адресне пĕлеймерĕм пуль е электрон адресне тĕрĕс мар кăтартнă эсир.
2013.03.03 20:48
Аксар Чунтупай
Çитес вăхăтрах шкул адресĕпе ярса пама тăрăшатăп.
2013.03.22 22:58
Аксар Чунтупай
"Улăп-2013 вăйă конкурс пуçланать! Заявкăсене ака уйăхĕн 8-мĕшĕччен йышăнатпăр. Пĕрремĕш заявка çитрĕ те ĕнтĕ: вăл Муркаш районĕнчи Çатракасси шкулĕнчен (вĕрентекенĕ - Никитина Людмила Валериановна). Конкурс шывĕ-йĕрки çакăнта: http://chuvsite.ucoz.ru/news/ulap_2 ... lanat/2013-03-22-592
2013.03.27 21:41
Аксар Чунтупай
Светлана Владимировна
2013-02-28 20:05
Хисеплĕ, Виталий Михайлович. Эпир пĕлтĕр "Улăп-2012" конкурса хутшăннăччĕ.Ялчĕк районĕнчи Шăмалак шкулĕнчен. Яковлев Александр, 8-мĕш классран, 3 вырăн йышăннăччĕ. Пире темшĕн нимле электронлă диплом та килмерĕ.

Сирĕн хушаматăр пĕтĕмлетÿ протоколĕнче çук. Ĕненместĕр пулсан пăхăр: http://chuvsite.ucoz.ru/news/rajons ... enche/2012-04-30-490
2013.03.31 19:13
Аксар Чунтупай
Каçарăр, чăнах та, Яковлев Александр Николаевич ячĕ протоколта йăнăш (урăх районпа) кайнă. Тÿрлетме тăрăшăп.
2013.03.31 20:16
Аксар Чунтупай
Яковлев Александрăн дипломĕ кунта: http://chuvsite.ucoz.ru/news/ulap_2 ... pelme/2012-05-30-491 Тÿрлетнĕ дипломсем каçăна пăхăр.
2013.04.02 22:53
Аксар Чунтупай
Заявкăсем (ыйтса çырнисем) килсех тăраççĕ. Хальлĕхе вăйă конкурса 64 вĕренекен хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсем ытларах Муркаш, Вăрмар, Вăрнар, Елчĕк, Патăрьел районĕсенчен пулчĕç. Кунсăр пуçне Шупашкар хулин 27-мĕш шкулĕнче вĕренекенсем маттурри курăнать (12 ача).
2013.04.02 22:54
Аксар Чунтупай
Пире Тутар Республикин Пăва районĕнчи Тури Лащи шкулĕнче вĕренекенсем вăйă конкурса хутшăнма кăмăл туни савăнтарать. Шел пулин те, аслă классенче вĕренекенсем сахал.

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters