Акасапара пĕлсе тăма: оппозиционерсемпе неформалсем Советсем вăхăтĕнчех кочегар-истопник е хуралçă-дворникра вăй хунă. Кунта тĕрлĕ статьясем çырма меллĕ-шухăшсем явăнсах çÿреççĕ. Çемьене тăрантармалла вĕт. Арçын тенин кĕсье тĕпне хупламаллăх укçа-тенкĕ пулмаллах. Ăçта кăшт вĕри апат, пăтă е эрех-сăра лекет-ши тесе çÿресен инçе каяймăн.
Ухмах Иван, чăн-чăн журналистика мĕн иккенне ăнланаймастăр-ха эсир. Çавăнпа та тьху! теме ан васкăр, тархасшăн. "Хыпарта" Илле-паттăрпа юнашар лартма май пур тепĕр журналист пурччĕ. Шел, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.
Илле Иванова тĕрмере ларма сунакан çынсем паллах ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе НАМĂС ХĂМĂТНЕ ТĂХĂНАÇÇĔ. Хăйсем çеç мар, ачи-пăчине те, мăнукĕсене те, ытти тăхăмĕсене те —çиччĕмĕш лам таранчччен!!! —намăса кĕртеççĕ! Украинсем калашле, ГАНЬБА!