Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Мы почитаем всех нулями, а единицами - себя.(А. С. Пушкин "Евгений Онегин")
 

Ad

Akram: Пире марионеткӑлла конгресс кирлӗ мар

Akram13.10.2013 17:5734565 views

Чӑвашра тухакан "Сӗтев" хаҫатра юлашки номерте Николай Лукиановӑн, историре юлнӑ ЧАП партийӗн лидерӗн республика пуҫлӑхӗн патне янӑ уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленчӗ. Ҫак кунсенче редакци журналистне Илле Иванова экстремизм статьипе суд йышӑнӑвӗ кӑларчӗҫ. «Сӗтев» хаҫат» редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ ҫӗртре хутшӑнчӗ.

Ҫак пурнӑҫра пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑрать. Калӑпӑр, паянхи Чӑваш Наци Конгресӗ Илле Иванова хӳтӗлес ӗҫре пӗр чӗптӗм те хутшӑнмарӗ. ЧНК хӑй те темле аморфлӑ организаци, тӗрлӗ балаган-шоу ирттерекен структура пулса тӑчӗ.

Ансатлатсан, Чӑваш наци конгресӗ халӑха пӗр чӑмӑр пек пӑчӑртаса тӑракан япала пулмалла. Унӑн сферине чӑваш аталанӑвӗ, культури, вӗренӳ, пӗтӗмӗшле каласан пурнӑҫӗпе чунӗ кӗмелле. Паянхи конгресс пач урӑхла.

Халӗ ЧНК президентне суйлаҫҫӗ. "Сӗтев" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ мероприятире хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ:

- Эпӗ чӑваш интеллигенцийӗ пӗтсе ларнине курса, чӑваш культури аталанманнишӗн пӑшӑрханса Николай Лукианова ЧНК президентне лартмалла тесе шутлатӑп. Ман шухӑшпа паян чӑваш правительстви ниме тӑман, халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултарайман структура. Ҫак структура, ЧНК президенчӗн пуканне хӑйӗн ҫыннине парасшӗн. Эппин ЧНК марионетка пулса тӑрать.

Игнатьев эшкерӗ президент ятне пӑрахӑҫларӗ, вӗсен йышӑнӑвӗпе Чӑваш ҫӗршывӗ патшалӑх пулма пӑрахрӗ, чӑваш йышӗ чакса пырать! Малалла вӗсенчен мӗн кӗтмелле? ЧНК та, вӗсен ҫынни ларсан, ҫавӑн пекех мемме пулса тӑрать! Апла ан пултӑр тесен, ЧНК президенчӗ Николай Лукианов пулмалла. Вӑл кӑна чӑваш аталанӑвне чӗм кӗртме, аталанӑва ҫӗнӗ импульс пама пултарӗ.

Анчах та правительство шайӗнчи тӗрлӗ каварҫӑсен планӗпе ЧНК президенчӗ вӗсене итлекен мемме пулмалла. Эппин чӑваш наци халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине хӗрес лартма тивӗ. Намӑс!

Ман шутпа, конгресс президентне суйласа хунӑ, делегатсене кама суйламаллине пӗлтернӗ, делегатсем ҫине хӑрушла пусӑм пырать. Ҫак плансене аркатас тесен, пирӗн октябрӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умне пымалла, делегатсенчен Николай Лукианова суйлама ыйтмалла. ЧНК президенчӗ – Лукианов Николай Егорович пулмалла! Кама халӑх шӑпи пӑшархантарать, кам хӑйне чӑваш патриочӗ тет, ҫав кун Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче конгрес пуҫланиччен пуҫтарӑнмалла, Лукианова суйлама ыйтмалла! Унӑн программи те пур, ытти кандидатсен нимӗн те ҫук! Мӗн ӗҫлеме пултараҫҫӗ вӗсем?

Мы за Лукианова Н.Е, за будущее чувашского народа. Правительства приходят и уходят, а народ остается. Пока же кукловод остается в тени, умело дергая за нити, запущенный маховик уничтожения чувашской нации набирает обороты. Нам не нужны марионетки и кукловоды!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (127)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.23 09:23
Акасапар, ан вĕтелсе кай. Эпĕ уверен, сана сцена çине кăларсан ты еще не такое скажешь.Лăплан Акасапар хăта,кроме критики мĕн те пулин ту. К.Яковлев ĕçĕсен 10%-не эс тума пултарсан сана при жизни П.Пупинпа Ф.Мадуров памятник туса параç.Ăçта лартмаллине хăв шухăшла.Эс тивĕç пулсан- хула варринче, тивĕçлĕ мар пулсан- хула хĕрринче.
Якур // 1074.01.4692
2013.10.23 12:03
Ку Акасапар текенскер малтан К.Яковлев шайне çитме тапаçланса пăхтăр-ха, тем болле Тутар çĕршывĕнче. Кайран, может кайран Акасапарăн сăмахĕсене вуласа пăхма юрать. Попытка туса пăхтăр çав шайĕн пĕр пайне те пулин хăпарма.
Тимӗр // 3548.07.6014
2013.10.23 22:54
Акапасар хăйне кĕвĕç чунлă кăтартать.Яковлева пĕтĕм чăваш тĕнчи хисеплет.Конгресс пуçлăхĕ пек намăс кăтартман вăл.
Якур // 3000.58.7077
2013.10.23 23:31
Пурне те пĕлекен, витĕр куракан Акасапар ахăртнех леш хăрушсăрлăх службин çынни пуль ĕнтĕ. Пĕтĕм информацие пухать, хăй ним те тумаç. Ун пекки пурччĕ пĕр юлташ Валера информаци пухаканни. Çавăн пекех Акасапара ним те кирлĕ мар, тĕп вырăнта информаци пухмалла: ара вăл службăра вĕт.
Якур // 1862.96.0807
2013.10.24 09:18
Тĕпрен илсен,ку статьяна çырнă И.Иванов. Анчах Акасапарпа Админ шăпăрт кун çинчен. Темле Çеменпе Улатимĕр пĕр компьютертан çырнă тесе чуна илме пуçларĕç. Кунта криминал курмаççĕ. И.Ивановăн та хастарлăхĕ çитмест "Эп çырнă"- тесе калама. Впрочем, Илле яланах умел за нитки дергать.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.24 13:13
Ĕнер Угасловпа Тимĕре те сĕнчĕç ЧНК президентне. Маншăн иккĕшĕ те тивĕçлĕ кандидатсем. Ун пеккисем пулсан конгрессра йĕрке пулатех.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.27 17:24
Аксар Ч.: "Яковлев ĕмĕрне Тутарстанра пурăнса ирттернĕ, унăн менталитечĕ питĕ йăваш. Пукан йышăнса ларма юратнине, Тутар Президенчĕн канцелярине кĕрсе çуллă калаçнине пурте пĕлеççĕ. Ĕçĕ вара çав вырăнтах.Кунта килсен ăна таптасах каяççĕ."Мĕн ĕçĕ вырăнтине пĕлиян,эс Аксар.Эсĕ ма кĕместĕн чиновниксем патне, ма Лукиановшăн тухса сăмах калимарăн?
Agabazar // 2328.15.6817
2013.10.27 17:47
Agabazar
ЧНКн çĕнĕ йышне хăйне палăртма, хăйне кăтартма çывăх вăхăтрах майсем уçăлаççĕ. Шупашкарти "вырăс маршĕ" текенскерĕ тĕлĕшпе мĕн тейĕ-ши ЧНК? Шет Ура! кăшкарса кĕтсе илейĕ????
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.27 17:56
Çÿлти çырура вырăн çитмерĕ.Манса ан кай,Акасапар, пĕл- К.Яковлев Тутарстанри пекех Чăваш Енри чиновниксем патне те хастаррăн çÿрет, ыйтать, ыйтусем лартать. Ăмсанатăн, паллă, анчах Санăн унран вĕренмелли нумай. Çавăнпа та ыйтун тĕшшине пĕлимастăн пулсан ан та çыр. Пĕр кунта Игнатьев администрацине Хусантан 2 хут килсе кайните пулнă.
Agabazar // 2328.15.6817
2013.10.27 18:10
Agabazar
ЧНК Шупашкарти "вырăс маршĕ" текенскерĕпе мĕнле позици йышăнĕ? http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=1;t=3221;st=0;&#entry117101

Pages: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 13

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters