Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Кто беден любовью, тот скупится даже своей вежливостью.(Фридрих Ницше)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4273763 views

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (270)]

Comments:

Атнер // 3913.58.4645
2014.02.05 09:48
Акапасара никам та нихçан та курман ни пикетра,ни судра Мургашра Иллене хÿтĕленĕ çĕрте,ни пĕр çыру çук унăн влаçра.Мĕнлн майпа ыйтать вăл влаçрен?.Тимер калашле"С какого перепугу"влаçăн йăшăлтатмалла уна пула?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.05 15:09
Ку тарана çитсе те Акасапар влаçран ыйтнине курса савăнимарăм.Так вĕренткелесе çырать Форумра,сайтра. Пурне те ăнланакан-пĕлекен Акасапарăн çынсемпе çывăхрах пулмалла пек.
Agabazar // 1162.9.9000
2014.02.05 15:09
Agabazar
Влаç мĕн тума кирлине пĕлместĕр пулсан, РФ Конституцине вуласа тухăр. http://www.constitution.ru/
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.05 15:49
АКасапар, тавах сана вулама вĕрентнĕшĕн. Конституцире çапла та çырнă:"Граждане Российской Федерации имеют право собираться мирно без оружия, проводить собрания, митинги и демонстрации, шествия и пикетирование." Анчах та из этого не следует,что Акасапар придерживается этой статьи Конституции. Çавăн пекех кашни статьяра çавăн пек уйрăмлăхсем пур. Акасапар питĕ интереслĕ элемент:"хăш вăхăтра ăна мĕнле кирлĕ çавăн пек трактовать тăвать пулăмсене"
Тимӗр // 1969.83.4668
2014.02.05 22:18
Конституцинче çырман чăваша вăйпа чăвашла вĕрентмелле,вăйпа чăваш ячĕсене памалла,вăйпа пур çĕрте те чăвашла калаçтармалла тесе.Ыйтăр паллă адвокат Тымарланран.Çĕр çынран миçе ЧĂВАШ чăваш театăрĕн кассине пырсан билетне ыйтнă чăвашла?Хусанта çакăн пек ыйту парсан ухмах теме пултараççĕ.ТУТАР тутар театăрĕнче тутарла кăна калаçать.
Agabazar // 1662.24.9978
2014.02.05 22:46
Agabazar
Чăвашлăха хирĕçле пропаганда тăвакан Тимере ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе намăс!!!
Agabazar // 1662.24.9978
2014.02.05 22:53
Agabazar
Тÿррĕн ыйтма хал çитмест, ыйтăр-ха кам та пулсан Тимертен, кăтарттăр вăл пире Конституцири е урăх саккунти çакнашкал йĕркесене:<<Timer // 1969.83.46682014-02-05 22:18Конституцинче çырман чăваша вăйпа чăвашла вĕрентмелле,вăйпа чăваш ячĕсене памалла,вăйпа пур çĕрте те чăвашла калаçтармалла тесе>> Каçă кирлĕ, каçă!!!! Кукка улпут çинине курнă тенĕ пекки кирлĕ мар!

..."Вăйпа"(?) калаçтармалла мар тетĕр пулсан, çынсене мĕн айăплатăр тата чăвашла калаçманшăн???????????????????????????????????????????
Тимӗр // 4916-2612
2014.02.06 22:47
Чăвашла калаçманшăн ахаль çынна мĕнле айăплан?Чăвашлăхпа çыхăннă ĕçре ĕçукçи илсе ларакансем урама тухсан чăваш чĕлхине манса кайсан та вĕсене айăплама кирлĕ мар.Мĕскĕне айăпламаççĕ.Анчах та çав çынсемех чăваш чĕлхине мĕнле аталантарас тесе вĕрентме хăтланаççĕ,трибуна çинчен суяççĕ.Урăхла каласан:куçкĕрет кулаççĕ чĕлхерен.Тав тăвăр ара.
Agabazar // 3610.54.4464
2014.02.06 23:31
Agabazar
ЧĂННИПЕ ВАРА ТĂВАН ЧĔЛХЕРЕН КУÇКĔРЕТ КУЛАКАНСЕМ АК ÇАПЛА "СŸПĔЛТЕТЕКЕНСЕМ" ПУЛАÇÇĔ:

Timer // 1969.83.46682014-02-05 22:18<<Конституцинче çырман чăваша вăйпа чăвашла вĕрентмелле,вăйпа чăваш ячĕсене памалла,вăйпа пур çĕрте те чăвашла калаçтармалла тесе...>>

Ма кăтартмастăр тата Конституцири çав вырăна!!! Кăтартăр: миçемĕш сыпăк, миçемĕш статья, миçемĕш пункт...
Agabazar // 3610.54.4464
2014.02.06 23:38
Agabazar
Timer:"...чăваш чĕлхине мĕнле аталантарас тесе вĕрентме хăтланаççĕ..."

Чăнласах вĕрентес текенсене çĕре çити тайăлса пуç таяс пулать. Е кăмака çинче выртакансене, ыттисене те шăпăрт ларма сĕнекенсене тата чăваш чĕлхине хирĕç кĕрешме чĕнекенсене пуç таймалла-и, молотеццă темелле-и?

Pages: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, ... 27

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters