Совет Союзӗнче халӑх ҫыравне темиҫе те ирттернӗ. 1979 ҫулта - 1,751 млн, 1989 ҫулта 1,842 млн чӑваша шута илнӗ. Халӑхӑмӑра 2010 ҫулхи ҫыравринчен чылай тӗрӗсрех шутланӑ. Ун чухне шутҫӑ вӑл е ку ҫын чӑваш пулнине паспортне пӑхсах пӗлнӗ, тӑватӑ ҫул каяллахи пек: «Эсир хӑш наци ҫынни?» - тесе ыйтман.
Паспортран «Национальноҫ» графана кӑларнӑ хыҫҫӑн ирттернӗ ҫырав Раҫҫей Федерацийӗнче 2010 ҫулта 1435872 чӑваш пурӑннине, халӑхӑмӑр 1989 ҫул хыҫҫӑн 406128 ҫын ҫухатнине кӑтартрӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ 1990 ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунчченех вилекенсем ҫуралакансенчен нумайрах пулнинче кӑна мар - нумайӑшӗ тӗрлӗ сӑлтава пула чӑваш пулнине тӳррӗн каламаннинче те. Пысӑк пайӗ хӑйне вырӑс тенӗ. Шутлавҫӑ ыйту памасӑрах ҫырса хунӑ. Халӑха демократи панӑ-ҫке. Кирек хӑш нацие те суйласа илме пултаратпӑр. Чӑн та, ҫавнашкал шухӑш тытнисенчен ытларахӑшӗ федерацин патшалӑх чӗлхине килӗштерет.
Республикӑри 814750 ҫын 2010 ҫулта чӑваш пулсах пурӑнас тенӗ. Унтанпа тӑватӑ ҫул иртрӗ, кунашкал шухӑшлисен хисепӗ татах пӗчӗкленчӗ. Тутарстанра - 116252, Пушкӑртстанра - 107450, Чӗмпӗр облаҫӗнче - 94970, Самар енче - 84105, Тюмень облаҫӗнче - 25690, Эрӗнпур, Мускав, Сар ту хутлӑхӗсенче - 12-шер пин ытларах, ытти регионта 3-11-шер пин ҫын хӑйӗнче чӑваш юнӗ юхнине уҫҫӑн пӗлтернӗ.
Чӑваш халӑхне ҫӗр питӗнчен ҫухаласран упраса хӑвармалли вырӑн - республикӑмӑртах. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ял-поселокра 499,8 пин /Чӑваш Енре пурӑнакансен 40,2 %/ ҫын пурӑннӑ. Ку хисепрен Улатӑр, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай, Комсомольски, Етӗрне районӗсенчи, ытти ҫӗрти вырӑс, тутар, ирҫе ялӗсенче пурӑнакан 70 пин ҫынна кӑлармалла. Ҫапла вара яллӑ вырӑнта 429 пин майлӑ чӑваш пурӑнать.
«Чӑвашлӑх - ялта. Ял пурӑнсан чӑваш пулӗ, йӑх тӑсӗ», - тенине час-часах илтетпӗр. Хулана куҫнӑ чӑваш ачи пурӑна киле пур пӗр вырӑсланать. Чӑваш чӗлхине упракансем, ӑна ламран лама тӑсакансем - ялта. Халӑхӑмӑр шанӑҫӗ - ялти ҫамрӑк ҫемьесенче.
Шел те, иртнӗ ҫирӗм ҫулта ялта ача ҫураласси ҫуллен чакса пычӗ. Вилекене ытларах шута илнӗ. Каялла чакни халӗ те ура хурать /Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче ҫеҫ ҫуралакан вилекенрен нумайрах/. Чӑваш халӑхне, унӑн чӗлхине хӳтӗлеме тивӗҫлӗ республика влаҫӗн ял ҫыннисен шутне ӳстерес тӗлӗшпе сулмаклӑ утӑм тумалла. Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗнче тӑван чӗлхене хӳтӗлесе хӑварас тӗллевпе патшалӑх программи йышӑнма сӗннӗччӗ. Тен, чӑваш чӗлхине вӑл ҫеҫ вилӗмрен ҫӑлӗ?
Ырӑ тӗллеве пурнӑҫа кӗртме чӑрмантараканни пайтах. Иртнӗ ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Хыркасси /Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ/, Кӳкеҫ, Ҫӗнӗ Тренккасси, Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗсенчи шкулсемпе ача сачӗсене ҫитсе кӑсӑклантӑм. Вӗрентекенсемпе ача пӑхакансем шкул-садикре е вӗсен тулашӗнче /чӑваш чӗлхи урокӗсемсӗр пуҫне/ ачасемпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫаҫҫӗ. Хыркассинчи ача пахчин ертӳҫинчен: «Чӑваш ачисемпе мӗншӗн вырӑсла ҫеҫ калаҫатӑр? Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫма район администрацийӗн вӗренӳ пайӗнчен хушаҫҫӗ-и?» - тесе ыйтрӑм. «Вырӑсла ҫеҫ калаҫма ашшӗ-амӑшӗ ыйтать. Вырӑнти влаҫ органӗнчен никам та хушман», - пулчӗ хурав. Чӑваш ялӗнче ашшӗ-амӑшӗ ачине вырӑсла кӑна калаҫтарма ыйтать тенине ӗненме йывӑр.
Ялта ачасем пӗчӗкрен пӗр-пӗринпе тата ҫемьере тӑван чӗлхепе калаҫса ӳсмесен каярахпа унран писесси куҫ кӗрет. Чӑваш чӗлхипе литература урокӗнче кӑна тӑван чӗлхене юратма вӗрентеймӗн. Вырӑслатас туртӑм ытти чӑваш районӗнче те вӑй илнӗ. Райцентрсенче пур чухне те тенӗ пекех - шкул-садикре, вӗсен тулашӗнче, ҫемьере - республикӑн иккӗмӗш патшалӑх чӗлхипе /вырӑсла/ калаҫаҫҫӗ. Пӗр енчен - лайӑх: хамӑр ҫӗр-шыв чӗлхине сума сӑватпӑр. Ҫакӑнпа пӗрлех ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Республикин пӗрремӗш чӗлхипе калаҫманни е калаҫайманни пӑшӑрхантарать. Ҫулсем иртнӗҫемӗн чӗлхемӗр иксӗлес хӑрушлӑх ытла та пысӑк.
Ял ҫынни лайӑхрах пурӑнтӑр тесе федераципе республика хыснинчен социаллӑ тӗрлӗ программӑна пурнӑҫлама, аграрисен тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарма укҫа ҫуллен уйӑраҫҫӗ. Анчах вӑл ял пурнӑҫне палӑрмаллах лайӑхлатма ҫителӗксӗр. Ахӑртнех, чӑваш ҫавӑнпах ӗрчесшӗн мар. Хӑйне патшалӑх лайӑхрах пӑхсан ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ытларах ҫавӑрӗччӗ, ача нумайрах ҫуратӗччӗ. Федераципе республикӑран паракан амӑшӗн капиталне ырлатӑп. Унпа - 500 пин тенкӗпе - нумайӑшӗ пӳрт тума усӑ курать. Анчах укҫа перекетлесе пысӑк мар ҫурт-йӗр ҫавӑрма та 1,5 млн тенкӗрен кая мар кирлӗ. Нумай ҫамрӑк шухӑшласа пӑхать те чӑматан ҫӗклесе хулана ҫул тытать. Хваттер туянмалӑх кӗмӗл ӗҫлесе илме ӗмӗтленет, ҫемье ҫавӑрать, общежитире е ҫын патне хваттере кӗрсе пурӑнать. Ачисем тӑван чӗлхене ӑша хываймаҫҫӗ.
Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк тӑван вырӑнтах пурӑнма юлтӑр тесен мӗн тумалла? Ӑна районта ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтермелле. Унта тӗрлӗ производство ытларах уҫасчӗ. Кашни ҫын валли ӗҫ пултӑр. Ӑна шыраса тӗнче касса, алӑ тӑсса ан ҫӳретӗр. Ял-йышпа пурӑнӗ, тӑван чӗлхе те упранӗ.
n Юрий МИХАЙЛОВ
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Манăн,паллах,Акасапара яла,ялти тăвансен пурнăç шайне ÿстернĕ çĕрте хутшăнма ярас килет. Анчах ку ман шухăш кăна пулса юлать. Эп пĕлеп,Акасапар ниçта та каймасть ăшă пÿлĕмрен. Шел питĕ шел, чăвашлăхшăн çунакан хĕрÿллĕ Акасапар кантурта çуннипех "кĕлленеть". Питĕ шел,ара ыттисене "чĕртсе яма" пултаратчĕ вĕт! Хăй ăнланмасăрах чăвашлăха хирĕç ĕç тăвать.
Васса // 8544.0.8636
2014.01.15 16:18
Хăçантанпа Акапасара кышлаççĕ хăшпĕрисем, йытăсем вĕреççĕ-караван пырать.
Васса тăхлачă!Акасапара никам та кышламаç,Акасапара чĕнеççĕ пуш параппан çапма пăрахма.Пуш параппан çапаканнисем унсăрах Шупашкар тулли:писатель-поэтсем, артист-юрăçсем, творчествăлла интеллигенци(паллах,пуртех мар пуль)тата ыттисем.Хăватлă,асра юлмалли пулăмсем тума тăрăшмалла.Ку япала тÿрех пулмасть,çавăнпа та Тимĕр пек,Мадуров пек малтанласа несĕлсен йăли-йĕркипе ансатрах шайри пулăмсем йĕркелеме кам чарать?Васса,Акасапарпа иксĕр пулăм йĕркелесе кăтартăр-ха,никам та хирĕç мар!
Васса тăхлачă тĕрĕсех калать, пит хирĕçме юратать хăшĕ-пĕри."Ял пурăнсан чăваш пĕтмест", -тетпĕр-ха. Геннадий Волков тата вирлĕрех калатчĕ:"Чутайсем пурăнсан чăвашлăх пĕтмест", -тесе.Чутайĕсем пурăнаççĕ-ха, чăвашлăхĕ вара кунран-кун сахалланса пырать. Шкулта пуçламăш классене вĕрентекен учитель: "Ачасене те вырăс шкулĕнче вĕрентмелли кĕнекепе вĕрентме пуçламалла?" -тет. Шăтăкра вырнаçнă ялсенче те ачасемпе килте вырăсла калаçма пуçларĕç, шкула пырсан:" Я не понимаю"- тесе лараççĕ.
Васса // 7088.1.3738
2014.01.17 09:25
бор хăта, пурте Шупашкарта мероприяти ирттерейместпĕр пуль ĕнтĕ, эс пирĕн пата Тăхăряла килсе кур,эпир те хамăра кура ĕçлекелетпĕр...
Кунта никам та Акапасара кăшламасть.Ун пеккисем,хăйсем нимте туманнисем тата влаçен кăна пăрахса парассине кĕтсе ларакансем ,шел пулин те, нумай-ха пирĕн хушăра.Çавна пула пĕтсе пыратпăр.Кампа калаçан - пурте килшеççĕ ку шухăшпа.
Vyacheslavna тăхлачă, хамăр та санпа акăлчанланса кайрăмăр. Ятăмсем те чăвашла мар,тăван чĕлхепе те мар. Çавăнпа малашлăх çинчен хамăр лăпланмалăх калаçса илер те шăпланар пулĕ. Малашлăх пирки Акасапар кăна пĕлет, анчах кун çинчен вăл никама та каламаç, пытарса пурнать, çынсемпе хутшăнмаç. Эп ăна ăнланап: тăрук çынсемпе хутшăнма пуçласан малашлăх çинчен пытарса пурăннă çекрета çынсене персе ярăн.Çук,хутшăнмала мар.Çекрет-тăк çекрет пултăр.
Халь тин ятăма улăштараймăп ĕнтĕ, çак ятпа регистраци тунă та, урăх ятпа мана компьютер кĕртмест.Чăвашлăхшăн эпĕ хам пултарнă таран ĕçлесе, сывлăх пулсан малашне те тăрăшăп. Ман ĕçе аслăрах вырăнта ларакан çынсем ним вырăнне те хуманни кăна кăштах пăшăрхантарать те çав, пурне те ăçтан юраса çитерĕн...
Чи пахи эсĕ ĕленине несĕлсем кураççĕ.Çÿлте лараканнисем ыран таçта кайса ларĕç-ха.Пирĕн чи малтан унта кайсан несĕлсем умĕнче явап тытма лекет.Хăв мĕн тунă ачасене чăваш пулса пурăнма?Пурне те юрама та ан тăрăш.
Павел С. // 4186.57.1361
2014.02.04 15:01
Трактор не пашет, земля пустует, на развалинах деревни растет бурьян. Народ за границей (европейских деревнях)отдыхает, вдыхает свежий воздух у коттеджа,включает автоматическую сауну, и вздыхает: "Да! Хорошо в деревне!" А наша деревня -подыхает.