Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Развитая технология неотличима от магии.(А.Кларк)
 

Ad

«Хыпар»: Хӑлхана «хӳптӗрлерӗ» Хэллоуин...

«Хыпар»08.11.2013 13:0720080 views

Паян шкул ачисемпе ҫамрӑксем чӑваш уявӗсене, йӑли-йӗркине, культурине мар - анӑҫран килнисене ытларах кӑмӑллаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн юлашки кунӗсенче, чӑн та, Хэллоуин тени хӑлхана «ҫӗртрӗ». Радиопа та ун пирки калаҫҫӗ. Телеканалсем те /уйрӑмах ҫамрӑксен «Дисней» каналӗпе/ асӑннӑ уява епле палӑртнине кӑтартаҫҫӗ. Шкулсенче те уявлаҫҫӗ ӑна халӗ. Юпан 31-мӗшӗччен ачасем ятарлӑ тум ҫӗлеҫҫӗ, кавӑнран сӗтелҫи ламписем хатӗрлеҫҫӗ. Интернетра кирлӗ материалсем пухаҫҫӗ. Хэллоуина хӑйне евӗр бал-маскарад тейӗн: кам кӑна ҫук-ши унта? Вупӑр, юмӑҫ, усал-тӗсел, ар ҫури, юн ӗҫен, усал кушак, тухатмӑш... Юн ӗҫенсен аллисем «хӗп-хӗрлӗ», вупӑр карчӑксен ҫӑварӗнчен ҫутатакан асав шӑлсем курӑнаҫҫӗ. Сӗтел ҫинче - «ҫутатакан» кавӑнсем...

Хэллоуин Самайн уявпа пӗрешкелтерех. Самайн авалхи ирланд чӗлхинчи Samhain сӑмахран пулнӑ, «ҫу вӗҫленнӗ» тенине пӗлтерет. Каярах вӑл Ирландире чӳк уйӑхӗн ятне ҫаврӑннӑ.

Оксфорд фольклор словарӗпе килӗшӳллӗн Самайн Британи утравӗсем ҫинчи пур халӑхӑн уявӗ те пулнӑ. Вӑл вилӗмпе тата тӗлӗнтермӗшсемпе ҫыхӑннӑ. VIII ӗмӗртен вара Пӗтӗм ҫветтуйсен кунне уявлама тытӑннӑ. Самайна та, Хэллоуина та юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗрле уявлаҫҫӗ. Шотландире тата Ирландире паянхи кунчченех вилнисене лӑплантарма ятарлӑ йӑла-йӗрке ирттереҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче мӑн аслашшӗ-мӑн асламӑшӗ, йӑхташӗсем пирки халап каласа параҫҫӗ.

XVI ӗмӗрте юпан 31-мӗшӗнче килӗрен ҫӳресе пылак ҫимӗҫ ыйтасси йӑлана кӗнӗ. Ачасемпе аслисем пусмаран ӑсталанӑ маска тӑхӑннӑ, кӑштах ашкӑннӑ та. Ятарлӑ тумпа ҫӳресси, «Джек лампине» тӑвасси XIX ӗмӗр вӗҫӗнче - XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫеҫ пуҫланнӑ. Каярах Шотланди тата Ирланди ҫыннисем АПШна куҫса кайма тытӑнсан Хэллоуин унта та сарӑлнӑ.

«Ҫутатакан» кавӑна хатӗрлесси кельт йӑли-йӗркинчен куҫнӑ. Вӑл чунсене тасатмӑша ҫул тупма пулӑшать-мӗн. Шотландире ҫарӑк Хэллоуин палли пулнӑ. Анчах Ҫурҫӗр Америкӑра ӑна йӳнӗрех тата меллӗрех ҫимӗҫпе - кавӑнпа - улӑштарнӑ. Америкӑра асӑннӑ ҫимӗҫрен 1837 ҫулта пуҫласа лампа хатӗрлени паллӑ. Сӑмах май, АПШра касса вакланӑ кавӑн Хэллоуин «киличченех» пахча ҫимӗҫ, тыр-пул пухса кӗртнин паллисенчен пӗри шутланнӑ. Хэллоуина уявланӑ чухне чылайӑшӗ Муми тумне тӑхӑнать. Кил-ҫурта катемписемпе праҫник сӗмне кӗртеҫҫӗ. Хэллоуинӑн тӗп паллисем - вилӗм, усал-тӗсел, оккультизм тата монстрсем. Йӑлана кӗнӗ тӗссем - хура тата хӗрлӗрех сарӑ. Кавӑнран хатӗрленӗ лампа усал-тӗселе хӑвалама пулӑшнине халӑх питӗ ӗненнӗ.

Халӗ Америкӑран, Аслӑ Британирен Чӑваш ҫӗрне таврӑнма вӑхӑт. Пӗр вӑхӑт Раҫҫейре Хэллоуин уявне ирттерме чарнӑ. Халӗ ҫак йӑла шкулсене каллех таврӑннӑ. Аваллӑхпа кӑсӑкланакансем пӗлтернӗ тӑрӑх - чӑваш хутлӑхӗнчи хӑш-пӗр ялта та Кавӑн уявне палӑртасси йӑлара пулнӑ. Тепӗр тесен чӑвашсем те юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче - чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вилнисене асӑнаҫҫӗ. Ӗлӗкрех выльӑх пусса юн кӑларса чӳк тунӑ, ҫурта ҫутнӑ. Ҫакӑ, килӗшӗр, Хэллоуина аса илтерет.

Шел те, шкулсенче паян чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗрки, уявӗсем валли вӑхӑт сахал уйӑраҫҫӗ. Чӳк, Уяв Ҫинҫе, Сурхури /Раштав/, Улах, Акатуй, Аслӑ вӑйӑ, Ҫимӗк пирки ҫамрӑк ӑру питех тӗшмӗртмест.

Ҫапах та пӗлӳ ҫурчӗсенче ҫамрӑксем валли мӗнле уяв йӗркелесе ирттерме пулать-ха? Ача сачӗсенче хӗле ӑсатнине - Ҫӑварние - палӑртасси йӑлана кӗнӗ-ха. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере вара ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче аслӑ классенче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем чӑваш тумне тӑхӑнса вӑйӑ картине тӑраҫҫӗ. Питӗ аван ку! Аслӑ классенче вӗренекен хӗрсемпе каччӑсем Сурхури /Раштав/ уявлама пултараҫҫӗ. Унта вӗсем юмӑҫ яма /паянхилле/, юрлама, ташлама пултараҫҫӗ. Уява ҫӗнӗлле сӗм кӗртни те пӑсӑк пулмӗ. Пуҫаруллисем, тен, Улах йӗркелеме те мехел ҫитерӗҫ. Унта хӗрсен ал ӗҫӗ тума та, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме те май килӗ.

Анӑҫран килнӗ уявсене тиркессӗм килмест. Вӗсем тем пек аван пулсан та хамӑр йӑла-йӗрке манӑҫса пынӑшӑн чунӑм ыратать.

Роза ВЛАСОВА

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (60)]

Comments:

Якур // 3023.8.4323
2013.11.15 22:57
ăЭп çапларах шутлама пуçларăм. Акасапар нумай инфомаци вула-вула хăйĕн тĕп йĕрне çухатнă. Ăна bor яла чĕнет, яла вĕçтермелле унăн ял халăхне çутта кăларма.Ялта никам та кÿренместь.
Agabazar // 3274.88.1243
2013.11.15 23:04
Agabazar
Timer, Акапасар сирĕншĕн "Эс" мар!
Agabazar // 3274.88.1243
2013.11.15 23:09
Agabazar
Timer:"Мĕскер эс хĕрарăм пек элек саран." Çак сăмахсемшĕн Тимер текенскер мĕнпур хĕрарăмсенчен каçару ыйтма тивĕçлĕ!

Timer:"Станьяла <...> лайăх пĕлетпĕр" Сăмах Станьял пирки мар. Сăмах "Бор" пирки: чăваша хирĕçле сăмахсемпе Станьял ятне ярать...
Якур // 3023.8.4323
2013.11.15 23:14
Мĕскер эс,Акасапар, пĕрмай вăрçăнан Тимĕрпе тата ыттисемпе. Эс яланах вăрçăра-кĕрешÿре мар.
Agabazar // 3274.88.1243
2013.11.16 00:04
Agabazar
Якур:"Мĕскер <...> ,Акасаппасар (тÿрлетни манăн. —А.)," Акапасар сирĕншĕн "Эс" мар!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.16 10:00
Акапасар, хăвна пиарить ан ту. Тавай темă çумнерех калаçар. Сан çинчен пит нумай çыра пуçларăмăр, тавай яла çĕклеме. Хатĕрлен! Слова пусты, нужны дела!
Тимӗр // 4204.84.9922
2013.11.16 11:16
Акапасар,эпĕ каласшăнчĕ эсĕ каллех хăвна прокурор-судья пек приговор йышăнасшăн.Бор чăвашлăхшăн чунтан "çунни"куçкĕретех.Вăл конкретнă калать:ăçта пулнă,мĕн тунă.Станьял ăна пĕлет тата питĕ хисеплеть.Эсĕ унта сăмсуна ан чик.Хăвăн Архипоффупа разберись.А ту конгресра халь те çăрăлаç унăн "бухалтеринче".
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.16 12:52
Тавах,Тimer,ыр сăмахсемшĕн.Пирĕн хамăр çинчен çырни сăпайлă япалах мар пек,пирĕн ĕçсене несĕлсем тата киремет курсах тăраççĕ.Тĕп вырăнти япала-вĕсене кÿрентермелле мар, вĕсен умĕнче чыса тата тивĕçе çухатмалла мар.
Атнер // 3913.58.4645
2013.11.16 13:10
Акапасар,пăрах кутăнлашма.Ан хирĕçтер çынсене.Станьял хăех татса пама пултарать хăйĕн таврари ыйтăвĕсене.Пултаран пулсан хутшăн ырă ĕçсемпе.Станьялпа Мадуров чук ирттерчĕç Тимĕр пулăшнипе.Халь санăн черет.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.16 13:15
Bor чăвашлăха хирĕçле сăмахсемпе калаçнинех асăрхамарăм эпĕ,Акаспасара хирĕçлени пулнă.Паянлăха Акапасар чăвашлăха хăйĕнпе кăна ассоциировать тума пултаримаç-ха,турра шĕкĕр.Чăвашлăх питĕ АНЛĂенлĕ-чăвашлăх вăл Тимĕр те,Ефим та,Якур та,Станьял та,Лукианов та,Арçенти ачи Илле те,Лапшин та,Адер та,Сарпи те,Азамат та,тата ытти нумай-нумай пултаруллă чăвашăн ывăлĕ-хĕрĕсем.Çав вăхăтрах пире Акасапар хăйне-Эпĕ чăваш кăвапи çиппи тесе ĕнентересшĕн.Ĕнентерÿ иккĕленÿллĕрех.

Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters