Тӗлӗнмелле пулин те, Украина Гимнӗн официаллӑ тексчӗ ҫакӑнпа вӗҫленет. Анчах та унӑн "официаллах мар" тӑсӑмӗ те пур. Ҫавнашкал "тулли" текстпа футбол чирлевҫисен сайтӗнче паллашма пулать, сӑмахран.http://fanat.ua/ukraine/gimn/
Акасапар хăта,Украина пирĕншĕн тĕслĕх мар,вĕсем пуян ÇĔР çинче те выçлăн-тутлăн пурнаççĕ.Луччĕ Акасапар, Пĕрлештернĕ Арабсен Эмирачĕсен гимнне куçар(сан валли эмиратсем тĕслĕх пулса тăраççĕ- ним те ĕçлемеççĕ,çуралсанах 40 000$ симĕс укçа счет çине хурса параççĕ,сан та ĕçлес кăмăл нумаях мар курнать),е тутарсенне пĕреххут. Мĕн сутăнчăк хохолсемпе ăшталанан.
Вилеймен-ха Украинăн сумĕпе сулмакĕ,
Пирĕншĕн те ырă тăрмăш килсе çитĕ акă.
Тăшманкка тавраш тасалĕ ирхи сывлăм майлăн,
Хамăр тăрăхшăн пĕр йыш пек тăрăпăр нумайăн!
Ну мĕн пур кунта чăваша тÿр килменни, юрăхсăрри, начарри, сиенли?
Акасапар, маттур!Ахальтен мар сана паян Юптарусем кĕвĕлеме сĕнтĕм тепĕр темăра.Форумра çăрăлса лариччен çырма пуçлах! Только ан куçар такамсен гимнĕсене,темскер "тăшманккасем" çинчен çыран(эп,сăмахран,сан тăшманкку мар,эп санпа тĕрĕс çул шыракан).Паян Митта Ваçлейĕн Асăну кунĕ,тен Ăслăлăх институтне те кайса килĕн Тĕлпулуна. М.Ваçлей Преми лауреачĕн ячĕ те сана илĕртме пултарĕ.
Акасапар хăта,95 çула çитнĕ 70-мĕш çулсенче ФРГ канцлерĕ пулнă Гельмут Шмидт мĕн каланине манса ан кай.Лайăх тăнла Тăнлă çынсем мĕн каланине, эс воопçе çын каланине тăнлама юратмастăн(ан çиллен те, Шмидт санран ăсран тайлăках мар пуль тесе шутлап).
Аçтархар Плотников:Политика-"Саккун вăя кĕрес умĕн хайхи пирĕн сайтри канашлăва та тасатса тухма тивĕ пулĕ — унта унашкал калаçусем сахал мар пулнă пек астăватăп.".Çук пуль форумра кун пек чĕннĕ çырусем, тем астумастăп. Тен хăшĕ-пĕрин ăшра,ăсра ун пек шухăшсем пурах пуль(сăмахран, Акасапар юлашки вăхăтра Украина енелле тайăлчĕ),анчах çырнине астумастăп.Вара малалла юрист пулăшĕвĕ кирлĕ пулма пултарать-и?
Руслана халăхпа пĕрле Украина гимнне юрлать: http://www.youtube.com/watch?v=5YOJ-GfihZs