Тӗлӗнмелле пулин те, Украина Гимнӗн официаллӑ тексчӗ ҫакӑнпа вӗҫленет. Анчах та унӑн "официаллах мар" тӑсӑмӗ те пур. Ҫавнашкал "тулли" текстпа футбол чирлевҫисен сайтӗнче паллашма пулать, сӑмахран.http://fanat.ua/ukraine/gimn/
Акапасар-хăта мĕн вĕчĕрхенен Украин гимнĕпе.Чăвашсен историйĕ нумай кăсăкрах.Хамăрăнне ăстала,вăй-хăвату пулсан. Пултаримастăн пулсан ан та çыхлан.Малтан кайса Каир,Самарканд,Шаолинь тата Ватикан Архивĕсенче ĔÇле. Вара Чăваш усламçисем сана гонорар парĕç йĕркеллĕ Гимн çырма пултарнишĕн.Çухалса кайса ан пурăн Акапасар тăванăм, халăхпа пĕрлех пул.
Чăваш чăваша яланах эсĕ тенĕ.Ыйт Станьялтан,Мадуровран,Хусанкайран.Ыйт кам хутшăннă академик Волковпа.Хăвна мăнна ан хур,Акапасар тăванăм.Пул ансатрах,вара чăннипех сана хисеплеме пуçлать халăх.
Тĕрессипе каласан, мана Якурсемпе Тимĕрсен хисеплевĕ ним тума та кирлĕ мар. Пачах урăхла: вĕсен хисеплевĕ маншăн мăшкăл пекех пулĕччĕ.
Анчах та вăл еннелле каяс пулсан акă мĕн каласшăн. Ну, калăпăр, сирĕн шутпа, "эс" тени хисепленине пĕлтерет. Апла-тăк хисеплемен çынна мĕнле чĕнеççĕ? Хуть те мĕнле шутласа кайсан та "эсир" пулса тухать. Сирĕн "шайккă" Акапасара хисеплемест тесе ăнланмалла. Эппин çав хисеплеменлĕхе ятарласа палăртса "эсир" тейĕр-ха ăна. Вăт çакнашкал курăмпа эп килĕшме пултарăп.
Ăнтăлу тата ĕçченлĕх хăй вăйне кăтартĕ —
Украина ирĕк кĕвĕ янратмашкăн хатĕр:
Унăн ахрăмĕ Карпатăн, уй-хирсемĕн юхĕ,
Тăшманкка тавраш пулаймĕ ĕлĕкхи пек шухă.
Чăваш нихăçан та Украина Гимне юрламаççĕ. Малтан хăйсем хăйĕн Гимне юрлама вĕренччĕр. Куратпăр телевизор çинче кашни кунах украинецсем мĕнле юрланине. Мĕнтери капмар хулана мĕн туса хучĕç эсрелсем. Хăйсене мĕн кирлине хăйсем те пĕлмеççĕ.