Мĕне пĕлтерет-ха вăл "Даже чуваш" тени??? Чи юлашки, чи кайри тенине пĕлтерет! Ыттисем пурте "çунатланнă", чăваш çунатланайман-ха, анчах ыттисем хыççăн чи хыçалтан çунатланма пултарать имĕш. Акă еплерех "хавхалантараççĕ" пире! Танлаштарса кăтартăпăр. "Даже бор сообразил", "Даже бор может", "Даже бор сумел", "Даже бор умеет" тенĕ пекрех пулса тухать. Анчах та гимнра "бор" мар, "чуваш". Вăт пурăнатпăр çавăн пек, хамăр чи кайри пулнипе мухтанса-каппайланса-хăпартланса.... Калаççĕ вĕт: И ежу понятно... Вăт чăваша гимн авторĕсем "чĕрĕп" шайĕпе çеç хаклаççĕ. Эх-ха-хай!
Акасапар хăта,эсĕ мана "Даже бор" тенипе илейместĕн.Эпĕ авă "Акасапар пек тăнлă чăваш çуралман-ха"-тесе çырап. Чуешь разницу? Кунта çырса ларнипе Акасапар-хăта чĕрĕпрен мала кайимастăн.
Ку йĕркене, ман шутпа, халĕ чăваш та ура çине тăрать тесе ăнланмалла. 14-19-мĕш ĕмĕрсен пусмăрлăхĕ пĕтрĕ, халĕ аталанма вăхăт,- тенине пĕлтерет. Ман шутпа.
И ежу понятно тенĕшĕн чĕрĕпĕн савăнмалла пек çеç ĕнтĕ: Ара, "понятно" тенĕ вĕт, "непонятно" темен... Анчах та пуплевре И татăк пурри касать. Чĕрĕп пуринчен те айван та, çавăнта ыттисенчен чи кайран ăнланса илнĕ иккен.
Вăйра тăракан Гимнра та (вырăсла версире) чăваш пирки çавăн евĕрлех çавăрттарса хунă: "...и чуваш крылат".
Ара куçараканни эсĕ вĕт,Акасапар-хăта. Эсĕ куçаруçă пуласшăн, çавăнпа та ăçта "и" союз лартмаллине(е лартмалли маррине санран ыйтмалла).Малалла: енчен те сан пек чĕрĕп евĕр калаçкаласа ларнă пулсан(вăт мана ĕнер "эс" тесе чĕнчĕç, паян тренажер çине каймастăп тесе çилленсен) А.Г.Николаев Улăп евĕр чăваш тĕнче уçлăхне вĕçсе кайиман пулĕччĕ, "и чуваш нынче крылат" тенĕ йĕркесем пулмĕччĕç.Ах,питĕ хăйне тăнлă пек кăтартасшăн-çке Акасапарĕ.
Акасапар-хăта, хăвна ытлашши хак ан пар, çынсем сана хаклаччăр. Халлĕхе сана ытлашши хак пани курăнмаç-ха. Комиссионный лавккари пек: Акасапар хăйне хак лартнă 1 000 000 тенге( е $,е тугрик), анчах та уйăх иртет-хакне памаççĕ, вара АКасапар йÿнелет-700 000 тугрик. Тепĕр уйăхран каллех çавнашкал ... .
Акасапара пĕлсе тăма:Эпĕ нумай чухне "Даже Акасапар сообразил","Даже АКасапар может","Даже Акасапар сумел","Даже Акасапар умеет" тата "даже Акасапар вышел в народ" -тесе çырма пултаратăп.Халлĕхе çырмас-ха ĕнтĕ.Анчах кам пĕлет,кантурта "пăнтăхса" ларакансем тем çырма та хистеме пултарĕç.
Строка "Отныне и чуваш крылат" не имеет права на существование в тексте официального гимна Чувашской республики. Ибо частица и придаёт этой фразе уничижительность по отношению к чувашу, представителю титульного народа. Это настолько элементарно, что понятно и ежу.