Нумай пулмасть «Хыпар» хаҫат ҫӗртмен 24-мӗшне канмалли кун пек палӑртманнине пӗлтертӗм. Паян вара ман алла «Хресчен сассин» 2014 ҫулхи 1-мӗш кӑларӑмӗ лекрӗ. Почтӑра туянтӑм. Мана унти «Культурӑллӑ-и эпир?» статьи кӑсӑклантарчӗ те вуласа пӑхас терӗм /вулавӑшӗ пирӗн юнашар ялта ҫеҫ, унта ҫухрӑм утмалла/.
Уҫса пӑхрӑм та хаҫата — кусем те кунталӑк пичетленине куртӑм. Хайхи ятарласах ҫӗртмен 24-мӗшне пӑхрӑм. Ҫук, вӗсем те ӑна канмалли кун пек палӑртман (хаҫачӗ хура-шурӑлла ҫеҫ те, канмалли кунсене хулӑмпа кӑтартнӑ). Кун хыҫҫӑн вулавӑша кайса ытти хаҫатсене те тӗрӗслес килет — республикӑра тухакан хаҫатсем Республика кунӗ пирки астӑваҫҫӗ-и, е ҫук?
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Timer:"...Кам сире чышкă кăтартать?Унсăрах эсир пĕр вырăна çулама хатĕр..."
ИСТОРИЛЛЕ САМАНТ! Тинех Тимер хăйĕн "министр мар" оппонентне "эсир" теме хăват çитерчĕ. (Чăн та юнашар пуплевсенче халлĕхе "эс" тет-ха). Мĕнех, пĕлĕт татăлса анмарĕ, юханшывсем кутăнла юхма пуçламарĕç. Çапах та эп çыннăн тертне хаклама хăнахнă.
Хальхинче те пысăк хак паратăп!
...Çиччас градусник е манометр илетĕп те сирĕн ăшри чăвашлăх шайне виçме пыратăп...
Акапасар.Чунри чăвашлăх вăл сан пирки мар пулас.Эсĕ канма пултаран кăштах.Кам сире чышкă кăтартать?Унсăрах эсир пĕр вырăна çулама хатĕр ăшă вырăнтан кăларса ярасран хăранипе.Кам редактора тустарма пултарать Республика кунне хĕрлĕпе палăртнăшăн?Мĕн чĕтрен?
Migulaj // 2158.60.7548
2014.01.11 20:58
«сысналаннă чура (вырăс)» тесе эпĕ тĕлли-паллисĕр нихăçан та çырман тата "йĕксĕк" пирки халь çеç санран пĕлтĕм.Эпĕ "Хура-шурă" сăмаха тĕрĕс çырма сĕнни кама кӳрентерме пултарнă? - тесе çырнăччĕ паян кăнтăрла иртсен 14:53-ре.Пĕлтĕр эсĕ мана эпĕ чăваш комиссийĕ ют чĕлхепе хăйĕн йышăнăвĕсене çырать тени пирки тытнăччĕ.Эпĕ вара чăваш чĕлхин комиссине кĕместĕп-çке.Мĕнле апла пулсан чăваш чĕлхи комиссийĕ ют чĕлхепе çырнăшăн эпĕ айăплă?Миçе хут кунта сана каламалла:эпĕ нихăçан та пĕрсăлтавсăр нимĕн те çырмастăп.
Акапасар,хăçан чăвашла ăнланма пуçлан?Эпĕ сан пирки каламан эсир тесе.Сан пеккисем,{тĕрлĕ редакторсем тата ыттисем}шел пулин те нумайланса кайрĕç юлашки вăхăтра.Вăт çавсене т.е.сире эпĕ каларăм эсир тесе.Чăваш нихçан та пĕр çынна эсир тесе чĕнмен.
Пĕрне Турра пуççапма хушнă тет те, лешĕ çамкине çапса çĕмĕрнĕ тет...
Курăр-ха, епле пулса тухать. Çын каçса кайса хăйĕн оппонентне (лешĕ татăклăн хирĕçленине пăхмасăр!) "эсир" вырăнне "эс" тенипе мухтанать. Кирлипе мухтанасчĕ.
Малашне те кун пекех кайсан, кача пÿрни çинччи шĕпĕнĕпе те мухтанма пуçлаççĕ пуль.
Чăннипех тăрантарса çитерчĕç ку тимĕр-тăмăрсем, çитет ĕнтĕ, çынсем ирттерекен мерориятисене такампа пĕрле пĕр чĕнмесĕрех ларса килетĕр те пĕр хакне çухатнă кĕнеке парнелесе хăваратăр ,çавăнпа ăсăр пĕтмелле мухтанатăр, пирĕн патра Иван Юркин палăкне лартатпăр тесе, музее юсатпăр тесе шантартăр.Ăçта ĕçĕр?
Ай-уй ку Васса кинеми те Акасапар сĕрекине кĕрсе ÿкнĕ. Васса тăхлачă санăн Акасапару сирĕн пата çитсе те килиман. Çапах та саншăн вăл ЯЛАВ пек, юрату туйĕ çук-ши сирĕн хушăра?
Васса:"...Иван Юркин палăкне лартатпăр тесе, музее юсатпăр тесе..."
<br>Ия çав. Ку этемсем Иван Юркин камне те йĕркеллĕ пĕлмеççĕ вĕсем. "Музей" текенни Иван Николаевич хăй вăйĕпе 19-мĕш ĕмĕрте (е кăшт каярахпа-и) лартнă чул çурт иккенне те чухламаççĕ. Вăт сире "Хресчен сасси"...
bor1959:"Васса тăхлачă санăн Акасапару сирĕн пата çитсе те килиман..."
Пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлетĕп Пÿркел тăрăхне.
ИСТОРИЛЛЕ САМАНТ! Тинех Тимер хăйĕн "министр мар" оппонентне "эсир" теме хăват çитерчĕ. (Чăн та юнашар пуплевсенче халлĕхе "эс" тет-ха). Мĕнех, пĕлĕт татăлса анмарĕ, юханшывсем кутăнла юхма пуçламарĕç. Çапах та эп çыннăн тертне хаклама хăнахнă.
Хальхинче те пысăк хак паратăп!
...Çиччас градусник е манометр илетĕп те сирĕн ăшри чăвашлăх шайне виçме пыратăп...