Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Кто беден любовью, тот скупится даже своей вежливостью.(Фридрих Ницше)
 

Ad

Владимир: Европӑран вӗренмелли пайтах ха пирӗн.

Владимир19.02.2014 14:0215825 views

Халӗ кашни ял ачи зоопарк мӗнне пит лайӑх пӗлет: тӗнчери мӗнпур чӗрчунпа таҫта ҫити каймасӑрах юнашар хуларах курса килленме пулать.Анчах та кунта эпӗ сире зоопарксем кӑна мар, этемпаркӗсем те тӗнчере пайтах пулни пирки каласа парасшӑн. Суймастӑп, юлашки этемпаркӗ европӑри Брюссель хулинче 1958-мӗш ҫулта "Экспо-58" ятлӑ куравӑшра пулнӑ. Этемсене тискер чӗрчун евӗр тимӗр картара 1936-37-мӗш ҫулсем ҫити таранах Базел тата Турин ятлӑ Европа хулисенче куракана укҫалла курма сӗннӗ. Ку тимӗр картасенче негрсем, индеецсем, эскимоссем тата пигмейсем пулнӑ имӗш. Европеецсем ку этемпаркӗсене талккишӗпех пуҫтарӑннӑ тет, 1929-34мӗш ҫулсенче ҫеҫ кризиса пула куракансен йышӗ чакнӑ пулать. Укҫасӑр кӗртмен ҫав. Чи малтан негрсене 16-мӗш ӗмӗрте аристократсем туянма пуҫланӑ,ҫемьисенче курса йӑпанма, 18- мешӗнчех вара вӗсене Раҫҫее те илсе ҫитернӗ иккен. Петӗр патшан Арапне астӑватӑр пулӗ ха? Анчах та Петӗр патшан арапӗ аристократсен шутне кӗрсе А.С.Пушкин маҫакӗш пулма пултарнӑ! Ку япала вырӑссене япӑхах палӑртмасть, паллах, анчах та пулнӑ-пулнах. Ҫав 18-мӗш ӗмӗртех чи пирвайхи зоопарксем те уҫӑлма тытӑннӑ.Шеремет ӑсчахсем ниепле те упӑтене негртан уйӑрма килӗшмен. ХХ-мӗш ӗмӗре кӗрекен Германи канцлерӗ О.Бисмарк та ҫак этемпарка ятарласа негра пырса курнӑ: упӑтех тесе килӗшнӗ! 1902-мӗш ҫулта Лондон хулинчи зоопарка негрсене сӑнама 800 пин ҫын хутшӑннӑ тет. Шеремет негӑрӗсем ку тыткӑнлӑхра нумаях пурнайман, Европа сиввисене хӑнӑхман - 1912-мӗш ҫулта 27-шӗ вилнӗ. New York Times хаҫат 1904-мӗш ҫулхи кӗркунне картара ларакан упӑтепе негр пирки ҫапла хуравланӑ: иккӗшӗте пӗр ҫӳллӗш, иккӗшӗте пӳрне кӑтартснах ҫӑвар карса шӑл йӗреҫҫӗ. Ак сана,тусам, Европа!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (53)]

Comments:

Agabazar // 2387.9.5363
2014.02.23 19:44
Agabazar
Эй-яй-яй!
Кун пекки те пулать иккен тĕнчере!
Тин кăна Януковича хирĕç Майдан ирттерекенсене сурчăк сирпĕтсе питлетчĕ этем. Халь вара хайхи "экс Янукович" США марионетки пулса тăчĕ! Цирк! Тÿлевсĕр камит кăтартаççĕ кунта!

Апла пулсан савăнар эппин США çумçаккине сирпĕтнĕшĕн! Майданçăсене мухтав! Утăрья! :-)
Владимир // 1903.93.6601
2014.02.23 20:32
Майдана хирĕç эпĕ сурчăк сирпĕтмен. Майданра клансем çапăçаççĕ тенĕ кăна. Янукович кланне аркатрĕç. Халĕ çĕнтерÿçисем пайланаççĕ, пĕрпĕринпе килĕшеççĕ. Майдан хăй рольне выляса пĕтерчĕ. Майдана чикĕ урлă никам та кăлармасть. Украина геополитика тума пултараймасть, вăл колодари пĕр карчĕ кăна. Козырь те мар, буби Туз.
Владимир // 3757.96.0470
2014.02.23 20:41
Украинăран (Харьковран) Мускава çити ракета 4 минут вĕçет. Куна Берлин та, Париж та пит лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа та, курăр ак,нимĕçсемпе французсем хăйсемех Путинпа пĕр сĕтел хушшине ларса калаçасшăн пулаççĕ.
Agabazar // 2387.9.5363
2014.02.23 20:56
Agabazar
Володя // 3757.96.0470 2014-02-23 20:41<<Украинăран (Харьковран) Мускава çити ракета 4 минут вĕçет.>>
Мускавран Харькова çити миçе минут вĕçнине шутласа парăр-ха, тархасшăн!
Владимир // 1903.93.6601
2014.02.23 21:07
Вăт çавна Берлинра иксĕмĕртен маларах шутласа илчĕç те! Ку кăна мар, Обама па Путин Сири пирки çемçерех калаçма пуçлать пулĕ ха. Баш на баш теççĕ куна геополитика чĕлхипе.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.24 09:33
Ой,кунта геополитик-Акасапар тупăннă иккен.Эпĕ ăна Майдана кайнă тесе.Акасапара пĕлсе тăма:Эпĕ те Володя пекех пĕр сăмах та каламан В.Янукович тÿрĕ кăмăллă президент тесе.Вулама пĕлен пулсан -вула.Каланă эпир Майдан куштанĕсене "Запад" укçа-тенкĕпе тата хĕçпăшалпа тивĕçтерет тесе.
Agabazar // 2446.54.4588
2014.02.24 12:31
Agabazar
Януковича ниепле те тупаймаççĕ.

США çумçаккийĕ пулнă май, вăл Америккăна тарса пытаннă пулмалла ĕнтĕ. :-)

Анчах та вăл кăшт вăхăт иртсен Вашингтонра мар, Мускавра тупăнсан,— вăт пулать мыскара! :-)
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.24 12:44
Акасапар, Януковичпа мĕн тăватăн эсĕ? Чи кăмăлли санăн Кличкопа Тягнибок вырăнтах вĕт! Паян Киевра ытлашши хăрамалли çук, кайса килимастăн-ши? Вĕренсе юлмалли пит нумай сан валли, кайран укçалла сутма пуçлаççĕ сценарийсене, а эсĕ яланах укçа çук тесе кăшкăратăн.
Agabazar // 4040.56.6686
2014.02.24 17:07
Agabazar
Акапасар тĕрлĕрен "борсене" эслетме (пĕрреллĕ хисеппе чĕнме) ирĕк паман.

Темăпа калаçас пулсан, Европа пирки сахалрах калаçмалла. Мĕншĕн тесен пиртен çав тери аякра. Атте-аннерен, маçаксемпе-мамаксенчен вĕренсе пымалла чăн малтан.
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.24 18:24
Васпăти.Аранах ку Акапасар маçак-мамаксенчен вĕренмеллине аса илчĕ.Пустуях эпир ăна виртуальнăй тесе шутланă няк.Аса ил-ха ,Акапасар, вĕсем те хăйсене Эсир тетернĕ-и?А вĕсем санран ухмахрах пулман.Вĕрен вĕсенчен.Намăс ан кăтарт вĕсене.

Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters