Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Предвидеть - значит управлять.(Паскаль)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Испанла, нимӗҫле, хрансусла тытма пулать, чӑвашла — ҫук

Аçтахар Плотников09.04.2014 22:0615606 views
Сӑмахӑм ППЭ пирки. Ак ҫак хыпара вуласан тӗлӗнсех каятӑн — http://chuvash.org/news/5509.html.

Ара испанла та тытма палать, анчах чӑвашла — май ҫук. Чӑннипе те кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрса хунӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр мар-и? Тӑван чӗлхепе экзамен тытма май ҫук. Вырӑс челхине Раҫҫей патшалӑх чӗлхи тесе тыттараҫҫӗ-ха, тӑван чӑваш чӗлхи пирки калаҫма пуҫласан — тӳрех хирӗҫ тӑраҫҫӗ! Ачисене испан чӗлхипе тыттарӗҫ, анчах чӑвашла мар...

Кӑҫал тата 9-мӗш классене те экзамен тыттарасшан мар пек калаҫаҫҫӗ... Какуй унта 11-мӗш класс пӗтерекенсем пирки. Министерство ҫыннисене вара мӑн асаттесем, мӑн асаннесем умӗнче намӑс мар-ши?

//йӑнӑшап пулсан — каҫарӑр

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (35)]

Comments:

Agabazar // 7147.1.8182
2014.04.09 23:05
Agabazar
Мĕн намăсси ĕнтĕ, мĕн йăнăшши? Министерство вăл - влаç ВЕРТИКАЛĔН пĕр сыппи...
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.10 09:18
Админ хăта, каллех мана хирĕçлеме пуçлан. Итле мана, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, ЭСĔ авланман, авланма шутламастăн пулмалла. Вара ачусем пуррине пĕлместĕп. Çук пулсан, çитĕнтер те Чăвашла ЕГЭ тытма ÿкĕте кĕртме пултар.Вара калаçма пулать. А унсăрăн мĕн сывлăша хумхататăн. Эсĕ те,Акасапар пекех, виртуаллă тĕнчене куçса кайнă. Тепре калатăп: Эпĕ хирĕç мар, анчах вăйпа, вĕренпе çыхса хурса вĕрентейместĕн.Чăваш хастарĕсен темиçе çыннăн кăна РЕАЛЬНО чăвашла калаçать.
Анатсем // 3427.24.1574
2014.04.10 10:16
Акă вăл паянхи эпĕ текен чăвашăн курăмлă сăн-сăпачĕ!Ытти -çăкăр хытти тенипе нумай малалла каяймăпăр çав.Админа кунашкалах хăртма кирлех-ши? Капла калани пирĕн кăмăл-сипет шайĕ çапла кăна пулнине пĕлтермест-и вара?Тÿррипе каласан, Админ чăвашлăхшăн ырми-канми тăрăшать, пин çын тăвас ĕçе йĕркелесе пырать.Тÿре-шара куçĕнчен мĕн каламаллаччĕ-ха тесе пăхмаст.Мĕн пуррине калать.Тунмасть,суймасть.Чăнах та,паян ытти чĕлхесене пĕлни уйрăмах кирлĕ.Мĕн каласси пур, шкулсенче чăваш чĕлхи сехечĕсене сахаллатса пыни те аванах сисĕнет-çке.Чăваш пулнишĕн мĕншĕн вăтанас?
2014.04.10 12:12
Аçтахар Плотников
Ман сăмахра вăйпа вĕрентмелли пирки пĕр сас та çук. Сăмахăн пирĕн тӳре-шарасен чăваш чĕлхине хӳтĕленĕ чухне хăйсен сăмахне çирĕпрех калама сĕнесси пирки. Паллах, хӳтĕлесшĕн пулсан. Вĕсен хӳтĕлесшĕн маррине ĕненес килмест.
Вертикалăн пĕр сыппи тесе ларсан кайран, вăхăт çитсен, унпала вĕсем Турă умĕнче хӳтĕленеймĕç-çке.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.10 12:23
Анатсене хуравласа:" Никам та хăратмаç, шутра та çук". Эсир шкулта пулатăр-и е çук, Анатсем( нумайăн пулмалла)? Миçе çынна пĕлетĕр чăвашла ЕГЭ тытас шухăшлисене.Мĕншĕн хамăра улталатпăр?Атьăр пĕрле пухăнар та шкулсене кайса ыйтса çÿрер.Пĕчченех çÿреме пултарап, анчах никам та ĕненмеç. Эпĕ ачасене ЕГЭ тыттарасшăн сиртен сахал мар, анчах пурнăçри "действительноç" пачах урăхла вĕт.Мĕн тумалла тата мĕн тума пултаратпăр хуть ялсенчи ачасем ЕГЭ чăваш чĕлхипе тытчăр тесен?

Pages: 1, 2, 3, [4]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters