Çак Акасапаркка инетран туртса кăларать те пĕр-пĕр "хыпар", вара пĕр уйăх хушши чарăнмасăр минрешеть çак темăпа.Кайран тепĕр хыпар çине тухса ÿкеть.Ермей Рожанский текен чăваш пĕрремĕш кĕнеке чăвашла кăларнă пултăр,Яковлев И. пĕрремĕш БУКВАРЬ чăвашла кăларнă пултăр.Вара халь мĕн тумалла чăвашсен. Акасапар текен чăваш "Чăваш трактачĕ" кăларасса кĕтсе лармалла-ши?
Атилла // 3913.58.4645
2014.10.13 14:47
Иван Яковлев шкулта ачасене тăхтав вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе чăвашла калаçтарман тени тĕрĕс-и?Е тата ачасене 'ирĕксерлесе"закон божия 'хăвалани"нивушлĕ тĕрĕс?.
Атилла // 3913.58.4645 2014-10-13 14:47 <<Иван Яковлев шкулта ачасене тăхтав вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе чăвашла калаçтарман тени тĕрĕс-и?>>
Ĕç кунта Яккăлччăра мар паллах.И.Яковлев хăйĕн шкулĕнче тĕпрен илсен вырăс чĕлхипе усă курнă. Хăйĕн шкулĕнче вăл хăй чăвашла пачах та калаçман тесен те йăнăш мар. Шкула килекен хресченсемпе çеç вăл чăвашла калаçнă. Хăйĕн вĕренекенĕсен ашшĕ-амăшĕпе ĕнтĕ.
Эппин эпир паян май килсенех чăваш чĕлхинчен пăрăнатпăр пулсан, çакăнта Яккăлччăн "тÿпи" те пур.
И.Я.Яковлев пĕрремĕш чăваш букварьне кăлараканĕ мар
Çавăн пекех "чăваш трактачĕ" кăларакансем те пайтах пулнă халиччен. Тен, вĕсен ячĕсем урăхларах пуль. (Аптекăсенче, ытти лавккасенче çапла вĕт: пĕр имçамах, пĕр таварах темиçе ятпа сутаççĕ).
Атилла // 3913.58.4645
2014.10.14 14:28
Ийя пуль çав.Пирĕн ялта та чи малтан учительсен ачисем папа-мама теме пуçларĕç тата курнăçланса вырăсла пуплерĕç.Колхозниксен ачисем кăна авалхи чăваш чĕлхине "сутмарĕç"/
Акасапара мĕнле шăна çыртнă вара? Яковлева хирĕç мĕн мĕшĕлтетет-ши? Уç та чăваш шкулĕ, вĕрент чăвашла! Вара калаçма пулать! Аттун кĕлмĕç старикки пек пĕрмаях чĕриклетеь.
Мĕн пур кунта Яковлева хирĕççи? :-(
Сăмах май каласан УН ПИРКИ те манăн сонет пур. Интернетра тахăш форумра вырнаçтарнăччĕ эп ăна. Ăçта иккенне халĕ астумастăп.
Атилла // 3913.58.4645 2014-10-14 14:28 : <<Ийя пуль çав.Пирĕн ялта та чи малтан учительсен ачисем папа-мама теме пуçларĕç тата курнăçланса вырăсла пуплерĕç.Колхозниксен ачисем кăна авалхи чăваш чĕлхине "сутмарĕç"/>>
Йывăра ан илĕр те, анчах сăмахăма каласах тетĕп. Çитет пуль мăнтарăн вĕрентевçĕсене тÿнккесе??? Тупнă меллĕ объект! :-( Пĕлетĕр вĕт, лешсем (вĕрентевçĕсем) хирĕç калаймассине? Эппин мĕне кирлĕ вăл унашкал "паттăрлăх?
Пурччĕ кунта Тимĕрпе Исмет. Çавсем вĕçĕмсĕр çавнашкал юрра юрласа тинкене илетчĕç. Халĕ тата çавнашкалли тепре тупăнчĕ иккен. :-(
мĕнле кăна движок уса кураççĕтĕр