Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Чем тоньше лед, тем больше хочется убедиться, выдержит ли он.(Джош Биллингс)
 

Ad

Аксар Чунтупай: Каллех чӑваш чӗлхине тапӑнаҫҫӗ

Аксар Чунтупай25.09.2014 17:3317585 views

Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах. Вӗрентӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Ку ҫеҫ те мар: 5-9 классенчи тӑван ен культурин урокӗсене те пӑрахӑҫланӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку? Мускав хушать-и е хамӑр "ӑсран тайӑлатпӑр"? Е хамӑр хамӑра пӗтеретпӗр? Вӗрентӳ министерстви ирӗк парать пулсан, ку тата та тӗлӗнмелле... Чӑваш халӑхне хирӗҫ тунӑ тӑшман сӑтӑрӗ (диверсийӗ) вырӑнне хума пулать кӑна...

 

Постскриптум: Чӑваш чӗлхин урокӗсене ырӑ ҫынсем тӑрӑшнипе каялла тавӑрнӑ, анчах тӑван ен культури урокӗсем ҫав шайрах (пӗр сехет те ҫук) юлнӑ теҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (47)]

Comments:

2014.09.29 20:35
Аксар Чунтупай
Ман пĕлĕшсем, чăвашсем, Крымра пурăнаççĕ. Вĕсен савăнăçĕ - манăн савăнăç!
Agabazar // 1091.52.3057
2014.09.29 20:59
Agabazar
Савăнăçĕ мĕнре-ши? Шет унта чăваш шкулĕсем уçăлма пуçланă? Чăвашла телевидени ĕçлеме пуçланă-няк?...

Аксар Чунтупай // 3341.40.4481
2014-09-29 20:27 <<Ан савăн, Акапасар, чăвашлăхшăн тăрăшакансем çине тăнипе ку киревсĕрлĕхе пăрахăçланă... Чăваш чĕлхи урокĕсене каялла тавăрнă.>>

Ну паллă ĕнтĕ, чăвăшлăха хĕснишĕн савăнса ларассисĕр пуçне Акапасарăн урахла нимĕнле ĕç те çук...



Agabazar // 2794.40.7346
2014.09.29 21:17
Agabazar
Аксар Чунтупай // 3341.40.4481
2014-09-29 20:35 <<Ман пĕлĕшсем, чăвашсем, Крымра пурăнаççĕ. Вĕсен савăнăçĕ - манăн савăнăç!>>

Эстонири Нарва хули "пирĕн" пулсан тата хытă савăнатăр пулмалла, Аксар хăта! http://www.etnoweb.ee/ru/org/80snz
2014.09.30 19:22
Аксар Чунтупай
Тĕнче пĕрре - эпир пурте тăвансем. Мĕншĕн çапăçар? Пурнăç пĕрре! Иккĕ мар! Пĕр-пĕрне чикĕ лартар мар, туслă пурăнар... Çавă çеç маншăн пурнăç идеалĕ.
Agabazar // 6760.2.6586
2014.09.30 20:13
Agabazar
Аксар Чунтупай // 2764.31.2138
2014-09-30 19:22 <<Тĕнче пĕрре - эпир пурте тăвансем. Мĕншĕн çапăçар? Пурнăç пĕрре! Иккĕ мар! Пĕр-пĕрне чикĕ лартар мар, туслă пурăнар... Çавă çеç маншăн пурнăç идеалĕ.>>

Ку ĕнтĕ Леопольд кушак аçи каланине аса илтерет. Хăвна мĕн кирлине çавăрса илсен çавнашкал пуплеме ай-хай еплерех МЕЛЛĔ. :-)

http://www.echo.msk.ru/blog/agermanml/1408896-echo/
Васса // 4265.97.3801
2014.10.01 17:25
Чавашла вĕрентме чарман-çав паха, мĕн кирле-кирле мар çинчен калаçаççĕ.
Agabazar // 3407.18.0075
2014.10.07 06:57
Agabazar
Васса, савăнма иртерех.
Аксар Чунтупай // 3341.40.4481
2014-09-29 20:27 <<Ан савăн, Акапасар, чăвашлăхшăн тăрăшакансем çине тăнипе ку киревсĕрлĕхе пăрахăçланă... Чăваш чĕлхи урокĕсене каялла тавăрнă.>>

Ку этем те вăхатсăр савăнать иккен. http://chuvash.org/news/7120.html
Васса // 3188.9.6016
2014.10.07 21:16
Чăнах, ним савăнмалли те çук.Мĕнпе вĕçленнĕ-ши пуху?
Agabazar // 4029.78.4544
2014.10.08 02:07
Agabazar
Пуху мĕнпе вĕçленни пирки хыпар. — http://chuvash.org/news/7145.html
2014.10.15 23:08
Аксар Чунтупай
Ку хыпара Чăваш халăх сайтне вырнаçтарнăшăн мана "патак" лекрĕ. Район шайĕнчи пĕр чиновник хăй патне чĕнсе илчĕ, ман чăвашла сайта (http://chuvsite.ucoz.ru)тиркеме пуçларĕ... Ку страница килĕшмест, тепри килĕшмест иккен... Сайт ятне те улăштармалла иккен. Ирĕксĕрех шутлатăн вара: чиновниксене "чăваш" сăмах та килĕшмест иккен... Мĕн патне çитĕпĕр капла?

Pages: 1, 2, 3, [4], 5

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters