Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Любовь должна прощать все грехи, только не грех против любви. (О.Уайльд) * * *
 

Ad

Аçтахар Плотников: Тафаев республикӑсене кӗпернелесшӗн?

Аçтахар Плотников20.11.2014 15:3717719 views

Ҫак кунсенче нумай пулмасть «АиФ. Чувашия» хаҫатра Геннадий Тафаевпа калаҫнӑ интервью пичетленсе тухнӑ. Китай пирки ыйтсан ҫак «ӑсчах», хӑйне историк тата политолог текенскер, республикӑсене кӗпернелесси пирки те сӑмах хушнӑ. Ун шучӗпе республикӑсенче ним ытти те ҫук имӗш, кӗпернесем патне таврӑнсан ҫеҫ Чӑвашра лӑпкӑлӑх пулать:

— В последнее время вся республика следит за тем как развиваются отношения Чувашии и Китая. Как вы считаете у этого сотрудничества есть будущее?

— Думаю, нам не стоит идти на этот заигрыш с китайцами. Вспомним историю. Фактически западных хунну (предков чуваш) разгромили китайцы, это было в 71 гг до Н.Э. и мы были вынуждены уйти из империи хунну. Древнее китайское наследие дошло и до нас. В чувашском языке есть более 100 слов из китайского языка. Сохранились традиции в танце, в музыке… И мы, и китайцы это знаем. Почему они сюда идут? Потому что китайцы, как не странно звучит, исторически более-менее знают только чувашский народ. А Чувашия в сегодняшнем положении сотрудничает с Китаем вероятнее всего из-за отсутствия альтернативы. Мы ищем защиты, и Китай - это наша подстраховка.

Вообще, как историк и политолог, я вижу два пути развития Чувашии. Или проведение губернизации, т.е. ликвидации национально территориальных субъектов в Российской Федерации, потому что украинская ситуация показала, что рано или поздно придется проводить административную реформу, и мы не можем существовать с той административной структурой, которая была создана ещё при Сталине. Или второй вариант, когда крупные этносы постараются включить в свою территорию малочисленные этносы. Так что на вопрос, что будет с чувашами, я однозначно ответить затрудняюсь. Вижу два пути. Верный, я как историк это понимаю, — это ликвидация национальных территориальных субъектов, чтобы не повторилась такая же ситуация как в Украине.

Ку ыйту тавра тепӗр ҫын шухӑшӗ те нумай пулмасть пичетленсе тухрӗ. Тафаева хурав панӑ евӗр Юрий Исаев «Хыпар» хаҫата панӑ интервьюра хускатнӑ:

— Статистика шелсӗр, юлашки ҫулсенче чӑваш халӑхӗн йышӗ палӑрмаллах чакнине кӑтартать вӑл. Вӑхӑт иртнӗ май Ҫӗр пичӗ ҫинчен тӗппипех ҫухалмӑпӑр-и?

— Паллах, ҫӑмӑл вӑхӑтра пурӑнмастпӑр. Культура талккӑшӗ пӗрӗнсе, чӗлхе функцийӗсем сахалланса пыраҫҫӗ. Чи позитивлӑ вӑхӑт вӑл — 1989 ҫул. Ун чухне халӑх шучӗ 1 млн 900 пине яхӑн пулнӑ. Халӗ чакса пыратпӑр. Ку юхӑм чӑваш халӑхне ҫеҫ пырса тивмест. Сӑмахран, тутарсем вунӑ ҫул хушшинче 200 пине яхӑн чакрӗҫ. Нумай-нумай чӗлхе ҫухалчӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ иккӗ, урӑх халӑх шутне куҫни тата сахал ача ҫуратма пуҫлани.

Ытти ҫӗршывра наци тата чӗлхе политики питӗ ҫирӗп. Унта пӗтӗмӗшле тӗп чӗлхе пур. Ыттисем валли пулӑшмалли нормӑсем кӑна. Вак чӗлхесене йывӑртарах. Пирӗн патра условисем лайӑхрах. Конституци Чӑваш Республикине "патшалӑх” тесе ят пама чармасть. Анчах пирӗн депутатсем виҫ-тӑватӑ ҫул каялла Чӑваш патшалӑхӗ тесе калама пӑрахрӗҫ. Ҫакӑншӑн патшалӑха мар, хамӑра айӑпламалла. Халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултаракан депутатсене суйлама пӗлместпӗр.

Тата тепӗр пурне те самай шухӑшлаттарма тивӗҫ факт, Г.Тафаев историк чӑваш пуласлӑхне тата халӑх аталанӑвне Чӑваш Республикине пӗтернинче курать. Унӑн шухӑшӗпе — Раҫҫей Федерацийӗнчи наци республикисем Украинӑри хӑйне манерлӗ «вӑрттӑн» вӑрҫӑ вучахӗсем пек. Ҫавӑнпа та вӑл наци республикисене пӗтерсе, вӗсене ытти субӗектпа пӗрлештерсе кӗпӗрнесем туса хума сӗнет. Ҫапла тусан Раҫҫейре наци ыйтӑвӗсем те тухса тӑмаҫҫӗ.

Пирӗн институт ирттернӗ социологи ӗҫӗсенче чӑвашлӑха тытса пыракан икӗ пӗлтерӗшлӗ сӑлтав куҫ умне тухать, 1. Тӑван чӗлхе пиҫӗлӗхӗ. 2. Чӑвашсем пурӑнакан талккӑш. Ҫапла вара эпӗ унӑн шухӑшӗсемпе пӗртте килӗшместӗп, ҫине тӑрсах сивлетӗп.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (54)]

Comments:

Якур // 3734.40.9592
2014.11.25 20:43
Эх,Акапасар хăта!Пурне те кутускăпа, полицай-милицойсемпе, судсемпе хăратса пĕтертĕн пулмалла. Никам та кĕместь çырма. Админăн та чунĕ хурланать пулĕ, йĕркеллĕ çынсем кĕресшĕн мар сайта. Юрать бандюгансемпе хăратмастăн.
Agabazar // 3786.16.6506
2014.11.26 00:52
Agabazar
Атила // 3913.58.4645 2014-11-25 08:59:<<Мĕнле хăрушăскер:унччен пăшалпа перессипе хăратрĕ,халĕ- милиципе.Кашни ухмахпа çыхлансан...>>

Хăратман.
Тĕрĕссипе унта Акапасар пирки мар, Тафаев пирки сăмах пынă.
Тафаев ухмах мар.
Кĕнекисене хăратса сутма унăн нимĕнле ресурссем те çук. Хăшĕ-пĕрин вара (ман мар) унашкал ресурссем пур.
Атила // 3913.58.4645
2014.11.26 10:14
Профессор студнтсене хăй çырнă журнал-кĕнекисене илмесĕр зачет латса паманнине пĕтĕм университет пĕлет.Тата хăй шкулта вĕреннĕ аран=аран виççĕ паллипе.Ма Арбатра çынсене хăратмаç ытти чăн историк-профессорсем
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.26 14:53
Акасапар та вĕрентÿ ĕçĕпе хăшкăлать пулмалла. Хăйĕн ĕçчешне мĕнле хÿтĕлеть? Ахăртнех,Акасапар та хитре куçсемшĕн зачет лартса парать-ши?
Agabazar // 1205.50.8621
2014.11.26 16:23
Agabazar
Атила // 3913.58.4645 2014-11-26 10:14:<<Профессор студнтсене хăй çырнă журнал-кĕнекисене илмесĕр зачет латса паманнине пĕтĕм университет пĕлет>>

Ĕнтĕ халь кун пирки пĕтĕм университет çеç мар, "органсенче" ĕçлекен Миронов та (ну тата, тен, Иванов, Петров, Сидоров...) пĕлет. Эппин ăна часах тытса каяççĕ, следстви ĕçĕсем пуçлаççĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.26 17:19
Тÿрех тытса каймаççĕ,малтан "палăртнă"(меченăй) укçа памалла.Вара,çав укçа "жертвă"аллине лексен,унăн серипе номерне микрофон,видеокамерă е свидетлĕ умĕнче тата понятăйсемхушшинче каласан,вара мĕн те пулин пулма пултарать. Халлĕхе ан хыпкалан,Акасапар тете!
Алексей, Шупашкар // 4186.57.1361
2014.11.26 19:29
Атила, Тафаев çынсене кÿрентернине курман вара.Ку суя. Юхма кĕвĕçет ĕнтĕ. Унăн хаăйĕн кăна юмахçă пулас килет.
Agabazar // 2583.29.5271
2014.11.27 04:31
Agabazar
bor1959 // 1039.8.4424 2014-11-26 17:19:<<Тÿрех тытса каймаççĕ,малтан "палăртнă"(меченăй) укçа памалла.Вара,çав укçа "жертвă"аллине лексен,унăн серипе номерне микрофон,видеокамерă е свидетлĕ умĕнче тата понятăйсемхушшинче каласан,вара мĕн те пулин пулма пултарать.>>

Тавай, тавай халлап çапăр. Телефон калаçăвне Судья е Прокурор хушнипе çеç çырса илни çинчен каласа парăр тата. Дагестанри террорист текенскерсемпе еплерех меччăннăйсемпе, кÿнтеленсемпе, пунеттейсемпе, видеокамерăсемпе, микрофонсемпе аппаланнине каласа парăр. Гранотомётпа тăррăст! тутараççĕ те — ĕçĕ те пĕтнĕ! Е —танк кĕпçинчен!..
Agabazar // 2583.29.5271
2014.11.27 06:34
Agabazar
Алексей, Шупашкар // 4186.57.1361 2014-11-26 19:29:<<Атила, Тафаев çынсене кÿрентернине курман вара.Ку суя. Юхма кĕвĕçет ĕнтĕ. Унăн хаăйĕн кăна юмахçă пулас килет.>>

Манăн даннăйсем тăрăх, Тафаев чăннипе Юхма пулăшнипе çĕкленсе кайма пултарнă. Кĕвĕçес-тĕк, ма çĕклесе янă тата?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.27 08:50
Акасаппар:"Дагестанри террорист текенскерсемпе ... "- каллех Акасапар пÿрнепе çыннăн тепĕр органне пăтраштарать. Террориста Вуланд пек ПĔРЕМĔК/печени çитермелле им? Эсĕ мĕн çăмартипе чăххине пăтраштарса ларан? Минремелле мар çав тери!

Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters