Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Тот не живет, кто страшиться смерти.(Зейме)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Кашкӑр Иванӗсен Кӗҫтенттинӗ

Аçтахар Плотников12.01.2015 18:2311752 views

(псевдонимсене мĕнле çырасси çинчен)

 

Культурăпа илемлĕ сăмахлăхăмăр анинче ĕçленĕ çынсем историре чылай чухне хушма ятсемпе (вырăсла вĕсене «псевдоним», халăх шухăшласа кăларнисене «прозвище» теççĕ) паллă пулса юлаççĕ. Вăл е ку ят çыпăçасси чăваш ялĕнче уйрăм çынран мар, чылай чухне ун таврашĕн (ăрăвĕн) ятĕнчен килет. Манăн тымарсене илсе пăхар-ха. Аннеме ялта «Ăйю Хĕветĕр ывăлĕн Ăртиван хĕрĕ Кайăкка» тесе калатчĕç. Аттене вара «Кукша Макçăм ывăлĕн Матви ывăлĕн Ехрем ывăлĕ Кĕркур» тетчĕç. Кунта «Кукша» тени мăн асаттен çыпăçнă ячĕ ĕнтĕ, унăн ашшĕне «Ваçли» тесе чĕннĕ. Ытларах чухне ялсенче «çавсен (çав таврашсен) ачи» тенĕ. Аттем енчен эпĕ Кукша Макçăмсен Виталийĕ пулатăп. Кукаçи килĕнче ÿснĕрен хушма ятăма эпĕ унăн ячĕпе çыхăнтарас терĕм: Эртивансен (Ăртивансен) Виталийĕ.

Элкер Çеменĕн вырăсла хушамачĕ «Васильев» пулнă. 1917 çулта «Хыпар» хаçатра вăл чылай статйине «Кушлавăш çынни Семен В. Эльхерин», «С.В.Э.», «С.Э.» ятсемпе пичетленĕ (унăн йăхĕ Пысăк Упакассинче «Элхер таврашĕ» ятлă пулнă). Çак хушма ята мĕншĕн улăштарнă пирки сăвăç каярах аса илни пур. Ăна 1917 çулта Г. Тал-Мăрса çакăн пек каланă имĕш: «Эпĕ сана Эльхерин теместĕп, мĕншĕн тесен мана хушамату "херин" тесе вĕçленни килĕшмест. Ăна Эрхель е Элкер темелле. Улăштарас пулать хушаматна…». Георгий Васильевич Зайцев вара хăйĕн псевдонимне XIV-XV ĕмĕрсенче пурăннă ватă аслашшĕ ятне илнĕ (ăна «Тал-Мăрса» тесе чĕннĕ иккен).

Эпир илсе панă тĕслĕхсем çыравçăмăрсен пĕр пайĕ литературăри вăрттăн ята хăйсен ватă аслашшĕсен (таврашсен) ячĕпе çыхăнтарни çинчен калаççĕ. Ун йышши псевдонимсем темĕн чухлех: Иван Лебедев (чăн хушамачĕ Александров, Акăш таврашĕнчен тухнăран çĕнĕ хушамат илнĕ), унăн ывăлĕ Василий Лебедев, Турхан Яккăвĕ, Хĕветĕрĕ, Энтри (вĕсен ватă аслашшĕ чăваш турханĕ пулнă), Тайăр Тимкки (Тимофей Семеновăн йăх пуçĕ Тайăр ятлă пулнă)…

Çыравçăсен тепĕр пайĕ хăйĕн хушаматне тăван ен (ял, вырăн, шыв-шур) ячĕпе çыхăнтарать: Никита Пичуринский (Н.Я. Даниловăн хушамачĕ), И. Оточев (И. Михайловăн тăван ялĕ – Очăкасси), Н.В. Шупуççынни (Шупоç – урам ячĕ), И. Максимов-Кошкинский (вăл Кăнна Кушкинче çуралнă), И. Тукташ (çыравçă Элĕк тăрăхĕнчи Тукташ ялĕнче çуралса çитĕннĕ), Тăваньялсем Сергей (çуралнă ялĕ «Тăваньял» ятлă), Юхма Мишши (Юхма тăрăхĕнче çуралнă)…

Çыравçăсем хăйсен хушма ятне чăвашла каласси «Арçури» поэма авторĕнчен пуçланнă. В.К. Магницкий патне янă пĕр çырăвĕнче вăл «Хĕветĕр Михали» тесе алă пуснă. Ун хыççăн «Юркка Иванĕ», «Турхан Яккăвĕ», «Вантер Курийĕ» (Г.И. Комиссаровăн мăн аслашшĕне Вантер тесе чĕннĕ), «Каринкке Кевĕрли» (Г.А. Кореньков), «Ваççа Аниççи» евĕрлĕ псевдонимсем йышланаççĕ. Вĕсем те тăванлăхпа тачă çыхăннăскерсемех. Илер-ха акă П. Хусанкайăн хушма ятне. Поэтăн мăн аслашшĕ Сиктĕрме ялне Хусан майрипе килнĕрен унăн таврашне «Казанковсем» теме пуçланă. Хайхи хушаматран «Хусанкай» псевдоним çуралнă, вăл хула ячĕпе йăх-несĕл ятне пĕрлештерсе тăни иккĕленӳсĕр.

Хăш-пĕр псевдоним таврашпа та, тăван енпе те çыхăнман, вĕсем символла ятсенчен пулнă: Çеçпĕл Мишши, Ахах Иванĕ, Юман Мĕтри. Кусем ытларах совет тапхăрĕнче йĕркеленсе çирĕпленнĕскерсем. Вĕсенче çыравçăсен ĕмĕт-шухăшĕ те лайăх ӳкерĕнсе юлнă. Урăх йышши хушма ятсем те чăн чăвашла тытăмлă: умĕнче хушамат, хыçалта ят тăрать (Хумма Çеменĕ, Трупина Мархви). Шăпах çапла çырнă 1920-мĕш çулсенче. Ун чухне Е. Рожанские «Иван Ермийĕ (Рожанский)», С. Михайлова «Михала Спиритунĕ», Мих. Федорова «Хĕветĕр Михали», Г.А. Коренькова «Каринкке Кевĕрли» тесе каланă. К.В. Иванова вара «Иванюк Ваçинкки Кĕçтенттийĕ» тенĕ.

Репрессисем пуçланнă 1930-мĕш çулсенче псевдонимсене чăн хушамат хыçĕнче çырасси çирĕпленет [И. Ундрицов (Ахах), Н. Полоруссов (Шелепи), М. Данилов-Чалтун]. Тап-таса чăвашла янăракан хушма ятлисене национализмпа айăплаççĕ, националистсен шутне кĕртнисене кăна вырăсла вариантсăр çыраççĕ: Юман, Милли, Вантер. Çак йĕрке 1950-мĕш çулсемчченех сыхланать.

1950-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче репрессиленĕ çыравçăсен ячĕсемпе хайлавĕсене каялла тавăрма тытăнаççĕ. Хрущев «ăшшиччен» литературăна кĕме ĕлкĕрнисем (Г. Ефимов, Г. Орлов, А. Воробьев, А. Артемьев, В. Давыдов («Анатри» тенине сăвăç каярах çыпăçтарса хурать) псевдоним илмеççĕ-ха, вĕсем вăрттăн ятлă çыравçăсене национализмпа айăпланине аван пĕлеççĕ. Политика çанталăкĕ çемçелнĕ вăхăтра 1920-мĕш çулчченхи традици каялла таврăнма пуçлать: Макар Хури, Валентин Урташ, Геннадий Айхи, Геннадий Юмарт, Альберт Канаш… Çав çулсенче тĕпчевçĕсем Хвети юрăç-такмакçа «Чăваш Хвети», С. Михайлова «Спиритун Янтуш» (Янтуш – тавраш пуçĕнчи çын) тесе çырма пуçлаççĕ. Çамрăк çыравçăсем вара символла псевдонимсене кăмăллаççĕ (кунта Çеçпĕл Мишшин витĕмĕ вăйлă пулни сисĕнет).

Тутар литературинче вара пачах та урăхла лару-тăру. «Тукаев» хушаматри вырăсла «ев» аффикса кăларса пăрахсан тап-таса тутарла хушамат пулса тăрать: «Тукай». Пĕтĕм тĕнче шайĕнче те пăтраштараймăн. Православи тĕнне кĕнĕ Атăлçи халăхĕсен «Иванов» хушаматлă çыравçине «Иван» тесе çырсан та унăн тăван халăхне пĕлме çук (ют çĕр-шывсенче вĕсене вырăс вырăнне хураççĕ). Çавăнпа «Иванов» хушма ятлă чăваш çыравçисем хăйсем пурăннă чухне е тап-таса чăвашла псевдоним шыраса тупнă (Вантер Курийĕ, Влас Паймен), е дефис-скопка урлă ăнлантарса панă (Ип. Иванов-Шуртан, Г.Иванов-Таçук). 1920-мĕш çулсенче, каланăччĕ ĕнтĕ, вырăсла хушамата пачах та çырман. К.В. Иванова та «Иванюк Ваçинкки Кĕçтенттийĕ» тенĕ.

Çапла вара, чăваш çыравçисен псевдонимĕсене еплерех калани (тап-таса чăвашла, вырăсла-чăвашла е вырăсла кăна) пĕтемпех политика ларăвĕ-тăрăвĕнчен тата наци ăнĕ еплерех шайра пулнинчен килнĕ. Çав сăлтавсене пула чылай çул пурăннă çыравçа хайĕн ячĕпе хушма ятне тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕрен формăллă çырма пултарнă (М. Дмитриева > Трупина Мархви > Марфа Трубина). Вилнисен яĕсене çырасси те улшăнса пынă [С. Михайлов > Михала Спиритунĕ > Спиридон Михайлов > Спиритун Янтуш (чăвашла), Спиридон Михайлов (Яндуш) - вырăсла].

Халĕ «Нарспи» авторĕ патне таврăнар. Шел пулин те, поэт çырнă хайлавсен оригиналĕсем сыхланса юлайман. Вĕренӳ çулĕсенче çырнă типтер (тетрадь) кăна упранать паян (ăна сăвăç 1906 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче çырма пуçланă та 1907 çул пуçламăшĕнче вĕçленĕ. Унта вырăсла «Константин Иванов» тесе çырни чи малтан шкулти официаллă ятпа хушамата пĕлтерет. Сăмах май каласан, Пелепей уесĕн çар присутствийĕнче Слакпуç каччи мĕн 1912 çулчченех «Николаев» хушаматпа шутланса тăнă. Эппин, Ваçинккасем хăйсен тымарне Микулайран (Николаев) тепĕр икĕ сыпăка çити (Кашкăр Иванĕ Микулайăн аслашшĕ пулнă) тарăнлатнă. Акă поэт хăй аллипе çырса хунă генеалоги тымарĕ: «Кашкăр > Иван > Симун > Никулай > Ваçинкка > Кĕçтюк». Асăрхăр: Консантин мар, Кĕçтюк! Н. Шупуççынни тата Г.И. Ильин аса илнисене чăна хурсан, поэта пĕрле вĕренекенсем шăпах çав ятпа чĕннĕ. Çав хушăрах ашшĕпе амăшĕ сăвă çыракан ывăлне Кĕçтенттин тенĕ. Çав формăпа поэт хăйĕн ватă кукашшĕн ятне çырса хуни пур. Эппин, «Нарспи» поэмăна çыраканĕн ятне «Кĕçтенттин» тени истори чăнлăхĕпе тӳр килет.

Хушамачĕ пирки çапла каламалла: Слакпуç йĕкĕчĕ ытларах Йăван мăн аслашшĕн ашшĕпе (Кашкăрпа) мăнаçланнă, унăн çинчен уйрăмах тĕплĕн çырса кăтартнă. Çавăнпа та вырăсла текстра «Иванов» тесе çеç çырни чăвашла «Кашкăр Иванĕ» текен сăмах çаврăнăшĕн пĕлтерĕшне туллин уçса параймасть. Эппин, хушамат хыççăн Иван ашшĕн ятне çырмалла (эпĕ ăна скопкăсем лартса çырма сĕнетĕп): «Кэстенттин Иванов (Кашкыр)». Çапла хушса çырни поэт чăваш халăхĕн ывăлĕ пулнине çителĕклех палăртать тесе шутлатăп.

Чăвашла çырасси те ансат мар. Чăн чăвашла «Кашкăр Иванĕн Ваçинкка ывăлĕ Кĕçтенттин» тесе çырмаллаччĕ ĕнтĕ. Тутарсем паянчченех çапла йĕркепе çыраççĕ тата калаççĕ. Балтика тăрăхĕнчи халăхсен тата чăвашсен тепĕр формипе те усă курма май пур-тăр. «Камсен ачи?» тесе ыйтар та «Кашкăр Иванĕсен Кĕçтенттинĕ» тесе хуравлар (аса илер-ха: «Яккусен Петĕрĕ»). Хальлĕхе хăнăхман пулсассăн та илемлĕн илтĕнет.

Поэтăн хушаматне çапла улшăнусем кĕртнин тепĕр сăлтавĕ те пур. Чăваш культуринче тепĕр Константин Иванов та пулнă, вăл драма хайлавĕсем çырнă, театрта режиссерта тăрăшнă. Çак сăлтавсене шута илсе «Нарспи» авторĕн çĕр çулне халалланă уявра С.А. Александров (Упаççи) «Иванов-Пăртта» тесе çырма сĕннĕччĕ. Ун чухне эпĕ çав тĕпчевçĕ шухăшĕпе килĕшсех çитереймерĕм, çакна «Пăртта» (Кашкăр Иванĕн арăмне çапла чĕннĕ) хитрех илтĕнменнипе («Пăртта патне пăртлаттарса») тата вăл арăм ячĕ пулнипе (йăх ятне ытларах арçынпа çыхăнтарнă) ăнлантарнăччĕ. Хирĕçлемелли сăлтавсем татах та тупăнаççĕ («Пăртта» хушма ятпа Кĕçтенттин шăллĕ Квинтилиан усă курни, А. Пăртта сăвăç тата драматург пурри).

Поэтăн 120 çулĕ тĕлне эпĕ «Константин Васильевич Иванов (Кашкыр)» ятлă çӳхе кĕнеке кăларнăччĕ. Ку вăл вырăсла çырнă форма. Мускаври, ытти регионсенчи тĕпчевçĕсем хапăлласах йышăнчĕç çакна (мари, удмурт, коми, мордва халăхĕсен те Иванов хушаматлă çыравçăсем йышлă-çке). Чăваш вулавçисенчен те куçранах хирĕçлесе калаканĕ пулмарĕ.

2015 çул – литература тата Кашкăр Иванĕсен Кĕçтенттинĕн çулталăкĕ [год Кэстенттина Иванова (Кашкыра)]. Пирĕн кăçал литература псевдонимĕсене чăвашла тата вырăсла çырас йĕркесене çирĕплетсе çитермелле, чăвашла уçă (ă, ĕ, ӳ) тата хупă (ç), çурма янăравлă сасăсене ытти чĕлхесене куçарнă чухне еплерех паллăсемпе палăртмаллине уçăмлатмалла. Уйрăмах 1940 çултан пуçласа çурма янăравлă сасăсене вырăслатса çырма пуçларĕç пирĕн çыравçăсем: П. Ялгир, Ю. Айдаш, Хв. Агивер, В. Садай… Çĕре кĕнĕ çыравçăсен ячĕсене те чăвашла мар, вырăсла формăпах çырма тăрăшаççĕ: С. Эльгер (е С. Элькер), П. Хузанкай (е П. Хусангай), студентсемпе шкул ачисем «Ç. Мишши», «У. Яккăвĕ» тесе çырнисене те куркаланă.

Шухăшăмсене пуçтарса тепĕр хут палăртса тухам:

1. Чăвашла çырнă чухне псевдонимсене тăван чĕлхемĕр саккунĕсене пăхăнса çырмалла (Хĕветĕр Михали, Çеçпĕл Мишши, Элкер Çеменĕ, Хусанкай Петĕрĕ, Ухсай Яккăвĕ, Митта Ваçлейĕ, Энтип Ваççи…), ыттисене çаплипех хăвармалла (Л. Агаков, Н. Терентьев, А. Воробьев…), е «сен» аффикс хушса çырмалла (Петĕр Яккусен, Леонид Агаковсен, Николай Терентьевсен, Алексей Воробьевсен).

2. Йăх, ăру тымарĕсем паллă çыравçăсен вырăсла хушамачĕсем хыççăн мăн аслашшĕсен ятне лартни илемлĕ [С. Михайлов (Янтуш), Г. Комиссаров (Вантер), К. Иванов (Кашкăр), В. Иванов (Паймен)]. Хушма ята скобка ăшне лартни унăн уçăмлату пĕлтерĕшĕ маларах тăнине кăтартать, çав çыравçă ятне хушма ятсăр та çырма ирĕк пурри çинчен калать. Дефис лартсан вара яланах пĕрле çырмалла (Даниолов-Чалтун, Иванов-Таçук).

3. Вырăсла çырнă чухне: 1) çыравçăсен ячĕсене чăвашла каланă пек çырмалла: Мигала, Кэсьтенттин, Васьлей, Педэр, Якку, Семень; 2) уçă сасăсене сиктерсе хăварма юрамасть, вăл чăваш чĕлхин хăй евĕрлĕхне пĕтернипе танлашать. Çавăнпа та «Тхти», «Тайр» мар, «Тыхти», «Тайыр» тени тĕрĕсрех ( вырăсла çырнă чухне «ă» сасса «ы», «ĕ» сасса «э» лартни вырăнлăрах пек).

Вырăс чĕлхин вăйлансах пыракан витĕмĕ, çавăн пекех чĕлхе культуринчи 1930-мĕш çулсенчи репрессилле тата сăтăрла ĕçсен çирĕп традицийĕ (çыравçăсен хушма ячĕсене чăвашла çырма пăрахтарни) пире, тăван литературăмăрта вăй хуракансене, ятсене чăвашла çырнă ырă традицисене каялла тавăрассишĕн вăй хума, чăвашлăхшăн ытларах тăрăшма хистет. Çыравçăмăрсен ячĕсене чăвашлах упраса-çирĕплетсе хăварас тата çав хамăр евĕрлĕхпе тĕнче умне тухас ыйту халĕ чи малта, чи çивĕч тăрать. Çакна наци туйăмĕллĕ çыравçăсем лайăх туйса тăраççĕ. Ку проблема ниме те тăман, пĕлтерĕшсĕр тесе шухăшлакансем чăнласах йăнăшаççĕ (вĕсем юри çапла хăтланса сăтăрла ĕç тăваççĕ теме чĕлхем çаврăнмасть). Атьăр-ха çак литература çулĕнче çыравçăсен ячĕсене чăваш чĕлхин саккунĕсене пăхăнтарса йĕркелер, тăван чĕлхемĕр правине уйрăм çын ирĕкĕнчен маларах лартар. Кирек мĕнле çыравçăн та ăна çуратнă халăхĕ, ăна калаçма-шухăшлама май паракан тăван чĕлхи пур-çке! Вĕсенчен асли те хакли çыравçăшăн урăх нимĕн те пулма пултараймĕ. Чăн. Чăн. Чăн!

ЭРТИВАНСЕН Виталийĕ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (16)]

Comments:

2015.01.12 18:24
Аçтахар Плотников
Статьяна автор ыйтнипе вырнаҫтартӑм.
Agabazar // 4251.62.1126
2015.01.12 19:14
Agabazar
Вуласа тухас-ха ку статаьяна пĕр виç-тватă хут.

П.П. Хусанкай хăйне яланах тенĕ пекех Петĕр Хусанкай тенĕ. Халь вара пирĕн ăна "пулăшса" "Хусанкай Петĕрĕ" темелле иккен....

Ырра мар-тăр кунашкал япала.
Agabazar // 2024.1.6727
2015.01.13 09:13
Agabazar
Пĕçемтонимпа усă курасси е усă курмасси — кашни авторăн хăйĕн ирĕкĕ. Кашнин çумне çавсене эпир çыпăçтарса тухма пултараймастпăр. Кун пирки эп ятарласа сонет та вырнаçтарнăччĕ ку сайтра. http://chuvash.org/blogs/comments/2171.html

Спиридон Михайлов. 19-мĕш ĕмĕрте пурăннă. Хăйĕн хайлавĕсене нихçан та "Янтуш" тесе алă пусса кăларман. Ытти çĕрте те хăйне хăй "Янтуш" темен. Халь вара ăна пирĕн Спиридон Янтуш темелле-ши? Е скобкăсем ăшне чиккелесе мекĕçленмелле-ши? Вара çапла туни тĕрĕс пулать-ши?

Цитата:"Вилнисен яĕсене çырасси те улшăнса пынă [С. Михайлов > Михала Спиритунĕ > Спиридон Михайлов > Спиритун Янтуш (чăвашла), Спиридон Михайлов (Яндуш) - вырăсла]."

Ырра мар...
Agabazar // 2024.1.6727
2015.01.13 09:56
Agabazar
Цитата: "...«Арçури» поэма авторĕнчен пуçланнă. В.К. Магницкий патне янă пĕр çырăвĕнче вăл «Хĕветĕр Михали» тесе алă пуснă"

Вăт çакă вара самаях кăсăклă. Мĕншĕн тесен хăй çапла каланă. Такам айккинчен хушса хунă япала мар. Эппин, пирĕн "Арçури" авторне паян Хĕветĕр Михали тесе палăртма тивĕçсем пур теме пулать. Анчах...

Пур тĕлте те паян Михаил Фёдоров теççĕ. Ку ят энциклопедисене, сăмахсарсене, хăнар кĕнекисене кĕрсе вырнаçнă. Çавăн пекех шкул, вуз учебникĕсене, тĕрлĕрен пособисене.... Хĕветĕр Михали тени Михаил Фёдоров тенине хĕссе кăлараймастех пуль. Тепĕр проблема: вырăсла тата ытти чĕлхесемпе еплерех çырас пулать çав ята?
2015.01.14 21:27
"Иван Лебедев (чăн хушамачĕ Александров, Акăш таврашĕнчен тухнăран çĕнĕ хушамат илнĕ), унăн ывăлĕ Василий Лебедев" - ку хыпаршӑн автора тав тӑватӑп-ха. Мӗншӗн тесен эпӗ архивра "Священник Иван Александров Лебедев, унтан унӑн ывӑлӗ - Иван Иванов Лебедев", -тесе ҫырнине ниепле те ӑнлансах каяйманччӗ, мӗн сӑлтавпа пӗр ҫын икӗ хушаматлӑ?
Константин Иванов патне таврӑнар."Кашкăр > Иван > Симун > Никулай > Ваçинкка > Кĕçтюк" - Мӗншӗн вара "Кашкăр Иванĕсен Кĕçтенттинĕ"? Мӗншӗн Микулай Ваҫинккин Кӗҫтенттинӗ мар? Е Писсӑр Ваҫинккин Кӗҫтенттинӗ мар?
Г, И. Комиссаров хӑйӗн статьине "Иванюк Ваҫинккин Кӗҫтенттинӗн пурнӑҫӗ" , -тесе ят панӑ.
Agabazar // 4092.68.4291
2015.01.14 21:43
Agabazar
Ку, Василий Лебедев текенни, "Чăваш эпĕр пултăмăр..." сăввăн (1852) авторĕ шутланать. Чăнах та çапла иккенне, йăнăшмастăп пулсан, шăпах Виталий Родионов прахвиссăр тупса палăртнă.http://cv.wikipedia.org/wiki/Леб ...

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters