Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Грех,если женщина выглядит менее красивой, чем могла бы быть.(М. Сервантес)
 

Ad

Тимӗр Акташ: Эпĕ В. Туркай статьипе килĕшместĕп!

Тимӗр Акташ07.03.2015 20:5819976 views

1. Атнер Хусанкая хирĕç ĕçне В.Туркай 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Шупашкарта, Чăваш наци конгресĕн 2-мĕш Аслă Пуху вĕçленнĕ чух тума хăтланнă. (Аса илтеретĕп: 1993-мĕш çулхи раштав уйахĕнче ЧР Президент пулса Н.В.Фёдорова суйланă.) 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Чăваш филармонийĕнче, ЧНК Президентне суйланă чух ăнсăртран В. Туркай, ЧНК вице-президент пулнă май (çак должностьне пурнăçланса 1995-мĕш çулхи çуркунне пуçласа), «ЧНК Президенчĕ эпĕ пулмалла!» тесе евитленĕ. Аслă Пухăвĕн делегатсем аптраса ӳкнĕ: мĕншĕн А.Хусанкай мар? Мĕншен В. Туркай? А. Хусанкай — 1992 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕн членĕ пулнă чух, ЧНК еркелекенĕ, ăна ЧНК Президент должноçне лартма суйланă. Вăл ЧНКна пĕтĕм тĕнче шайне хăпартрĕ, сумлă ертӳçĕ. 1991-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче А.Хусанкай Чăваш Республикин Президент суйлавĕнче чи нумай сасă — 46,4 процент пуçтарнă.

В. Туркай тата хастар чăваш, поэт та маттур. Анчах, вĕсем шайĕсем расна. В. Туркай А. Хусанкай çумĕнче ĕçле-ха, ертӳçине пулăш. Анчах В. Туркайăн амбицийĕ темшĕн ытла пысăк... ЧНК 2-мĕш Аслă Пухăвĕ ăна ЧНК Президент пулса суйламан. Çакăн хыççăн В. Туркай ЧНК Аслă пухăвĕнчен демонстративла, юри палăртса тухса кайнă.

2. 1997-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче ЧНК 3-мĕш Аслă Пухăвĕ уҫнӑ кунӗнче, «Советская Чувашия» хаҫатра А.Хусанкая хирӗҫ В. Туркайӑн статья пичетленсе тухрӗ. Ҫакна чатмасӑрах, эпӗ ЧНК Аслӑ Пухӑвӗн трибунӗнче каларӑм: «Валерий Владимирович, эпӗ санпа килӗшместӗп! Мӗншӗн эс сумлӑ ҫынна тапӑнатӑн? Вӑл чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫын, вӑл историре юлать. Ку событи — ЧР Президент тепӗр суйлавӗ умӗн. Эп шутлатӑп: Ку статья суйлавпа ҫыхӑннӑ». Кайран В. Туркай Н.В. Фёдоровшӑн Чӑваш телевиденийӗнче пӗрре мар агитациленӗ. Н. Фёдоров Чӑваш радиопа каланӑ: «Я буду выжигать национализм калёным железом!»

3. Нумаях пулмасть ЧР Мининформполитики В. Туркая «Хыпар» хаҫата ертсе пыма лартнӑ. Ҫак должноҫе усӑ курса, халӗ вӑл каллех А. Хусанкая тапӑнать, хайӗн хаҫатра тустарать. Каллех политика пирки. Каллех кӑҫал ЧР Пуҫлӑхне суйламалла. Каллех «крамолӑна», пӑлхава хӗртнӗ тимӗрпе ҫунтараҫҫӗ...

4. В. Туркайӑн памфлет пичетленнӗ кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче В. Путин сӗннӗ праҫник палӑртнӑ — День подразделений специальных операций. Шӑпах ҫулталӑк каялла Украинӑри Крым Автономи Республикине «неизвестные вооружённые вежливые люди» ярса илчӗҫ. Кайран ҫак «ҫынсем» ҫакӑн пек Донецк, Луганск, Славянск хулисене те хӗҫпӑшалсемпе ярса илчӗҫ. Пуҫларӗ вара Украинӑра юнлӑ вӑрҫӑ...

Кӑҫал ҫак кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗрле, паллӑ Раҫҫейри оппозицийӗ политикне, киревсӗр вӑрҫӑпа кӗрешекен Борис Немцова та сӗмсӗррӗн, Кремль умӗнче, «неизвестный вооруженный» персе пӑрахрӗ. Пӗтӗм Раҫҫей интеллигенцийӗ, Европа политиксем хурланаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Б. Немцова асӑнса, Мускавра 50–70 пин ҫын хурлӑхлӑ марш иртерет. Тӗрлӗ Раҫҫейри хулисенче, Шупашкарта та, Европӑра асану хурлӑхлӑ акцийӗсен иртереҫҫӗ. Кайран темиҫе пин Б.Немцова юлашки ҫулпа ӑсатаҫҫӗ. Каллех Раҫҫей, Европа паллӑ политиксемпе пӗрле. Анчах, «Хыпар» хаҫатра ҫак ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук!... Ӑҫта гласность? Ӑҫта чӑнлӑх? Намӑс мар-и, Валерий В.Т., тӗп редактор?!

Тимер АКТАШ, журналистикӑпа ӗҫ ветеранӗ.

Шупашкар хули

2015-мӗш ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (64)]

Comments:

Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.10 09:49
Акташ пĕтĕмпех тĕрĕс çырать. Ăçта Туркай - унта хирĕçÿ, ăçта Туркай - унта аркану, ăçта Туркай - унта элек, суя.Хыпар куç умĕнчех арканса пырать. Уйрăмах чĕлхи! Халĕччен йĕркеллĕ çырнă журналистсене те вулас килмест. Темĕнле чăваш чĕлхи ку. Педагогсем халь Хыпарти кăна мар, Тантăшри текстсемпе те ачасене диктант çыртараймаççĕ. Çакна редактор, совет саманинчи орфографие каялла тавăрнине, пысăк çĕнтерÿ тесе хаклать. Хăйĕн ĕçне чăваш чĕлхи учителĕсем 100 проценчĕпех сивленине курмасть-ши? Курать, анчах влаçпа усă курса чĕлхене аркатать. Маттур!
Agabazar // 6316.8.7293
2015.03.10 11:22
Agabazar

Туркай тем те тунă пуль, анчах та вăл орфографие ни тавăрман, ни улăштарман.

Иван И. // 4186.57.1361
2015.03.10 15:01
Тимер Акташ, хăвна намăс мар-и сана? Мĕн турăн-ши ху? 1% усă патани чавашсене?
Атила // 3913.58.4645
2015.03.10 15:47
Акташ нихҫан та влаҫе пӗр вырӑнтан ҫуламан,хӑш-пӗрисем пек.
Agabazar // 4466.9.7413
2015.03.10 17:13
Agabazar
Иван И. // 4186.57.1361 2015-03-10 15:01:<<Тимер Акташ, хăвна намăс мар-и сана? Мĕн турăн-ши ху? 1% усă патани чавашсене?>>

Мĕн тăван эс Тимĕр Акташпа? Статйи килĕшмен те шеремете, халь çавна кура авторне тапанмалла иккен!!! Автора мар, статьяна шĕкĕлчес пулать!

Agabazar // 4466.9.7413
2015.03.10 17:13
Agabazar
кунта та мĕн те пулин çырса хурăп-ха
Иван И. // 4186.57.1361
2015.03.10 17:25
Ытисене критиклеччен харпăрхăй çине çавăнса пăхмалла, юлташсем. Пĕр лайăх ĕç тумалла.
Agabazar // 4466.9.7413
2015.03.10 18:27
Agabazar
Иван И. // 4186.57.1361 2015-03-10 17:25: <<Ытисене критиклеччен харпăрхăй çине çавăнса пăхмалла, юлташсем. Пĕр лайăх ĕç тумалла.>>

Мĕнле вăкăр пек сĕкĕнекен çын пулчĕ ку??? :-(

Ну тавай, пĕлтерĕр пире хăвăрăн ятăра-шывăра. Ăçта пурнатăр? Мĕнлерех улăпла ĕçсемпе тĕлĕнтертĕр тĕнчене хăвăр? Ниçта кайса кĕмесле çатăлтататăр! Чăннипе вара, сисетĕп, Тимĕр Акташăн чĕрне хури тĕшне те тăмастăр!

Agabazar // 4466.9.7413
2015.03.10 18:27
Agabazar
Мĕн, хавăра пит мухтасса кĕтсе тăратăр-им?
Е хăвăра хăвăр мухтасшăн-и?
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.11 09:19
Иван И! Эс, мĕн, Туркайăн лайăх ĕçне куратăн-и? Хальлĕхе аркату кăна.Хыпар дизайнĕ малтанхинчен 90 процент, ытти кутамас. Чĕлхи путсĕрленсех пырать. Паянхи номерте вырăс сăмахĕ купи-купипе: 4 стр.: ШАЙМИЕВ... (Туркай хăй куçарнă)бренд (брэнд) сăмаха ПИЧЕТ теме юрамастех, ЯРЛĂК тесен аванрах, ку - тĕрĕк сăмахĕ; СОВЕТНИК - канашçă пулмалла; РУСТАМ МИННИХАНОВА ЭП ПĔР ÇУЛ ÇЕÇ ПĔЛМЕСТĔП - вырăс кострукцийĕ; пĕр предложенире ПАЛЛАШТАР икĕ хут; ХĂЙСЕН ХĂЙНЕЕВĔРЛĔХĔ; АРХИТИП мар, АРХЕТИП темелле. Кусем - ЧĂВАШЛА МАР ЧĔЛХЕН пĕчĕк çеç тĕслĕхĕ. Ас тăвăр: редактор материалĕнче!

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters