Хăвăрпа хуçаланма парас мар тесен 12 çак правилăна астуса юлмалла теççĕ психологсем:
1. Сана кирлĕ – эсĕ ту. Енчен те калаçура «çапла кирлĕ» текен сăмах çине-çинех янăрасан, кама кирли пирки шухăшламалла. Çынпа хуçаланма юратакансем кама çапла кирлине палăртмаççĕ. Тĕслĕхрен, «Санăн ĕçе вырнаçмалла», – тесе ашшĕ-амăшĕ ачисене каланине ансат чĕлхе çине куçарсан çапла пĕлтерет: «Эп сана хам ĕнсе çинче лартса ывăнтăм. Тыт та ĕçлеме вырнаç!»
2. Ан шантар. Шантарсан пурнăçла. Çынсем пусахланипе пустуйран мĕн чухлĕ шантармастпăр пуль хăш чухне! Кайран хамăра айăплă туйнипе сăмахăмăра тытма тивет.
3. Ыйтмасан сăмса ан чик. Ырă тăвас тесех тепĕр чух начар туса хума пултаратпăр. Енчен те пирĕнтен пулăшу ыйтман тăк эпир тăрăшнине никам та хакламĕ. Хăш чухне теприсем урăх çыншăн ыйтни те тĕлпулать. Пулăшу алли тăсиччен çапах та теприне сирĕн хÿтлĕхĕр кирлипе кирлĕ маррине пĕлме тăрăшăр.
4. Ырă ĕçĕршĕн тав тунине ан хирĕçлĕр. Çынпа хуçаланма юратакансем тепринпе усă кураççĕ, анчах ăна тав тумаççĕ. Хăвăрпа ун пек хăтланма ирĕк ан парăр.
5. Паянхи кунпа пурăнăр. Ку вăл вылянчăклăха пĕлтермест. «Малтан эсĕ апла марччĕ», – тенине ет ăша хывса ан ларăр. «Малтан апла марччĕ пулĕ, халĕ – çавăн пек», – тесе çирĕппĕнех касса татăр. «Паян эс кпла тумасан Кайран çапла пулĕ», – тесе калакансене те хăвăрпа хуçаланма ирĕк ан парăр. «Ыран апла пулĕ те, анчах паян эсир мана мĕн сĕнетĕр-ха?» – тесе касса татăр.
6. Çынпа ытлашши çывăхланса ан кайăр. Чун-чрепе питĕ çывăхланса кайнă çынпа хуçаланма çăмăл. Çавăнпа та кăмăл-туйăмăра аллăрта тытăр.
7. Тĕллев ан ларт. Ку саккун та ытла та тĕлĕнмелле пек. Тĕрĕссипе вара тĕрĕс тĕллев лартма хăнăхмалла. Сăмахран, сире аслă пĕлÿ илме хушаççĕ. Анчах илессе илĕр-ха, анчах кайран дипломăр сире мĕн парĕ-ха? Çавăнпа та аслă пĕлÿ илме тĕллев лартнисĕр пуçне кайран ăçта ĕçлесси пирки тĕллев лартма, калăпăр, пулать.
8. Ан кансĕрле. Ку тĕлĕнмелле тĕрĕс сĕнÿ.
9. Начар çанталăк пулмасть теççĕ. Этем пурнăçĕнче те çавăн пекех. Çак çĕр çинчи чылай пулăма апла та, капла та йышăнма пулать. Епле йышăнасси пĕр сирĕнтен кăна килет.
10. Ан хурла. Теприсене тиркемесĕр тÿсме тепĕр чух, чăн та, çăмăл мар. Çапах та ан хурлăр. Тиркес килетех тĕк хăвăртан çапла ыйтăр: «Мĕншĕн-ха хамăн шухăшăма тĕрĕс тесе шухăшлатăп?»
11. Тĕрĕслемен, лайăх пĕлмен сăмаха теприне ан калăр. Мĕн хакпа туяннă, çав хакпа сутатăп теççĕ хăшĕсем. Çавăн пек хăть пулма тăрăшăр. Чĕлхĕре ирĕке ярасах килсен, «Те тĕрĕсех, анчах çавăн пек каланине илтрĕм те», – теме те пулин ан ÿркенĕр.
12. Кирек ăçта та ирĕк ыйтăр. Çакă сире сăпайлă çын пек те кăтартĕ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Сингапурсене Ю господинран маларах акăлчансем хытă верентнĕ. Ю хоспочын вăл хăй те тĕрĕссипе акăлчан çынниех теме пулать.
Шет Ю хоспочын та çав 12 правило çине таянса ĕçленĕ?
Ют Ҫын // 3017.64.2848
2015.03.31 07:34
Ҫак правилӑна пӑхӑнса пурнар эппинь:-"Ан хурла. Теприсене тиркемесĕр тÿсме тепĕр чух, чăн та, çăмăл мар. Çапах та ан хурлăр. Тиркес килетех тĕк хăвăртан çапла ыйтăр: «Мĕншĕн-ха хамăн шухăшăма тĕрĕс тесе шухăшлатăп?»". Уйрӑмах Agabazar текен Тетене пырса тивет ку правилӑ.
Эмерĕксене хурламалла мар, Украинсене хурламалла мар, "Шитсене" хурламалла мар, Крым тутарĕсене хурламалла мар, Чăвашсене хурламалла мар...
Ют Ҫын // 1718.27.0096
2015.03.31 22:19
«Те тĕрĕсех,анчах Agabazar пурне те хурлама пӑрахнӑ пек тесе каланине илтрĕм те», чӗрем ман ӗненмерӗ.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.01 15:50
Хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр,тархасшӑн.Ҫывӑх хӗвелтухӑҫра ак ҫапла-"Усоседей(Йемен текен ҫӗршывра)происходит переворот,который,возможно,подпитывался извне.Естественно, смещают законно избранного президента,который,как считается,был ставленником того государства,которое региональный лидер.Президент бежит сначала на юг страны, а потом и в соседнее государство.Про кого история? Про Россию и Украину? Правильно, про Саудовскую Аравию и Йемен.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.01 15:55
Анчах та пурте шыв тултарнӑ ҫӑварӗсене,никам та шарламасть.Пирӗн сайтри "херойсем" те шарламаҫҫӗ.Саудитри(Сауд.Аравия) геройсем темскер касса илесрен шикленеҫҫӗ пулмалла.
Ют Ҫын // 1992.69.6187
2015.04.02 07:12
Эпӗ хама "Сингапурсене Ю господинран маларах акăлчансем хытă верентнĕ"-Agabazar ҫапла ҫырнипе килӗшме пултараймастӑп.Эпӗ сингапурсене вӗрентме нимле хал та ҫитереймӗп, эпӗ ҫав ҫынсемпе мухтанса киленетӗп кӑна. Вӑт кашни ҫӗршыв ҫавӑн пек тӑрӑшсан пит илемлӗ пулмалла тӗнчере.