Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май пурте пĕлмен япаласем пирки сăмах хускатасшăн. Вĕсене тĕнче тетелĕнче ăнсăртран асăрхарăм.
• Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ.
• 1948 çултанпа Çĕнтерÿ кунĕ тĕп уяв шутланнă, анчах ăна никам та уявламан.
• Халĕ шутланă тăрăх, вăрçă хирĕнче 43 миллион совет çынни выртса юлнă.
• Вăрçă хыççăн 7 миллион çын кăна юлнă.
• Çĕнтерÿ хыççăн та Германипе СССР мирлешмен. Çапăçу вĕçленнине 1955 çулта кăна алă пуснă.
• СССР влаçĕ çапăçура вилнĕ çынсен йышне шутласшăн пулман. Сталин палăртнă çеç: 7 миллион. Вăл вилсен те ку хисепе тепĕр хут пăхса тухман. Ку ĕçе 1980 çулсенче çеç пуçланă.
• Вăрçăра 4 пин çын тыткăнра вилнĕ.
• Украинăри 334 яла нимĕçем халăхпа пĕрле çунтарса янă.
• Нимĕçсем ярса илнĕ чи пысăк хула – Чергнигов облаçĕнчи Корюковка. Икĕ кунра фашистсем 1290 çурта çунтарнă, 7 пин çынна вĕлернĕ.
• Совет Союзĕн Геройĕн ятне 87 хĕрарăм тивĕçнĕ.
• Медальсемпе орденсене кăларса ĕлкĕреймен, çавăнпа вĕсем пурне те лекеймен
• Вăрçăра 60 пин ытла йытă пулнă.
• Йытă саперсем 33 хулапа яла минăран хăтарнă.
• Гитлер Сталина мар, Юрий Левитан директора хăйĕн тăшманĕ тесе шутланă. Совет влаçĕ Левитана лайăх сыхланă. Гитлер ăна вĕлерекене 250 пин марка пама шантарнă.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
<<Ыран "Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çуллахĕччен тата 1 (пĕр) кун юлчĕ" тесе ҫырса хума манмаҫҫӗ пулӗ ха.Ҫурҫӗр иртни пӗр минутрах-00:01-ҫырса хурсан аван.>>Таймер ĕçлеме пăрахнă-им тата? "Аван" пулсан ма халь те никам та çырса хуман?
Мана çурăмран лăп-лăп лăпкама кирлĕ мар. Таймер темиçе минут кăтартать.
Ют Ҫын // 1480.8.7716
2015.05.09 07:26
Пурпӗрех пурне те Аслӑ Ҫӗнтерӳ Кунӗ ячӗпе! Пурне те Иксӗлми вӑйхал, нумай ӗҫлесе пурӑнма вӑрӑм кунҫул, савӑнмалӑх нумай ача-пӑча, тӗреклӗ шанчӑклӑ юлташсем,юратнӑ тӑвансем!
Акасапар хӑта,Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе сана!Ҫавӑн пекех санӑн пӗтӗм тӑвансене,палланисене,юлташсене,ҫемью пур пулсан-килти ҫывӑх ҫынсене.Тен,чӑвашлӑхшӑн чунне паракан чӑвашӑн ватти-вӗтти те йышлӑн пулӗ? Пурне сывлӑх,юрату!
Акасапар хӑта,паян Н.В.Федорова та Ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлама ан манса кай. Тен çурăмран лăп-лăп лăпкаса илӗ сана.Чипер, сывӑ пул.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.11 15:46
Вӑл 90-мӗш ҫулсенче НТВ каналра чуна илчӗ. Каллех Евг.Киселева итлемелле пирӗн.Вӑт ҫырат-"9 мая я отпраздновал свой День Победы.Не тот тошнотворно безвкусный и насквозь фальшивый спектакль,который устроили наши правители,пиявкой присосавшиеся к народной памяти о войне.
Я устроил себе настоящее 9 Мая — тот теплый, с неизбывной примесью грусти, почти семейный праздник, который так любили покойные мои отец и мать,все их родные и друзья, пережившие ту войну".Вара халӗ Евг.Киселев пеккисем нумай та кама итлесе ҫитемелле.
Ют Ҫын // 2015.28.0510
2015.05.11 22:39
Ҫӗнтерӳ кунӗ никама та кирлӗ пулммарӗ иккен. Пурте ҫак уяв йӳтӗмӗпе павлин пек ҫӳреҫҫӗ ҫеҫ.