Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Нищенство - это труд ленности.(П. Декурсель)
 

Ad

Таисия Ташней: Ясарлăха чараймасăр пĕчĕк ачасене ирĕксĕрлекенсем - пирĕн хушăрах

Таисия Ташней19.04.2015 20:109317 views

Ун пек тискер çынсем пур тенине илтмен мар-ха, анчах вĕсем пирĕн хушăрах пулассăн туйăнманччĕ. Пирĕн хушăрах терĕм, мĕншĕн тесен кун пек йĕрĕнмелле тата нимле те тÿрре кăлармалла мар хăтланаканĕсем – 38 çулти Çĕрпÿ арçынни тата Шупашкарта пурăнакан 25 çулти хĕрарăм. Вĕсем çул çитменнисем тĕлĕшпе ясарлăх енчен пÿтсĕрленнĕ. Арçынни кун пек факта 25 хутчен тунă, хĕрарăмĕ – 2 хут. Куншăн вĕсен тĕлĕшпе РФ Пуçиле кодексĕн 132-мĕш статйин 4-мĕш пайĕн б пункчĕпе пуçарнă пуçиле ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ. Арçыннине тата çул çитменнисемлĕ порнографи материалĕсем пухнăшăн (кун пекки унăн 3 тĕслĕх пулнă иккен) тата çул çитменнисене порнографи материалĕсем хатĕрлеме усă курнăшăн, ясарлăхпа çыхăннă ĕçпе аппаланма хистенĕшĕн айăплама пултараççĕ.

Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, арçын 2010 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа 2014 çулхи утă уйăхĕччен вăл тĕрлĕ çĕрте: арăмĕн Шупашкарти хваттерĕнче, Шупашкарти Энгельс урамĕнчи гаражсен территорийĕнче, Атăл хĕрринче, саунăра, Çĕрпÿри хăйĕн хвтатерĕнче тата Çĕрпÿ районĕнчи килĕнче – 9–10 çулхи тăватă хĕрача тĕлĕшпе тата ячĕсене палăртайман 12 çулсенчи икĕ арçын ача тата хĕрача тĕлĕшпе ирсĕрленнĕ. Икĕ тĕслĕхĕнче унăн 25 çулти паллакан хĕрарăмĕ те пĕрле пулнă. Кунсăр пуçне арçын 2013 çулхи çулла тата 2014 çулхи ака уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 11 çулти икĕ хĕрачапа хĕрача пек пулса паллашнă. Кйаран вăл вĕсене улталаса тата хăратса ясарлăхпа çыхăннă ĕçпе аппаланма ирĕксĕрленĕ. Мĕн тунине «Скайппа» ÿкерсе илнĕ.

Арçыннăн арăмĕ йĕркеллĕ çынах пулнă курăнать. Мăшăрĕ тĕлĕшпе мĕншĕн пуçиле ĕç пуçарнине пĕлнĕ хыççăн арăмĕ унран уйрăлнă. Тискер ĕçпе арçын арăмĕ урăх региона вăрах вăхăта командировкăна тухса кайсан пуçтахланнă.

Арçын унччен те тĕрмере ларнă. Унта вăл наркотик сутнăшăн 10,5 çуллăха лекнĕ. Анчах сакăр çултан ирĕке тухнă. Ирĕке тухнă та ирсĕрлĕнме тытăннă. Арçын айăпне суд палăртсан ăна 25 çул таран хупса хума пултараççĕ.

Ку лару-тăрура ачасен çывăх çыннисем ним сисменни те пур. Пĕчĕкскерсем калама хăранă-тăр çав. Тен, вăтаннă та пулĕ. Шар курнисенчен, юрать, иккĕшĕн ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсем палламан çынпа СМС-çырусем шăрçаланине асăрханă хыççăн сисчĕвленнĕ. Малтанласа вĕсем çав этеме хăйсем тĕллĕн тупма пăхнă. Ырă мара сиснĕ арçын Мускавра тĕрлĕ хваттерте пытанса пурăннă. Анчах тĕпчевçĕсем çине тăнипе шыраса тупнă.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (16)]

Comments:

Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.21 13:42
Кун пек пӳтсӗрсемпе пӗтӗм тӗнчепе,пӗтӗм халӑхпа кар-р тӑрса кӗрешмелле. Сивлени анчах ҫителӗксӗр.Вырӑссем каланӑ пек,"осиновый кол" ҫине лартмалла.
Agabazar // 1190.78.0439
2015.04.21 16:55
Agabazar
Таисия Ташней, тем пысăкăш тавтапуç сире!
Мĕншĕн иккенне калас-и?

"Педофил" текен сăмахпа усă курманшăн! Педофил=Педо+Фил. "Ачасене юратни" тенине пĕлтерет имĕш. Мĕнле "юрату" (?) вăл, енчен те çынсене инкек кÿрет пулсан? Юратмастăп вăл сăмаха! Усă курмалла мар пуль çав сăмаха пачах та!

Ют Ҫын // 2126.50.7868
2015.04.21 20:50
Этеме майлӑ мар Ясаррисене валли Чӑтӑмлӑх ҫурчӗ уҫса памаллах. Хысна пухӑнат,пӗтӗмпех алӑ тупанӗ ҫинчи пек курнат. Ытлашши ашкӑнакансене тата ҫамрӑксене пусмӑрлакансене хими тата уран производствине ямалла. Пур халӑхӑн стена пек хирӗҫ тӑрсан пусмӑрҫӑсене обществӑран уйӑрма пулат.
Agabazar // 1820.16.7566
2015.04.22 05:06
Agabazar
Çăвар карасси енĕпе пурте чемпионсем-ха эпир... Темĕскер ытти енĕпе пиçсех каймасть...
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.22 09:07
Точнӑ горлопансем нумай пирӗн хушра.Вӗсенчен пӗри-Акасапар.Кумирӗсем Илле Ивановпа А.Леонтьев пирки пач ҫырма пӑрахрӗ.Ҫавӑнпа Тата Акасапар-флюгер.Обществӑра хӑш енчен ытларах та вӑйлӑрах ҫил вӗреть,ҫавӑнталла ҫаврӑнать.Ну ку пулӑм ӗнтӗ физикӑ процесӗ,против законов природы не попрешь.
Agabazar // 4069.80.3950
2015.04.22 09:40
Agabazar
Ниепле те ăнланма çук, мĕн тĕллевпе "бор" хăйĕн аллилуйщинине çак темăна кĕрсе çырать? Ытти çĕрте вырăн пĕтнĕ-им?

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters