Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Опытом люди называют свои ошибки.(Оскар Уайльд)
 

Ad

Victor: Манăн чĕлхе кунĕ ячĕпе!

Victor24.04.2015 19:3325649 views

 

Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,

Миçĕ çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…

Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,

Халь те пулиен çивĕч, кăвартан таса.

 

- Çеçпĕл Мишши

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (82)]

Comments:

Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.25 20:00
Пурне те салам, Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе. Ҫак чӗлхен тумхахсемсӗр вӑрӑм кунҫул пултӑр тесен чӑваш ҫамрӑкӗсем этнокультурӑллӑ ҫемьесем ҫавӑрса 4-5 шер чӑваш шӑпӑрланӗсене ҫитӗнтерессе шанас килет. Авланманнисем васкӑр; Agabazar,Админ,Пасар эсир авланнӑ пулсан ачусем йышлӑ и ? Мӗнле пырат тӑван чӗлхене вӗрентес ӗҫ?
2015.04.25 20:25
Аçтахар Плотников
Ҫын ҫӗмьине мӗн тума кӗрес? Хӑвсамӑрӑнне пӑхӑр, тишкерӗр. //тата ак ҫын кӗсьинчи укҫана, кил-ҫурчӗсене тишкерес патне ҫитӗр...
Agabazar // 3190.30.5381
2015.04.25 21:37
Agabazar
"...Чӗлхеҫӗсене тата тӑван чӗлхепе кулленх пурнӑҫра усӑ куракансене Чӑваш Чӗлхи Кунӗ ячӗпе!..."

Эп вара никама та сиктерсе хăварасшăн мар!

"Говорите на нормальном языке!" текенсене пуринчен те хытăрах саламлатăп!

bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.26 11:38
Вӑт куратӑр-и, сиртен Миккуль текенни йӗркеллӗ чӗлхепех ыйтать вӗт. Малтан ачусене вӗрентӗр-ха тет. Сире, "чӗлхешӗн кӗрешекенсене",килӗшместь.Камшӑн кӗрешетӗр, ман ачасем валли е Тимӗр ачисем валли? Сиртен кӗрешме ыйтнӑ-и вӗсем?
Ют Ҫын // 3108.69.5966
2015.04.26 12:58
Чӑваш чӗлхи кунӗ кӗмсӗртеттерсе иртсе кайрӗ, савӑнӑҫлисене нумаях кураймарӑм. Уяв пекех пулаймарӗ иккен ҫак кун кӑҫал.Шанчӑка ҫухатмасан,килес ҫул ҫӗнӗ элтепер хутшӑнасса ӗненсех тӑратпӑр.
2015.04.26 15:01
Аçтахар Плотников
БОР, унашкал ыйта пуҫалсан ак илетӗп те хупап Чӑваш халӑх сайтне. Каларӑм-ҫке — ан кӗрӗр ман ҫемьене, сире унта кӗме алӑк уҫса паман! Тен ман ҫемьере сирӗннинчен те лайӑхрах? Хӑвӑр ҫемьӗрсенчине пӑхӑр, тишкерӗр.
Agabazar // 2988.92.6009
2015.04.26 15:41
Agabazar
Тата мĕн курмалли-илтмелли юлать-ши?
Ĕнтĕ чăваш чĕлхишĕн кĕрешес тесен,

малтан Тимер ачисенчен тата бор ачисенчен

ИРĔК ЫЙТМАЛЛА иккен... Эх, тĕнче!

Шутсăр пысăк наччальниксем-ши борпа Тимер ачисем? :-( ООН пуçлăхĕсенче тăраççĕ-ши вĕсем? Раççĕйре вара Путин юлташран та çÿлерех-ши?
Ют Ҫын // 1321.38.7558
2015.04.26 16:06
Нумай ҫын калат вӗт малтан ҫемьере тӑван чӗлхене вӗрентмелле тесе. Сӑмахран,И.Иванов,Н.Лукианов,Тимӗр,Карягина пекрех эппин, унсӑрӑн усси пулмаст.
Зина // 2174.50.5633
2015.04.26 16:55
Сайтра калаçăва хутшăнакансем сахалăн пулин те ыррăн канашлама пĕлместпĕр. Мĕншĕн пĕрне-пĕри тавăрас тесе çеç шухăшлатпăр.Хăшне-пĕрне вуличчен-вуламанни паха пек. "Калас сăмаха 3 çул шухăшла"-, тенĕ ваттисем. Пирĕн халь кунта çыриччен хуть 3 минут шухăшласчĕ...
2015.04.26 17:49
Аçтахар Плотников
«И.Иванов,Н.Лукианов,Тимӗр,Карягина...» — чӑваш халӑхӗ йышне вӗсем кӑна кӗмеҫҫӗ вӗт.
Сирӗнпе калаҫӑва хутшӑниччен хутшӑнманни лайӑх.

Pages: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters