Аслă Çĕнтерÿ çывхарнă май хăш-пĕр япаласене аса илни те пăсмасть пулĕ. Тен, кун пирки теприсем ку таранччен те пĕлмен…
Чи кăсăкли – чикĕ леш енче Çĕнтерÿ кунне çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче мар, 8-мĕшĕнче уявлаççĕ. Мĕншĕн тесен капитуляци актне тĕп Европа вăхăчĕпе 1945 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче 22 сехет те 43 минутра алă пуснă. Мускав вăхăчĕпе ку – 00 сехет те 43 минут.
Çĕнтерÿ ялавĕ Кутузовăн 150-мĕш орденĕн II степень Идрицк стрелоксен дивизийĕн штурм ялавĕ шутланать. Ăна 1945 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Берлинра рейхстаг çине çĕкленĕ.
1945 çулта Çĕнтерÿ кунне анлăн уявланă. Ун пекки СССРта тата Раççейре сахал пулнă. Çынсем урамра пĕр-пĕрне саламланă, ыталашнă, чуптунă, макăрнă.
1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Фрунзе ячĕллĕ тĕп аэродрома «Ли-2» самолет А.И.Семенков экипажĕпе анса ларнă. Вăл Мускава Германи капитуляцине çирĕплетекен акт илсе çитернĕ.
Берлина çу уйăхĕн 2-мĕшĕнчех илнĕ. Анчах нимĕç çарĕсем Хĕрлĕ çара парăнасшăн пулман, пĕр эрне ытла çапăçнă. Юн нумай тăкнине кура тинех капитуляци йышăннă.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавра салют янă. Ку СССР историйĕнче чи анли пулнă.
Георги хăйăвĕ – биколор. Хĕрлĕ сарă тĕс çулăма палăртать, хури – тĕтĕме. Ку хăйăвăн тымарĕсем – «Георгий Победоносец Çветтуй» салтак орденĕн хăйăвĕнче. Ăна 1769 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче йышăннă. Ку хăю СССР награда тытăмне кăшт улшăнса кĕнĕ: вăл «Гварди хăйăвĕ».
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Вăрçă çывхарасси пирки кам ӗнентерӳллӗ пӗлтернӗ вара,Акасапар хӑта!Паян уяв,Ҫӗнтерӳ кунӗ.Уяв ячӗпе,Акасапар хӑта! Хастарлӑ,ҫирӗп кӑмӑллӑ пул!Эсӗ тесе каланӑшӑн ан Макӑр! Чӑваш ятне ан яр!
бор:"...Акасапар:"... хăлха чикки паратпăрах!"-ку каҫӑ е мӑнкӑмӑлланни?..."
Мăнкăмăлланни мĕн иккенне ăнлантарса паратăп. Эпĕ борăн килти сăвакан ĕнине çавăтса илсе тухса кайман. Кĕсйинчи енчĕкне вăрламан. "Эсĕр" теесси нимĕнле хĕнлĕх, йывăрлăх та кăларса тăратмасть ун умне. Чăрт! сурассине те тăмасть ăна апла каласси. Мана "эсĕр" тенипе унăн мулĕ пĕр пус чухлĕ те катăлмасть, пĕр-пĕр усал чир те çыпçăнас çук ун çумне çавăншанах.
Кунти çав "эсĕр—эсĕ" мыскарисем кунта яланах пĕр сюжетпа аталанаççĕ: Йăла текен суя япаларан пуçланам пекки тăваççĕ те Акапасар "эсĕр" сăмаха тивĕçлĕ марри çинче тăп! чарăнса тăраççĕ. Унтан çав позицирен пĕр миллиметр та хускалмаççĕ. Çапла вара хайхисен ултавĕ çиеле тухать.