Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Кто выпячивает себя, лишается преимущества.(Лао Цзы)
 

Ad

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2148546 views

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (191)]

Comments:

2015.05.04 07:47
Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑ тесе ӳснӗ эпир. Урӑхла варианта йышӑнмастӑп.
2015.05.04 09:29
Аçтахар Плотников
Эп вара Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хӑнӑхнӑ. «Аслӑ Аттелӗх» темле искусствӑлла япала пек туйӑнать.
Ют Ҫын // 2676.19.3970
2015.05.04 10:20
Мӗн каллех пӳрне хушшинчен проблемӑ туртса кӑларатӑр,унсӑрӑнах проблемӑсем нумай иҫ?
Agabazar // 3185.09.5634
2015.05.04 11:46
Agabazar
"Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи" тени те искусствăлла япалах. Вăл та— пуçран шутласа кăларнăскерех!

"...Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑ тесе ӳснӗ эпир..."

Апла мар-тăр çав. "Великкăй Оттеччествĕннăй война" тесе ÿснĕ пек туйăнать.

Ют Çын: "...Мӗн каллех пӳрне хушшинчен проблемӑ туртса кӑларатӑр,унсӑрӑнах проблемӑсем нумай иҫ?"

Мĕнле пит человой çын вара эсĕр???

Человойсем ку сайтра лармаççĕ пуль вĕсем?
Victor // 3443.41.2811
2015.05.04 12:07
Victor
Йĕркеллĕ (нумай çын çырнă) чĕлхемĕрте - "Ати" "Аттей" "Атей" чĕнÿ формин (падежĕн) вырăнти тĕрлĕ варианчĕсем марччĕ-и-ха, Agabazarей!
Agabazar // 3185.09.5634
2015.05.04 12:17
Agabazar
Тĕрĕс. Ати, Атти вирьял чĕлхевĕшĕн тата ытти çавăнталли чĕлхевсемшĕн характерлă. "Асран кайми атти-анни"©. Анчах та чĕнÿ форми мар-тăр. Туртăм категорийĕнчи форма. "Постпозициллĕ артикль".
Victor // 3443.41.2811
2015.05.04 13:08
Victor
Камăнлăх форми (Туртăм категорийĕ) - "ашшĕ-амăшĕ" мар-и?
"Атти-анни" - чĕнÿ формиех. Хамăн тымарсем вир ялта пулнипеле пĕлетĕп. "Апи", "Ати" теççĕ - aнчах камăнлăх форми "амăшĕ", "ашшĕ". Чĕнÿ форми кунта палăрту формипе пĕрлешнĕ пулма та пултарать. "(Ман) апи" "(Ман) ати" - паллах "ман"не никам та каламасть. Акăлчанла та пĕрешкелтерех пулăм пур. 'The' палăрту артиклĕсĕр каланă чухне - Mother (Аннем), Father (Аттем) - пирĕннинче кутăн (палăрту форминче).
Agabazar // 3170.69.2107
2015.05.04 15:01
Agabazar
Ати, Атей, Аттей, Аттев — пурте чĕнÿ формисем теме пулать. Кунсăр пуçне Ати"Атте" сăмахăн синонимĕ те теме май пур. Ати=Атте. Туртăм категорийĕнче: > Атийĕ > Атийĕшĕ

Туртăм категорийĕн Виçĕмĕш сăпатри форми: Атте > Атти (Танлаштарăр: Парне > Парни). Ашшĕ — анлă усă куракан стандартлă мар (эксклюзивлă) вариант.

<<The' палăрту артиклĕсĕр каланă чухне - Mother (Аннем), Father (Аттем) - пирĕннинче кутăн (палăрту форминче).>>

Акăлчан чĕлхинчи артикльсен сăпатлăх çук. (Е пурте виççĕмĕш сăпат темелле-ши?). Тĕрĕк чĕлхинчи постпозициллĕ артикльсен сăпатлăх пур. Çавăнпа та вĕсен хушшинчи çыхăну линилле мар. Апла пулин те вĕсем пĕлтерĕшĕпе пĕр япалах: палартасси, тĕллесе кăтартасси....
Victor // 3443.41.2811
2015.05.04 17:03
Victor
Тавах, эппин Аттилĕх = Ашшĕлĕх?
Мшпа, кусене патран тишкернĕ хыççăн нихăш те лайăх мар - Аттелĕх, Ашшĕлĕх, Аттилĕх. Вырăсла сăмахне шутласан кăна ăнланма пулать. Анне+лĕх, амăш+лăх пач урăх ăнлавлă.

Тăван çĕршыв тенине ним çитмест. Е "патриотла".


(Арттикĕлсен căпатлăхĕ çуках. Чăваш чĕлхинчи эквиваленчĕ камăнлăх формин виççĕмĕш сăпачĕ пулнипе кăна çапла туйăнать.)
Ют Ҫын // 1052.5.4754
2015.05.04 19:56
Šyravşă ҫырнипе килӗшме юрат. Тӑван ҪӗрШыв тенине ним те ҫитмест. Пирӗн Чӑваш Гимнне ҫыракан Илле Тукташ Agabazar-тан,Админ-ран Ӑс енӗпе тайӑкрах пулман тӑр.
Тӑван ҪӗрШыв,Тӑван ҪӗрШыв
Асран кайми Мухтавлӑ ҪӗрШыв ... .
Ҫак йӗркесене хуть Америкӑра пурӑн, хуть Германире,хуть Японире,хуть Австралире-ниепле те манас ҫук, нимӗнпе те улӑштарас ҫук,никампа та пайлас ҫук. Кунта чӗлхе енӗпе куймӑрланакансем ПИАР ӑстисем кӑна.

Pages: 1, ... 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters