Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Как басня, так и жизнь цениться не за длину, но за содержание.(Сенека)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Арматӑна» пула анӑҫри танксем кивве юлаҫҫӗ

Аçтахар Плотников06.05.2015 10:1611517 views

Ҫитес кунсенче Мускавра Ҫӗнтерӳ парачӗ иртмелле. Унта Раҫҫей патшалӑхӗ хатӗрлеме пуҫланӑ «Армата» йышши танксене те кӑтартмалла. Нумай пулмасть вӗсен шутне кӗрекен «Армата» танка, «Армата» тата «Курганец-25» БМП-на, «Курганец-25» тата «Бумеранг» БТР-сене ытлашшиех пытармасӑр кӑтартрӗҫ. Мерикканри МИХсенче вара пирӗн ҫӗнӗ танксем ҫӗнӗлӗхсем енчен вӗсен «Абрамсӗсемпе» «Леопарчӗсенчен» чылай лайӑхрах имӗш, лешӗсем кивве юлаҫҫӗ имӗш.

Ак, Assotiated Press мӗн ҫырнинех илсе парар:

Раҫҫейри тата анӑҫри хӑш-пӗр ҫар ӑстисем «Армата» анӑҫри танксенчен лайӑхрах пулни пирки калаҫҫӗ. Вӑл — виҫӗ ҫынлӑх хӳтӗленӗ капсулӑллӑ пӗрремӗш танк, башнине унта радиохумӗпе ҫавӑрма май пулӗ, тупине те автоматизациленӗ авӑрлав механизмӗпе тивӗҫтернӗ. Ку вара экипажа хӳтӗлеме те пулӑшать, танкӑн эффективноҫне те вӑйлатать.

Информаци агентстви пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх ку танк чӑн та анӑҫрисенчен лайӑхрах. Анчах вӗсене Раҫҫей ҫар промышленноҫӗ ҫак машинсене кирлӗ чухлӗ тума пултарасси иккелентерет имӗш. Яппунсен The Diplomat кӑларӑм та ҫӗнӗ танка асӑннӑ. Вӗсен шучӗпе «Армата» тӗнчери чи хӑрушӑ танк пулса тӑма пултарӗ.

Breaking Defense кӑларӑм вара БТР-сене тишкернӗ. Мерикансен «Stryker» БТР-не ҫӗнетме вӑхӑт ҫитнӗ имӗш. Раҫҫейӗн ҫӗнӗ БТР-ӗсенче 30 мм-лӑ тупӑсем тӑраҫҫӗ иккен, вӗсен вара халӗ те 12,7 мм-лисем кӑна. Тупӑна ҫӗнетсен «Stryker» хӑвачӗ икӗ хут ӳсмелле имӗш.

Ҫар ӑстисем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, эпир ҫӗнӗ танксен ӗлкисене кӑна куратпӑр имӗш. Шалта мӗн вырнаҫни, вӗсен характеристикисене пире хальлӗхе ҫавах пӗлтермӗҫ. Тата танк тӗрӗслев витӗр тухса пӗтмен, вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн вӑл ҫав-ҫавах ҫӗнӗ хӳтӗлев системисемпе пуянланӗ.

«Арматӑна» хатӗрленӗ май мериккансем те хӑйсен бронемашинисене ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Анчах вӗсен танкӗсем классикӑллӑ майпа хатӗрленӗскерсем пулнӑран ҫӗнни пулмӗ, хӳтӗлев енчен кӑна улӑштарайӗҫ имӗш. Ку ӗҫсене вӗсем 2017–2018 ҫулсенче кӑна пуҫӑнасшӑн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (24)]

Comments:

Agabazar // 3002.09.9134
2015.05.07 19:28
Agabazar
Мухтавлă "Армата" пирки çĕнĕ хыпар. http://www.echo.msk.ru/blog/oreh/1544428-echo/
2015.05.07 22:31
Аçтахар Плотников
Мӗн тӑвӑн, пропоганда тапхӑрӗн япӑх енӗ ҫапла палӑрать те. Унашкал вӑхӑтра тӗрӗссине калама питӗ йывӑр (каласа пӑх-ха — тӳрех кутран тапма пултараҫҫӗ).
Ку мана Кукӑле (Google) «хӗсме пултаракан» ҫӗнӗ шыравҫӑ пирки хыпар пӗлтернипе пӗр килет пек. Унта та Кукӑльти ҫынсем ҫырнӑ, вӑл хӑвачӗпе Кукӑльтен ирттерет тесе рекламӑрарӗҫ. Анчах пӗрремӗш куннех ӗҫлейми пулса ларчӗ те хальхи вӑхӑтра ҫав «революциллӗ» проект пирки никам та астумасть. Хупнӑ та пуль ӑна...
Армутипе ҫыхӑннӑ хыпарсем те ман шутпа ҫав танка ытла вӑйлӑ рекламӑланипе ҫыхӑннӑ.
Agabazar // 3697.44.8469
2015.05.07 23:10
Agabazar
Гугль—Кукăль вырăнне Чебурашка килет тетчĕç пулас
Victor // 7490-8399
2015.05.08 11:58
Victor
Ман шутпа, Раççей тĕнчене хăратас (террор) ĕçпе кăна явăçни - питĕ пăсăк япала - Иранпа, Çурçĕр Корей пек. Ыр хыпар тухми пулчĕ Вырăс Енрен. Тата Турцци те çав йăлана явăçма пуçларĕ - диктаторсен шухăшлавĕ пĕр пек.

Pages: 1, 2, [3]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters