"Хăта" сăмахпа палартакан хурăнташ , чăнах та, пур. Анчах пирĕн контекстра вăл "хоспочын" тенине пĕлтерет.
Çич Ют хоспочын, сире эп чăнах та хоспочын тетĕп, анчах та çакă пуç тайнине пĕлтермест. Тепĕр тесен, пуç таяссинчен ма пит хăрамалла? Чăнласах мар вĕт, сăмахпа çеç, тата çитменнине виртуаллă талккăшра.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.11 06:41
Agabazar хоспоччын, виртуаллӑ пуҫ тайсан кайрӗ вара малалла та, чӑн пурнӑҫра пуҫ тайса пуҫ ҫапасси те. Каллех калама пулать:"пуҫ ҫапассинчен ме хӑрас". Апла пулсан пурнӑҫра нимрен те хӑрама юрамас. Пурнӑҫ кашнин хӑйӗн, кашни хӑй туприпе(пурнӑҫӗпе) распоряжаться тума пултарат хӑйне кирлӗ пек.Пурнӑҫ текен япалапа та татӑлма юрат ним хӑрамасӑрах, анчах та пурте хӑратпӑр: начальнике ыйту пама, халӑх тарҫисенчен ҫирӗп ыйтма, халӑхӑн хысна укҫине ӑҫта чикнине татах та ҫирӗпрех ыйтма, чиновниксене ташлаттарма. Ку ыйту философилле ыйту,паллах. Ҫавӑнпа та пурнӑҫра пӗтӗм ыйту,пулӑм пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ.
Акасапар хӑта,"Çич Ют хоспочын" тени мӗне пӗлтереть? Виртуаллӑ талккӑшра та, реаллӑ пурнӑҫра та чӑнласах пӗрне пӗри хисеплесе пурӑнсан аван пулмалла. Эсӗ,Акасапар хӑта, виртуаллӑ пурӑнма хӑнӑхнӑ та,вара чӑн пурнӑҫра та виртуаллӑ утӑмсем пулса каяҫҫӗ. Кирлӗ мар виртуаллӑ утӑмсем, чӑн утӑмсем тӑвас пулать. Чӑн-чӑн пурнӑҫ килте,килхушшинче,урамра, районта иртет. Атя-ха чӑн пурнӑҫ еннелле ҫаврӑнар,Акасапар хӑта! Чӑн чӑвашлӑха аталантарар та, япӑх пулӑмсене аса та илер мар.
Акасапар хӑта, нумай калаҫмалла мар. Ытларах ӗҫлемелле( эс каллех навус пирки калаҫма пуҫлӑн,анчах эпӗ каласшӑн кам мӗн тума пултарать,кам мӗн ӗҫе вӗреннӗ). Нумай пакӑлтатни, сирӗн хвалӗнӑй пӗрлешнӗ Гейропа мӗн патне илсе ҫитерчӗ, куратӑн вӗт.Греци,Итали,Испани,Португали тата ыттисем часах ҫара кут тӑрса юлаҫҫӗ. Е санӑнне куҫна пырса уҫмалла-им?. Малтан Ротшильдсем пӗремӗк параҫҫӗ, ӗҫлемесӗр пурӑнма вӗрентеҫҫӗ, кайран йӗмсӗр тӑрса юлатӑн. Акасапар пек тӑнлӑ ҫын ҫак пулӑмсене ӑнланма тивӗҫ, е ухмаха пенипех иртсе каять тесе шутлатӑн-им? Ҫук, тӗнчере бесследнӑ ним те иртсе каймаҫ. Леш Акташӗ шӑпланчӗ-ха, ӑнланчӗ курнать хӑй ним те ӑнланманнине.Ҫӳретӗр истори вырӑнӗсене тӗпчесе.