Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров«Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.
Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.
Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО çĕр чăмăрĕнчен çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ май «çакнашкал лару-тăрура шкулсенче чăваш чĕлхине вăй илтерсе, тымарлантарса вĕрентмелле пек пулса тухать», – тесе çырать маларах асăннă Геронтий Никифоров.
Вĕренӳ программине илес тĕк Геронтий Никифоров 9 класс пĕтернĕ хыççăн ачасене чăваш чĕлхипе пăрăнми йĕркепе (вырăсла каласан, обязательно) тыттарнине аса илет. «Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене чухланине, унпа çырура ycă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе çыхăнтарма пултарнине аван кăтартрĕç. Çакнашкал паха пулăмăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхине тытма суйласа илмелли экзамен шутне кĕртсен тӳрех чакрĕ. Суйласа илмелли предмет пулнă май ĕнтĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытакансен шучĕ çулсерен чакса пычĕ», – пĕтĕмлетет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.
Геронтий Никифоров кăçалхи лару-тăрăва тишкернĕ. Республикăри ял шкулĕсенче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен хальхинче 19 ача çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытнă иккен. Ун пеккисем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче 3 ача тупăннă, Урпашра – тăваттăн, Палтайпа Пĕрçырланта – пĕрер, Муркаш районĕнчи Калайкассинче – çиччĕн, Атапайĕнче – иккĕн, Шурчара – пĕрре.
Унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ тесе каланă май ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне Чăвашра патшалăх шайĕнче тĕрӗслемесен тăван чĕлхесĕр тăрса юлмăпăр-ши, чăваш чĕлхине упраса хăвараймасан килес ăрусем мĕн калĕç-ши тесе чунне ыраттатать.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Михаил Волков: "Вĕрентÿ ĕçĕ ăна мĕнле йĕркеленинчен килет. Кунта эпир, Геронти пек уйрăм ăстаçăсем пуррине палăртса,"
Геронти чăнах та "ăстаçă" иккенне ăçтан пĕлетĕр? Унăн уçă урокĕсене хутшăннă-и? Е урăхла меслетсемпе тĕпченĕ-и унăн ĕçĕ-хĕлне? Унашкал хаклавсене пĕлĕтрен илмелле мар пуль ĕнтĕ....
Геронтий Никифоровăн педагогикăри ĕçĕ-хĕлĕ тĕлĕшпе мĕн те пулин пĕлекен çын пур-и ку сайта килекенсем хушшинче? Эп хам, тахçанах каларăм ĕнтĕ, ку енĕпе нимĕн те пĕлместĕп. Пĕлни вара пăсман пулĕччĕ.
Михаил Волков // 6706.8.3474
2015.06.22 21:58
Каллех айккинелле пăратăр калаçăва, Акапасар. Ку сирĕн тĕллев-и ĕç ыйтăвĕсене сÿтсе явассине тĕрлĕ лăпăр-тапăрпа хупласа мантарасси, е ăнсăртран çухалса кайса аптраса ÿкнипе çапла куçса каятăр?
Кунта эпир Геронтий Никифоров статйине сÿтсе яватпăр.
Геронтий Никифоров 30 çул Шупашкарти шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ теççĕ.
Çак 30 çул хушшинче Геронтий хоспочын педпгогика ĕçĕнче мĕнпе палăрнă, мĕнпе тĕлентернĕ?
Ним пĕлмесĕрех çакăн пирки сÿпĕлтетекенсене эп питлетĕп.
Михаил Волков // 2912.19.8343
2015.06.23 10:27
Питлеме, хăтăрма кам ирĕк пачĕ-ха, Акапасар шăллăм? Ытла мăнттайланса кайни кама килĕшĕ. Хăвăр шухăшăрсене калăр, çынсеннине хурласа, вĕсене хăтăрса ятлă пулаймăр. Темăпа каламалли çук пулсан, ан васкăр ăпăр-тапăра тиеме.
Михаил Волков // 2912.19.8343
2015.06.23 10:46
Пĕр-пĕрине тапма хăтланса акă мĕне манса каятпăр-çке: миграци юхăмĕ вăйланса пынă май Шупашкара, ытти хулана-яла тулайри чăвашсем тата пĕр вăхăт аякра пурăннă, ачаллă-пăчаллă пулнă ентешсем хваттер илсе е ашшĕ-амăшне пăхма куçса килеççĕ. Вĕсем ачисене чăвашла вĕрентесшĕн инçетре чух вырсарни шкулĕсем уçнă. Ача сачĕ, шкул вĕсене пулăшма тивĕç мар-и вара?
Михаил Волков // 2912.19.8343
2015.06.23 11:21
Темăна икĕ еннеле çавăрма хăтланни сисĕнет: 1) ача сачĕнче, шкулта чĕлхемĕре вĕрентнин усси çук; 2) ача сачĕпе шкул хăйсен тĕллевне пурнăçлаччăр тесен вĕрентÿ пахалăхне ÿстермелле. Акапасар пĕрре пĕр, тепре тепĕр енне сулăнать. Хăшĕ-пĕри бюджет укçипе пурăнакансене кĕвĕçет: кафедрăсем, институтсем, университет ăшă вырăнсем пани чăвашлăха упрама пулăшмасть. Анкă-минкĕ чирне ертĕмĕр мар-и-ха?
Эпĕ, Акапасар, Михаил Волков текен çынна, Геронтий Никифорова нимĕнле информацисĕрех "ăстаçă" тенĕшĕн, çав тери хытă питлетĕп тата хăтăратăп. Ăçтан пĕлет-ши вăл лешĕ чăннипех "ăстаçă" иккенне?
Тен, вăл нимĕнле "ăçтаçă" та мар? Э? Тен вăл чăннипе... "пăстаçă"!</b>
Михаил Волков: "Темăна икĕ еннеле çавăрма хăтланни сисĕнет: 1) ача сачĕнче, шкулта чĕлхемĕре вĕрентнин усси çук; 2) ача сачĕпе шкул хăйсен тĕллевне пурнăçлаччăр тесен вĕрентÿ пахалăхне ÿстермелле. Акапасар пĕрре пĕр, тепре тепĕр енне сулăнать"
Ку — 100% ултав!!!!!!
Кам вăл Геронтий Никифоров? Ăстаçă е .... пăстаçă?
Марине // 6565.4.2224
2015.06.23 17:20
"Кам вăл Геронтий Никифоров? Ăстаçă е .... пăстаçă? "
1. Пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ вӗрентекен. 2.Чӑваш чӗлхи вӗрентӳҫи.
"Мохнатый шмель - на душистый хмель,
Цапля серая - в камыши,
А цыганская дочь - за любимым в ночь
По родству бродяжьей души.
Так вперед за цыганской звездой кочевой,
На закат, где дрожат паруса,
И глаза глядят с бесприютной тоской
В багровеющие небеса.
И вдвоем по тропе навстречу судьбе,
Не гадая - в ад или в рай,
Так и надо идти, не страшась пути,
Хоть на край земли, хоть за край.
Так вперед за цыганской звездой кочевой,
На свиданье с зарей, на восток,
Где, тиха и нежна, розовеет волна,
На рассветный вползая песок!
Так вперед за цыганской звездой кочевой,
До ревущих южных широт,
Где свирепая буря, как божья метла,
Океанскую пыль метет!
Так вперед за цыганской звездой кочевой,
На закат, где дрожат паруса,
И глаза глядят с бесприютной тоской
В багровеющие небеса!"