Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Если хочешь быть счастливым, будь им.(Козьма Прутков)
 

Ad

Софья Савнеш: Чăвашпа чăвашлах пуплесчĕ

Софья Савнеш14.06.2015 22:2415306 views

Çак ыйту тавра, тĕрĕссипе, чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан чылай çын калаçать. Мана мĕн хĕтĕртрĕ-ха паян çак статьяна çырма? Çак кунсенче общество транспортĕнче пĕлĕшĕме, пĕр ялта выляса ÿснĕскере, куртăм. Çав хĕр мана асăрхасан пырса калаçма тытăнчĕ. Малтанах аптăрарăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Шалт тĕлĕннипе çăвартан сăмах та йĕркеллĕ тухмарĕ. Пике манпа вырăсла кăна пуплерĕ. Кирлĕ чарăнăва çитичченех мĕнле пулмаллине пĕлмерĕм. Ара, манăн чăвашпа чăвашлах калаçас килет вĕт. Хам вырăсла пуплеме пĕлместĕп теместĕп-ха эпĕ. Анчах пĕлĕшĕм чăваш пулнине, вăл чăваш амăшĕн сĕчĕпе ÿснине пĕлсе тăрса ниепле те чĕлхем вырăсла калаçмашкăн çаврăнмарĕ.

Тен, хулара, общество транспортĕнче чăвашла пуплеме именет вăл? Капла та шухăшласа пăхрăм. Анчах çав «майра» ялта та манпа вырăсла перкелешет. Ку кăна мар – вăл ашшĕ-амăшĕпе те, аппăшĕпе те чăвашла пупленине асăрахасах кайман эпĕ. Тус-юлташĕсемпе – пушшех те. Çамрăксем «чăнкă» вĕт. Вĕсем хăйсен ачисене те, ялта пурăнсан та, вырăсла калаçма хăнăхтарасси пирки 100 проценчĕпех иккĕленместĕп.

Пуррине упрама пĕлместпĕр çав. Çав вăхăтрах тĕлĕнмелле çынсемпе паллашма тÿр килчĕ манăн. Пĕлтĕр Люксембургран Чăваш Ене чăваш чĕлхине ятарласа вĕренме килнĕ Томас Файдерпа тĕл пултăм. Вăл тăван тăрăхĕнче пирĕн чĕлхене хăй тĕллĕн ăса хывма тăрăшнă. Грамматикăна вĕреннĕ-ха вăл кăшт. Анчах калаçнине илтсе вĕренес килнĕ унăн. Çак тĕллевпех Томас Етĕрне районĕнче пурăннă, учительница пулăшнипе (халь, шел те, ятне-шывне манса кайнă) чăваш чĕлхине вĕреннĕ. Люксембурга кайнă чухне Томас хăйĕнпе кĕнекесем илсе кайнă, унта чĕлхене малалла хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Тăрăшсан темĕн те пулать теççĕ. Томаспа тĕнче тетелĕ урлă халĕ те çыхăну тытатпăр. Чипер-йĕркеллех ман пата чăвашла çырать. Кăçал вăл каллех Чăваш Ене килесшĕн. Хальхинче вăл чăваш чĕлхипе культурине «Хавал» уйлăхра тарăнрах вĕренесшĕн. Мĕнех, ăнăçу ăна.

Çичĕ тинĕс леш енче те чăваш чĕлхи пирки пĕлни чуна хăпартлантарать. Пирĕн чĕлхене ют çĕршыв çыннисем вĕренме талпăнни вара пушшех те савăнтарать. Ав Венгрирен нумаях пулмасть Мелинда Такач Шупашкара килнĕ. Вăл та чăвашла вĕренесшĕн, чăвашсен культурипе паллашасшăн. Мелинда венгр тата чăваш чĕлхисенче пĕр пек сăмахсем пуррине пĕлтернĕччĕ.

Анне сĕчĕпе куçнă чĕлхене епле манăçа кăларăн-ха? Çук, вырăсла калаçма, паллах, никам та чармасть. Анчах чăвашпа чăвашлах пуплесчĕ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (45)]

Comments:

Agabazar // 2949.74.4380
2015.06.23 13:50
Agabazar
Кам вăл "Палттай"?
Ун пек çынна эп пĕлметĕп. Курман, илтмен.... Тен, телевизорпа кăштах куркаланă пуль теплерен. Хăйне те пĕлместĕп пулсан, паллах, ачисене те пĕлместĕпех ĕнтĕ. Ăçтан пĕлем эп Палттай Микуçĕ ачисемпе хăш чĕлхепе пупленине? Ман тата çакна шăршласа çÿремелле-шим шпион пек?

акапасар мĕнпе тăранса пурăнни вара — сирĕн ĕç мар. Кĕсйĕрти укçа чакса пырать-им? Уншăн акапасар винават мар вара! Винаватсене урăх тĕлте шырăр!

Сăмах май каласан, Тымарлана автобусран кăларса сирпĕтекенни те Акапасар мар. Урăххисем. Хăвашшистсем темелле вĕсене.
Нина // 6565.4.2224
2015.06.23 17:15
Тымарлана автобусран мӗншӗн кăларса сирпĕтнӗ вара?
Agabazar // 7972.7.6514
2015.06.23 18:36
Agabazar
Таймер ĕнентернĕ тăрăх, Чăвашла калаçнăшăн Тымарлана автобусран кăларса сирпĕтнĕ тĕслĕхсем пулнă. Паллах, хăлха чикки тутантарнă хыççăн. Таçти Мускавра мар, хамăрăн текен Шупашкартах.
Нина // 3883.78.4576
2015.06.23 21:31
Чӗлхи вӑрӑмрах пуль?.. Эпир те калаҫатпӑр та -ха, сирпӗтмен халиччен.
Agabazar // 2867.64.1322
2015.06.24 01:04
Agabazar
Нина // 3883.78.4576 2015-06-23 21:31: <<Чӗлхи вӑрӑмрах пуль?.. Эпир те калаҫатпӑр та -ха, сирпӗтмен халиччен.>>

Эсир, Нина юлташ, пĕлĕшсемпе, туссемпе чăвашла калаçни пирки калатăр пуль-ха... Малашне тепĕр утăм тума "сĕнесшĕн": кондукторпа, водительпе, палламан çынсемпе чăвашла сăмах хушма хăтланса пăхăр. Вара ку сайта килсе пĕлтерĕр, сирпĕтеççĕ-и е сирпĕтмеççĕ-и... Пурте ăнланмалла-и? Е ыйтусем татах пур?

Нина // 1738.81.9847
2015.06.24 07:53
Agabazar , тавах. Хӑтланса пӑхма пулать те , пикесене транспортран кӑларса сирпӗтсен килӗшӳсӗр, арсем хӳтӗлессе шанма ҫук вӗт...
Agabazar // 1681.03.4966
2015.06.24 13:14
Agabazar
Мĕн таваххи ĕнтĕ? Ĕç вĕт кăларса сирпĕтнинче çеç мар. Кăларса сирпĕтмессе те пултараç. Тĕнчере "урăхла меслетсем" те, урăхла нĕрсĕрлехсем те пайтах. Паллах, ырри унта ним те çук. Ахальтен мар "сĕнÿ" сăмаха хăлăпкасемпе хупрăм.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.24 18:55
Паллӑ, Акасапар хӑта провокатор. Халь провокаци ҫинчен мар, Уяв ҫинчен. Пурне те Республикӑмӑр Кунӗ ячӗпе! Сывӑ та ӑнӑҫуллӑ пулӑр!
Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.25 18:26
Agabazar ҫине тӑнипе, вӑл пулӑшса пынипе чӑвашла калаҫатпӑрах!
АТИЛА // 3913.58.4645
2015.06.26 10:15
СУЯТӐР.НИКАМ ТА АВОБУСА КӖРСЕН ЧӐВАШЛА БИЛЕТ ЫЙТМАН ХАЛИЧЧЕН.ТЫМАРЛАНПА ИЛЛЕ ИВАНОВСӐР ПУҪНЕ.ХӐРАТӐР.А ВДРУГ КОНДУКТОРӖ ЧӐВАШ МАР.ЫТТИ ҪӖРТЕ ТЕ ХӐРАТӐР. УЙРӐМАХ АКАПАСАР ТЕ ХӐРАТ ТЕ ВӐТАНАТ.

Pages: 1, [2], 3, 4, 5

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters