Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
"И снова бой! Покой нам только снится..."(А. Блок)
 

Ad

Аçтахар Плотников: 2018-2024 ҫулсенче пире мӗнле президент кирлӗ?

Аçтахар Плотников11.01.2018 17:1411437 views

Ку статьяна каярах ҫырасшӑнччӗ, анчах та Анатолий Кипечӗн ҫырӑвӗ хыҫҫӑн халех калӑплас терӗм. «2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнче кам суйланӗ?» тесен пурте тенӗ пекех пӗр харӑс пӗр ята кӑна асӑнма пултарӗҫ. Ав, пирӗн шурсухал Анатолий Кипеч те (комментари ҫыракан пӗр сайтҫӑ ӑна вырӑс тесе каларӗ пулин те пирӗн ку тӗлӗшпе пысӑк иккеленӳ пур — эпир пӗлнӗ тӑрӑх Анатолий Ильич Канаш тӑрӑхӗнче чӑваш кил-йышӗнче ҫуралнӑ), ав, Владимир Путин пирки ҫырать. «Ваше желание еще раз стать Президентом страны одобряю. Надо быть смелым и решительным человеком, чтобы взвалить на себя эту тяжелую ношу», — тет вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче. Вырӑсла пӗлменнисем валли ятарласа хамӑрла куҫарса та парӑп: «Ҫӗршыв Президенчӗ пулма тепӗр хут шут тытнӑ Сирӗн шухӑша ырлатӑп. Ҫак йывӑр ҫӗклеме хӑйӗн ҫине илес текенӗн хӑюллӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулмалла». Иккӗмӗш пуплевӗшӗпе (предложенипе) килӗшетӗп-ха та, анчах пӗрремӗшне тем тесен те ырлас килмест. Ҫавӑнпа та хамӑн шухӑша пӗлтерем.

Владимир Путина ҫынни лайӑх-ха та, анчах пуҫлӑх улшӑнманни, пирӗн патшалӑх ертӳҫинче нумай-нумай ҫул пӗр ҫын ларни патшалӑх аталанӑвне пысӑк сиен кӳрет. Темле маттур ҫын пулсан та, темле хастар та хӑюллӑ пулсан та темиҫе ҫул ларакан пуҫлӑхӑн ӗҫ хастарлӑхӗ ҫулран ҫул чакса пырать. Мӗншӗн? «Ӑшӑ пукана» хӑнӑхса каять. Ҫавӑнпа та Путина сӗнекен ҫын ман шутпа Раҫҫей малашлӑхӗ пирки мар, паянхи «хӑнӑхнӑ» куншӑн ҫеҫ пӑшӑрханать. Ку хамӑр кӗтесе те, Чӑвашстана та, пырса тивет — тем тесен те Мускав витӗмӗ питӗ пысӑк. Раҫҫей аталанать пулсан — Чӑваш Ен кун-ҫулӗ те малалла шӑвать.

Паянхи пурнӑҫа сӑнланӑ чухне чылайӑшӗ «стабильность» сӑмахпа усӑ курать. Тепӗр май каласан пӗтӗмпех йӗркеллӗ, пӗтӗмпех шайлашуллӑ, яланхилле — нимӗн те тӗкӗнмелле мар. Хӑнӑхнӑ пурнӑҫа улӑштарас килменнисем аталану ҫуккине ырӑ ен тесе хак парасшӑн. Сӑмах май, унччен маларах кунашкал лару-тӑрӑва «застой» сӑмахпа палӑртатчӗҫ, хаҫат-журналта та чӑвашла ӑна «аталанусӑрлӑх», «ӳсӗмсӗрлӗх» тесе куҫаратчӗҫ.

Ҫавах та ҫак «стабильность» сӑмахра пӗр кирлӗ япала ҫеҫ ҫук — шанӑҫ. Пурнӑҫ улшӑнас шанчӑк. Анатолий Кипеч, паллах, ҫӗнӗ кивӗ президентра шанӑҫ курать, ҫӗнӗрен суйланнӑ хыҫҫӑн лешӗ правительствӑна улӑштарасса шанать. Анчах ҫӗнӗ кивӗ пуҫлӑхран ҫакна кӗтсе илме май пур-ши? Ман шутпа ҫук. Нумай ҫул «ӑшӑ пукан» йышӑнакан ҫыншӑн хӑнӑхнӑ япалана улӑштарма питӗ йывӑр. Асӑрхӑр, юлашки ҫулсенче пирӗн премьер-министрсем те улшӑнми пулчӗҫ. Япӑх ӗҫлет-и, лайӑх-и (паянхи пурнӑҫа хӑвӑрах хак парӑр) — пуҫлӑхра пӗр ҫыннах. Кунашкал лару-тӑрура Анатолий Ильич мӗнле улшӑнусем тӑвасса кӗтет-ши?

Хӑҫан пӑхнине астумастӑп, анчах ку тахҫанах пулнӑччӗ. Телекуравпа пӗр кино кӑтартнӑччӗ, Францири пӑлхавӑр пирки. Фильм ятне те астумастӑп, анчах унти пӗр самант ман асра юлнӑччӗ. Хайхи пӑлхавҫӑсем патне хыпар ҫитет — патша вилнӗ иккен. Иккӗн калаҫнине кӑтартаҫҫӗ. Пӗри калать: «Савӑн, патша вилнӗ!». Тепри вара ӑна пӑшӑрханса хуравлать: «Питӗ шел», — тет, — «капла эпир хамӑр шухӑш-кӑмӑлсене пурнӑҫлаймастпӑр». Пӗрремӗшӗ тӗлӗнсе лешӗ мӗншӗн ҫапла шухӑшлани пирки ыйтать. Иккӗмӗшӗ вара патша улшӑнни халӑхра шанчӑк ҫуратни пирки пӗлтерет. Апла-тӑк, унӑн шухӑшӗпе пӑлхав пӑчланать.

Паянхи лару-тӑру куҫӗпе пӑхас пулсан «патша» улшӑнманни ҫав шанчӑка нимӗнле те ҫуратаймасть. Ку тӗлӗшпе АПШ-на тӗслӗх пек кӑтартма пулать — вӗсен нихӑш президенчӗ те икӗ срокран ытларах лармасть, яланах (4-8 ҫул хӑвӑрт иртсе каять вӑл) улшӑнаҫҫӗ (консерваторӗсемпе демокрачӗсем пӗр-пӗринпе ылмашӑнса пыни тата та вӑйлӑрах витӗм кӳрет). Кашни ҫӗнӗ президентпа халӑхӑн ҫӗнӗ шанӑҫ ҫуралать. Сӑмах май, асаилӗр-ха Владимир Путина Дмитрий Медведьев ылмаштарнӑ саманта. Е Николай Васильевич вырӑнне Михаил Васильевич ларнӑ вӑхӑта? Улшӑнусем пуласса пурте кӗтрӗҫ. Сӑмах май, пысӑках мар пулин те вӗсем ҫав-ҫавах пулчӗҫ. 2018 ҫулхи суйлав хыҫҫӑн улшӑнусем кӗтесси вара — кӑлӑх япала.

Хурларӑм-хурларӑм та, халь вара пулас президентран мӗн кӗтни пирки сӑмах пуҫарма вӑхӑт ҫитрӗ пуль. Владимир Путинӑн чи пысӑк ҫитӗнӗвӗсенчен пӗри — патшалӑха 1990-мӗш ҫулсенчи шурлӑхран туртса кӑларни. Ку ӗҫе тума, тен, чӑн та саккунсене ҫирӗплетни кирлех пулнӑ. Йӗркесӗрлӗхрен йӗрке туни, ирӗклӗхе хытарни. Анчах та ку ӗҫе «шурлӑхран тухнӑ» хыҫҫӑн та туса пыни патшалӑх аталанӑвне калама ҫук пысӑк сиен кӳрет. Йӗрке тунӑ хыҫҫӑн аталану валли, пач урӑхла, ирӗклӗхсене ӳстермелле. Вара усси пулӗ. Хальлӗхе вара эпир ҫав шурлӑхран тухнӑ самантра ҫеҫ чарӑнса тӑнӑ темелле. Енчен те малалла та ытларах хӗсӗҫ пулсан — каялла, «шурлӑха», лекес хӑрушлӑх пур. Шел те, пӗрре ҫирӗплетнӗ-хытарнӑ хыҫҫӑн ҫав ҫынах ирӗклӗхе ярасси сайра хутра ҫеҫ тӗл пулать.

Пӗтӗмлетсе каласан, президентӑн «ӑшӑ пуканне» урӑх ҫын йышӑнмалла. Собчак-и вӑл, е Грудинин-и — пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, тӗпрен илсен ҫав-ҫавах. Чи кирли — урӑх ҫын пултӑр.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (18)]

Comments:

Арлан // 1464.11.0770
2018.01.11 19:00
Тĕрĕс, Аçтахар! Путин пуянсен пушмакĕ айĕнчен тухаймарĕ. Лешсем халĕ ăна сутаççĕ - шалти-тулти политикипех!
Кипеч Канаш чугун çулĕ урлă каçайман-ха,
Тимĕр Акташ // 3466.11.0422
2018.01.11 19:57
Тĕрĕс çырать Аçтахар! Килĕшетĕп. Çĕнĕлĕх, аталану, çĕнĕ варкăш Раççейре кирлех!
Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.11 20:02
Шурлăхран вăл мар,шурлăхран "нефть хакĕ çĕр доллăртан иртни" тухма пулăшнă. Чăвашсен каймалла е каймалла мар,тен государственный чĕльхепе калаçакансем хăйсемех суйлĕç? Ытти чух пирĕнтен ыйтмаççĕ пулсан мĕн пăшăрханас?
2018.01.11 20:17
Аçтахар Плотников
Килӗшетӗп, нехтӑ хакӗ те пулӑшнӑ, анчах ВВП тӳпи те пӗчӗк мар унта. Ман шутпа самай пысӑк. Кӑна пытарнин усси ҫук, истори кустӑрми хӑех кайран татса парӗ — йышӑнмалла ҫеҫ. Влаҫ вертикалӗ, телекурава патшалӑх аллине илни, ШӖМ-пе ФХС витӗмне ӳстерни, нехтӑ промышленноҫне ҫавӑрса илни — унта нумай-нумай япала асӑнма пулать. Пӗр нехтӑ хакӗпех «шурлӑхран» тухайман пулӑттӑмӑр.
Атнер // 1726.84.3785
2018.01.12 09:54
Атьӑр-ха Шупашкарта Ельцина палӑк лартар.Вӑл хӑех пушатрӗ хӑй ӗҫ вырӑнне каҫару ыйтсах.Тата хӑй вырӑнне калама ҫук пултаруллӑ ҫынна шыраса тупса хӑварма пултарчӗ!.Паян Крым та пулмасчӗ пирӗн,Сиринче те ҫӗнтерейместӗмӗрчӗ.Тата чи пахи:пирӗн танксем тата подводный кимӗсем чи лайӑххисем пулмасчӗҫ. Ахальтен мар 10 ҫул ытла ҫӗршыв ертӳҫине ылмаштарма ҫын тупаймастпӑр.Америкӑсем таҫтан муртан Трампне тупса килсе суйласа хучӗҫ хамӑр пулӑшнипе,хамӑра валли тупасси пулмасть пулас.
2018.01.12 15:31
Владимир Изачак
Мое мнение такое. "От добра добра не ищут" Я за Путина. Хотя много стран, где люди живут лучше, можно стремиться и нам к этому. Но. Кто из нас может сказать, что в такой-то, такой-то период, мы в стране жили лучше. Мы всегда отставали; причины разные, а отставание сохранялось. Слишком медленно преодолеваем, но и продвижение есть. А кто может гарантировать, что при другом президенте заживем лучше? А где гарантия, что если президентом станет какая-то Дура, не начнется новая волна растаскивания ресурсов страны, как при Ельцине? Конечно, вольному воля, но отнестись ответственно каждому из нас, не мешает. Асьтахар, извини, чавашла сьиримас.
Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.12 18:27
Лермонтов еще писал "страна господ ,страна рабов". С тех пор ничего не изменилось. Хорошо что молодое поколение телевизор не смотрит.
Иралин // 2371.97.5344
2018.01.20 08:17
ВВПа вилĕм сунмастăп та, Туоă каçартăр. анчах та Брежневăн юлашки çулĕсене аса илсен çав саманана килсе тухни куç-кĕретех. Пăнтăх (застой) вăхăтĕнче малалла та пурăнас килмеç. Çĕнĕ çын, варкăш çил кÿрекенни, кирлех. 18 çулта халăх шучĕ сахалланни, юлашки вăхăтра сахал йышлă халăхсен шучĕпе кăна вырăс халăх шучĕ ÿсни (русификаци). чăваш ачи хăйĕн тăван амăш чĕлхипе калаçайманни. çамрăк ăрăвăн пуласлăхĕ сÿрĕкленни т.ыт. те ВВПа шанма кăмăл çук. Кашнин хăйĕн ăсĕ, анчах та ман ачасен. мăнуксен пулас пурнăçĕ пăшăрхантарать. Чăвашсен Сар кун çĕршывĕ юмахра кăна юлать.

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters