Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Что сходит с рук ворам, За то воришек бьют. (И. Крылов)
 

Ad

Agabazar: Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть

Agabazar21.03.2018 16:0923616 views

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть.

Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс.

Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур.

Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе!

Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ!

Чӑваш тата вырӑс мар ытти чӗлхесем пирки калани ӗнтӗ ку.

Ҫав вӑхӑтрах вырӑс чӗлхине хайне вӗренӳ тытӑмӗнчен хӑваласа кӑларма никам та шутламасть. Мӗнпур предметсене вӗрентесси, вӗрентӗве ертсе пырасси пӗтӗмпех ҫав чӗлхепе пулса пырать пулин те.

Ӑҫтан-ха чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултарайтӑр, енчен те хайхи ашшӗ-амӑшӗсем чылай чухне хайсем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ пулсан?

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пӗтӗм пӗрлӗх, вӑл шутра патшалӑх тытӑмӗсем те, ҫине тӑрса кӗрешсен ҫеҫ чӑваш чӗлхи сыхланса юлма пултарать. Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть.

Атте-анне ҫине шанса лартса ыттисем ним те туманни кунта вырӑнсӑр. Ҫав еннелле туртса халлап ҫапакансем — пархатарсӑр харкамлӑхсем.

Ҫапла, пире пурне те атте-анне чӑвашла вӗрентнӗ. Е — вӗрентмен. Ҫапла вара юлашки 150 ҫул хушшинче пӗр мӗльюн ҫын чӑваш пулма пӑрахнӑ. Е, тен, апла мар-и? Анчах та пурперех ҫав хисеп ҫав тери пысӑк.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Шкулта ҫавна ятарласа вӗренмен ҫын чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра туллин, йӗркеллӗн усӑ курма пултараймасть.

Хуть те мӗн чухлӗ тулхӑр — ку чӑнах та ҫапла. Калӑпӑр, ак мана илер. Мӗншӗн-ха эп сак статьяна ҫырма пултартӑм? Мӗншӗн тесен шкулта 10 (вунӑ) ҫул чӑваш чӗлхине тата литературине вӗреннӗ. Ячӗшӗн мар, тарӑшса, пикенсе вӗреннӗ. Ҫапла пулман пулсан — ним те пулмастчӗ. Унашкал пӗлӗве тата хӑнӑхӑва мана атте-анне ҫапса пӑрахсан те парайрас ҫукчӗ. Ҫавӑн пекех — асанне-кукамай та....

Акӑ тата Самар облаҫӗнчи чӑвашсен хаҫачӗ сӳнсе ларчӗ теҫҫӗ. Мӗншӗн? Чи пысӑк сӑлтавӗ — унти чӑвашсене ӗнтӗ 50-60-70 ҫул хушши йӗркеллӗн чӑвашла вӗрентменнинче. Вара унашкал шкултан тухнӑ ҫын паллах, чӑвашла ни вулама, ни ҫырма, ни ытти енӗпе усӑ курма пултараймасть. Калаҫасси те йӗркеллӗн пулса пыраймасть. Мӗншӗн тесен — вӗренмен тата вӗрентмен! Вӗренесси тата вӗрентесси вара хӑй тӗллӗн пулмасть.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (64)]

Comments:

2018.04.08 16:19
Акапасар, енчен те ку сирĕн сайт сирĕншĕн çеç-и? Тепĕр енчен эпĕ çăвара карса чăвашсене тĕрлĕ кĕтĕве хутăштарма хăтланмастăп, хăшĕ пĕриевĕр
Agabazar // 3516.58.2883
2018.04.08 16:55
Agabazar
Мĕне кирлĕ сан вĕçĕмсĕр "хамăр начар, хамăр начар, хамăр начар, хамăр начар, хамăр начар, хамăр начар, ..." текелесе çухăрашакан аппарату?
2018.04.09 07:39
Акапасар, эпĕ çухăрашса лармастăп, кашни кун тенĕ пек ĕçре: статьясем, хайлавсем тата ытти те. Тĕрĕспе: умлăн-хыçлăн пăхкалăр: мĕскер пур мăнаçланмалли пуш сăмахсăр пуçне? Узбексем калашле: халва! халва тенипе çаварта пылак пулас çук. Бюрократсен машинине эпир çеç мар, пиртен паллă çынсем çĕнеймеççĕ, куна çирĕплетекен тĕнче тĕслĕх. Апла-тăк, мĕншĕн-ха манăн пусту я пуçа çурмалла питĕрнĕ хапхана çаптарса? Сирĕн, тен, çамкăр тимĕртен,
Agabazar // 2989.26.5091
2018.04.09 12:31
Agabazar
Аппарат çухăрашать.
2018.04.09 15:47
Мĕскер калас? Александр Македонский Çакнашкал каланă тĕслĕх пур: равенство возможно по уму.
2018.04.09 15:49
Манăн шутпа чăвашла çырни пушăлла çаптарнинчен авантарах. Илемлĕ литературăна вулакансем хăть пур
Agabazar // 2294.93.0817
2018.04.09 17:00
Agabazar
Александр Македонский вырăсла ним те калама пултарайман. Ун чухне тĕнчере вырăс чĕлхи те пулман-ха . Вăл авалхи грек чĕлхипе çеç калама пултарнă.
2018.04.09 19:17
Акапасар, тен, вăл чăвашла е вырăсла каламан, çавăнта мар ĕç-пуç, шухăшĕнче. В ырăс чĕлхи пулнă-и, çук-и, ун пирки паллă мар, енчен те пĕр историк çырнă тăрăх, Иисус Христоса вырăссем пăталанă пулать. Ку вара мĕнле? Пулнă-и вырăссем е пулман? Историе тĕрлĕ пуçтахсем мĕнле çырас теççĕ çапла çырсан темĕн те пулнă темелле. Кун пирки пĕр хутчен асăннăччĕ пулмалла ĕнтĕ. Акапасар, из-за своей вежливости я давно уступил совершенство другим. По мне даже обидно должно быть совершенным в обществе людей с недостатками(
Agabazar // 2294.93.0817
2018.04.09 19:39
Agabazar
Тепĕр хут: Вăл авалхи грек чĕлхипе çеç калама пултарнă.
2018.04.09 22:03
Знания, да не будут отняты у человечества... Но исчезнут знающие... И когда они исчезнут, хороводить станут глупцы, но самое страшное, что заблуждаясь сами, они втянут в свой хоровод и других... Ан- Наззам.

Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters