Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -1.7 °C
Если бы Бога не было, его надо было бы выдумать.(Вольтер)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Шашлӑк хатӗрлессин вӑрттӑнлӑхӗсем

Аçтахар Плотников06.05.2018 11:4210248 views

Ҫу кунӗсем ҫитнӗ хыҫҫӑн, ҫанталӑк ӑшӑтсан паянхи кун халӑх шашлӑк пӗҫерме васкать. Дачӑсемпе ялсенче, хула ҫывӑхӗнчи вӑрмансенче унӑн шӑрши сарӑлать. Ҫавӑнпа та эпир сире ҫак ҫимӗҫе хатӗрленӗ чухнехи вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарас терӗмӗр.

Шашлӑк сӑмах пирӗн чӗлхене вырӑссенчен кӗнӗ, лешӗсем вара ӑна крым тутарӗсенчен (şışlıq — йӗтӗр евӗр япала) илнӗ теҫҫӗ. Чӑвашла ӑна тӗрӗссипе «шишлӗх» темелле те, анчах тӳрреммӗн кӗменрен шашлӑк тени хута кӗнӗ. Сӑмах май, унашкал апат-ҫимӗҫ ячӗсем ытти халӑхсен те пур. Чылайӑшне эсир пӗлетӗр те. Кебаб, сӑмахран, азербанджансен ҫимӗҫӗ, шиш-кебаб — турккӑсен. Эрменсем унашкал апата хоровац теҫҫӗ, Грецире сувлаки пӗҫӗреҫҫӗ, яппунсем — якитори (хулара унашкал ят нумай, вӑл мӗне пӗлтернине малашне пӗлетӗр), корейсем — пулькоки, американсем — барбекю. Аша турат ҫинче ӑшаласси авалхи меслет шутланать, ҫавӑнпа та ку апат-ҫимӗҫӗн чӑвашла та ячӗ пулнах. Анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула эпир ӑна ҫухатнӑ.

Вӑрттӑнлӑхсем

Чи малтанах, мӗнле вутӑпа усӑ курни пӗлтерӗшлӗ. Чи лайӑххисен йышне хурӑн тата ҫирӗк кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сад пахчинче ӳсекен умла йывӑҫсен вутти те аван — уйрӑмах улмуҫҫи тураттисенчен лайӑх шашлӑк пулать. Чие, слива, тёрн та аван — сад пахчине тирпейленӗ чухне вӗсене упраса хӑварма ан манӑр.

Ашне хатӗрлеме те ӑс кирлӗ. Маринатланӑ чухне уксуспа усӑ курма сӗнмеҫҫӗ. Йӳҫек ытлашши пулса кайсан ашӗ ҫемҫелес вырӑнне хытма пултарать. Маринатланӑ чухне типӗ эрехпе, турӑхпа тата кӑваспа усӑ курма юрать. Минераллӑ шыв та аван — унпа усӑ курсан шашлӑк лайӑх пулать теҫҫӗ. Аш татӑкӗсем мӗн чухлӗ вӗтӗрех — маринатланма ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт сахалрах кирлӗ пулӗ. Мӗнле савӑт-сапапа усӑ курни те пӗлтерӗшлӗ — окиҫленме пултараканни ку ӗҫ валли юрӑхсӑр.

Чи паллӑ поварсем шашлӑк валли хатӗрленӗ аш татӑкӗсене 2-3 см пысӑкӑш кӑна касма сӗнеҫҫӗ. Пӗчӗкрех кассан ашӗ типсе каять, пысӑкрах-тӑк — ӑшаланса ҫитмест.

Шампурсем ҫине тӑхӑнтартас умӗн вӗсене малтан тип ҫупа сӗрсе тухас пулать, хӗртсе илсен аван. Аш татӑкӗсене пӗр-пӗрин ҫумне ытлашши ҫыпӑҫтарма кирлӗ мар, вӗсен хушшинче 2-3 мм хӑварсан лайӑх шашлӑк пулӗ. Вӗсен хушшине помидор е ытти пахча ҫимӗҫе тирме сӗнмеҫҫӗ.

Кӑварпа аш татӑксем хушши 10-15 см пулмалла. Ҫӳлӗрех вырнаҫтарсан какай вӗри сывлӑш ҫинче типсе кайӗ, аяларах пулсан — ҫиелти ҫунса кайӗ, шалти пиҫмӗ. Шампурсене пӗр-пӗрин ҫумне вырнаҫтарсан вӑл тутлӑрах пулӗ тесе сӗнеҫҫӗ. Ӑшаланӑ чухне кӑвайт патӗнчен аякка кайма хушмаҫҫӗ — шашлӑка пӑхсах тӑмалла. Ҫулӑм тухсан сӳнтермелле, шампурсене ҫавӑрсах тӑмалла. Пӗр хут та пулин аш татӑкӗсене тимӗр йӗтӗр тӑрӑх куҫарса илмелле.

Паллах, тутлӑ шашлӑк пӗҫерме ӑсталӑх кирлӗ. Пӗр-ик хут ӑшалани ҫителӗксӗр. Енчен те сирӗн хӑварӑн та пӗр-пӗр вӑрттӑнлӑх пур пулсан — комментарисенче ҫырса пӗлтерӗр.

Сӑмах май

Сурӑх е сысна какайӗнчен хатӗрленӗ шашлӑк, паллах, тутлӑ. Анчах аш ытла нумай ҫини сиен те кӳме пултарать. Ҫавӑнпа та какая пахча-ҫимӗҫпе ҫисен аван. Авалхи Китайра вӑл тӗлӗшпе ятарлӑ асап кӑтартасси те пулнӑ. Пӗр-пӗр айӑпа кӗнӗ ҫынна хупса лартнӑ та ӑна вара ашпа кӑна тӑрантарнӑ. Какайра белок нумай пулнипе, ҫав вӑхӑтрах клетчатка таврашӗ ҫукран хырӑмри апат ирӗлмен. Ҫавна май айӑпа кӗнӗ ҫын вилесле нушаланнӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (20)]

Comments:

Agabazar // 2775.69.0425
2018.05.06 15:52
Agabazar
Шашлык.
Agabazar // 2775.69.0425
2018.05.06 15:55
Agabazar
Чи лайăх шашлык сысна какайĕнчен пулать.
2018.05.07 19:05
Тĕрĕсне калатăр, Акапасар. Пĕтĕмпех килĕшетĕп. Хăшĕсем вара сурăх какайĕ аван теççĕ. Улталамастăп, тивсе курман. Тепĕр енчен хăватли пулсан, темĕн какайĕнчен те аванах каять пулĕ?
2018.05.09 12:01
Питĕ паллă уйрăмлăх - шашлăка сус ямалла мар. Какай тутине пăсать. Кун пирки армянсем çапла калаççĕ.
Agabazar // 3817.64.8335
2018.05.09 15:20
Agabazar
Тĕрĕссипе каласан, йытă какайĕнчен тунă шашлык та çисе курнă. Ăнсăртран теес пулать. Новосибирск таврашĕнчи Барабинск çыннисем хатĕрленĕччĕ. Какайĕ йыттăн иккенне эп хам пĕлмен. Пĕлнĕ пулсан пырса перĕнес çукчĕ пулĕ.
2018.05.09 18:30
Пулкалать ун йышши те. Пирĕн çурçĕрте вахтăпа ĕçленĕ чухне, икĕ хохол пурччĕ, кăшт йытă тавраш килсе тухсанах, пĕр-икĕ кунтан çухалатчĕ
владимир // 3957.56.0551
2018.05.10 03:15
Туссем, пурте эсир ăсталăхăра кунта лайăх кăтартрăр. Çавăнпа хăвăрăн та ăнса пиçтĕр тутлă апатăр.
Украинăра пурăнакансене ан витлĕр. Çилленеççĕ вĕсем кунашкал ятпа чĕнсен. Хрĕçтерер мар.
Agabazar // 1235.41.6990
2018.05.10 14:51
Agabazar
Аскольда ÿкĕтлени пустуй. Çурăлса тухсан та хăй умне ыттисем лартнă задачăна пурнăçлатех вăл.
2018.05.10 20:44
Владимир, ку ĕнтĕ манран тухнă сăмах мар, хирĕçтерес тесе те çырман. Эпир, Акапасар, Тутарстан чăвашĕсем çавнашкалрах, нимĕн те тума çук)
2018.05.11 22:57
Владимир Болгарский

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters