Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Незавидна участь того, кому никто не завидует.(Эсхил)
 

Ad

Юрий Яковлев: Малалла чӑнлӑх патне!..

Юрий Яковлев25.05.2018 12:0043502 views

Пӗрремӗш ҫавра. Г.Н. Волков: «Яковлев ӳстерсе янӑ ҫын вӑл… Эп айӑплӑ халӑх умӗнче… Эп фальсификатор пултӑм…»

 

Чӑваш наци юхӑмӗ хухса та хухса пыни куҫкӗрет/куҫа кӗрет, куҫа тӑрӑнать… Раҫҫейри вырӑс мар чӗлхесене факультативлӑ вӗрентме пуҫласан чӑваш чӗлхин шӑпи паллӑ – типсе ларасси… Ик ҫул каялла ачана, Айтара, пӗрремӗш класа ӑсатрӑмӑр. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ пуху хавхалантармарӗ. Халӑх кӑмӑлне пӗлес тесе, ачана амӑшӗпе хӑварса, пӗрремӗш хута, расписани-пӗлтерӳсем патне антӑм. Кунта чӑнах та шавлӑ хӗвӗшӳ. Сӑнаса итлеме пуҫларӑм. Пӗрле пуҫтарӑннӑ тӑватӑ чӑваш майри (ҫапла калап эп ытла капӑр тумланнӑ инкесем пирки) расписани умӗнче хыттӑнах хӑйсен кӑмӑлне палӑртаҫҫӗ: «Хӑҫан пӗтереҫҫӗ-ши ӗнтӗ чӑваш чӗлхи урокӗсене?!.» Хулари чӑваша чӑваш чӗлхи тарӑхтарать. Чӑваш пулса ҫуралнӑшӑн вара вӑл хӑй ӑшӗнче ҫут тӗнчене ылханасла тарӑхмаллипех тарӑхать. «Тутар тутара тӗл пулать – савӑнать, пушкӑрт пушкӑрта тӗл пулать те – савӑнать, чӑваш чӑваша тӗл пулать те – тутине тӑсать». Александр Егорович Кириллов экскаваторщик ҫакна пӗрре мар сӑнанӑ, вӑл тӗнче каснӑ ҫын. Эрнест – водитель. Тӗнче курнӑ. Амӑшӗ те ун шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентнӗ. Вӑл чӑнтан (ячӗшӗн мар) ман пурнӑҫпа кӑсӑкланнине кура хамӑн «Хурапа шурӑ» пирки каласа патӑм. («Хурапа шурӑ» Ҫемен Элкерӗн автобиографиллӗ повеҫӗ). «Тӗнче ачи» хӑй кӑмӑлне пытармарӗ: «Чӑваш вӑл – говно», – терӗ… «Мӗншӗн чӑваш чӑваша юратмасть?» – чӑнтан пӑшӑрханса шухӑшлатчӗ Хветӗр Уяр… Мӗншӗн чӑваш чӑвашран йӗрӗнет?.. Ҫӗр тӗрлӗ «Мӗншӗнсем» шайӗнче шырамалла чӑваш пӗтнин тупсӑмне, чӑн сӑлтавне. Шыракансем, пуҫ ватакансем шел пулин те, курӑнмаҫҫӗ. Йӑпатакансем, суя шанчӑк паракансем вара – ытлашшипех. «Эпӗ пӗрре те иккӗленместӗп: чӑваш чӗлхи пӗтмест, – тет В.П. Станьял. – Тӗнче пӗтмест пулсассӑн чӑваш халӑхӗ те пӗтмест». 21 ҫул хушшинче (1989 – 2010) чӑваш шучӗ 338 пин чакнӑ. Ҫӗр ҫинче (тен, таҫта тӗнче уҫлӑхӗнче, инҫет космосра чӑвашла калаҫаҫҫӗ) пӗр чӑваш шкулӗ ҫук, Шупашкарта пӗр чӑваш ача пахчи ҫук, хулара чӑвашлӑх палли-сӗмӗ ҫукпа пӗрех… – Станьял: «Эпӗ пӗрре те иккӗленместӗп: чӑваш чӗлхи пӗтмест»… Виталий Петровичӑн 60 ҫулне Правительство ҫурчӗ ҫумӗнчи «Тӗлпулу» кафере паллӑ тунӑччӗ. Станьялӑн икӗ хӗрӗ юратнӑ ашшӗне саламласа плакатсем ҫырса тултарнӑччӗ. «Пӗрне те чӑвашла ҫырман-ҫке», – наци ертӳҫин ачисем чӑваш чӗлхине пач вырӑна хуманнишӗн кӑмӑлсӑр пулнине пытармарӗ манпа ҫуммӑн ларакан Александр Николаевич Тимуков. Чӑваш чӗлхишӗн Станьял чӑнтан ҫунать-ши?.. Пит иккӗленетӗп. Конгресс Путин патне ҫыру ҫырмасӑр Иуда ӗҫне турӗ (30 кӗмӗл тенкӗпе – грантпа – мутанмаллипе мухтанать) – Станьял: «Пил те пехил сана, конгресӑм!» – тет. Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗ, тӑван чӗлхе умӗнчи тивӗҫе манса, вырӑсла спектакльсем лартать – Станьял: «Шире шаг, любимый юнак!» – тесе мухтать. Н.И. Ильминскин чӑвашлӑха вӑрттӑн пӗтермелли хатӗрӗ-механизмӗ пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫленине пӗлет, ҫапах та: «Иван Яковлевич Яковлевран ӗмӗрлӗх тӗслӗх илмелле!» – тет… Суя миххи мар – анчах суя хутаҫҫи теме пулать. Чӑн суя миххисем – Станьялтан аслӑраххисем. «Юмах Мишши» тетчӗҫ Юхма Мишшине. Ялан ӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларатчӗҫ. Шутласа кӑлараканни пӗр Юхма кӑна пулман. Ку вӑл 1950, 1960 ҫулсен ачисен (пятидесятники, шестидесятники) палли. Ӑру палли. Пурнӑҫ вӗҫӗнче Г.Н. Волков суя вӑрӑсем акса хӑварнине хӑех йышӑнчӗ. ( «Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ» тата ытти те.). Г.Н. Волков тупсӑмӗ гибрид (суяпа чӑнлӑха хутӑштарса, пӑтраштарса янтӑланӑ япала) пулнине эп 1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнчех палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, «Хыпарта» (1992, раштав, 8) Мӗтри Юманӑн «1905-мӗш ҫул. Чӑвашсен хушшинче пулнӑ ӗҫсене асӑнни» кӗнекин (Шупашкар, 1925) сыпӑкне «Чӑваш шкулӗ мӑнастырь евӗрлӗччӗ» ятпа пичетлерӗм. Г.Н. Волковӑн черетлӗ юмахне фактпа хирӗҫлерӗм. Ум сӑмахӗнче ҫапла ҫыртӑм: «Чысӑм та, сӑвапӑм та – сирӗнпе…» ят панӑ интервьюра («Чавашьен», 1992, 44 №) Г.Н. Волков академик «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ вӑл – Европӑри Эрфурт, Гетенген университечӗсенчен ҫӳлте тӑнӑ» тесе И.Я. Яковлева мухтать.

Тӗнчери чӑваш тивӗҫӗ пирки ӳстерсе каласси пӗр Волковшӑн кӑна мар, аллӑран иртнисемшӗн пуриншӗн те кӑтартуллӑ пек. Тивӗҫлӗ чӑнлӑх вӗсемшӗн пӗр хӑйсен чун чӑнлӑхӗ кӑна. Хӑйсем те пӗлмен, ӑсласа илмен чун чӑнлӑхӗ.

Чӑнлӑх тепӗр чух йӳҫек кӑмӑл хӑварать, анчах ӑна пӗлесех пулать. Яковлев шкулӗ пирки тӗрӗслӗх ҫапларах пек. Вӑл Европӑран иртме мар, вӑл вӑхӑтри вырӑс шкулӗнчен те чылай юлса пынӑ. Мӗтри Юман ун ҫинчен мӗн ҫырса хӑварни, ман шутпа, ҫакна ӗнентерет».

«Айхи пулман пулсан эпӗ пулмастӑм», – тенӗччӗ Петӗр Эйзин. Г.Н. Волков пулман пулсан паянхи И.Я. Яковлев пулмастчӗ. Ваҫанкка хӑйӗн сӑввисене хуткупӑс каласа янраттарнӑ пек сӑмах калаймастчӗҫ паянхи ҫулпуҫем, политиксем. К.Г. Яковлев: «Чӑн та паян ҫавӑн пек тӗлӗнмелле кун. 170 ҫул каялла ҫак ҫут тӗнчене тӗлӗнмелли (кунта ораторсен чӗлхине сыхласа хӑварнӑ. – Ю.Я.) чӑваш улӑпӗ ҫуралнӑ: Иван Яковлевич Яковлев. Его величие, его ум, его разум и сегодня продолжает нас восхищать. Действительно был великим человеком, творцом. Спасибо, тавтапуҫ пурне те. Уявпа». Н.Ф. Угаслов: «Чӑваш халӑхне каласа хӑварчӗ: ытти халӑхсемпе туслӑ пурӑнӑр, пӗр-пӗрне савӑр, Раҫҫей ҫӗршывне ӗненӗр, ӑна юратӑр. Ун чухне вӑл сирӗн амӑшӑр пулӗ терӗ. Еще раз вам всем хорошего настроения, вдохновение, чтобы всегда вместе быть и заниматься добрыми делами». О.Н. Мустаев: «Чӑваш чӗлхи ячӗпе пӗр пулар! Яковлев ячӗ вилӗмсер пултӑр! Сывӑ пултӑр тӑван чӑваш чӗлхи. Ҫапла пултӑр!». В.В. Туркай: «Яковлева ҫуратса ӳстернӗ халӑх вӑйсӑр пулма пултараймасть. Иван Яковлевич Яковлева ҫуратса ӳстернӗ халӑх ҫунатсӑр пулма пултараймасть. Иван Яковлевич Яковлева ҫуратса ӳстернӗ халӑх телейсӗр пулма пултараймасть. Сывӑ пултӑр вилӗмсӗр Иван Яковлевич Яковлев! Сывӑ пултӑр аслӑ чӑваш халӑхӗ!».

Интернет паян такам калаҫнине та курса итлеме май парать. Тӗнче анлӑшӗнче пӑхсан паянхи пирӗн ҫулпуҫсене политикӑри Ваҫанккасем теме пулать. «Ну кунтан пархатар кӗтместӗп. Ваҫанкка йӗренет пуль тарӑн шухӑшран», – ҫырнӑ Ефрем Васильевич Еллиев кун кӗнекине (1932, ака, 2). Паянхи ҫулпуҫем йӗрӗнеҫҫӗ кӑна мар – тарӑн шухӑша хӑвалаҫҫӗ чӑваш тӗнчинчен (антиинтеллектуализм). Чӑваш наци конгресӗн 10 съездӗнче А.П.Хусанкая сӑмах паманни – ҫак туртӑма чӑнтан палӑртакан символ. «Вӑл калаҫнине сывламасӑр итлесе лараттӑмӑрччӗ», – аса илет Елена Османова («Чӑваш тӗнчи», 2017, ҫурла, 3 (81) №, 5 с.). Юрӑҫ халӑх ҫинчи, халӑх умӗнчи сӑмах хакне шалтан пӗлет.

Волков-Юхма суя миххи пулман пулсан, тен, паянхи Ваҫанккасем те пулмастчӗҫ. «Малалла, Яковлев патнелле!» – тесе палӑртрӗ В.Г. Родионов чӑваш идейине (Чӑваш халӑх сайчӗ. 22.04.2018.). Паянхи чӑваш ҫулпуҫӗсем чӑнах та Яковлев патнелле ӑнтӑлаҫҫӗ: «…Иван Яковлев чӑвашла ҫырма ӑнкарман, калаҫасса та та чӑвашла-вырӑсла пӑтраштарса калаҫнӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр эдак-идак тесе пакӑлтатнӑ» (Уткин Г. Яковлев трагедийӗ. Очерк. Тӗпчев. Юркин И.Н. Чӑваш тӑшманӗ. Очерк. Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2014, 17 с.). О.Н. Мустаев Л.П. Куракова: «Иккӗмӗш Иван Яковлевич Яковлев», - тесе чыслать. Риторика тӗлӗшӗнчен пӑхсан, пуплевре вӑл хӑйне епле тытнине кура ку чӑнах та ҫапла. Л.П. Кураков ЧНК 10 съездӗнче тухса калаҫнинчен: «…получается 200 народов проживает на территории Чувашской Республики. Всем членам национального конгресса, всему чувашскому народу от имени этих народов хочу передать нашу любовь – хамӑр юратнине. Сире хисепленине, сирӗнпе ялан пӗрле ӗҫлесси ҫинчен хатӗррине сирӗн пата ҫитересшӗн, сире пӗлтересшӗн. Наконец, я хотел бы завершая свою мысль я сказать. Мы не имеем права никогда забывать предыдущих людей, которые для нас много сделали. Сегодня Михаил Васильевич очень хорошо сказал, Николай Федорович, вы очень хорошо сказали о тех людях, которые внесли вклад в укрепление дружбы народов. Это очень важно, это очень нужно. И, конечно же, великий наш патриарх Иван Яковлевич Яковлев мӗн тери вӑл пысӑк ӗҫсем тунӑ. Вӑл ҫӗр ҫул каялла каланӑ туслӑ пурӑнасси ҫинчен пире каласа хӑварнӑ ырӑ сӑмахсем. Когда я встречался с президентом Академии наук Росии, когда показал завещание чувашского народа Ивана Яковлевича Яковлева, он не поверил. Вы, говорит, почему в секрете держите, держали долгое время это завещание. Вы должны это завещание довести до всех-до всех народов. Хотя одно выражение сегодня хотел бы перед вами озвучить: «Верьте в Россию, любите ее и она станет вам матерью!» Прошло сколько лет, значимость этого завещания, духовность, нравственность, сила этого завещания не только не теряет силу, а, наоборот, приумножается в силу ряда актуальных причин. Ҫавӑнпа национальный конгресс ирттерни халӗ ҫав тери пысӑк, ҫав тери вырӑнлӑ…».

«Заставлять человека учить язык, который для него родным не является, так же недопустимо, как и снижать уровень и время преподавания русского в школах национальных республик РФ. Обращаю на это особое внимание глав субъектов Российской Федерации». Путин 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Йошкар-Олара каланӑ сӑмахӗсем хускатнӑ ӗҫ-пуҫ мана ҫынсен (уйрӑмах урӑх халӑх ҫыннисен) шухӑш-кӑмӑлне ыйтса/тӗпчесе пӗлме хавхалантарчӗ. Шупашкарта пурӑнакан вырӑссем чӑвашсене сӑнаҫҫӗ иккен.Чӑвашсем хӑй чӗлхипе таса калаҫайманни – пӗтекен халӑх палли. «Итлеме йӗрӗнмелле, – теҫҫӗ вӗсем. – Ни чӑвашла, ни вырӑсла… Тутарсем ав тап-таса хӑй чӗлхипе калаҫаҫҫӗ. Пӗр вырӑс сӑмахӗ кӑлармаҫҫӗ…».

Пирӗн халӑха юратман ҫынсем паянхи ҫулпуҫӗн Иван Яковлевич Яковлевла «эдак-идакӗсене» илтсен савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ. Ӗлӗк чӑваша ҫум курӑкпа танлаштарнӑ пулсан, паян – клоунпа: «Россия без чувашей как цирк без клоуна». Ухмаха перекен чӑваш урӑх халӑх куҫӗпе пӑхсан – клоун. Эп хуралта ӗҫлетӗп. Кӳршӗ ҫуртра пурӑнакансене уҫҫисене панӑ, анчах пурӑнма ирӗк паман-ха. Ҫурт управленийӗ пире, хуралҫӑсене, пӑхкалама ыйтрӗ. Каҫ. Юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хваттер хуҫисем «йӑвисене» хӑйсене кирлӗ пек майлаҫҫӗ, улӑштараҫҫӗ. Хӑшӗ тӗревлӗ мар/тӗп мар стенисене те ишеҫҫӗ. 3 хутри чӗречерен стена ванчӗкӗсене михӗсемпе пӑрахаҫҫӗ. Полиципе хӑратрӑм. «Эпир – чӑвашсем, каҫарӑр пире», – терӗҫ мана.

Борис Чиндыковӑн «Hotel Chuyashia» калавӗнчи юрӑ аса килет: «Мы, чуваши, дураки». Пирӗн ялти (Етӗрне районӗ, Йӗрӗхкасси ялӗ) Колька мочок эрех ӗҫсен-тусан ялан пӗр юрӑ тӑсатчӗ: «Эпӗр охмах кап…сам, пиртан ыр ҫын полас ҫок».

Чӑваш политика сцени ҫинчи Ваҫанккасем ҫак юррах юрламаҫҫӗ-ши, тепӗр тесен?!. «Сидят на детском горшке и пытаются говорить о важных вопросах», – темшӗн вырӑсла палӑртатчӗ хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне Иосиф Дмитриев. Сӑнаршӑн, ӳстерсе каланӑ пек туйӑнатчӗ мана театр ачин сӑмахӗ. Халь куратӑп: вӑл мантан чылай мал курӑмлӑрах пулнӑ иккен. Айванла пуплев те, какки те (Валери Туркай хӑйне вӗрентекенӗн – Атнер Хусанкайӑн – пуҫӗ ҫине хӑпарса сысни мӗне тӑрать!) чӑваш пурнӑҫӗнче тухрӗ мала. Арсений Тарасов савӑнать пулӗ тетӗп. «Охмах кап..алла» чӑваш вӑл – ун проекчӗ. Хоппа хОпларӗ чӑваш тӗнчине. «Хам чӑваш пулнишӗн намӑсланса ларатӑп вӗсен сцена ҫинчи вӑййине курсан», – тетчӗ Олимпиада Васильевна Таллерова (А.И. Миттов мӑшӑрӗ) чӑваш артисчӗсем пирки. «Эпир хӑюллӑ! Эпир никамран та вӑтанса тӑмастпӑр. Чӑвашӑн ун пек туйӑм пулмалла та мар!» ( Чӑваш халӑх сайчӗ. 08.01.2017). Хоппа юнӗ чупать Кипечре. Чӑвашшӑн ҫунатӑп теекен Кипеч ҫыравҫӑ чӑвашла кӗнеке хуплашкисем ҫине Кибеч писатель тесе ҫырни вӑл чӑнтан кам пулни пирки систерет – клоун… Анчах кулас килмест ман вӗсен мыскарисене курса. Ваҫанкка Маяковскине тӗлӗнтернӗ. Паянхи Ваҫанккасен вӑййи йӗклентерет, йӗрӗнтерет… «Сделаемся чувашами и послушаем», – тенӗ Л.Н. Толстой А.З. Воинов патне ҫырнӑ ҫырура (1902, чӳк, 11). «Акӑ куҫӑм умӗнче чӑваш ҫӗрӗ… / Тӑван ҫӗршыв тавра чунӑм вӗҫрӗ»… Ҫеҫпӗлле шухӑшласа илетӗп те – чӑваша ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен пуш хир хупласа илнине куратӑп. Паян никам та: «Сделаемся чувашами и послушаем» теес ҫук. «Атьӑр-ха ӑслӑ, философилле калаҫар!» – тетчӗ Геннадий Ильич Исаев художник тус-юлташсемпе эрех ӗҫнӗ чух. Паян кӗрекере те, ҫын ҫинче те, халӑх умӗнче те ӑслӑ калаҫакансем ҫухалса пыраҫҫӗ. Урӑхла пулма та пултараймасть. Пур ҫӗрте те монолог. Хаҫат-журналта та, радио-телевиденире те – ниҫта та тавлашу-диспут валли вырӑн ҫук. (Чӑн шухӑш, ӗнентерет пире М.М. Бахтин, диалогра кӑна ҫуралма, пурӑнма пултарать.). «Шел, писательсене пӗр союза пӗрлетештереймерӗмӗр», – хут тӑрӑх хурланса вуласа пачӗ пӗрре Н.Ф. Угаслов. Чӑваш литератури, пӗтӗмӗшле илсен, нихҫан та тарӑн шухӑшлӑ пулман (уйрӑм генисем пур, паллах, пирӗн – кунта пӗтӗмӗшле шай пирки сӑмах пырать). Угаслов политики вӑй илсе кайсан чӑвашри шухӑш таппине мӗн кӗтесси паллӑ – сӳнесси … Угаслов саманинче Кибеч писатель пророка тухни те ӑнсӑртран мар. Кибеч писатель меслетне пӗр сӑмахпа палӑртма пулать – китч. Кибеч – китч. Пысӑк сӑмах каличчен пысӑк чӗле ҫӑкӑр тыт тенешкел – Кибеч писатель пирки хамӑн энциклопедилле пӗтӗмлетӗве илсе парам:

«КИБЕЧ (псевд.; наст. фам. Ефимов) Анатолий Ильич (р. 10.8.1937, д. Челкумаги Канаш. Р-на) – прозаик, поэт, драматург, один из активных деятелей Третьего чувашского возрождения (1987 – 1997), идеологов национального движения, кандидат пед. наук (1976), член СП Росс. Фед. (1998). Книги К. так или иначе посвящены темам, наиболее близким к непосредственной политической реальности национальной жизни. Освещает эти проблемы в жанре массовой литературы, «легкого чтения». Популярен среди массового читателя. В прозе нередко апеллирует к половому инстинкту и нездоровому любопытству читателя. Причудливое смешение «серьезных» нац. вопросов с «несерьезной» сферой эротики, «низом» литературы в творчестве К. органически вписывается в широкий контекст «продвинутой» чувашской культуры перестроечного времени (1987 – 1997), в частности газеты «Аван-и», стиль которой А.Хузангай определяет следующим образом: «Публикации «Аван-и» были пестры и мозаичны. Чувашская эстрада, психология и поведение чуваш. и сельских маргиналов, умеренный национализм, попытка говорить с молодежью о серьезных вещах – экономике, бизнесе. Политике, культуре – на ее же языке, внедрение эротического направления в литературе». Его кн.: Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар (Тернист жизненный путь). Ш., 1995; Юратусӑр телей ҫук (Без любви счастья нет). Ш., 2000; Улӑп таврӑнни (Возвращение Улыпа). Ш., 2001; Шартлама (Стужа). Ш., 2005 и др.»

Улӑп мар тавранать паян Чӑваша – мӑн сӑтӑр тума пултаракан монстр: Шекспирӑн Калибанӗ майлӑ алпастӑ-арҫури-вупӑр-ийе… хӑраххи. (Владимир Степанов ҫыравҫӑн кун пирки тӗлӗнмелле сӗмленӳсем иксӗлми.) «Чӑваш чунӗнчи монстр», – тенӗ пулӗччӗ Карл Густав Юнг. Шалти усал хӑватсене ӑс-тӑн ҫутинче кӑна алла вӗрентме, культура чиккине кӗртме пулать. Кӑна тума пирӗн ӑс-тӑнӗ те, хӑюлӑхӗ те ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа чӑваш наци пурнӑҫӗн сцени ҫинче чӑваш Калибанӗ пӗр намӑссӑр саркаланать пулӗ тетӗп. Тен, Калибан пулса ҫухалӑпӑр, кайӑпӑр эпир, чӑвашсем, ҫут тӗнчерен?!.

«Ирӗклӗх ҫулӗ» тесе ят панӑ Мӗтри Юман хӑйӗн кӗнекине (1924). «Суя ҫулӗ» тесе ҫырма пулать чӑваш наци аталанӑвӗн ҫӗр ҫулхи историй пирки. Паян наци юхӑмӗ типсе ларнин сӑлтавӗ – ҫав суяра та. «Суеҫ суеҫтерет, пурнӑҫ ҫулне хӗстерет», – теҫҫӗ ваттисем. Ҫакна пурнӑҫ вӗҫӗнче те пулин ӑнланни Г.Н. Волкова чыс тӑвать. Геннадий Никандрович 2010 ҫулхи ҫу уйӑхен 27-мӗшӗнче: «Чӑваш халӑхӗ умӗнче эп айӑплӑ… Каҫару ыйтатӑп… Иван Яковлевич Яковлев иккен коварный русификатор», – тени пирки эп ҫырнӑ. Вулӑр: «Суккӑр тата хӑлхасар вӗреннӗ чӑвашсем пирки» (Чӑваш халӑх сайчӗ. 21.06.2017). Икӗ уйӑх маларах (2010, пуш, 4) Г.Н. Волков ҫав шухӑшах О.М. Цыпленкова панӑ интервьюре те калать иккен. Яра кун ҫывӑхрах аслати шарлаттарнӑ пек янракан Волковӑн сӑмахӗсене эп анчахрах асӑрхарӑм. Ӑна халӑх патне ҫитересшӗн. Пирӗн пурин те хыт шухӑшламалла: И.Я. Яковлев патне малалла каймалла е чӑнлӑх патне ӑнтӑлмалла. «Волков Геннадий Никандрович академик» ятлӑ интервьюшӗн Олег Михайлович Цыпленкова чыс та мухтав!

Г.Н. Волков сӑмахӗсем: «Яковлев ӳстерсе янӑ ҫын вӑл. Эп айӑплӑ халӑх умӗнче. Эп фальсификатор пултӑм».

«Чӑваш шӑпи тата суя» ыйту мана тахҫанах шухӑшлаттарать. 20 ҫул каялла ҫырнӑ ӗҫсенчен пӗрне вулакана сӗнетӗп. «Ҫӑлӗ-ши чӑваша чеелӗх?» тӗрленчӗк «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» (1998.21.08) кун ҫути курнӑ.

 

Ҫӑлӗ-ши чӑваша чеелӗх?..

Вӗреннӗ чӑваш хӑй ӑсӗпе пурӑнасшӑн пулманнине асӑрхакансем пулнӑ. Тӗслӗхрен, Юрий Скворцов ҫыравҫӑ ҫак ҫитменлӗхе ак ҫапла палӑртнӑ: «Пӗр-пӗр пархатарлӑ сӑвӑҫ е калавҫӑ пӗр-пӗр илемлӗ танлаштару тупсан, картана пӑрахнӑ ҫӑкӑр татӑкне чӑх чӗпписем хупӑрласа илнӗ пек, кӑпӑрр! тапӑнатчӗҫ. Вара сӑвӑран сӑвва, калавран калава ҫак танлаштарӑва сӗтӗрсе, ҫак илемлӗ танлаштарӑвах йӗклентерекен таватчӗҫ, ҫак танлаштарӑва малтан тупнӑ пархатарлӑ ҫынран та пистеретчӗҫ». «Поэзире пирӗн тахҫанах ҫӗнӗ тырӑ ҫӑкри ҫиме вӑхӑт ҫитнӗ, халӗ те киввинех ҫиетпӗр», – ҫырнӑ вӑл кун кӗнекине (1961).

Чӑваш ҫӗнӗ йӑла кӑларма юратакан халӑх мар, анчах пурнӑҫа ҫӗнетсе тӑма кирлине ӑнланать: «Ытти тӗлӗшрен кунта пайтах ҫӗрте «чӑваш йӑлипе» тенӗ ҫӗрте те аванӗ пур. – ҫырнӑ Григорий Тимофеев «Тӑхӑръялта». – «Ҫӗнӗ курӑк ҫине пуснӑ йӗркепе», «ҫӗнӗ юр ҫине пуснӑ йӗркепе», «ҫӗнӗ тырӑ алла илнӗ йӗркепе» тесе, «турра-пулӗхе тав тӑвас» теҫҫӗ».

Халӑх Турра ҫӗнӗ юрӑ юрласа, сӑвӑ-кӗлӗ каласа тав тунӑ, савӑнтарнӑ.

Пирӗн интеллигенци чунне, пуҫне вара ҫӗнӗ юрӑ-сӑвӑ кӑна мар, ҫӗнӗ шухӑш-кӑмӑл та, ҫӗнӗ идейӑсем те сайра килеҫҫӗ. Ҫакна, сӑмахран, И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ май ҫырнӑ тӗпчевсем, ӳкернӗ ӳкерчӗксем, фильмсем те кӑтартса пачӗҫ. «Ҫутта кӑларакан», «патриарх», «ырӑ чаваш», «пирӗн Кириллпа Мефодий», «аслӑ Вӗрентекенӗмӗр», «мухтавлӑ ҫыннӑмӑр» тенисем тавра ҫаврӑнчӗ интеллигенци шухӑшӗ. И.Я. Яковлев ӗҫне-хӗлне ҫӗнӗлле хаклас текенсем те тупӑнчӗҫ. Акӑ, Атнер Хусанкай «Обрусение чуваш или чувашское народное дело? (Опыт деконструкции яковлевского дискурса)» статья ҫырчӗ («Республика», 1998, 15 №, 14 с.).

«Пушкина ҫӗнӗлле юратма вӗрентрӗҫ, – тенӗ хӑй вӑхӑтӗнче Александр Блок. – Анчах Брюсов, Щеголев, Морозов т.ыт. те мар – футуристсем. Вӗсем ӑна ҫӗнӗлле вӑрҫаҫҫӗ, ҫапла вара Пушкин пире ҫывӑхрах пулать».

Хусанкай Яковлев мифне аркатасшан мар, вӑл ун тупсӑмне, вӑрттӑнне тупасшӑн. «Народ этот дикий и невежественный», «чуваши вообще дичее русских и татар», – чӑваша ҫавӑн пек хурланисем Яковлевӑн пайтах. «Хӗвел ҫинче те пӑнчӑсем пур», – тесе вӗсене курмӑш тума май ҫук. Эпир Яковлевран наци ялавӗ тӑватпар пулсан, пирӗн унӑн ҫитменлӗхӗсене те ӑнланас, йышӑнас пулать.

Карл Густав Юнг ҫын чунӗн ӗмӗлке пурри пирки ҫырнӑ. Чунри усал, аркатуллӑ, хура вӑй-туртӑмсене вӑл ҫапла ят панӑ. «Ӗмӗлкене ӑсласа илес пулать – ҫакӑнта ҫӑлӑнӑҫ», – тенӗ Швейцари психологӗ.

Этем чунӗ пирки калакан наука ҫул пуҫсен сӑмахӗ-юмахӗсене те асӑранса йышӑнма вӗрентет. Интеллигенци хушшинче юлашки вӑхӑтра И.Я. Яковлев чеелӗх пирки мӗн шухӑшланине халал пек йышӑнасси вӑй илсе пырать.

«Чее пулӑр. Эпӗ ҫамрӑк чухне иезуит Игнатий Лойола вӗрентнине тишкерсе пӗлтӗм. Чӑвашлӑха чеелӗх кӑна ҫӑлать», – тенӗ имӗш Яковлев. (Мӗтри Юман. Хӑватлӑ ӗмӗр.).

Ҫӑлӗ-ши чӑваша чеелӗх? Укҫа, услам, суту-илӳ енне кайрӗ ҫӗршыври пурнӑҫ. «Суту-илӳ ултавсӑр пулмасть», «суту-илӳре улталайман, хӑй улталаннӑ», «суту-илӳ хушшине ҫылӑх тирӗнет», – тенисем пур халӑх сӑмахлӑхӗнче. (Патмар И.А., Патмар Э.И. Халӑх ӑслӑлӑхӗ. Канаш, 1994, 89 с.).

Политикӑра та суеҫӗсем мала тухрӗҫ. Вӗсем пиркиех каланӑн туйӑнать Петӗр Эйзин «Вӑтаммисен юррисем» сӑввинче:

Суяҫҫӗ.

Чике тӑршшех лартаҫҫӗ,

пӗр пуссӑрах сутса яраҫҫӗ,

шуҫ тупаньпе те шутараҫҫӗ,

пуртти-аврипеле те тыттараҫҫӗ… –

 

Ашшӗсемпе амӑшсене,

ачи-пӑчисене,

кӳрши-аршисене

ирпе те, кӑнтӑрла та, каҫине те,

хӗлле те, ҫуркунне те, кӗркунне те,

пӳртре те, урамра та,

ялта та, хулара та…

 

«Шӑтман юман кутӗнче

ҫуралман мулкач ҫури выртать».

Кам ӳркенмест,

Атьӑр

Тытма каятпӑр!

Совет влаҫӗ саланнӑ хыҫҫӑнхи тапхӑр самодержави арканнӑ вӑхӑта аса илтерет. «Ман шухӑшпа, – ҫырнӑ И.Д. Никитин-Юркки кун кӗнекинче (1917), – пур суеҫӗ ҫынсене пухса халь тӗрмене хупсан, тӗрмисем ӗлӗкхинчен те тулли пулӗҫ, тӗрмере ларакансене тӑрантарма ҫӑкӑр ҫитереймӗпӗр. Пысӑк айӑплисене анчах тытса хупас пулать».

Ҫапла, вӑхӑтне кура ҫуралать паян Яковлев-иезуит сӑнарӗ.

«Яковлев – человек с хитрецой, себе на уме, осторожный на словах, в свои признаниях», – вулатпӑр Александр Жиркевич кун кӗнекинче (1917, раштав, 25).

«У Мотовиловых, Зубцовых, в других домах при признании общественных заслуг Яковлева его ругают как хитрого, себе на уме, пронырливого, всюду умевшего пролезть, человека» (1918, кӑрлач, 11).

«Вообще Вальяно-Штейн сделала несколько наглых выпадов против Яковлева, между прочим, сказав ему в глаза: «Вас обвиняют в том, что Вы двуличны» (1919, нарӑс, 7).

Яковлев чее пулса ҫуралман. «Чӑваш час хӗрсе, ҫилленсе каять, чӑкӑлташ камӑллӑ, чунне тивертсен хӑйне хӑй чараймасар ухмахла ӗҫ туса хума та пултарать (чӑвашӑн хӗрсе каясси ман характерта та палӑрать)», – тет И.Я. Яковлев «Моя жизнь» аса илӳре (М., 1977).

Унтах вӑл гимнази юлашки курсӗнче: «Вӗрентме пӗлместӗр!» – тесе Барсов преподователе йӗкӗлтенине те асӑнать. «Ман енчен ку ухмахлӑх пулнӑ», – тесе хак парать вӑл хӑйне (126 с.).

«В жизни моей я вообще не умел угождать, приспосабливаться», – вулатпӑр кӗнекере (327 с.).

«В ту пору я был резок на язык, говорил энергично, любя, не стесняясь, высказывать в глаза свои суждения, не стесняясь тем, нравится это другим или нет», – ку Хусан университетӗнче вӗреннӗ чунехине аса илни (172 с.).

Ильминский вилсен, ӑна халалласа Петербургра ирттернӗ съездра вериленнӗ пирки Яковлев ак мӗн асӑнать. Н.А. Бобровников хӑйӗн докладӗнче Ильминский гимнастика пирки мен шухӑшланине калать. Яковлева ку кӑмӑла каймасть. «Я не выдержал и, обращаясь к находившемуся тут же, в заседании, И.А. Износкову громко заявил: «Слышите ли, Илиодор Александрович? Ильминский никогда ничего подобного не мог говорить! Это принадлежит автору программы, а не Ильминскому. Вероятно, Износков нашел мою вставку в доклад неуместной, так как, сильно покраснев, мне не ответил» (432 с.).

Чееленме Яковлев Н.И. Ильминскипе паллашнӑ хыҫҫӑн пуҫланӑ пулас. Вӑлах, тен, ӑна Лойола вӗрентӗвӗпе паллаштарнӑ. «Ильминский вилсен, К.П. Победоносцев ун ҫырӑвӗсене пичетлесе кӑларчӗ, – тет Яковлев, – мулласем Ильминский икӗ питлӗ пулнине, тус пек пулса, чӑннипе, вӗсене хирӗҫ вӑрттӑн кӗрешнине ӑнланса илчӗҫ» (220 с.).

«Ҫыннӑн хӳрисем ахалех пӗтнӗ, – ҫырнӑ Юрий Скворцов кун кӗнекине (1973). – Хӳрисем пулнӑ пулсан, вӗсен кӑмӑлне сӑнама пит лайӑх пулӗччӗ. Сӑмахран, йӑпӑлти ҫын пуҫлӑх умӗнче тӑнӑ чухне эх! мӗнле вылятнӑ пулӗччӗ ӑна! Курма пит кӑсӑк пулмалла».

«Хӳре вылятнине» паян хӑшӗ-пӗри «чӑваш стилӗ» пек курасшӑн. «Халь тӗнче ултавлӑ. Хӑвна ултавлама памалла кӑна мар, тен, хӑвӑн та улталама пӗлмелле. Атьӑр, пурте яка пулса тӑрар та тӗнчене тепӗр ҫӗнӗ стильпе тӗлӗнтерер. Ку – чӑваш стилӗ, чӑваш манерӗ, чӑваш хапи теччӗр». (Сарри Мишши. Яка чӑваш. – «Хыпар», 1977, кӑрлач, 10.).

Сарри ҫыравҫӑ шухӑшланӑ пек яка пулма ыйтать-ши вӑхӑт? Паян пирӗн ҫӗршывра капитализм тени шӑнман пӑр ҫине лартса ямалла тенине пӗлтерет-ши? Ҫитмӗлӗш ҫулсен ҫурринчен пуҫласа Анӑҫ социологинче, экономикинче Макс Вебер (1864 – 1920) ӗҫӗсем мала тухрӗҫ. Нимӗҫ социологӗ, историкӗ, экономисчӗ чуна парса ӗҫлеме кирлине вӗрентнӗ, ӗҫе тӗнпе, Турӑ ирӗкӗпе ҫыхнӑ. (Вулӑр: Вебер М. Протестантская этика и дух капитализма.).

Тӳрӗлӗх кирлине пирӗн экономистсем те ӑнланаҫҫӗ. «Нимле рынок та хальлӗхе ҫук, – терӗ Чӑваш Республикин вице-президенчӗ Лев Кураков Гуманитари наукисен институчӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ чух (1998, ака, 16). – Пур ӗҫре те тасалӑх, уҫӑмлӑх пулмалла. Эпӗ сирен пата уҫӑ чунпа, уҫӑ чӗрепе килтӗм».

«Суя сӑмахӑн ырри ҫук», «Икӗ питлӗ ҫынна шанмаҫҫӗ», «Икӗ питлӗ ҫын ҫынна сутать», – тенӗ ваттисем. Капиталистсем пӗр-пӗринпе епле хутшӑнни пирки вулатӑн та – «ырӑ та ухмах чӑваша» (Николай Казаков композитор халӑха хак панинчен) та тӗнчере телей тупӑнасса шанма пуҫлатӑн. Ултавҫӑсене капиталистсем иккен хӑйсен хутлӑхӗнчен пӗр шелсӗр кӑларса пӑрахаҫҫӗ, хӑйсен йышне тек илмеҫҫӗ.

И.Я. Яковлев та чееленсе хӑйӗн пурнӑҫ ҫулне самай хӗстернӗ. «Про меня постоянно распускалась клевета в том смысле, что я нажил себе незаконными путями состояние, нагрев, так сказать, руки около Чувашской школы», – тет вӑл аса илӳре (544 с.). Пурӑна-киле ӑна та, чӑвашсене те хула ҫыннисем шанми пулнӑ, хирӗҫ тӑра пуҫланӑ.

«Ҫапла шкул ачисене усрамалӑх ҫуртсем ҫавӑрса ҫитернӗ, – ҫырать М.П. Петров-Тинехпи «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗпе И.Я. Яковлев ҫинчен кӗскен каласа кӑтартни» кӗнекере (Шупашкар, 1928, 55 с.). – Вӗсене тӑвас пирки Иван Яковлевич округра нумай йӗрӗнтернӗ тата нумай ҫынсенчен те пулӑшу кӑларса илме пӗлнӗ. Ҫавӑнпа ӑна «лиса-строительница» теме пуҫланӑ».

«Шкул палӑра пуласанах, кӗвӗҫӳ тата хирӗҫ тару ҫуралчӗ (ку вӑл вырӑс характерӗн палли)», – ҫапла, сӑмахран, ӑнлантарать Яковлев хӑйӗн пирки ҫӳрекен усал сӑмах-юмаха. Тӗп сӑлтавӗ, ман шутпа, Яковлев чееленме хӑтланнинче.

«Со мной носились, меня ласкали, отмечали», – аса илет вӑл ҫамрӑк чухнехи вӑхӑта 158 с.). Чееленме пӗлмен Яковлева пурте пулӑшма тӑрӑшнӑ. Аса илнинчен: «Пожертвования на общежитие-школку, по мере пробуждения к ней интереса и со строны начальства и со стороны общества, начали понемногу поступать. Представители симбирского общества – Лазаревы, Языковы, Назарьев и другие, устроив ряд любительских спектаклей, часть доходов отделили на общежитие, что составило сумму в тысячу с лишком рублей, которую я положил в Банк взаимного кредита на мое имя. Это было в первый год пребывания моего в университете. Сумму эту я, по мере надобности расходовал на общежитие» (141 с.).

Чеепе мала каяймӑн, нумай пурӑнаймӑн, тет чӑваш. Ҫакна И.Я. Яковлев букварӗнче пичетленне «Суеҫӗ» калав та ҫирӗплетет:

«Пӗр ача хирте сурӑхсем кӗтсе ҫӳрет тет. Кашкӑр куран пекки туса ҫынсене:

- Килӗр кунта! Кашкӑр пур, кашкӑ-ӑ-ӑр! – тесе кӑшкӑра пуҫларӗ тет.

Ҫынсем чупса пычӗҫ тет, кашкӑрӗ ҫук та тет. Ҫапла ку пӗрре улталарӗ тет, тепре те улталарӗ тет. Хай ача ҫынсене чӑн-чӑнах кӑшкӑра пуҫларӗ тет. Каллех суеҫтерни пулӗ тесе ҫынсем пӗри те пыракан ҫук тет кун патне. Никам ҫуккине кура кашкӑр ачанӑн пӗтӗм кӗтӗвне пӑва-пӑва тухре тет.

Пӗрре улталӑн, иккӗ улталӑн, виҫҫӗмӗшӗнче макӑран теҫҫҫӗ ваттисем – ҫав ӗнтӗ вӑл».

Хӑш-пӗр ӗҫре чееленме пӗлни, тен, кирлӗ те (калӑпӑр, дипломатире), анчах халӑха, уйрӑмах интеллигенцине вал кирлӗ мар. Библи те тӳрӗ ҫулпа ҫуреме вӗрентет: «Тӳрӗ ҫулпа ҫӳрекен Турӑран хӑрать», «Камӑн ҫулӗ кукӑр, ҫав Турра ӗненмест», «Чӑнлӑх ҫулӗ ҫинче – чӗрӗлӗх, кунта вилӗм ҫук»…

Чӑваша ӑс, тӗплӗлӗх, асӑрхануллӑх ҫӑлнӑ.

Чӑвашӑн, ман шутпа, чеелӗхе мар – урӑххине вӗренмелле, аса илмелле. Халӑха ҫапакан е ҫапӑнакан пулӑмсене усса ҫавӑрма. Ку вӑл чеелӗх мар – пурнӑҫ вӑйӗ, вӑййи…

Иосиф Дмитриев ҫак шухӑша ҫапла палӑртать:

Эп тӑларан тӑлла ҫавратӑп,

Каҫ хуринчен кӑвайт хуратӑп.

(«Камитҫӗ»)

19 ӗмӗр вӗҫӗнче–20 ӗмӗр пусламӑшенче чаваш ӗҫне тӑвакансем халӑх пуласлӑхне чеелӗхпе мар – ӑспа, тӗплӗлӗхпе ҫыхнӑ. Акӑ мӗн ҫырнӑ, тӗслӗхрен, Кӗркури С. ятлӑ сӑвӑҫ «Хыпар» хаҫатра (1917, 53 №):

Мухтав тӗплӗ чӑваша!

Мухтав ӑслӑ йӑваша!

Пил пултӑрах халӑха,

Ҫӑмӑллатма пурнӑҫӑ!

(«Халӑх сисрӗ»)

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институт архивӗнче чеелӗх пирки упранакан юрра та (1 уйр., 86 упр. ед.) ҫитерес килет вулакан патне:

Атте пачӗ хура ӑйӑр,

Хуса вӗлертӗр терӗ пуль.

Эпир хамӑр чее-ҫке,

Ҫӑварлӑхламасӑр ҫӳреместпӗр.

 

Апи пачӗ хура ӗне,

Тӗксе вӗлертӗр, терӗ пуль.

Эпир хамӑр чее-ҫке.

Кӑкармасӑр сумастпӑр.

 

Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ. С. Ю. Ювенальев ӳкерсе илнӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (112)]

Comments:

2018.05.31 07:26
Пурте кашни çынран хăйĕнчен килет, енчен те вăл тăван чĕлхене, ашшĕ-амăшне хисеплет, тăван чĕлхене пĕлет. хисеплемест пулсан, тăван чĕлхе те кирлĕ мар уншăн. Чылай хаçат редакцийĕ, чăвашлисемех, çырусене хурав памаççĕ, çырсан та хирĕç чĕнмеççĕ. Ку вара пĕтĕмпе çыравçа хисеплеменни пулать: мĕншĕн Совет Союзĕ вăхăтĕнче гонорарне те тÿлетчĕç, хуравлатчĕç те кашни çырăва? Кунта чылайăшĕ вăйпа тенĕ пек вĕрентесшĕн чĕлхене, вăйпа парăштарма пулать, вĕрентме çук. Е эсир Д. Карнеги "как завоевать друзей" автор хыççăн каятăр-и? Так, юлташсене не "завоёвывают", вĕсемпе туслашаççĕ, нивушлĕ эсир çакнашкал ансат тĕрĕслĕхе те çитейместĕр кандидат наук дипломĕсемпе?
Иртсе каякан // 2301.6.0204
2018.06.03 19:20
Чӑваш чӗлхине ҫухатас мар тесен, Чӑваш ҫӗршывӗнче ӗҫ тӑвакансен чӑвашла ҫырмалла.
Иртсе каякан // 2301.6.0204
2018.06.03 19:24
Статья 8

Государственным языком Чувашской Республики являются чувашский язык. Делопроизводство на территории Чувашская Республики – Волжская Булгария производится на чувашском языке. Русский язык является языком межнационального общения.
2018.06.05 06:10
Малалла чăнлăх патне! Малалла утас текенсем çанă тавăрса ĕçлеççĕ, куна истори тăрăх та аванах куратпăр. Пирĕн паянхи кун та тайăлнă хÿме çумĕнчи скамье çинче черкке тытса лараççĕ, асаттесемшĕн тесе, анăсра вара пурнăç кĕрлесе пырать, аркатнă хуласене çĕкленĕ.
Хула ачи // 1726.84.3785
2018.06.05 08:49
Иртсе каякан валли.Чӑваш чӗлхине ҫухатас мар тесен чӑвашсен чӑвашла кӑна калаҫмалла.Вҫо!.вырӑссемпе те!
2018.06.05 12:59
Хула ачи, вырассен те анăçа кайсан пур çĕрте те вырăсла çеç калаçмалла, Сирĕн шухăшпа çавнашкал пырса тухать. Сайт çинче тăватă пине чăваш регистрациленнĕ, мĕншĕн вара комментари çыраççĕ пилĕк-ултă çын. Çакă мар-и чăнлăх? Эпĕ, енчен те чăваш, чăвашла çыратăп, вулатăп, калаçатăп, хама вырăс тесе каппайланса çÿреместĕп. Тепĕр хутчен те калатăп: чикан ачисем мĕн пĕчĕкрен чиканла калаçаççĕ, пĕр-пĕрне чикансем ăçта тĕл пулсан та хисеплеççĕ, пирĕн ялтан тухсан тăван чĕлхене тÿрех манаççĕ. Ку ĕнтĕ пурне те тивет. Кунта лăркаса ларнин усси пайти сахал
Agabazar // 2430.86.7315
2018.06.06 04:58
Agabazar
Мĕнле намăс мар каллех çав "чикана" туртса кăларма? Пĕреххут ĕнер еплерех ĕçсе лартни пирки мухтанкала аптранă енне, — ара, унашкал каппайланни те чикан халлапне çаптарнинчен нĕрсĕртерех мар!
2018.06.06 08:53
Акапасар, намăс пулĕччĕ, енчен те эпĕ çаппа-çарамас урама тухсан. Май уйăхĕнче çеç Шупашкар хулинче манăн анлă калав тухрĕ хаçатра. Вара манăн хăш енчен вăтанмалли пур?
Agabazar // 9431.9.8207
2018.06.06 13:26
Agabazar
Троольсен кантурĕнче ĕçленĕ вăхăтрах "калавсем" çыракана пĕрремĕш хут перĕнетеп пулмалла.
2018.06.06 13:30
Акапасар, мĕншĕн вара мана шалу тÿлемеççĕ савă кантуртан? Тен, адресне пĕлтерсемччĕ, кайса çапăнса килĕттĕм.

Pages: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters