Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Неустрашимых людей нет между теми, которым есть что терять. (Наполеон I)
 

Ad

Agabazar: Валентин Шурчановӑн ҫӑлтӑр саманчӗ

Agabazar26.06.2018 14:0414101 views

Валентин Сергеевич Шурчанов (1947 ҫур.) — Раҫҫей патшалӑх тата политика ӗҫлевҫи, Патшалӑх думин виҫҫӗмӗш, пиллӗкӗмӗш тата улттӑмӗш чӗнӗвӗсен депутачӗ, федераци тытӑмлӑхӗпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ыйтӑвӗсен дума комитечӗн пайташӗ, РФКП фракцин пайташӗ. Унчен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ, «Правда» хасатӑн тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ.

Татах та маларахри пурнӑҫри тата политикӑри кунҫулӗ те Валентин Сергеевичӑн питӗ сулмаклӑ.

Вӑл Чӑваш Енти Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ, ачалӑхӗ ҫав районти Аксарин ялӗнче (Карӑклӑ, Юмансар, Уҫырма тӑрӑхӗ) иртнӗ. Ашшӗ — вӗрентевҫӗ, амӑшӗ — колхозница пулнӑ.

Ҫӑлтӑрлӑ самант мӗнре-ха?

2018-мӗш ҫулхи июнӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх Думи вырӑс мар тата ют ҫӗршывӑн мар чӗлхесене (наци чӗлхисене) ирӗклӗн вӗренесси тата вӗрентесси тӗлӗшпе Саккун йышӑннӑ. Пӗрремӗш вулавпа (эппин тата иккӗмӗш вулав пулса иртме тивӗҫлӗ).

Ҫак Саккуна хирӗҫ мӗнпурӗ 3 (виҫӗ) ҫын сасӑланӑ, — ҫавсенчен пӗри —

Валентин Сергеевич Шурчанов.

Калас пулать, хайхи Саккун пректне парламентра сасӑлас ыйтӑва тӑратас шутлисен йышӗнче (Саккун проекчӗн авторӗсем теес пулать) Олег Алексеевич Николаев тата Алёна Игоревна Аршинова пулнӑ.

Ҫапла вара, асӑннӑ Саккун тӗлӗшпе ҫапла майпа сасӑласа В.С.Шурчанов чӑваш халӑхӗн чысне те сыхласа хӑварма пулашрӗ теме пулать.

"Шурчанов" тени "Шура" сӑмахран ("Канаш" пӗлтерӗшлӗ вӑл) тата -чан, -ов аффикссенчен тухнӑ. "Шура" (совет) хальхи чӑваш чӗлхинче, тен, ҫуккӑ пулӗ. Анчах та вӑл тахҫан ӗлӗк пулнӑ унта, — умри ҫӑлтӑрпа паллӑ тӑваҫҫӗ кун пек чухне: *шуро. Кун пирки Н.И.Егоров пархвиссӑрӑн ятарлӑ статья та пур.

Н.И.Егоров пархвиссӑр нумаях пулмасть Казахстанран ылттӑн медальпе таврӑннӑ.

Шуро — арабизм شورا . Ытти тӗрӗк чӗлхисенче те тӗл пулать. Сӑмахран, 1908-1917-мӗш ҫулсенче тухса тӑнӑ тутар литература журналӗ ҫавӑн ятлӑ пулнӑ. шӲро — узбек чӗлхинче вара, калапӑр, ак ҫапла.

 

P.S. Мӗне вӗрентет-ха пирки ҫак уйрӑм истори? Вӑт пур Валентин Сергеевич Шурчанов. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна пирӗн "демократсем" пайтах "тӳнккенӗ" ӗнтӗ. Коммунист, иртнӗ пурнӑҫ юлашки тенӗ ӗнтӗ. Тен, тӗрӗсех те "тӳнккенӗ" пулӗ. Хӑш чухне: "Чӑваш халӑхне сутса яраканӗ" — темешкӗн те ӳркенмен хӑшӗсем, ахӑртнех. Анчах та ак халӗ йывӑр вӑхӑтсем ҫитрӗҫ те, чӑваш чӗлхине хӳтӗлекеннисенчен никамах та ҫук темелле. Пӗртен-пӗр Шурчанов юлташ ҫеҫ тӑрса юлчӗ пулмалла. Ҫавӑн вӗҫне ҫитрӗмӗр.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (14)]

Comments:

Agabazar // 1084.52.0152
2018.07.02 15:55
Agabazar
Акапасару // 2881.44.2766
2018-07-02 15:40
============================================

"Акапасару" тени — "Акапасар" сăмахăн камăнлăх категорийĕн иккĕмĕш сăпатĕнчи форми. Камăн Акапасарĕ?
2018.07.02 16:54
Владимир Изачак
Шурчанов... Один из последних, на мой взгляд, честных представителей коммунистов. Таких остается все меньше, увы!
КПРФ - уже не опора надежд, а прибежище махинаторов, торгующих остатками народного доверия - депутатскими мандатами. Чего стоит только предоставление звания депутата тому же Вороненкову - яркому представителю криминального мира... Да и проходимец Грудинин ничем не лучше. Похоже, Зюганов решил - после нас хоть потоп.
Не спрашивай гинеколога, где он был в рабочее время. Может последовать ответ грубый, но точный.
Полагаю, Шурчанову следует выбор - или жить, как жил, скажем прямо, не безуспешно, или попытаться спасти авторитет КПРФ и решиться на грубые, но точные шаги.
Пока не поздно
Agabazar // 1084.52.0152
2018.07.02 20:20
Agabazar
Валенччын Çеркейччă ак çапла каланă:

— Закон составлен в грубой форме, без учета исторических традиций, народных устоев и всей истории развития культур и национальных языков РФ и СССР. Российская Федерация — федеративная республика, а стало быть, те республики, которые входят в состав нашей страны имеют право на свое законодательство, на свои подходы, в том числе и в изучении государственных и родных языков. В этом новом законе, подчеркиваю еще раз, грубо прописано, что изучение, преподавание языков национальных республик осуществляется на добровольной основе и не может, самое главное, преподаваться в ущерб изучению русского языка. Вы только вдумайтесь в эту формулировку" Я представляю интересы Чувашии, где никто в ущерб русскому языку чувашский язык не учит, если говорить как есть, — заявил депутат.
https://www.idelreal.org/a/29333545.html
Владимир Хăта, эсĕр Хăватлă Куçаруçă, тавай куçарса парăр Шурчанов сăмахĕсене чăвашла.
Михаил ВолковСун // 3941.94.0801
2018.07.06 00:15
Тӗрӗсси тӗрӗс те, анчах КПСС номенклатури Ҫӗршыва тӗпсӗр ҫыр хӗрне илсе ҫитерчӗ ҫеҫ мар, йӑвантарса аркатрӗ. Вӑхӑтра кадрсене тасатмарӗ, тӳрӗ чунлисене ӗҫрен, партирен кӑларса, айӑпласа, психбольницӑна хупса, "инвапид" туса чӗмсӗрлетрӗ.Ҫӑханӑвпа та, унпа та кризис ҫывхарни пирки калаҫнӑ. Аслипе - телефонпа. Асли "Положите трубку. Не Т тратьте государственные деньги" терӗ. Юман пек тӗреклӗн ларнӑн туятчӗ номенклатура. "Единый фронт Чувашии в поддержку перестройки" уставне ҫирӗплеттерме" ЧАРЧӗҫ.
аРШИНОВАПА нИКОЛАЕВ - ХАМӐР ДЕПУТАТСЕМ.

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters