29, август, 1991-мӗш ҫул. Чӑваш ССР Аслӑ Канашӗ ытларах сасӑпа – 171 сасӑ 200-тен – Чӑваш республикин президенчӗн постне туса хунӑ.
8, декабрь, 1991-мӗш ҫул: Чӑваш республикин Президентне суйлани: суйлавҫӑсен 58,6% хутшӑннӑ. 22, декабрь, 1991-мӗш ҫул. Иккӗмӗш сасӑлав: хутшӑннӑ электорат 56,7%. Пуринчен ытларах сасӑ пухни — А.П. Хусанкай. Анчах та вӑл пурпӗрех Президент пулса тӑрайман. Сӑлтавӗ — ун чухнехи саккун хӑйевӗрлӗхӗ. Урӑхла каласан, енчен те саккун кӑшт урӑхларах пулнӑ пулсан, Атнер Петрович Чӑваш республикин пӗрремӗш Президенче пулса тӑратчӗ.
Ҫак пулӑм хыҫҫӑн президентлӑх институчӗ пирки пӗр вӑхӑт шавлама пӑрахнӑ (мораторий). Ҫапах та тепӗр ҫулталӑкран Чӑваш Ен Президенчӗн суйлавӗ ҫӗнӗрен пулса иртнӗ-иртнех. Н.В.Фёдоров ҫӗнтернӗ.
Мӗнлерех хаклама пуллать-ха ҫак пулӑмсене паянхи кун ҫӳллӗшенчен?
Енчен те А.П.Хусанкай чӑнласах Президент пулса тӑнӑ пулсан, ҫакӑ пирӗн пурнӑҫра мӗнлерех витӗм хӑварма пултаратчӗ?
Ман шутпа, нумаях тытӑнса тӑраймастчӗ пуль. "Ҫисех" яратчӗҫ пулмалла ӑна юлашкинчен. Апла пулин те, чӑваш историйӗнче ку тӗлӗшпе тивӗҫлӗ йӗр юлатчӗ. Тен, хӑшпӗр питӗ кирлӗ ӗҫсем туса юлма ӗлкӗретчӗ пулӗ. Ҫапах та йӗр тени пурпӗрех юлнӑ. Вӑт ҫав йӗрсем пирки калаҫни халӗ питӗ вырӑнлӑ пек.
Чӑн малтанах ҫакна каламалла. Ҫынсем А.П. Хусанкай кам иккенне ун чухнех питӗ лайӑх пӗлнӗ. Никам та ку тӗлӗшпе пӑтрашӑнман. Туссем те, тӑшмансем те. Чӑваш халӑхӗн аталанӑвӗшӗн чӑнласах тӑрӑшакан ҫын. Эппин, ҫынни унашкал пулсан, унӑн политикӑлла программи те ҫавӑн пекех ӗнтӗ! Курӑр-ха, ҫавӑн пек ҫыншӑн сасӑлама ун чухнехи чӑвашсем пачах та хӑраман! Вӑт ҫакӑ пулать те ӗнтӗ хайхи суйлавӑн тӗп урокӗ.
Чӑн та, тепӗр ҫулхи пулса иртнӗ Чӑваш Президенчӗн суйлавӗнче Атнер Петрович Хусанкай нумай сасӑ пухайман. Ку та — ҫав тери пысӑк, ылттӑнран та хаклӑрах урок! Мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май чӑвашсем А.П.Хусанкай программинчен хӑрама пуҫланине пӗлтерет. (Хӑйсен унчченхи суйлавӗнчен хӑйсем хӑраса ӳкнӗ...) Ҫын вӑл, — чи "ахалли", чи айванни пулсан та, — пурнӑҫ еплерех улшӑнса пынине пит аван сисет ҫав. Ҫил ӑҫталла вӗрни яланах питӗ паллӑ. Вӑт ҫапларах пирӗн интерпретаци.
Тивӗҫлӗ чухлӗ сасӑ пухаймасса пӗле тӑркач суйлава тухма кирлӗ пулнӑ-ши? "Кирлӗ пулман," — теҫҫӗ хӑшӗсем. Эп апла шутламастӑп. Хайхи ку суйлавра тупнӑ асӑннӑ иккӗмӗш урокшӑн та пулин тухмаллах пулнӑ суйлава! Тӗрӗс тунӑ!
Ку пӗчӗк хыпарта эпӗр А.П.Хусанкай Чӑваш наци конгресӗн Пӗрремӗш Президенчӗ чухне хӑйне еплерех кӑтартни пирки нимех те каламарӑмӑр-ха халлӗхе.
Хальхи вӑхӑтра унӑн "Чӑваш наци конгресӗн Хисеплӗ Президенчӗ" текен статус е титул пур. Ку статус ӑна нименле пайта та кӳмест. Ачах та вӑл кӑштах та пулин чӑваш халӑх ячӗпе те калаҫма, сӑмах хушса хума май парать. Паллах, Атнер Петровичӑн хӑйӗн кӑмӑлӗ пур пулсан.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Пушар хыҫҫӑн нассус кирлех мар, Акапасар. Микулая тӑраттарман чухне ӳрӗк-сӳрӗк пулчӗ ун таврашӗ.Хӑшӗ-пӗри тӳрех Микулая тӑратасшӑнччӗ. Кайран ун тавралла сырӑнчӗҫ, темле те пиарларӗҫ.Поэмсем те хайлама тапратрӗҫ. Сурана тӑвар ан сап. Постсенасане хуратса ан лар мандат пулмасан.
Хальхи саманара çĕнĕ йĕркепе, суйлава пĕр çын килмесен те суйлав иртнĕ шутланать, хăть те суйлав комиссийĕ çеç суйлава хутшăнсан та. Пирĕн çавнашкал йăла-йĕрке, кама кирлĕ çавна ирттереççĕ те, Акапасартан та ыйтса тăрас çук, мĕнле ăнтăлсан та, мĕнле хăпартлансан та. Сайт çинче те пĕр Акапасар кăна ларать, урăх тен чăвашсем те çук, те ахăртнех чăвашла манса кайнă та вырăса çаврăннă.