Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Каждого влечет его страсть.(Оноре де'Бальзак)
 

Ad

Юрий Яковлев: Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи шевлипе шӑварӑннӑ юрӑ

Юрий Яковлев19.02.2019 09:558116 views

Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи шевлипе шӑварӑннӑ юрӑ, е Чӑвашӑн сарӑ кун тӗнчинче те хӗрӳ ӗҫ пырать

 

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)

 

Ҫаврака Ҫавал ҫаврӑнса юхать,

Кӑмӑла ҫӗклен сӑмахсем калать.

Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,

Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.

 

Ватӑях вӑрман каш та каш кашлать,

Ҫунатти ҫинче сар хӗвел ташлать.

Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,

Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.

 

Ҫил тивен пучах пуҫ тайса ларать,

Тӳпене, ҫӗре ӑшшӑн тав тӑвать.

Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,

Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.

 

Таврара хӗрӳ ӗҫ кӗвви янрать,

Ӗҫ кӗвви янрать – ҫӗнӗ вӑй парать.

Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,

Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.

 

Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи пирки эп тахҫанах шухӑшлатӑп, сӗмленетӗп. (Вулӑр: Яковлев Ю.В. Скворцов – мистик // Юрий Скворцов. Шупашкар, 1992. 30–47 с.; Унӑнах: К проблеме экзистенциального страха в чувашской литературе // Чувашская литература: Вопросы истории и теории. Чебоксары, 1992. С. 37–51; унӑнах: Интерпретация некоторых особенностей религиозно-мистической стихии в творчестве Метри Юмана // Там же. С. 52–67; унӑнах: К проблеме метафизики чувашского национального бытия, культуры и литературы // Актуальные вопросы истории и культуры чувашского народа. Вып. 2. Чебоксары: ЧГИГН, 2013. С. 44–74; унӑнах: Прорыв в сферу трансцендентального: Сергей Ялавин // Там же. С. 73–89.).

Пӗрре итлесех туйса илтӗм – Алина Егорова юрлакан юррӑн тымарсем тӳпенелле каяҫҫӗ. Ҫиелтен пӑхма, сӑмахӗсем те, кӗвви те ансат. Ытла та ансат. Сӑвӑ-ҫемме Геннадий Айхи, Марина Карягина пек турткалама, хуҫкалама, айккӑн-майккӑн пӑркалама, кутӑн-пуҫӑн ҫавӑркалама… хӑнӑхнӑ итлекеншӗн ку юрӑ – пуш япала. Иван Юркинран, Мартин Хайдеггертан ансатлӑхра тӗнче уҫлӑх/космос таппине туйма вӗренекеншӗн юрӑ – чун апачӗ/рехечӗ. Чӑваш чунӗнче кӑна шӑранса тухма пултарать ҫавӑн пек сӑвӑ-юрӑ.

«Идилли – ял пурнӑҫӗн савӑнӑҫлӑ енӗсене идеализацилесе кӑтартакан сӑвӑ», – ҫырнӑ Р.И. Цаплина. (Чӑвашла-вырӑсла словарь. Мускав, 1982,. 109 с.). «Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи» юрӑри идилиллӗ ӳкерчӗк мӗншӗн хӗрӳ ӗҫ кӗввине мухтанипе вӗҫленнине, калӑпар, пӗр чӑн еврей та ӗмӗрне те чунпа ӑнланса йышӑнас ҫук. Кибуцра (Израильти хӑйне май коммуна-колхоз) ку юрра, тен, гимн вырӑнне те юрлама пултарӗҫ. Анчах та Кибуц вӑл – Кибуц: халӑх чунӗнче мӗн ҫитменнине ҫитерес тени. Халӑх пуласлӑхӗ пирки шухӑшлакансен, ҫул пуҫсен мал ӗмӗчӗ. Пуҫри шухӑш, абстракци. Израиль халӑх шутӗнчен кибуцра 2-3 % кӑна пурӑнни ҫӗр ӗҫӗ патне еврей чунӗ выртманни пирки калать. 5 ҫул ытла ӗнтӗ эп ҫурт хӑпартакансене сӑнатӑп. Ӗҫ ҫыннине тивӗҫлӗ укҫа парса хавхалантарас пулсан чӑваш кунне 23 сехет ӗҫлеме хатӗр. «Тӑрӑнса кайиччен ӗҫлет», – тет Алина Сосаева чӑваш ӗҫ ҫыннийӗ пирки. «Пирӗн генсен программи, Турӑ ҫырни мар-ши?» – тетӗп эп чӑваш ӗҫченлӗхӗ пирки шухӑшланӑ чух.

«Эп Ҫеҫпӗле йышӑнаймастӑп, – тетчӗ Г.Н. Айхи (1992 ҫулта калаҫнинчен). – Вӑл чӑваш халӑхне Турӑ пек курнӑ. Халӑх – Турӑ мар». Айхи хӑй ӗмӗрне ҫыру сӗтелӗ хушшинче ирттернӗ. Кӗнекене алран яман. Урӑхла ӗҫе юратман. Ӗҫлеме юратман. Ку тӗлӗшӗнчен вӑл – пирӗн еврей. Чӑваш еврейӗ. Ун «еврейла» чунӗ хресченле сӑнарлӑх ҫуратма пултарайман: «Кӑвак ҫутӑран шӑратнӑ акапуҫ, // Туртийӗ хушшинче хӗвел ташлать. //Ҫӗн Кун – шевле сарриллӗ ылтӑн пуҫ – // Чӑваш уйне ака тума тухать». Айхи урӑхла программа пурнӑҫлать, урӑхла юрӑ юрлать: «о Соломинка, Щепка, Осколок Стекла, о Линейные Скифские Ветры».

«Кӗнеке халӑхӗ» – тетпӗр еврейсем пирки. «Кӗнеке ачи» – теме пулать Айхи пирки. Пастернак Переделкинӑра пахчана тухкаласа пӑхкаланӑ теҫҫӗ, пирӗн Айхин те Тверь облаҫӗнчи Денисова Горкӑра кӗреҫене тыткаласа пӑхни пулнӑ. «Эх чух, ҫамрӑк чух» ӗҫ ҫыннисене сӑнласа кӑтартас тенисем те пулнӑ. Анчах ку, тӗпрен илсен, соцзаказа, вӑхӑт ыйтнине пурнӑҫлани. Йӑла (мода) хыҫҫӑн кайни пулнӑ. Вӑхӑтлӑх япала. Ун тӗнчекурӑмне кӗнеке, Кӗнеке хупланӑ. Пурнӑҫ вӗҫнелле хӑйне вӑл хӑй ирӗкӗпе чиркӳ картине хупать, Израиль Туррине мухтать: «Эй Израиль, итле: Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр – пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр; Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» (Саккуна астутарни 6:4). Ҫӳлхуҫа чури пулса тӑрать.

Ҫеҫпӗл ирӗклӗ пулнӑ. Ирӗке туртӑннӑ. Хуҫасене те, Ҫӳлхуҫасене те ун чунӗ йышӑнман. Йышӑнма пултарайман. Пӑлхавӑр та, революци те Ҫеҫпӗлшӗн метафизика пӗлтерӗшлӗ – Пӑлхавӑр, Революци. ПӐЛХАВӐР, РЕВОЛЮЦИ. Ҫут ҫанталӑк, космос йыхравне итлени – пурнӑҫлани, пурнӑҫа кӗртесшӗн пулни. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пӑлхавӑр пирки ҫырнӑ сӑввине Ҫеҫпӗл «Атӑл юрри» тесе ят парать. Таҫтан ҫӳлтен, ҫӳл тӳперен, космосран пӑхса ӳкерет тейӗн ҫирӗм ҫулхи сӑвӑҫ.

Шупашкар ҫӳл енчен

Кӑн-кӑвак хум чупать,

Чупнӑҫем, сикнӗҫем шуралать.

Такама кӑшкӑрать,

Такама вӑл чӗнет, –

Ирӗке йыхӑрса шӑхӑрать.

 

Пусмӑрти халӑхсем,

Пӗр ҫӗре пухӑнар.

Улпута йӗрлесе тыткӑнлар!

Пурӑннӑ тарӑхса,

Ҫапӑҫар савӑнса,

Малалла, малалла ҫул хывар!

 

Хусантан аялта,

Самартан анатра

Пухӑнаҫҫӗ пӗрмай хусахсем.

Улпута, купсана

Хирӗҫ тӑнӑ вӗсем –

Ирӗке савакан паттӑрсем.(…)

 

Йыхрава итлесе,

Ирӗк ҫул йӗрлесе,

Чӑваш та вӗсемпе хусканать,

Паттӑр вӑй кӑларса,

Ирӗке йыхӑрса

Степан Разин ҫарне хутшӑнать.

 

Чӑваш халӑхӗ пӑлхавсене хутшӑнни паллӑ. Пӑлхав Ҫеҫпӗлшӗн пӑлхавӑрлӑх палӑрӑмӗ. Пӑлхава вӑл анлӑ, анлӑран та анлӑ контекстра курать. Космос шайӗнче. (Рихард Вагнерла янрать Ҫеҫпӗлӗн революци теми.).

Пурнӑҫран уйрӑлса каяс умӗн ҫырнӑ йӗркесенче те космосла ырату/трагеди сисӗнет: «Товарищи, рабочие, железная пята нэпа наступила на горло рабочего класса. Революция в опасности. Спасайте Революцию!»

«Истома» калаври ӳкерчӗк Ҫеҫпӗле тӗрӗсмарлӑх епле кисретнине туйма май парать: «Злоба клокотала в его душе, но он не знал, против кого его злоба. (,,,). И Миклуха упал на траву вниз лицом. Ему хотелось, чтобы для него все было сметено на земле огненным вихрем, хотелось, чтобы в огненных бурях закружились, зашатались все основы мирозданья, все законы Вселенной. Его руки судорожно хватали траву и вырывали с корнем. Сердце стонало. Стонал каждый атом его организма. Он бился в судорогах. …Так пролежал он до вечера».

«Рабочие», «рабочий класс» тенӗ чухне Ҫеҫпӗл хапрӑк-савӑтра ӗҫлекене мар – ӗҫ ҫыннине, ӗҫлекене асра тытать.

«Или! Или! Лима савахвани!» йӗркепе пуҫлаканакан ятсӑр сӑввӑн чӑн пӗлтерӗшӗ пурӑна киле (транснационаллӑ капитал хӑйӗн чӑн сӑнне кӑтартнӑ май) уҫӑмланассӑн туйӑнать:

Или! Или! Лима савахвани!..

………………………………..

Пӑталарӗҫ тӑван ҫӗршыва.

Эп, ӑна виличчен саваканӗ,

Ҫӑлӑнӑҫ патнелле йӗр хывап.

 

Пушхирте пӗр-пӗччен ун хӗресӗ,

Хӑйӑра сӑрхӑнать чӗрӗ юн.

Ӑна йӳҫӗ эрех ӗҫтереҫҫӗ,

Хупӑнать, хупӑнать куҫӗ ун.

 

Таврара хурахсем ахӑраҫҫӗ,

Тӳресем кӑмӑллӑн кулкалаҫ.

Ҫаруранлӑ ҫӗршыв макӑрать-ҫке,

Ун ҫине витӗнет тӗттӗм каҫ.

 

Ӗмӗрлӗх, юлашки каҫ пекех-ҫке,

Ӗмӗрех пӑрахас пек хӗвел.

Кӑлкансем ахлатса пуҫ пӗкеҫҫӗ,

Вӗсене те – мӗскӗн ҫӗршыв шел.

 

Янк уяр кӗрхи каҫ ҫӗр чӗтрерӗ,

Ҫӳлтен мар, ҫӗртенех пӗр мӑн сас:

– Эй, эсир, выҫҫисем, итлӗр! – терӗ, –

Итлӗр, кам пурӑнмашкӑн хавас!..

 

Ман ҫӗршыв хресне аҫа ҫапрӗ,

Куҫне уҫрӗ ҫӗршывӑм, пӑхать:

Хӑй пекех мӗскӗнсен йышлӑ ҫарӗ

Ун патне юрласа ҫывхарать.

 

Ҫитмӗл ҫич чӗлхепе саламлаҫҫӗ,

Ыталаҫ, чуптӑваҫ пӗр-пӗрне.

Сӳтӗл-татӑл, асап саламачӗ,

Чура мар эпир тек ӗмӗрне!..

 

Ҫеҫпӗл пурнӑҫӗпе пултарӑвӗнчи коммунизмла идеологи паллисем ҫиелтен пӑхма кӑна – коммунизмла идеологи паллисем. Тӗрӗссипе вӗсем сар кун пирки хыпарлаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи сар кун пирки шухӑшлаттараҫҫӗ.

Там правда и священный труд,

Там жизнь светла, там жизнь прекрасна.

И в зеленях коммуны там

Так счастливы под небом ясным.

 

Без горя, мрака, жизнь чиста.

Нет паразитов, нет лентяев,

И жизнь дана на счастье всем

И все равны в счастливом крае.

(«В Красном море», 1919).

Ҫил-тӑвӑл иртсессӗн, йӑлтӑра ҫанталӑк

Кӑмӑллӑн та лӑпкӑн ачашланса канӗ.

Юмахри илемлӗ ҫут кӗмӗл ҫурт майлӑ

Ҫут тӗнче ҫуталӗ, ҫӗнелсе лапланӗ.

 

Ирӗклӗхшӗн вилнӗ тӑвансенен юнӗ

Чӗлтӗрти ҫеҫкеллӗ хӗрлӗ чечек пулӗ.

Кӗмӗл сывлӑм шывӗ чечек ҫинче ҫунмӗ, -

Ҫунӗ ҫут тӗнчешӗн тӑкӑннӑ куҫҫулӗ.

 

Чухӑнлӑх, пуянлӑх. Уйрӑмлӑх йӑранӗ

Ирӗкпе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫран тарӗ,

Чӗрере ачашшӑн ҫунӗ, ҫулӑмланӗ

Тантӑшлӑх, тӑванлӑх, юрату кӑварӗ.

(«Пуласси», 1918, 1921).

 

Анатолий Розов ӳкерчӗкӗ. С.Ю. Ювенальев фото ӳкерсе илнӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Orphus

In Other Languages

Banners

Counters