Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Каждому свое, а иным и чужое.(Э. Кроткий)
 

Ad

Сӑвар Эртиван: Сӑвар Ыртӑван ҫӗнӗ ҫулта юрланӑ виҫӗ юрӑ

Сӑвар Эртиван07.01.2020 20:448361 viewsEdit Delete

Умсӑмах

Тавтапуҫах хурӑнташа,

Хуран панчи тус-юлташа

Ҫӗн Ҫул саламӗ янӑшӑн,

Ытар сӑмах каланӑшӑн.

 

Ун пек чухне урмасть чӑваш,

Куҫҫульпеле кулать йӑваш.

Кураймансем кулсассӑн та

Чун кӳтнӗрен юрлать чунташ.

 

1. «Уй варринче лаштра юман» кӗввипе

Хуламӑрта хура палӑк.

Атте тесе эп кайрӑм та

Хаяр Йӑван пулчӗ тӑчӗ,

Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…

 

Шупашкарта шурӑ палӑк.

Анне тесе эп кайрӑм та

Майра патша пулчӗ тӑчӗ,

Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…

 

Тӗп хулара тӗссӗр палӑк.

Тӑван тесе эп кайрӑм та

Ҫич ют ҫынни пулчӗ тӑчӗ,

Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…

 

2. «Атте мана шур пӳрт лартса парас тет» кӗввипе

Атте мана тӑван ялта пурӑн тет,

Атте мана тӑван ялта пурӑн тет те

Тӑван ялта пурӑнасси, ай пулмарӗ,

Ирӗксӗрех кайма тивет хулана.

 

Анне мана Шупашкарта пурӑн тет,

Анне мана Шупашкарта пурӑн тет те

Тӗп хулара пурӑнасси, ай, пулмарӗ,

Ирӗксӗрех каяс пулать ҫӗн ҫӗре.

 

Тӑван мана Чӑваш енрех пурӑн тет,

Тӑван мана Чӑваш енрех пурӑн тет те

Чӑваш енрех пурӑнасси ман пулмарӗ,

Ирӗксӗрех каяс пулать ют ҫӗре.

 

Ах, пурнӑҫӑм, чӑваш ҫыннин пурӑнӑҫӗ,

Ах, пурнӑҫӑм, хура халӑх хур пурнӑҫ те

Чӑваш пулса пурӑнасси пулаймарӗ,

Ирӗксӗрех кӑлараҫҫӗ ҫич юта.

 

3. «Мулкач юрри» кӗввипе

Ҫӳл ту ҫинчи мулкачӑн пек,

Ҫӳл ту ҫинчи мулкачӑн пек

Ман асапа камах курать:

Ют хулари кӗрӗш ӗҫпе

Шӑммӑ-шаккӑм ялан сурать…

 

Килте ачам пит йӗрет пуль,

Килте ачам пит йӗрет пуль,

Аттем хӑҫан килет, тет пуль.

Ун амӑшӗ хӑй мӑшӑрне

Ирӗн-каҫӑн шав кӗтет пуль.

 

Эпир ҫапах пурнӑпӑр-ха,

Эпир ҫапах тӳсӗпӗр-ха.

Мулкач епле чӑтайӗ-ши,

Сунарҫӑран сыхлайнӗ-ши?

Ай-яй, пит шел, ытла та шел…

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (13)]

Comments:

Agabazar // 5988.7.3722
2020.01.07 21:02
Agabazar
Апла пуль-ха та, анчах мĕншĕн Сăвар тенине сĕтĕрмелле
2020.01.07 22:22
Аçтахар Плотников
Ку Сӑвар Эртиван (Виталий Родионов) хатӗрленӗ юрӑсем.
2020.01.07 22:24
Аçтахар Плотников
Ӑнланманлӑх ан пултар тесе статья авторне улӑштартӑм. Аттук чӑн та ман пек ӑнланса пулать. //ман унашкал пултарулӑх ҫук ҫав :)

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters