Ан ӗмӗтлен те Акапасар. Никам та тесе ан суй . Чӑннипе каласан пирӗн истори тата филологи науки республикӑра юлман тесен те юрать. Ҫавӑнпа та наукӑри ирӗклӗх республикӑна туллашран кӑна килӗ. Пирӗн патра вӑл наукӑсем тахҫанах ҫук темелле,темиҫе ҫын кӑна, ытларах ячӗ кӑна. Служилый ӑсчахсем мӗнле майсемпе,меслетсемпе ӗҫӗсене ҫырнисене питӗ аван пӗлетӗп. Служилӑй ӑсчахсен халиччен те хӑйсен ирӗклӗ шухӑш пулман. Пӗтӗмпех юрат-и тесе ыйтса ҫырнисем. Яка чул ҫинче вӑрман ҫитӗнмеҫ. Николай Мефодьев версине ют патшалӑх е пӗр-пӗр Мускав ӑсчахӗ хӑйӗн пек кӑтартса парсан ҫеҫ, "халӗ юрать,малтан та ҫавна каласа эпир" текенсем служилыйсем хушшинче туллиех пулӗҫ.
Паян кун халӑхӑн ытларах пайне ку верси кӑмӑла кайни те ҫителӗклӗ. Интернет пулсан монографи те кирлӗ мар.
Кама чураллӑ шухӑшла вӗрентнӗ унтан академик тусан та ҫав чурах юлать. Пирӗн ӑсчахсем пӗр шит те иртмен хушнинчен. Пӗр шит те,ҫавӑнпах ӗнте ыттисенчен кайра. Перестройкӑ та Ельцин вӑхӑтӗнчи уҫӑ сывлӑш та пулӑшаймарӗ ирӗклӗ шутлама. Ирӗксӗр ӑс наукӑшӑн тухӑҫсӑр,ытларах чух пирӗн служилый ӑсчахсем тухутлӑ вырӑн тупасси енпе кӑна маттур.
Философ мар эс Акапасар,ирӗклӗ ҫын та мар. Корольне ҫара тесе калаканни чи ӑсли пулман, ирӗклӗ шутлаканни пулнине те пӗлместӗн. Пирӗн те ҫавах ,чӑвашӑн чӑн ятне тупса палӑртма ытларах ирӗклӗ шутлама пӗлни пулӑшнӑ,ӑслӑ академиксен ӑслӑ шухӑшӗ мар.
Тӗслӗхрен илер ,чӑвашсен тӗнӗ . Академиксем хыҫҫӑн кайсан каллех ни апла ни капла пулса тухать. Тахҫан ҫӳлтен персе панӑ тезиссене пур ҫӗре те сӗтӗреҫҫӗ,паян та,анчах та кивельнӗ вӗсем ытларах,кивельнӗ. Ҫӗнӗлле пӑхма каллех Мускаври Академинчен хуши кирлӗ тата мӗнле ӑнлантарса памалли инструкци. Пирӗн ӑсчахсем крепостной вӑхӑтӗнчи пекех ирӗксӗр. Итлемесен звани памаҫ тесе хӑраҫ пулмалла.
Чӑваш тӗнӗ Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнчи ислам,нимӗнле "язычество" та мар .Хусан тутарсен -кайранхи,Орда вӑхӑтӗнчи ислам. Тутара тухни тени вӑл ислам тӗнне урӑхларах йӑшӑнни кӑна. Служилый ӑсчахсем каласса ан кӗтӗр- паянх Хусан тутарсен исламӗ болгар исламӗпе пӗрешкель мар -тессе. Мӗншӗн тесен паян пирӗн ӑсчахсем икӗ кремльтен те "зависимый".
Шухӑшсен "ирӗксӗрлӗхне" ҫирӗплетекен эксперимент ирттертӗм. Ҫапларах пулчӗ. Етӗрне асӑнни 1590 ҫулта тесе йӑшӑннӑ пулнӑ малтан, кайранрах "Ядринская волость" тени те документсенче тупӑннӑ. Волость ятне маларах асӑннӑ (1588)Логика тата наука енчен пӑхсан Етӗрне икӗ ҫул аслӑрах пулать анчах мар тата унӑн малтанхи тапхӑрӗ чӑвашсемпе тачӑрах пулать.
<br> Чиновниксене паллах хушу тата экспертсен шухӑшӗ кирлӗ тесе "гум институт" тенине ҫитрӗм. Латнӑ кайса куртӑм,унсӑрӑн ,пирӗн, ыттисемпе танлаштарсан лайӑхрах,аптрамастпӑр-ха тесе татах та шутлаттӑм. Сталин вӑхӑтӗнчи кантурӑна кӗрсе тухнӑ пекех туйрӑм. Чи вӑйлӑ тата сарӑлнӑ унти аргумент "если раз решили зачем трогать" тени пулчӗ. Унта нимӗнле "прорыв" те пулаймӗ,шыв пӑрӑхсӑр пуҫне,ӑҫтан чӑваш ятне палӑртса парасси пултӑр.
<br>
Чăвашсем кĕнеке вулăр, ытларах истори пирки. Кунта вара сÿтĕлсе ларма кирлĕ мар. Ленинпа Александр патша палăкĕсем Финляндире лараççĕ, никама та тĕрткелемеççĕ. Е Иванăн патши сиртен çăкăр ыйтасран шарт сикрĕр?
Паян кун халӑхӑн ытларах пайне ку верси кӑмӑла кайни те ҫителӗклӗ. Интернет пулсан монографи те кирлӗ мар.