Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +6.3 °C
Фактов всегда достаточно - не хватает фантазии.(Д.Блохинцев)
 

Ad

Юрий Яковлев: Г.Н. Волковӑн юлашки ӗҫӗ Л.Н. Толстой килӗнчен тухса тарнипе танлашать

Юрий Яковлев24.01.2020 17:424992 views

Вӗреннӗ чӑваш (ӑна, пӗтӗмӗшле илсен, интеллигенци теме май килмест) хӑйне епле тытнине 30 ҫул ытла сӑнанӑ май пуҫра (маншӑн, чӑвашшӑн, хӑрушла) шухӑш йӑва ҫавӑра пуҫланӑччӗ: тискер (ыттисенчен катӑкран катӑк) халӑх мар-ши эпир?.. Тӗнчере этеме этем тӑвакан ӑнлавсем ҫирӗпленнӗ теме пулать. Ҫынлӑх (гуманизм), чӑнлӑх, тӗрӗслӗх, тӳрӗ кӑмӑллӑх… тавра йӗркеленеҫҫӗ вӗсем. Ҫак ыйтусем чӑваша хускатаҫҫӗ-и, канӑҫ памаҫҫӗ-и?.. Хуравне шыраса пӑхмалли мелсем ансат. Тытӑр та уҫса пӑхӑр пирӗн хаҫат-журналсене, итлӗр радио-телевидение, ҫӳрӗр пуху-митингсене… Тупатӑр-и эсир унта чӑнлӑхпа, тӗрӗслӗхпе, тӳрӗ кӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ шухӑш-кӑмӑл?.. Ҫук пулӗ... «Справедливая Россия – Чувашия» хаҫатра та тӗрӗслӗх концепт/тема шайӗнче те ҫук. «Справедливая Россия – Чувашия» тӗрӗслӗхшӗн чӑнтан ҫунманнине ӑнланма контент-тишкерӳ те кирлӗ мар. Тӗрӗслӗх кунта ятӗнче кӑна, ячӗшӗн кӑна…

Мана ҫиелти питех кӑсӑклантармасть. Фрейд, тарӑнран тарӑн психологи (глубинный психоанализ) чӗлхе вӗҫне мӗн килнине те, ӑнсӑртран мӗн каласа янине те, катӑклӑх комплексӗн шалти тымарӗсене те, ҫӳлтен е таҫтан муртан килекен пулӑм-хӑватсене те… ӑнланма май параҫҫӗ. Фрейдпа, Юнг кӗнекисен хуплашкисене те курман ҫыншӑн ку тема, паллах, хупӑ…

Эп мӗн калас тенине танлаштару меслечӗ уҫӑмлатать пулӗ. Чӑваш ен Раҫҫей варринче, Раҫҫей чӗринче вырнаҫнӑ. Вырӑслӑх пире витермелле пек. «Пирӗн халӑха ҫӳлти шайра уйӑракан паллӑ вӑл – тӗрӗслӗхе туйни тата тӗрӗслӗхшӗн ҫунни» («Высшая и самая характерная черта нашего народа»), – тенӗ Ф.М. Достоевский. Апла пулсан мӗншӗн-ха вырӑсӑн тӗп пахаллӑхӗ чӑваша куҫман?.. «Таса ӗҫе вараланчӑк алӑпа тумаҫҫӗ» («Чистые дела грязными руками не делаются»), – теҫҫӗ вырӑссем. И.Я. Яковлев тата ун ӗҫӗ тӗрӗсмарлӑхран тӑрать. (30 ҫул ытла ӗнтӗ эп кун пирки калатӑп.). Чӑваша вырӑслатасшӑн пулнӑ ҫын – вырӑслӑха пач ют пулнӑ. «Духовное пространство Ивана Юркина» кӗнекере (Чебоксары: ЧГИГН, 2010. – 192 С.) эп Раҫҫей – вырӑса вырӑс тӑвакан пахалӑха чӑвашран илнӗ тесе ӗнентерме пӑхатӑп, Лев Толстойӑн «сделаемся чувашами» фразине ҫак контекста лартатӑп…

Л.Н. Толстойпа ман чухлӗ аташнӑ ҫын Чӑвашра пур-ши?.. Тен, Г.Н. Волков манран ытларах «Толстой ачи» (толстовец) пулнӑ?.. Л.Н. Толстой пулман пулсан, тен, Г.Н. Волковӑн юлашки ӗҫӗ те пулмастчӗ?..

«Чӑваш халӑхӗ умӗнче эп айӑплӑ… Каҫару ыйтатӑп… Иван Яковлевич Яковлев иккен коварный русификатор», – терӗ Геннадий Никандрович Волков 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлхӗсен институтӗнче К.В. Иванова халаланӑ курава уҫнӑ чух.

Г.Н. Волковӑн юлашки ӗҫӗ Л.Н. Толстой килӗнчен тухса тарнипе танлашать.

Геннадий Никандрович Волков сӑмахне вӗреннӗ чӑвашсем илтмӗш пулчӗҫ.

Вӗреннӗ чӑвашсен илтмӗшне ман тӗнче контекстне лартас килет. Чӑвашсене ҫак тӗкӗре пӑхтарас килет.

1910-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе – чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче), каҫпа, Л.Н. Толстой вӑрттӑн килӗнчен тухса тарать. 82 ҫулхи ватӑ вӑрттӑн ҫула тухнине Раҫҫей тата тӗнче епле йышӑнни пирки нумай ҫырнӑ. Андрей Белый «Трагедия творчества. Достоевский и Толстой» (1911) кӗнекере аслӑ ҫыравҫӑн юлашки Ӗҫне ак ҫапла ӳкерет:

«Пулассине систерни иртрӗ пирӗн умран – хӑрушла штрум пек, юрӑ пек. Мӗн ку? Хайӗн кӑлтӑрти сассипе пирӗн чӗресене савӑнтаракан ҫурхи аслати е Антихристӑн хӑрушла астарӑвӗ? Ӑна эпир сӑваплӑ, таса ҫын ҫутинчен курма хӑнӑхнӑччӗ – вӑл вара таркӑнра, темле тӗлсӗр ҫул ҫӳревре. Нумай ҫул вӑл Европа ҫийӗн ту каптӑмӗ (глыба) евӗр хускалмасӑр тӑчӗ. Ыйту палли тейӗн. Вырӑс пултарӑвӗн чи ҫӳллӗ тӳпиччӗ вӑл. «Кунтан мӗн кӗтме пулать-ши?» – тесе ун ҫине шиклӗ куҫпа пӑхатчӗҫ. Ак хайхи ту ҫинчи каптӑм хускалчӗ те – аялалла кустарчӗ. Толстой Янкӑр Уҫланкӑран (Ясная Поляна) кайни – яра кун аҫа ҫиҫӗм ҫапни. Каптӑм-ыйту татӑлчӗ. Пӗрисем Раҫҫейшӗн хурланмаллипех хурланчӗҫ, пӑшӑрханчӗҫ. Теприсен чӗрисене ыррине систерекен шанчӑк тата савӑнӑҫ сӗртӗнчӗ. Каптӑм ту ҫинчи юра, ытти выртан-тӑрана хӑйпе пӗрле кустарса анать. Каптӑм кусӑмӗ ӳснӗ ҫемӗн ӳсет, вӑйланнӑ ҫемӗн вӑйланать. Ӗҫӗ кунта Толстойра кӑна мар. Толстой малалла ҫул ҫук ҫӗре пырса тӑрӑннӑччӗ. Вӑтӑр ҫул – ни малалла, ни каялла… Вӑтӑр ҫул пултару асапӗ-синкерӗпе вӑл нушаланчӗ, касӑлчӗ. Ак хайхи тӑчӗ те кайрӗ – Толстой хускалчӗ. Хускалмасть-ши ҫавӑн пек Раҫҫей те? Ту ҫнчен анакан каптӑм илтӗнет Толстой хусканӑвӗнче. Епле ан хӑратӑр Европа ку хускануран? Анӑҫ философине Тухӑҫ философийӗпе хирӗҫлени мар кунта. Каланӑ сӑмаха хальлӗхе каламан-каланас ҫук сӑмахпа хирӗҫлени. Килес вырӑс культура сӑмахӗпе. Тӗлӗнмелле пулӑм пулса иртет вырӑс халӑх пурнӑҫӗнче. Цусимӑпа тан пулӑм. «Ҫӗнӗ Цусима», –- тейӗҫ пӗрисем. Теприсем урӑхла ят та тупӗҫ: «Ҫӗнӗ Куликово уйӗ».

Лев Толстой, вырӑс пурнӑҫӗн илемӗ, сакӑрвун ҫулхи ватӑ, тӗнчен аслӑ ҫыравҫи, пултару синкерӗ-асапне вӗҫне ҫити тӳссе курчӗ, чӑтса ирттерчӗ. Ӑна Достоевский пек тытамак чирӗ тытмарӗ, Гоголь пек те вилмерӗ вӑл. Вырӑс литератури Толстойпа пӗрле инҫет ҫул ҫӳреве тухрӗ. Ун Ҫӗнӗ Хулана ҫитмелле. Влас, литературӑри ҫул ҫӳрекен, пурнӑҫа куҫрӗ. Вырӑс уйӗсенче Влас ҫӳремест – унта Лев Толстой кайнӑ. Ҫулсем иртӗҫ, вуншар ҫул иртӗ – Толстойпа пулса иртнине эпир сӳтсе явӑпӑр. Кун пирки калаҫӑва тек малалла тӑсма хӑймастпӑр. «Ҫапла пултӑр, аминь» тейепӗр».

Мӗскер хӑтланнӑ пулӑттӑмӑр-ши эпир енчен те Лев Толстой «чӑваш пулса» пурнӑҫ вӗҫӗнче килӗнчен тухса тарас пулсан.

 

Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments:

Agabazar // 8415.6.8953
2020.01.25 18:57
Agabazar
Тавтапуç шлагбаума илсе хунăшăн!
Ĕмĕр манмăп!

И.Я.Яковлев вӑл, паллах, Н.И.Ильминский системин шайӗнче ӗҫленӗ.

Ку япала никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Никам та ҫакна пӗлмесӗр тӑмасть пуль-ха ӗнтӗ. Ӑна пӗлмешкӗн Юрий Яковлев пулма кирлӗ та мар.

Мӗн-ха вӑл Ильминский системи тени?

Питех те ансат — шкулта вырӑс маррисен вырӑсла вӗренмелле тенине пӗлтерет. Анчах та малтанлӑха тӑван чӗлхепе вӗренмелле имӗш. Ҫав вӑхӑтрах пурин-те часрах вырӑса тухасси пирки ҫӗрӗн-кунӗн шутламалла. Ҫав тӗллеве куҫран ямалла мар. Нихҫан та!

Вӑт ҫакӑн пек япала.

Кун пирки эпир пурте пӗлетпӗр. Анчах та урӑхла май пулнӑ-и-ха? Тен, пулнӑ та пуль. Чӑн та, эпир альтернативӑсене ахалех курмасса та пултаратпӑр пуль. Кам пӗлет? Юрий Яковлев-и? Ҫапла пуль-ха та, ҫавах та Юркка хӑта ҫав альтернативӑсене пире кӑтартса памасть, тем.

Альтернативӑсене кӑтартма хӑтланакансем вара пур. Ҫавсенчен пӗри — Сергей Щербаков историк. Мӗнре-ха вӑл кӑтартакан альтернатива?

Каллех питӗ ансат — тӑван чӗлхепе пачах та мекӗҫленмелле пулман имӗш. Ильминский системинче, ун шучӗпе, пурте лайӑх. Начарри вара пӗрре ҫеҫ иккен — малтанлӑха (кӗҫӗн классенче) тӑван чӗлхепе вӗренме ирӗк пани.

Вӑт ҫав япала пирки паян Сергей Щербаков пӗрвӗҫӗм хуйхӑрса ҫӳрет.

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters