Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Не бойтесь совершенства. Вам его не достичь.(C. Дали)
 

Ad

Юрий Яковлев: Чӑваш Турри ыйтнине тивӗҫтерекен Фарида юрри

Юрий Яковлев28.01.2020 17:216053 views

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» кӗнекерен)

1946 ҫулта Мартин Хайдеггер «Поэтсем мӗн тума кирлӗ?» («Wozu Dichter?”) ятлӑ хайлав ҫырать. «Ку тӗнче самани ӑнсӑртран ҫӗмрӗлсе кӗнӗ ҫӗнӗ турра пула ҫаврӑнмасть. Курӑнми, хӑй пирки сас пами пулнӑ турӑ таврӑнни те тӗнче саманине ҫавӑрмасть. Ҫынсем ӑна валли вырӑн хатӗрлемесен, ӑҫта ун таврӑнас? Унӑн ҫутти мӗн пур таврана малтанах витмесен турӑн вырӑнӗ ӑна епле шӑнӑҫтарӗ? «Малтан пулнӑ» турӑсем ҫынсем вӗсем валли тивӗҫлӗ тата тӗрӗс уйӑрнӑ вырӑнсем хатӗрлесе хурсан таврӑнӗҫ». («Поворот этой мировой эпохи  не может случиться через внезапное вторжение нового бога или через возвращение старого, восстающего из своей сокрытости. К чему обратится он в своем возвращении, если люди не подготовят прежде для него местопребывания? И как местопребывание  бога сможет вместить его, если сияние его божественности прежде не залило своим светом все, что есть? Боги, которые «были раньше», вернутся в «надлежащее время»; т.е. тогда, когда люди предуготовят достойные и верно распределенные места». А.Г. Дугин куҫарӑвӗ.).

«Турра пурӗ-пӗр: пуян ҫын кӗл тӑвать-и е ҫук ҫын-и? Унтан тата ӑна ҫын уҫӑ ҫӗрте кӗл тӑвать-и, хуралтӑра-и; ӑна кирек кам та, кирек ӑҫта та кӗл тусан та юрать, анчах ӑшӑ кӑмӑлпа кӗл туни пултӑр, вӑл ҫавна анчах ыйтать», – ҫырнӑ Иван Юркин «Чӑвашсен авалхи тӗнӗ» (1891) ятлӑ ӗҫре.

Фарида юрлакан юрӑ чаваш турри ыйтнине тивӗҫтерет.

 

Ытарайми эсир пурте паян,

Парсамӑр ирӗк юрӑ юрлама?

Хисеплесе сире чунтан-вартан

Ҫӗре ҫити таятӑп пуҫӑма.

 

Сар кайӑксем вӑрман уҫланкинче

Пуҫарчӗҫ ҫепӗҫ юрӑ шӑратма.

Эпир те тус-тӑван кӗрекинче

Пӗрле халь савӑнар-и кӑмӑлтан?

 

Ӑшпиллӗхпе илемлӗ ҫут тӗнче

Эппин пӗрне-пӗри телей сунар.

Хӗвеллӗ ҫӳл тӳпемӗр айӗнче

Пӗр йӑвари пек лайӑх пурӑнар.

 

Сар кайӑксем вӑрман уҫланкинче

Пуҫарчӗҫ ҫепӗҫ юрӑ шӑратма.

Эпир те тус-тӑван кӗрекинче

Пӗрле халь савӑнар-и кӑмӑлтан?

 

Ҫӳлтен ҫӳле ҫӗклер ҫӗршыв ятне,

Вӑл пирӗншӗн тӑван килпе танах.

Ыр тӗслӗх катартса ыттисене,

Пӗр сумлӑ ӗҫ тӑвар кашни кунах.

 

Сар кайӑксем вӑрман уҫланкинче

Пуҫарчӗҫ ҫепӗҫ юрӑ шӑратма.

Эпир те тус-тӑван кӗрекинче

Пӗрле халь савӑнар-и кӑмӑлтан?

 

Юркин чӑваш литературинче пуҫарса панӑ меслет те, чӑваш турри пекех, ӑшӑ кӑмӑлпа ҫырма ыйтать. Юркин пултарӑвӗнчи ҫак кӑмӑлпа шӑварӑннӑ пӗр-ик сыпӑк:

Ҫичӗ ютран хамӑр чӑваш пек ырӑ кӑмӑллине, ырӑ шухӑшлине, питӗ-куҫӗ илемлине эпир ӗмӗр шырасан та тупас ҫук. Усал пурӑнассӑр килмесен, хамӑр чӑваш хӗрне илме тӑрӑшар. Чӑвашсем арлӑ-арӑмлӑ пит аван пурӑнаҫҫӗ. Астӑвӑр хамӑр атте-аннесене, вӗсем епле аван пурӑнатчӗҫ… Вӗсем ялта аван пурӑннӑ тесен, эпӗ хулара пурӑнакан чӑвашсене те куратӑп. Упӑшки те, арӑмӗ те чӑвашсем. Чӑвашсем арлӑ-арӑмлӑ хулара та пит аван пуранаҫӗ. Вӗсен пурнӑҫне пӑхсан, ытарма та ҫук, эй аван пурӑнаҫҫӗ-ҫке!.. Пӗрне-пӗри пӑхса, калаҫса тӑранаймаҫҫӗ. Вӗсем ҫапла ырӑ пурӑннине курсан, ыратна чунӑм та савӑнать-ҫке… Мӗскӗнсем, савнӑ чунсем, квакарчӑнсем пек, йӑваш кӑна калаҫса пурӑнаҫҫӗ. Арӑмӗ, пирӗшти пек, упӑшки куҫӗсенчен ытараймасӑр юратса пӑхса таранаймасть. Темӗн тӗрлӗ савӑнса тӑрать» («Пиҫнӗ тутасем калаҫни»).

«Ҫереме лаша яма кайнӑ чухне, пире лаша ҫине утлантарса каятчӗҫ. Лашана тӑлласа ярсан, хамӑр ҫӑпата кантӑри таран курк ҫинче чупкаласа ҫӳреттӗмӗр, чечексем тататтӑмӑр. Ытараймасӑр ҫӳреттӗмӗр. Савӑнӑҫ пирӗншӗн, ачасемшӗн, калама ҫук нумайччӗ» («Таяпа, Таяпа! ӗмӗрне те эпӗ сана манас ҫук»).

«Пурте праҫникри пек, темӗн тӗрлӗ савӑнса анчах ҫӳреҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе ытараймасӑр калаҫаҫҫӗ. Кулаҫҫӗ, выляҫҫӗ. Вӗсем ҫапла савӑнса ҫӳренине пӑхса тӑранма хал ҫук. Пирӗн ҫын, хура халӑх, ҫапла савӑннине курсан, калӑн ҫӳлти хӗвел те савӑнса кулса пӑхса тӑрать тесе. Акатуйне курма мӗн чухлӗ ача-пӑча, мӗн чухлӗ хӗрарӑм, арҫынсем пухӑнаҫҫӗ пулӗ!.. Суса мар, курса пӗтерме хал ҫук. Куҫ ывӑнать. Ей, ҫуркуннехи ырӑ кун! Кама кӑна вӑл хӑйӗн ҫут кунӗпе савӑнтармасть-ши?.. Ҫынсем ҫапла акатуйӗ туса савӑннине курсан, ҫӳлте вӗҫсе ҫӳрекен вӗҫен кайӑксем те: тӑррисем, сарӑ кайӑксем, шӑнкӑрчсем тата ыттисем те пурте ытараймасӑр савӑнса, юрласа вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ… Ирӗксӗр хире, уҫӑ ҫӗре тухас килсе тӑрать» («Акатуйӗ»).

 

Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Orphus

In Other Languages

Banners

Counters