Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Старость либо преображает, либо превращает в камень.(М. Эшенбах)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Тӗрӗ тӗрле чӑваш! Тӑван чӗлхӳ кирлех те мар!

Аçтахар Плотников28.11.2020 00:2911966 views

Кӑҫалхи ҫул чӑвашсемшӗн типӗ кӑсӑклӑ иртсе пырать. Мӗн кӑна пулса иртмерӗ пулӗ хӑлӑхӑмӑр пурнӑҫӗнче. Пӗрре — кӑшӑлвирус алхасать, ӗҫлеме памасть. Тепре — пӗр Элтепере ҫухатса тепӗрне тупрӑмӑр... Виҫҫӗмӗшӗ вара, чӑваш культуринче кӑҫал самай тарӑн йӗр хӑварнӑскер — Чӑваш тӗрӗ кунӗ! Пуҫласа уявлатпӑр. Олег Алексеевич Элтепер пуканне йышӑннӑранпа тунӑ чи палӑрмалла утӑмсенчен пӗри тесен те йӑнӑшмӑпӑр пулӗ (ҫулталӑка пӗтӗмлетсе чылайӑшӗ ӑна палӑртӗҫех ӗнтӗ!).

Чӑн та аван япала! Унашкал уяв кирлӗ мар тесе калама хӑяйман пулӑттӑм. Шел те, шухӑшӗ аван, анчах ӑна епле пурнӑҫланине виҫҫӗ паллӑран ытларах лартма май ҫук.

Кӑшӑлвируса пула хуланалла ытлашшиех тухса ҫӳреместӗп, ҫавна май ӑна епле уявлани пирки тӗнче тетелӗ урлӑ кӑна пӗлсе тӑтӑм. Ҫавӑнпа та хамӑн хаклавра йӑнӑшнисем пулсан каҫару ыйтатӑп.

Борис Чиндыков пӗрре паянхи чӑваш культурине «орнаментализмпа аташни» тесе хак панӑ пек астӑватӑп.

Ку тӗлӗшпе килӗшме те, килӗшмесӗр те пулать. Пӗр енчен, пирӗн культурӑра тӗрӗ ытла нумай вырӑн йышӑнать: чӑваш культура ҫурчӗ — тӗрӗллӗ пулмалла, кӗпи-тумтирӗ, ытти япалисем — тӗрӗпе... Тепӗр енчен пӑхсан тӑван культурӑна пач та тӗрӗсӗр хӑварсан та йӗркеллӗ япала мар пек. Мӗн тӑвӑн, чун туртать-ҫке...

Акӑ икӗ тӗслӗх. Чӑваш халӑх сайтӗнче маларах, ӑна илемлетнӗ май, тӗрӗллӗ элементсемпе сахал мар усӑ курнӑччӗ. Каярах вара сайт дизайнӗнче ҫав япаласем пирӗн майӗпен-майӗпен ҫухалса пычӗҫ. Хальхи вариантра вара пач ҫук тесен те йӑнӑш мар, пӑт-пат ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ вӗсем. «Чӑваш халӑх сайчӗ» ку утӑма туса пӗрре те хӑйӗн чӑвашлӑхне ҫухатмарӗ.

Е тата эпир хатӗрленӗ япаласене илес — укҫа конверчӗсене, открыткӑсене. Тӗрӗссипе вӗсем ҫав япаласем ҫинче те ытлашши. Анчах... кунта халӑх кӑмӑлӗ, туянакан кӑмӑлӗ мала тухса тӑрать. Чӑвашла эрешсем вырнаҫтарсанах халӑх вӗсене аванрах туянать. Чи малти вырӑнта вӗсемшӗн тӗрӗ пултӑр, чӑвашла ҫырни вара — иккӗмӗшле. Ҫавнашкал хӑнӑхнӑ ҫав, нимӗн те тӑваймӑн. Кунта вара, ҫӑвӑнтан хӑтӑлтарас тесен, майӗпен-майӗпен хӑнӑхтарса пыни ҫеҫ пулӑшма пултарать.

Мӗншӗн-ха пире ҫак тӗрӗсем патне туртать-ха? Психологи енчен илес пулсан ман шутпа ҫакна ҫеҫ калама пулать: халӑх хӑйӗн малашлӑхне шанмасть, мӗн пур ырӑ япалине иртнинче ҫеҫ курать. Ҫавна май ӗнтӗ хальхи вӑхӑтра пирӗн халӑх ытларах иртнӗ пурнӑҫри йӑла-йӗркесемпе кӑсӑкланать, маҫаксемпе мамаксем тӗрленӗ тӗрӗсемпе... Историпе кӑсӑкланассин тӗп сӑлтавӗ те ҫавӑнтах — халӑх хӑйӗн малашлӑхне курмасть, иртнӗ пурнӑҫпа йӑпанать. Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗнчи историпе кӑсӑкланасси халӑхӑн мӑнаҫлӑхне ӳстермелли мел тесе калаҫҫӗ-ха, анчах тӗрӗссипе ку йӑлт иртнӗ мӑнаҫлӑ пурнӑҫпа йӑпанма тӑрӑшни ҫеҫ (танлаштарӑр: Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчи ҫитӗнӳсемпе халӗ те мухтанассин сӑлтавӗ те ҫавах!). Унашкал шухӑш-кӑмӑлпа пуласлӑха туртӑнма питӗ йывӑр. Тӗрӗссипе пирӗн небоскребсем тӑвас енпе кӑсӑкланмалла, инҫетри тӗнче уҫлӑхӗнче ют цивилизацисене (леш, пришелецсем пирки каласшӑн-ха) шырама ӑнтӑлмалла! Эпир вара иртни ҫинче чакаланса ларатпӑр, ӑнман пурнӑҫӑн лачакине путнӑҫем путса пыратпӑр.

Юрӗ, ку пӗтӗмӗшле хак пулчӗ. Малалла ҫак уяв епле иртни пирки темиҫе сӑмах.

Олег Алексеевич уяв ячӗпе чӑвашла та вырӑсла та салам сӑмахӗсене пичетлерӗ. Ку — аван япала. Шел те, кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук... Республика Пуҫлӑхӗшӗн пӗр-пӗр уявпа чӑвашла та вырӑсла саламлани норма ӗнтӗ. Хуть энергетика промышленноҫӗн кунӗ ячӗпе саламла, хуть чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе. Олег Алексеевич ку ӗҫе тӗрӗс ҫулпа тытса пырать, куншӑн ӑна ни ятлама, ни мухтама сӑлтав ҫук. (Шел, паллах, унӑн тӗслӗхӗпе аяларахри пукансене йышӑнакан ытти чиновниксем темшӗн усӑ курмаҫҫӗ...)

Чӑваш тӗррин кунӗпе ҫыхӑннӑ хыпарсене вула-вула пӗр япала ман куҫа тӑрӑнчӗ. Чӑваш тӗрри, иккен, пирӗн халӑхӑн тӗп пуянлӑхӗ! Пирӗн культурӑн тӗп пайӗ шутланать! Чӗлхе мар! Тӗрӗ! Ҫук, тӗрри пирӗн чӑн та хӑйне евӗрлӗ, унашкалли ни вырӑсӑн, ни тутарӑн, ни ытти халӑхӑн ҫук. Анчах, мӗнле майпа вӑл малти вырӑна тухса тӑнӑ-ха? Чӗлхене ҫухатса тӗрӗпе ҫеҫ юлсан эпир халӑх пек упранса юлӑпӑр тесе пире каласшӑн-ши?

Ҫак шухӑша тӗпе хурсах ӗнтӗ уява халалласа республикӑра акци ирттерчӗҫ — чӳкӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑскерсене тӗрӗллӗ кипке парнелерӗҫ. Аван, лайӑх шухӑш. Анчах, мӗншӗн ҫак акци йӑлт вырӑсла иртрӗ-ха? Парне пакечӗсем ҫинче — йӑлт вырӑсла ҫеҫ. Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн чӗлхипе усӑ курма пултараймасть-им? Чарса лартнӑ-им? Е вӑл ачасене ашшӗ-амӑшӗ ҫавах вырӑсла ҫеҫ пуплеме вӗрентӗ тесе, лешсем кайран ӳссе ҫитсен унта мӗн ҫырнине ӑнланмӗҫ тесе ҫапла хӑтланнӑ-ши? Олег Алексеевич, ку акцине эсир сӗннӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Апла ӑна мӗнле пурнӑҫлани те — йӑлт эсир килӗшни тӑрӑх пулса пынӑ.

Мӗн калас, орнаментализм текен япалан курӑмлӑ енӗ. Ку уяв епле иртнине эп ҫапла ҫеҫ ӑнланма пултаратӑп: «Тӗрӗ тӗрле чӑваш! Тӑван чӗлхӳ кирлех те мар!».

ХК: Олег Алексеевич, тӑван чӗлхене вӑйпа, хистесе мар вӗрентмелле, ҫынни ун патне хӑй туртӑнтӑр текен сирӗн шухӑшпа эп ытларах енӗпе килӗшетӗп. Анчах ӗҫ-пуҫ унашкал ҫулпа пулса пытӑр тесен чӗлхепе тем тесен те усӑ курмалла. Анлӑрах, пур ҫӗрте те. Чӑваш тӗррин уявне вырӑс чӗлхипе ирттерни вӑл питӗ те ӑнланмалла мар япала. Уяв чӑн та чӑваш культуришӗн тӗрев пултӑр тесен тӑван чӗлхепе анлӑрах усӑ курас пулать. Аттук, капла вӑл, «Паха тӗрӗ» пеккисен кӗсьине хулӑмлатни пек ҫеҫ курӑнӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (47)]

Comments:

Варык // 1726.84.3785
2020.11.30 19:09
Килте садика шанмасӑр ачисене чӑвашла вӗрентме хӑйнӑ Николай Егорчӑ Лукиянов- халӑх тӑшманӗ!.Тургайсем,балтайсем,тимӗрсем-пурте пӳтсӗрсем, ун хыҫҫӑн папа-мама мар атте-анне тата кукаҫ деда вырӑнне пулнӑшӑн.
Agabazar // 9656.0.4795
2020.12.01 05:41
Agabazar
Микула хăта,

Тимĕрсемпе Туркайсем, сасартăк вĕсен пуçне шкул, вĕрентÿ тытăмне веçех пăрахăçлас шухăш килсе тухнăран мар, урăх сăлтавсене кура килти вĕрентĕве аллилуйа юрлаççĕ.

Вĕсем хăйсене влаçа хирĕç пыракан çынсем пек кăтартасшăн мар. Мĕншĕн тесен влаçа хирĕç пыракан çыннăн пурнăçĕ (анлă пĕлтерĕшпе) вăрăм мар. Ун пеккисене тÿрех айккинелле катертеççĕ, пур-çук статусĕсене те туртса илеççĕ.

Вăт çавăнпа вĕсем, хăйсен статусне тата «пурнăçне» сыхласа хăварас тесе, килти вĕрентÿ пирки хитре юрăсем юрлаççĕ. Питĕ ансат! Ансатран та ансат!

Микула, хăвах пĕлетĕн, хальхи влаç, 2018-мĕш çултанпа, вырăсмарлăха ирĕклĕн вĕрентес йĕркене тытса пырать. Сан пек е ман пек кукша унашкал йĕркене аркатма пултараймасть. Туркайсемпе Тимĕрсен те пыршисем çÿхе.
Убасси // 2767.55.5548
2020.12.01 06:53

"Малтан Сӑмах пулнӑ",- тесе калать Библи.
Валери ТУРКАЙ // 1691.22.2430
2020.12.01 07:43
Не понял: это, что, наш "евразиец"-то - святой?! Или Ангел?!
Тогда - Господи, спаси и сохрани!..
А может быть, он и есть какашка? Т.е. куча дерьма?
Уверен: так оно и есть!
Аҫтахар, пуҫтар-ха эс ку ҫвяттуя кунтан! Шӑршлӑ питӗ!
Валери Туркай
Тимер // 1031.9.3154
2020.12.01 08:35
Каҫар Акапсар.Эпир, айвансем, садик-шкула шанса сирĕн пекех аслисене"çухатрăмар" ĕнтĕ, анчах та кĕçĕннисене хамăр тăрăшнипех тăван чĕлхепе калаçма вĕрентме пултартăмăр.Тав Аслă Киремете.Яланах хатĕр садик-шкула чăваш ачи чăвашла пĕлменшĕн ятлама.Атьăр ҫырар тепĕр çыру Байденран пулăшу ыйтса.
Agabazar // 9656.0.4795
2020.12.01 11:11
Agabazar
Эс, Тимĕр, мĕнле пултаран вĕрентме? Пур-и сан ыттисене вĕрентмелли кафедра, трибуна е шкул? Çук вĕсем сан! Çук!

Е килтен-киле ыйткалакан пек çÿресе вĕрентесшĕн-и ыттисене?

Пĕлтер-ха, каласа кăтарт-ха хăвăн çав ыттисене вĕрентмелли меслетне?

Пире вĕрентекенсем вара пулнă — ялти шкул, клуб, библиотека, хаçат-журнал, кашни килтех янракан радио. Чăн та, челевисăр вара пирĕн патра Шупашкар хумне тытаймастчĕ. Анчах Шупашкар çывăхĕнчи ялсенче чăвашла челевисăр пулнă.

Яла писсаччĕлсем, артистсем килсе çÿретчĕç. Хăшпĕрин ораторла ăсталахĕ питĕ пысăк пулнине астăватăп — Николай Терентьев, Ваçлей Давыдов-Анатри, Анатолий Смолин, Раиса Сарпи...

Юхма Мишши текеннин вара кунашкал ораторла ăсталăх çукрахчĕ, шел пулин те. Шала кайнă сасăпа, аран-аран калаçатчĕ. Анчах ăна та тимлесех итленĕ. Хветĕр Уяр та халăх умĕнче начартарах калаçатчĕ. Сасси хăватлах марччĕ те, мĕн тăвăн ĕнтĕ?

Писсаччĕлсен Союзĕ çумĕнче бюджетран укçа илсе тăракан пропаганда уйрăмĕ пулнă. Çав уйрăм тивлечĕпе килсе çÿренĕ лешсем.
Тимер // 1031.9.3154
2020.12.01 19:07
Каçар Акапасар, тек хам тӗллĕн ачамккăсене чăвашла вĕрентмĕп, а ту кĕçех хĕнеме пуçлăç кунта.Мăнуксене те çуралсанах баю-баюшки баю, баба-деда.Ну кайран вара садикпе шкула тулли кăмалпа тустарма пуçлăпăр Микулайпа.
Agabazar // 9656.0.4795
2020.12.02 01:16
Agabazar
Мĕн вăл «а ту»? Эс корейццă е киттай?

«Атту» темелле.
Валери ТУРКАЙ // 3463.5.4961
2020.12.02 04:27
Тимӗр никам умӗнче те тӳрре тухма тивӗҫлӗ мар!
Пур чӑваш та Тимӗр пек маттур пулсан, ку чухнехи Чӑваш Тӗнчи пач урӑхла пулатчӗ!
Шел, сахал паян Тимӗр пеккисем! Питӗ сахал!
..."Тимӗр Тяпкина" сӑвӑран:
"Эп - Хырай Ӗнел чӑвашӗ.
Эсӗ - Шашкартан.
Эп - анатрисен таврашӗ.
Эсӗ - вирьялтан..."
Пурнатпӑр-за, Тимӗр, пурнатпӑр!
Тусу Валери.
Тимер // 1031.9.3154
2020.12.02 08:32
Атту Акапасар.

Pages: 1, [2], 3, 4, 5

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters