Урамсен чӑваш ячӗсем питӗ илемлӗ. Вӗсене тишкеретӗн те чӑвашсем мӗнле кӑна ят паман-ши тесе тӗлӗнетӗн. Шел те, хальхи вӑхӑтра хӑлӑх ӑсӗ мӑкарах пулас. Вӗсен фантази ҫитмест. Юрӗ, тейӗпӗр, Совет саманинче ҫӳлтен хушнӑ та чылай ялта Совет, Комсомол, Ленин тата ытти ҫавнашкал урамсем купипех шӑтса тулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унашкалли ҫук, анчах ҫавах питӗ хавшак: ӑҫта ан пӑх — Садовая, ӑҫта ан пӑх — Южная та Лесная, Парковая та Луговая... Молодежная е Новая текеннисем пирки калаҫу та ҫук.
Лапсар ялӗнчи урам ячӗсем пулман пулас. Е сыхланса юлман. Пӗр урамӑн кӑна темиҫе ят пур: ӑна е Киремет урамӗ теҫҫӗ, тата авал Парник урамӗ тени сыхланса юлнӑ. Эпир вара ытларах Пӗрремӗш урам, Иккӗмӗш урам тата Виҫҫӗмӗш урам тетпӗр (сӑмах май, эпир, Комсомол урамӗнче пурӑнакансем, ӑна Пӗрремӗш тетпӗр, Шупашкар урамне — Виҫҫӗмӗш; Шупашкар урамӗнче пурӑнакансем вара урӑхла — хӑйсенне Пӗрремӗш, пирӗнне Виҫҫӗмӗш).
Таврари ялсенчи хӑш-пӗр урам ячӗсене пӗлетӗп. Ассакасси ялӗнче пӗр урам ҫеҫ пулнӑ та ун ячӗ пулман ӗнтӗ. Халӗ те вӗсен пӗр урам ҫеҫ — «Асакасинская». Попой (Хурӑнлӑх) ялӗнчи урам ячӗсем кӑсӑклӑ. Пӗрин ячӗ ҫук пулас, ӑна ытларах «Вӑрӑм урам» тенӗ (хальхи Вӑрман урамӗ), кӗскин ячӗ вара темиҫе: Турчка урамӗ те, Урлӑ урам та, Пирчук урамӗ те. Иккӗшӗ ун хурмине пула лекнӗ пулас, виҫҫӗмӗшӗ — ҫын ятӗнчен. Хӑй вара халь Шкул урамӗ ятлӑ (унта малтан, 1980-мӗш ҫулсем таранах, пуҫламӑш шкул пулнӑ).
Атайкасси ялӗнчи темиҫе урам ятне пӗлтӗм: Йокшу урамӗ (хальхи ячӗ — Завод урамӗ); Катимыш урамӗ (хальхи ят — Симӗс урам пулас). Ҫавӑн пекех вӗсен Турикас, Анаткас урамӗсем пур. Йокшу ячӗ пит кӑсӑклӑ — юнашар Йӑршу шывӗ юхса иртет...
Тата интереслӗ урам ячӗсем ман аттен тӑван ялӗнче пур. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнче вырнаҫнӑ, Мӗшӗл ятлӑ (унта, сӑмах май Николай Овчинников художник ҫуралнӑ). Ак вӑл ятсем: Хӑрах урам (хальхи ят — ул. Николаева; унта ҫуртсем пӗр енӗпе ҫеҫ вырнаҫнӑ), Ваҫли картиш (ул. Васильева), Пуян картиш (ул. Овчинникова), Пиллӗк килли (ку урамра ман атте ҫуралнӑ; халь вӑл ул. Речная), Малтикас урамӗ (ул. Восточная), Шапа ҫырми (ул. Лесная), Лешайкки (Школьная пулас). Ялтисем калаҫура чӑвашла ячӗсемпе усӑ кураҫҫӗ... Хам та Пиллӗк килли ята ҫеҫ пӗлсе, «Речная» ята вара — картта ҫине пӑхсан тин.
Эсир те хӑвӑр ялӑрсенчи чӑваш ячӗсене пӗлетӗр пулӗ? Вӗсем илемлӗ пулсан ҫырса пӗлтерӗр.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Хушаматсем тата. Овчинник — тирçĕ, сурăх тирне малаштаракан. Плотник — платник, йывăç материала майлаштракан. Профессисем.
Урамне çуртсем кĕпĕрленсе ларнăран «картиш» тенĕ пулмалла. Çапла вара, вырăсла «улица Васьли-Кардиш» тесен, урамăн çак уйрăмлăхĕ те ятра ÿкерĕнет. Кам ячĕпе пани çеç мар. Тулли информаци.
Владимир Николаев - Изачак // 1321.38.7558
2021.01.29 15:29
Почему в Чебоксарах улицу Шумилова не называют Уйп Мишши ураме, ведь в честь его же?
Чĕмпĕр облаçĕнчи Кĕçĕн Накаткăн ялĕнчи пĕр урам «Чукал» ятлă. Анчах та вăл хут çинче те çавăн пекех «улица Чукалы»
Тахçан Н. И. Егоров прахвиссăр «Чукал» ятсем çтан тухни пирки çырса кăтартначчĕ.
Патăрьелĕнче «Юхма» ятлă урам пур (хут çинче те çавăн пек). Анчах та ăна Юхма Мишшине хисеплесе паман. Вăл ят Юхма Мишши çураличченех пулнă.
Официаллисен ячĕсем документсенче сыхланĕç. Ахаль капла çÿрекеннисем вара манăçма та пултарĕç.