Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Я ненавижу людей, не умеющих прощать.(Ницше)
 

Ad

Юрий Яковлев: Г.А. Дегтярев чӑваш пуласлӑхӗн, чӑвашлӑх пуласлӑхӗн чӑн никӗсне ҫирӗплетет

Юрий Яковлев23.08.2021 12:194066 views

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» кӗнекерен)

«Йӑпӑш ӑслӑлӑх» («тихая учёность»). Мартин Хайдеггер философийӗнче ҫавӑн пек ӑнлав пур (Хайдеггер М. Исток художественного творения / Пер. с нем. Михайлова А.В. М.: Академический Проект, 2008. С. 285.). Ҫиелтен пӑхсан, ҫак ӑнлавпа Г.А. Дегтярев ӗҫ-пуҫне палӑртма пулать пек. Чӑваш лексикографийӗ, лексикологийӗ… Словарь ӗҫӗ… «Бухгалтер, счетовод ӗҫне аса илтерет», – тейӗ ҫӑмӑлҫах ӑсли. Чӗрӗ, кулленхи пурнӑҫпа ҫыхӑнман пек туйӑнать ҫак ӗҫ нумайӑшне. «Наука ӗнтӗ, мӗн тӑвӑн… Академилле темелле…». Ҫапла шухӑшлани тепришӗн (сӑмахран, ку ӗҫе ячӗшӗн тӑваканшӑн) тӗрӗс. Г.А. Дегтярев ӗҫӗ-хӗлӗн, пурнӑҫӗпе пултарӑвӗн чӑн тупсӑмӗ – урӑххинче: урӑх инҫӗшре, урӑх талккӑшра, пур-ӑ-нӑҫӑн (бытие) урӑх таппи-талпӑнӑвӗнче… Урӑххине палӑртма, ӑсласа илме янтӑласа хунӑ сӑмах ҫук. «Ку сӑмах ыйтӑва ӑсласа илес ҫул ҫинче. Ҫул ҫинче – ҫул вӗҫӗнче мар» («Это всегда слово, которое находится на пути к освоению своей проблемы – на пути, а не в окончании пути»), – ҫырать А.В. Михайлов Мартин Хайдеггер ҫырнисен пуххин ум сӑмахӗнче (Асӑннӑ кӗнеке, 6 с.).

«Пысӑк сӑмах каличчен пысӑк чӗлӗ ҫӑкӑр тыт», – тет пирӗн чӑваш. «Пур шухӑша та ҫирӗппӗн/кӑмӑла хытарса тата уҫӑмлӑн сӳтсе явмалла/тишкермелле» («Всякая мысль должна прорабатываться сурово и отчетливо»), – тет Хайдеггер (Асӑннӑ кӗнеке, 369 с.).

Геннадий Анатольевич пирки вӑл 60 ҫул тултарнӑ тӗлнех ҫырасшӑнччӗ (2020, ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗшӗ). Шухӑшланӑ май ун феноменӗ мана ҫӗнӗ перспективӑра курӑна (тӗрӗсрех каласан: сӗмлене) пуҫларӗ. Вӑрттӑнлӑх тӗтринче путрӗ маншӑн (!) Дегтярӗвӑн чӑн тупсӑмӗ. Урӑххи тенӗ пулӑттӑм ку пулӑма. Мана Дегтярев пурнӑҫӗпе пултарӑвӗн текстӗнчи ҫав урӑххи чарса тӑчӗ. Урӑххине палӑртма сӑмах тупрӑм теме пултараймастӑп. Ман тӗллев – ҫав урӑххи енне утӑм тӑвасси. Хамри чӑн хамра та, хама чӑнтан ҫывӑх шухӑшлавҫӑсенче те шырарӑм тупсӑмне. Пӗтӗмлетсе ҫапла калатӑп: Г.А. Дегтярев чӑваш пуласлӑхӗн, чӑвашлӑх пуласлӑхӗн чӑн никӗсне ҫирӗплетет.

Эп Геннадий Анатольевича 1987 ҫултан пӗлетӗп. Пӗрле ӗҫсе-ҫинӗ-хутшӑннӑ кӑна мар – эп ун пирки ятарласа шухӑшланӑ та: ун философилле сӑнне, метафизикине сӑмахпа ӳкерме ӑнтӑлнӑ … Вулӑр, тӗслӗхрен, «Тӑванӑм, тӑван улпут пек, Турӑ умӗнчи ҫурта пек (Геннадий Дегтярев вӑрттӑнӗ пирки)» тӗрленчӗке (Хыпар, 2010, ҫурла, 17, 4 с.). Унта эп Дегтярев пулӑмне/феноменне ҫуртапа улпут метафора/концептсем ҫутинче ӑнлантарма тӑрӑшрӑм. Ку хутӗнче ман шухӑш Г.А. Дегтярев идеологийӗ тавра ҫаврӑнчӗ. Ӑслӑлӑхра тата пурнӑҫра вӑл хӑйне епле тытнине кура Г.А. Дегтяревӑн идеологи дискурсӗ пирки калаҫни вырӑнлӑ. Геннадий Анатольевич хӑшӗ-пӗри пек: «Айтӑр чӑваш чӗлхишӗн хамӑра хамӑр ҫунтарса ярар!» – тесе кӑшкӑрашса ҫӳремест. («В беседах с краеведами было предложение в солидарность с удмуртами и в защиту своей свободы выйти в Чебоксарах перед Домом правительства на групповое самопожертвование, потому что в Чувашии языковая ситуация обстоит хуже; беспощадное преследование пишущих и выступающих в защиту родного языка и культуры не отменено. Газетам, журналам, эфиру проблемы языка поднимать запрещено, школьное обучение национальной культуры, литературы и языка оставлено на формально низком уровне – для отвода законных требований» (Станьял В. Письмо к сородичам по поводу самосожжения Альберта Разина // Чӑваш халӑх сайчӗ. 13.09.2019.).

Г.А. Дегтярев хӑйне урӑхла тытать. Вӑл урӑх чӑваш. Урӑхла чӑваш. Дегтяревӑн чӑн парадигмине паянхи чӑваш асӑрхамасть. Асӑрхама та пултараймасть. Г.А. Дегтярев – пулас чӑваш. Унра чӑваш ҫӳл тӗнчин, сар кун тӗнчин, чӑваш ҫӑтмахӗн шевли вылять… Идеаллӑ чӑваш ҫыннин мӗлки/проекчӗ палӑрасшӑн тӗмсӗлет… Вӑл – Ҫеҫпӗл кӗтнӗ чӑваш. Ҫӗн чӑваш. «Пуласси» сӑввӑн (1918, 1921) талккӑшӗ/инҫетӗнче куратӑп эп ӑна.

Ҫил-тӑвӑл иртсессӗн йӑлтӑра ҫанталӑк

Кӑмӑллӑн та лӑпкӑн ачашланса канӗ.

Юмахри илемлӗ ҫут кӗмӗл ҫурт майлӑ

Ҫут тёнче ҫуталӗ, ҫӗнелсе лӑпланӗ.

 

Ирӗклӗхшӗн вилнӗ тӑвансенӗн юнӗ

Чӗлтӗрти ҫеҫкеллӗ хӗрлӗ чечек пулӗ.

Кӗмӗл сывлӑм шывӗ чечек ҫинче ҫунмӗ,

Ҫунӗ ҫут тӗнчешӗн тӑкӑннӑ куҫҫулӗ.

 

Чухӑнлӑх, пуянлӑх, уйрӑмлӑх йӑранӗ

Ирӗкпе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫран тарӗ,

Чӗрере ачашшӑн ҫунӗ, ҫулӑмланӗ

Тантӑшлӑх, тӑванлӑх, юрату кӑварӗ.

Лидия Яковлевна Гинзбург «Проблема поведения (Б.М. Эйхенбаум)» статйине методологи пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмлетӳпе вӗҫлет: «Историко-литературным работам особую динамичность придает их подспудное личное значение, скрытое отношение к жизненным задачам писавшего. У больших научных трудов Бориса Михайловича Эйхенбаума был свой интимный смысл – проблема исторического поведения личности» (Гинзбург Л.Я. Записные книжки. Воспоминания. Эссе. СПб: Искусство-СПБ, 2002. С. 445.).

Пӑр айӗнче те шыв юхать тенешкел, Г.А. Дегтярев пурнӑҫӗпе пултарӑвӗн тексчӗ ҫумӗнче тепӗр текст (подтекст) пурӑнать. Ҫав вӑрттӑн текст хӑйӗнче философилле вӑй-хӑват, принципсем упрать. Г.А. Дегтяревӑн пурнӑҫӗпе пултарӑвне шалтан тӗвӗлесе/кӗвӗлесе тӑрать. Тымарӗсем ун, паллах, чи малтан чӑн чӑвашлӑхран сӗткен илеҫҫӗ. Тӳпе, ҫут ҫанталӑк та ӑна тӗревне парать. Ҫут ҫанталӑкӑн вӑрттӑн (вӑрттӑн пулнӑран хӑватлӑ та вӗсем) принципӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнать Геннадий Анатольевич.

«Заратустра ҫапла каланӑ» (1883): «Ирӗклӗх тесе эсир пурте ҫихӗрме кӑмӑллатӑр пуринчен ытла. «Аслӑ пулӑмсене» ӗненме вӗреннӗскер, вӗсем шавпа тата тӗтӗмпе хупланнине курса вӗсене ӗненме пӑрахрӑм. Чӑнтан калатӑп, ӗненсем мана, тусӑм, ку шав вӑл – тамӑк шавӗ! Чи аслӑ пулӑмсем – пирӗн чи шавлӑ сехетсем мар. Чи аслӑ пулӑмсем – пирӗн чи шӑп, тӑпӑ сехетсем. Нумай шав шутласа кӑларакансем тавра тӗнче ҫаврӑнмасть. Тӗнче ҫӗнӗ хаклӑхсем тупакансем тавра ҫаврӑнать. Сас кӑлармасӑр, илтӗнми ҫаврӑнать вӑл».

«Свобода – вопите вы все особенно охотно; но я разучился верить в «великие события», коль скоро вокруг них много шума и дыма. И поверь мне, друг мой, адский шум! Величайшие события – это не наши самые шумные, а наши самые тихие часы. Не вокруг изобретателей многого шума – вокруг изобретателей новых ценностей вращается мир; неслышно вращается он» (Ницше Ф. Соч.: В 2 т. Т. 2. М., 1990. С. 94 – 95).

«Чӗлхе патне ҫул» (1959) ӗҫре Мартин Хайдеггер «ачашлӑх саккунӗ» пирки ҫырать (Хайдеггер М. Время и бытие: Статьи и выступления: Пер. с нем. М.: Республика, 1993. 447 с.). «Пурне те тивӗҫлӗн хӑйӗн чӑн тупсӑмӗ-пӗлтерӗшлӗ пулма тӗвӗллесе-пуҫтарса тӑракан» («Собрание того, что дает всему присутствовать в своей собственной сути, принадлежа надлежащему».), – ҫапла палӑртать вӑл ҫак саккуна. (Асӑннӑ кӗнеке, 269 с.). Хайдеггер 1942 ҫулта Берлинта тухнӑ Адальберт Штифтер ҫыравҫӑн «Ачашлӑх саккунӗ» («Das sanfte Gesets») кӗнеки ҫине тайӑнать.

«Иртнӗ кунҫула эп аслӑ тетӗп. Пиртен ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑ ҫын таса, тӳрӗ, ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ. Хӑйне мӑнна хуман. Пуҫсӑрланман. Хӑйӗн йышӗнче, юлташӗсем хушшинче вӑл шутлӑ пулнӑ, ун сӑмахне итленӗ. Илеме курса савӑнса тӗлӗнме пултарнӑ. Вилессе те вӑл ҫутӑ, лӑпкӑ вилӗмпе вилнӗ. Этемлӗхе тытса тӑракан саккуна эпир палӑртасшӑн. Ку вӑл – ачашлӑх саккунӗ. Ку вӑл – тӳрӗ пурнӑҫ саккунӗ. Хӑв умӑнти/ҫумӑнти ҫынна асӑрха, хисепле, ан кӳрентер. Вара вӑл пурнӑҫ ҫулне ҫӳл тӳпе ҫырнӑ ҫулпа утса тухӗ. Юратса тата тӗлӗнсе пӑхӗҫ ун ҫине ӑна ҫывӑх ҫынсем. Ахах-мерчен пек упрӗҫ ӑна. Ӑна ҫапла упрани ыттисем ҫине те куҫӗ – вӗсем пӗр-пӗрне ахах-мерчен пек курма пуҫлӗҫ. Ачашлӑх саккунӗ кирек ӑҫта та. Ҫынсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑннӑ чух вӑл пуррине куратпӑр. Ҫынсем пӗр-пӗринпе вӑрҫӑннӑ чух ачашлӑх саккунӗ пурнӑҫра ҫитменнине туятпӑр» (32-33 с.).

«Завершенную жизнь, полную праведности, простоты, усмирения самого себя, взвешенности ума, действенности в своем кругу, восхищения красотой, в сочетании со светлой, спокойной смертью я считаю великой… Мы ищем увидеть тот мягкий закон, который правит человеческим родом. Это… закон праведности, закон нравственности, закон, который хочет, чтобы каждый стоял перед другим замеченный, уважаемый, не обиженный, чтобы мог идти своим высшим человеческим жизненным путем, добывая себе любовь и удивление своих собратьев, чтобы был оберегаем как сокровище, как и каждый человек – сокровище для всех других людей. Этот закон положен повсюду, где люди живут с людьми, и он дает о себе знать, когда люди действуют протиы людей» (32-33 с.).

«Чӗлхе патне ҫул» тата «ачашлӑх саккунӗ» Г.А. Дегтярев хӑйне епле тытнине, ун идеологине ӑнланмалла тӑвать. Чӑваш пурнӑҫне, тӗпрен илсен, икӗ хӑват пӑхӑнтарса тӑрать: Чӑвашра никам та никама та кирлӗ мар тата Чӑвашра никама та ним те кирлӗ мар. Г.А. Дегтярев ӑслӑлӑхри пултарӑвӗпе тата пурнӑҫра хӑйне епле тытнипе ҫакна хирӗҫлет. «Пурте аннерен пуҫланнӑ, нумай япала (ҫав шутра кӑмӑл та) мана унран куҫнӑ. Вӑл пурне те ырӑ тума тӑрашакан тарават ҫынччӗ» (Римма Прокопьевӑна панӑ интервью // Самант. 2010. 7 №. 12-13 с.). Геннадий Анатольевич амӑшӗ те, вӑл хӑй те – Хӗвел ачисем. «Хӗвел пурин ҫине те пӗр пек пӑхать», – тет пирӗн чӑваш. Геннадий Анатольевич – пирӗн чӑваш, чӑн чӑваш. «Чӗлхе пирки чӑваш туррисене шута хумасӑр/асра тытмасӑр калаҫни вӑл – пуш япала», – тетчӗ ялан И.А. Дмитриев. Хӗвел пек пулма тӑрӑшакан Геннадий Анатольевич «чӗлхе патне ҫулпа» тата «ачашлӑх саккунӗпе» чӑваш туррисене тата кайнисене таврӑнма вырӑн хатӗрлет. Г.А. Дегтярев Хайдеггера вуламан. Пурӑнасса вара ун шалти халалӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнать.

1946 ҫулта Мартин Хайдеггер «Поэтсем мӗн тума кирлӗ?» («Wozu Dichter?”) ятлӑ хайлав ҫырать. «Ку тӗнче самани ӑнсӑртран ҫӗмрӗлсе кӗнӗ ҫӗнӗ турра пула ҫаврӑнмасть. Курӑнми, хӑй пирки сас пами пулнӑ турӑ таврӑнни те тӗнче саманине ҫавӑрмасть. Ҫынсем ӑна валли вырӑн хатӗрлемесен, ӑҫта ун таврӑнас? Унӑн ҫутти мӗн пур таврана малтанах витмесен турӑн вырӑнӗ ӑна епле шӑнӑҫтарӗ? «Малтан пулнӑ» турӑсем ҫынсем вӗсем валли тивӗҫлӗ тата тӗрӗс уйӑрнӑ вырӑнсем хатӗрлесе хурсан таврӑнӗҫ». («Поворот этой мировой эпохи  не может случиться через внезапное вторжение нового бога или через возвращение старого, восстающего из своей сокрытости. К чему обратится он в своем возвращении, если люди не подготовят прежде для него местопребывания? И как местопребывание  бога сможет вместить его, если сияние его божественности прежде не залило своим светом все, что есть? Боги, которые «были раньше», вернутся в «надлежащее время»; т.е. тогда, когда люди предуготовят достойные и верно распределенные места». А.Г. Дугин куҫарӑвӗ.).

Хайдеггера «философисен принцӗ», «философсен княҫӗ» теҫҫӗ. Вун тӑххӑрти Сеҫпӗл те, «чӗлхене сыхлакан, упракан» (Хайдеггер философийӗнчи ӑнлавсем) Дегтярев та – ҫав йыхран:

Тухӑр тӗттӗмрен

Ҫутӑ ҫул ҫине!

Татӑр ӑслалӑх

Ешӗл ҫулҫине.

Ҫутӑ хӗвелпе

Ҫуталса тӑрар.

Тӑван челхепе

Пӗрлешсе юлар!

 

«Тӑванӑм, тӑван улпут пек, Турӑ умӗнчи ҫурта пек»

(Геннадий Дегтярев вӑрттӑнӗ пирки) // Хыпар. - 2010, ҫурла, 7. - 4 с.

«Ҫиелтен пӑхакансем кӑна ҫынна тулашран хакламаҫҫӗ», – тенӗ Оскар Уайльд парадоксалист.

Йӑрӑс пӳ-силлӗ, ҫыпӑҫу тумлӑ, шухӑшлӑ сӑнлӑ… – ҫапларах курӑнать Геннадий Дегтярев тулаш енчен пӑхсан. Тытасса та вӑл хӑйне ютшӑнарах тытать. Кунтисем мар, таҫтан хӑнана килнӗ тейӗн…

Ӑҫтан килнӗ-ха Геннадий Анатольевич?... Вӑрттӑнлӑх тӗтрине сирсе пӑхар…

*******

– Мӗнпе-ши мана Иван Юркин ҫавӑрса илнӗ, тухатланӑ, – ыйтнӑччӗ эп Г.Н. Айхирен (1996). Геннадий Николаевич ҫапла хуравланӑччӗ:

– Ку вӑл сан ностальгия. Тунсӑхлани. Эс асаттесем, мӑн асаттесем патне таврӑнасшӑн. Тасалӑх, тӳрӗлӗх, ултавсӑрлӑх, чӑнлӑх патне таврӑнасшӑн…

Чӑваш ӗҫне парӑннисемшӗн, кӳлӗннисемшӗн, чӑваша юратакансемшӗн чи хакли вӑл – чӑвашлӑх. Чӑвашлӑхӗ вара – чӑваша чӑваш тӑвакан хаклӑхсем, пахалӑхсем… Чӑвашлӑх вӑл – вӑрттӑнлӑх. «Наци чӗмӗ (дух) хӗртсурт пек», –тет В.Н. Яковлев режиссер. Вӑрттӑн хӑватсем, леш тӗнчерисем курӑнасшӑн мар. Вӗсене курас тесен ҫавна валли ҫуралнӑ ҫын пулмалла тата мелне пӗлмелле. Хӑмӑт витӗр тӗнӗрен пӑхсан вилнӗ ҫынсем курӑнаҫҫӗ, чӳк кӑвайчӗн тӗтӗмӗ витӗр пӑхсан пуҫӗпе кӑвак пӗлӗте перӗнекен Улӑп курӑнать. Вячеслав Оринов лартнӑ «Шуйттан чуринче» (1992) Юнтиер хӑйӗн мӑйракаллӑ хуҫине сӳре витӗр пӑхса курать… Чӑвашлӑха курас тесен мӗн витӗр пӑхмалла-ши?.. «Ку – чӑвашла, ак ку – чӑвашла мар, – тетпӗр-ҫке эпир? – Ку – мана ҫывӑх, ку – ман мар…». «Евгений Онегинӑн» юлашки сыпӑкӗнче Пушкин магилле кристалл пирки калать: «Ҫамрӑк Татьянӑпа Онегин уҫӑмсӑр тӗлӗкри пек мана пирвайхи хут курӑннӑран нумай-нумай кун иртрӗ – ирӗклӗ роман инҫетне магилле кристалл витӗр ун чух эп уҫӑмлах уйӑрман-ха». Камӑн чунӗнче ҫеҫпӗлле кӗвӗ («Чӑваш! Чӑваш!.. Чӑваш! Чӑваш!..») пӗр вӗҫӗмсӗр янрать – ҫавсем ҫынсене те, ӗҫ-пулӑма та, пурнӑҫа та чӑвашлӑхӑн инҫет, перспектива ҫутинче курасшӑн… Анчах ҫапла курма пирӗн магилле кристалл ҫук. Чӑвашлӑхран ютшӑнса эпир суккӑрланнӑ – чунпа курма пӑрахнӑ… (Ют халӑх куҫӗпе ют инҫете куратпӑр халь эпир.)

«Тӑванӑм, тӑван улпут пек, Турӑ умӗнчи ҫурта пек» – халӑх юрринчи ҫак сӑнар-ӳкерчӗк Г.А. Дегтярев вӑрттӑнне уҫӑмлатнине сӗмлене пуҫласан, хам шухӑша ҫирӗплетес тесе, пӗлекен ҫынсемпе (специалистсемпе) канашласа пӑхрӑм. «Ку юрӑ чӑвашсем тӗне кӗнӗ хыҫҫӑн, чиркӳ тата вырӑс культури витӗмӗпе ҫуралнӑ», – терӗҫ вӗсем пӗр саслӑн. Хурав мана тивӗҫтермерӗ.

«Чун кирлӗ, чун!..» – тетчӗ ҫӗн йӗркелӳ (перестройка) варкӑшӗн символӗ Кирилл Кириллов. Чӑваш тӗнчине тӗрӗс ӑнланма ӑсран ытларах чӑнах та чун, чун пӗлӗвӗ кирлӗ… Улпучӗ те, ҫурти те чӑвашӑнах пулнине Иван Юркин (1863 – 1943) ӗнентерчӗ. «Супинкке эп, супинкеҫӗ, – тет хӑй пирки Г.А. Дегтярев. – Ыттисен юррине юрлама юратман ҫын, нонконформист». («Ҫурта – уйрӑм тӑракан ҫын, супинкке пурнӑҫне сӑнарлать», – ӑнлантарать Карл Густав Юнг.). В.Г. Родионов И.Н. Юркинӑн тӑван литературӑри вырӑнне «чӑваш прозин ашшӗ» тесе палӑртать. «Тата супинккесен, супинкеҫӗсен ашшӗ», – хушса хунӑ пулӑттӑм эп.

«Культурӑри нумай пулӑм, – тет П.С. Гуревич философ, – пуҫпа шухӑшламасӑрах, хӑйне хӑех пулса пырать». Уильям Шокли вара ҫакна шут-хисеп (статистика) меслечӗпе ҫирӗплетет: «Эпир кӑмӑлларах панин, ытларах юратнин, маларах хунин, килӗштерех панин 80 проценчӗ генетикӑран килет». Юркинпа Дегтярева пӗр «чустаран» тунӑ. (Ҫакна эп ҫак тӗрленчӗке ҫырнӑ май кӑна ӑнланма пуҫларӑм.). Тулаш енчен те вӗсем пӗр пек. Николай Кузьмич Юркин хӑй мучӑшӗ пирки каласа панинчен (1994 ҫул): «Шӑратса тунӑ пек, тӳп-тӳрӗ, ҫурта пекчӗ. 1 метр та 70 см пулӗ, кая мар. Утнӑ чух ҫӑп-ҫӑмӑл утатчӗ. Калаҫма та ҫӑмӑл калаҫатчӗ. Ытлашши шӑпӑлтатса-кулса калаҫса ларакан йышши пулман, уҫӑ кӑна калаҫса ларакан ҫын. Тем тӗрлӗ ывӑнтарса ларман вӑл ҫын патӗнче».

Юркинпа Дегтярев пӗрпеклӗхӗн йӗрӗ ҫине ӳксен эп Геннадий Анатольевичран ыйтрӑм:

– Эс мӗн ҫӳлӗш?

– 1 метр та 70 см, – пулчӗ хурав.

«Эп Пӑлхар патши ывӑлӗ», – тенӗ хӑй пирки И.Н. Юркин. Юркин ҫине тиркевлӗ пӑхакансем те ун мӑнаҫлӑхне асӑрханӑ. Ф.Е. Уяр Юркина Шелепипе танлаштарнӑччӗ: «Шелепи хресчен сӑнлӑччӗ. Юркинра вара чиновник туйӑмӗ пурччӗ. Хӑйне улпутларах тытас йӑла. Шелепи умӗнче хӑйне хуҫалла тытатчӗ, шеллесе пӑхнӑ пек пӑхатчӗ ун ҫине. Калаҫнӑ чух чӗлхи лайӑх. Шелепи вӑтаннӑ пек, пӗшкӗнерех, пӗрӗнерех ҫӳретчӗ».

Хӑйне улпутларах, улпут пек тытас йӑла пирӗн Геннадий Анатольевичӑн та пур. Улпучӗ чӑвашшӑн кам пулнине Юркин ҫапла ӑнлантарса парать: «Пирӗн чӑвашсем Улӑп теҫҫӗ патшалӑхра чи пысӑк, чи аслӑ, чи вӑйлӑ, паттӑра тухнӑ ҫынна. Ку ҫын хӑйӗн вӑйӗпе паттӑра тухса Улӑп ятлӑ пулнӑ. Патшалӑхра тата урӑх тӗрлӗ чаплӑ ҫынсем пулма пултарнӑ. Вӗсене, пулас улӑпсене, кӗскетсе урӑх ят панӑ: «Улпут», – тенӗ. Улпутсем те патшалӑхра аслӑ ҫынсем пулса пурӑннӑ. Патши мӗн тума хушнине вӗсен малтан тумалла пулнӑ, ҫул кӑтартса пынӑ епле тумаллине, ыттисене ӑс парса, вӗрентсе, кӑтартса-тутарса пымалла пулнӑ. Кирлӗ чухне патшипе куҫа-куҫӑн курӑнса калаҫнӑ. Хӑйсен ӗҫӗсене лайӑх тунӑ ҫемӗн патша умӗнче ырӑ ятлӑ пулса, пысӑкран пысӑк пулса, чапа тухса Улӑп ятлӑ пулма тӑрӑшнӑ. Улӑппа Улпут ятсене авалхи саманасенче пирӗн чӑвашсем панӑ хамӑр халӑхшӑн, хамӑр патшалӑхшӑн ырлӑх тунӑ шултӑра ҫынсене анчах. Ыттисене, тӗк-тӑмал ҫынсене, никама та паман».

«Кӗрешес тӗлтен манӑн паттӑрлӑхӑм пысӑкчӗ», – тет Юркин «Паттӑр» (1931) хайлавра. Кӗрешӳҫӗ пулсан та, вӑл чунӗпе чечен пулна. «Чунӑм сире савнӑ чух мӗн кӑна тума тытӑнам-ши? Юрлам-ши, кулам-ши, вулам-ши? Ей шур хут ҫине хамӑр чӑвашшӑн ӑшӑ сӑмахсем ҫырам-ши?!.». Геннадий Анатольевич чунӗ тӗпӗнче те ҫак кӑмӑлах. Юркин хӑй патне килнӗ хӑнисене хӑй ҫырнисене вуласа панӑ. «Вулам-ши?» тени кунта ҫавна пӗлтерет те ӗнтӗ. «Эп ҫунмасан, эс ҫунмасан, эпир ҫунмасан, епле тухӗҫ тӗттӗмрисем ҫутта, тӑван», – вулатчӗ Геннадий Анатольевич Назым Хикметӑн «Керем пек» сӑввине (вӑл ӑна 1981 ҫулта куҫарнӑ). Ҫурта пек тӳрӗ пӳ-силлӗ Геннадий Анатольевич чунӗпе чеченччӗ, черченччӗ. «Пӑх-ха, епле ҫӳҫенеҫҫӗ ҫулҫӑсем», – тесе кӑтартнӑччӗ мана пӗрре (1987) кухня чӳречинчен ҫумӑр айӗнчи чие ҫине. Эпир унпа институт общежитинче пурӑнаттӑмӑр. Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пӗрер пулӗм йышанаттӑмӑр. Тепӗр пӳлӗмӗ П.С. Красновӑнччӗ. Ҫумӑр айӗнчи чие мана, ун чухне Андрей Тарковскийпе аташаканскере, «Солярис» фильмри космизма аса илтернӗччӗ.

Геннадий Анатольевич чечен, паттӑр чунлӑ. Пӗрре, каҫпа, чӑвашла хирӗҫ чӗннӗшӗн, тӑват сӗмсӗр хамӑр ҫурт умӗнчех тапӑнсан, вӑл пӗр хӑрамасӑр мана хӳтӗлеме тухнӑчче. (Шалти чеченлӗхе Геннадий Анатольевич халь «Вут-шу» ятлӑ ушу секцийӗнче, А.Е. Романов патӗнче, туптать.). Кухньӑра эпир кулинари пирки мар – поэзи, литература, искусствӑпа философи пирки калаҫаттӑмӑр… Геннадий Анатольевич хӑйӗн сӑввисемпе, куҫарӑвӗсемпе сӑйлатчӗ. Ҫӗн йӗркелӳ (перестройка) варкӑшӗ хуҫаланатчӗ пирӗн чунсенче… Ҫеҫпӗл Мишшин «Чӑваш арӑмне» сӑввинчи пек:

Чӑваш ҫынни те халь ӗнтӗ

Хӑй пуҫне ҫӗклерӗ,

Тӑван ҫӗршывне юратрӗ:

«Эпӗ те ҫын», – терӗ.

Ҫӗн йӗркелӳ вӑхӑтӗнче пирӗн институтра та ҫӗннипе кивви кӗрешетчӗ. Пирӗн кӳршӗ – П.С. Краснов – профсоюз ертӳҫиччӗ. Пуҫлӑхсен куссипе кусасшӑн марччӗ вӑл. Ҫавӑнпа влаҫрисем ӑна, кавар туса, ку вырӑнтан хӑтарасшӑн пулчӗҫ. Пӗтермеллипех пӗтерчӗҫ ӑна пухура. Ҫӗн йӗркелӳ майлисем те пуҫӗсене чиксе ларчӗҫ. Юлташ текеннисем, Н.И. Егоровпа К.Д. Кириллов, мульфильмри Леопольд кушак аҫи сӑмахӗпе: «Ребята, давайте жить дружно», – терӗҫ. Геннадий Анатольевич вара ку хутӗнче те чунӗпе чечен пулнине кӑтартрӗ. Пуху умне тухрӗ те – пӗр иккӗленмесӗр: «Эпӗ икӗ алӑпа та Петр Степановичшӑн», – терӗ. Эпӗ те унран юлмарӑм. Институтра ун чухне ытларах ватӑсем ӗҫлетчӗҫ. Эпир «симӗссисен» шутӗнчеччӗ (Геннадий Анатольевич анчах аспирантура пӗтернӗ, эп – университет). Ватӑсем, ятлӑ-сумлисем хайхи пирӗн ҫине сиксе ӳкрӗҫ. «Эс кам пуҫна ҫӗклеме?!.» тесе пире хӑрта пуҫларӗҫ… Ҫавӑн чухне эп Геннадий Анатольевич сӑввисемпе куҫарӑвӗсем сӑмах купи пулманнине, вӗсенче чӑн туйӑм, ӗненӳ упраннине, вӑл принциплӑ ҫын пулнине ӑнлантӑм… Халь тата урӑхла ӑнлану шайне хӑпартӑм пек: Юркинпа Дегтярев принципӗсем пӗрре иккен… Принципӗсем, мӗн паха, чӑвашлӑхра, юнра, генра… тымар янӑ.

 

Владимир Енилин ӳкерчӗкӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Orphus

In Other Languages

Banners

Counters