Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Бессильный гибнет, подражая сильному.(Федр)
 

Ad

Юрий Яковлев: «Пысӑк вӑхӑтра ним те пӗр йӗрсӗр ҫухалмасть, пӗтӗмпех ҫӗнӗ пурнӑҫ валли чӗрӗлет»

Юрий Яковлев14.09.2021 13:273975 views

(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен)

«Чӑвашӑн малалла ӑслӑлӑх вӗренес пулать. Тӗнче пысӑк, тӗнчере темӗн те пур. Тӗнчене пӗлме тӑрӑшмасӑр, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрашмасӑр пурӑнма май ҫук», – ҫырнӑ Ҫеҫпӗл 1921 ҫулта.

«Май пур!..» – теҫҫӗ пирӗн вӗреннӗ чӑвашсем. Хаҫат-журналсене, литература е ӑслӑлӑх ятпа тухакан кӗнекесене уҫкаласа пӑхӑр, радио-телевидени кӑларӑмӗсемпе паллашӑр, театрта пулӑр, чӑваш фильмӗсене курӑр. пуху-конференцисене интернетра шыраса тупӑр, паянхи чӑваш юрри-музыкине итлӗр, «Чӑваш халӑх сайтӗнчи» комментарисене/акапасарсене вулӑр… Пур-и унта ӑслӑлӑха вӗренес тени, тӗнчене, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрӑшни?.. Ҫук… Ҫеҫпӗл палӑртнӑ инҫет/горизонт патне туртӑннине те ҫукрах… Телее, пирӗн Атнер Петрович Хусанкай пур, ӳнерҫӗсем пур… Вӗсем «семиосфера ахах-мерченӗсемпе» (Ю.М. Лотман ӑнлавӗ) шалти хутшӑнӑва кӗреҫҫӗ. Вӗсен пултарӑвне ҫӗн пӗлтерӗш-тупсӑмсен (смыслы) тарӑнӑшӗ патне ҫитерекен Пысӑк вӑхӑт (М.М. Бахтин ӑнлавӗ) пиелет…

Паянхи гуманитари тӗпчевӗсен тӗпри принципӗсенчен пӗри интертекст тата интертекстлӑх пулмалла пек. Чӑваш, пӗтӗмӗшле илсен, ку юхӑмран аякра. Кашни текст интертекст пулни, культурӑна диалог пек философилле ӑнланма кирли ун асӗнче те ҫук. Интертекст, цитата саманинче те чӑваш шухӑшлавӗ монологла пулни (Ю.М. Артемьев монологлӑха пит тӗрӗс палӑртнӑ) курӑмланса та уҫӑмланса пырать. «Мӗн ҫитмест-ши пирӗн пурнӑҫра?» Диалог ҫитмест чӑваша.

«Пӗр пуплев те ни пӗрремӗш, ни юлашки пулма пултараймасть. Вӑл вӑчӑран сыпӑкӗ кӑна, ҫавӑнпа ҫав вӑчӑрасӑр ӑна тӗпчеме ҫук».

«Ни одно высказывание не может быть ни первым, ни последним. Оно только звено в цепи и вне этой цепи не может быть изучено» (Бахтин М.М. Эстетика словесного творчества. М., 1979. С. 340.).

«Пирӗн чӗлхе пирӗн чӗлхе астӑвӑмӗн пуххинчен килекен пӗр чарӑнми цитаци юхӑмӗ пек ӗҫлет».

«Наша языковая деятельность осуществляется как непрерывный поток цитации, черпаемый из конгломерата нашей языковой памяти» ( Гаспаров Б.М. Язык. Память. Образ. М., 1996. С. 14.).

«Халӑх (кирек мӗнле халӑх та, уйрӑмах аслӑ халӑх) философисӗр пурӑнма пултараймасть. Ҫав наци философийӗ яланах хӑйне май пулса тухать (кашни халӑх унта хӑйне евӗрлӗхне, шухӑшлавне хывать). Философи тӗнче шухашлавӗн контекстӗнче кӑна пурӑнать. Акӑ пирӗн славянофилсем раҫҫӗй наци шухӑшӗн хӑватлӑ ҫуртне хӑпартнӑ. Тӗрӗссипе вара ҫав вӑхӑтрах нимӗҫ романтикӗсемпе хавхаланнӑ, ҫине тӑрса Гегеле тата ытти анӑҫ авторӗсене вуланӑ. Философи процесӗ нихҫан та сывлӑшсӑр вырӑнта пулмасть. Вӑл ялан конкретлӑ философи процесӗпе ҫыхӑннӑ».

«Народ (любой народ, особенно народ великий) без философиии жить не может. Эта национальная философия вырабатывается всегда оригинально (каждый народ вносит в нее собственные черты, мышление). Живет философия только в контексте мировой мысли. Так, наши славянофилы, которые создали грандиозное здание российской национальной мысли, на самом деле при этом вдохновлялись немецкими романтиками, активно читали Гегеля и других западных авторов. Философский процесс никогда не бывает в безвоздушном пространстве. Он всегда привязан к конкретному философскому процессу»

(Дугин А.Г. Радиопередача «Русская вещь» на РСН, 2007 г.).

Юлия Кристева интертекст ӑнлава ӑслӑлӑха1967 ҫулта кӗртет. Ҫеҫпӗл вара интертекстлӑх пирки 1920 ҫултах сӗмленнӗ. Ҫеҫпӗл мал курӑмлӑхне/юмӑҫлӑхне епле ӑнлантармалла?.. Пирӗн сӑвӑҫа ун тӗллевлӗхӗ тӗнче шайне ҫӗкленӗ:

Хастарлӑ, хыт утӑмлӑ пулӑр,

Ҫӗршывӑн хастар ачисем,

Вут кайӑклӑн вӗҫӗр, ан юлӑр,

Ан юлӑр кун-ҫул уттинчен.

1921 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫырнӑ сӑвва Ҫеҫпӗл ахальтен «Хурӑҫ шанчӑк» ят паман. Ӑҫтан килет ун шанчӑкӗ? Тарӑнӑшран. «Пирӗн талантлӑ поэт Ҫеҫпӗл Мишши хӑйӗн пысӑк сисӗмлӗхӗпе япаласене тӗпне ҫитичченех туйнӑ», – тенӗ Н.Я. Золотов «Укӑлчакасси» кӑмӑлне» статйинче («Сунтал», 1927, 9 №).

«Эп ӗмӗрсем валли ҫыратӑп», – тет Юркка Иванӗ (И.Н. Юркин). Унӑн та, Ҫеҫпӗлӗн те пултарун чӑн тымарӗсем кулленхи пурнӑҫра, кашникунлӑхра мар – Пысӑк вӑхӑтра.

«Пысӑк вӑхӑтра, – тенӗ М.М. Бахтин, – ним те пӗр йӗрсӗр ҫухалмасть, пӗтӗмпех ҫӗнӗ пурнӑҫ валли чӗрӗлет» («В Большом времени ничто не пропадает бесследно, все возрождается к новой жизни»).

Пысӑк вӑхӑт Ҫеҫпӗлӗн «Чӑн чӗрӗлнӗ!» сӑввин тӗпсӗр тарӑнӑшне асӑрхама май парать:

Эй, ваттисем! Иртнӗ ӗмӗрӗре

Асап чӑтса ирт[т]ернисем!

Мӗн авалтан Чӑваш Чӗлхи

Асап чӑтни аса килет-и сире?

Сире аса килет-и авалхи?

Шухӑшлӑр-ха! Астӑвӑр, ваттисем!

Чӑваш ҫынни авал чухне

Пуҫне чиксе шӑппӑн ҫӳренӗ.

Тункатаран та шикленнӗ...

Чӑваш Чӗлхи асап айне

Путарӑннӑччӗ ун чухне...

Эй, ваттисем!

Эй, ват ҫынсем!

Авал Чӑваш асаплӑ пулнине

Ҫамрӑксене каласа парӑр:

Тӑван ҫӗршывӑн капӑр чӗлхине

Ялан савма хушса хӑварӑр.

Эй, ваттисем! Пӗтӗм чӗререн

Сире пиллетпӗр ыр пилпе.

Эсир асапсене парӑнманнипе

Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен.

Кӑвак хуппи пӗлӗт тӑрӗнчен

Чӑваш ҫӗрне ҫутатса ячӗ.

Тӑван ҫӗршыв чӗлхи хӑвачӗ

Чӗрӗлсе тӑчӗ вилӗмрен.

Чӑваш Чӗлхи текех чухӑн мар!

Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен.

Эй, чӑвашсем! Пӗтӗм чӗререн:

— Чӑн чӗрӗлчӗ! — тесе кӑшкӑрар.

Эсир тата, вӗри чунсем!

Кӑвар чунсем, яшсем, хӗрсем!

Каҫ-каҫ урамсене тухса,

Кӗвӗллӗ юрӑсем хурса,

Тӑван ҫӗршывӑн чӗлхине

Мухтав тума манса кайман-и?

Чӑваш Чӗлхин хӗвеллӗ илемне

Чунтан савса тӑма манман-и?

Пур ҫамрӑксем! Ҫунат хушар:

Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен!

Эй, ҫамрӑксем! Пӗтӗм чӗререн:

— Чӑн чӗрӗлнӗ! — тесе кӑшкӑрар.

Тӑван ҫӗршыв вӑрманӗсем!

Чечек ҫеҫки тӑхӑннӑ улӑхсем!

Чӑваш Чӗлхи хӑвачӗ кӑмӑлне

Мухтав юрри шавласа янрӑр:

— Авал асап чӑтнӑ вырӑнне

Чӑваш Чӗлхи хӑватлӑлантӑр!

Сӗм вӑрмансем, шавласа ларӑр:

— Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен!

Уйсем, варсем! Вӗҫе-вӗҫӗмрен:

— Чӑн чӗрӗлнӗ! — тесе ян ярӑр!

Чӑваш Чӗлхи текех чухӑн мар!

Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен.

Эй, чӑвашсем! Пӗтӗм чӗререн:

— Чӑн чӗрӗлчӗ! — тесе кӑшкӑрар.

Ку сӑвӑ 1921 ҫулта Шупашкарта ҫырӑннӑ. Мӗншӗн ҫырӑннӑ – ҫырнӑ мар? «Хайлав нихҫан та автор пуҫӗнче ҫуралмасть. Ҫырӑннӑ чухне те вӑл хӑй ҫуралнӑ вӑхӑтпа тата вырӑнпа тӳрремӗн ҫыхӑнман» («Произведение никогда не рождается в голове автора и тогда, когда оно пишется, оно не определяется часом и местом своего непосредственного рождения».). (Бахтин М.М. Страшное и смешное у Гоголя.).

 

Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ. С. Ю. Ювенальев ӳкерсе илнӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Orphus

In Other Languages

Banners

Counters