Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Кто так часто обманывал тебя, как ты сам?(Б. Франклин)
 

Ad

Виталий Станьял: Тӗрлӗ тӗслӗ пурнӑҫпа вилӗм

Виталий Станьял08.01.2023 14:373790 views

(«Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» драмӑна вуласан - «Тӑван Атӑл», 2022, 12)

Икӗ пайлӑ, вунӑ курӑнуллӑ драмӑри ӗҫсем пӗтсе ларнӑ ялта 1994 ҫул хыҫҫӑн пулса иртеҫҫӗ. Ҫухалса пыракан ялсен шӑпи Арсений Тарасов прозинче («Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» калавра, сӑмахран) тахҫанах палӑрнӑчччӗ. Каллех ҫав тема, ҫав ырату.

«Ялӗнче пӗр чӗрӗ чун юлман. Эпӗ те Ульха пур. Тата кам? Ӳсӗр Палля ӗнтӗ. Тата манӑн икӗ сурӑх»,-тет ватӑлса ҫитнӗ Ҫарахви карчӑк. Унӑн юратнӑ упӑшки Элекҫей вӑрҫӑра нимӗҫ тыткӑнне лекнӗ, хӑтӑлса тухсан каллех тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Пурнӑҫ ӗмӗр тӑршшӗпех пусса тӑнӑ ӑна. Колхоз председателӗ, саккунлӑ вӑрӑ, партийцӑ Палля «ҫӑварлӑхланман» Элекҫее, ҫӑхав ҫырса, тепӗр хут тӗрмене тыттарса ярать.

Саманан йӗксӗк йытти Палля. Ӑна ашшӗ пӑхман. Ҫарахви амӑшне качча илейменнишӗн арӑмӗпе ачи айӑплӑ, имӗш. Ашшӗне кулак тесе Ҫӗпӗре ӑсатнӑ чухне Палля интернатра пурӑннӑ. Вӗсен кил-ҫуртне колхоза панӑ. Кайран ҫав пӳртре Ҫӑрахвисен ҫемйи пурӑнмалла пулса тухнӑ. Хӑй колхоз председателӗ чухне Элекҫейпе Ҫарахвие урӑх яла кӑларса яма хӑтланнӑ. Вӗсен ывӑлӗ Гриша Палля Никантӑрне Куҫмапа харкашнӑ чухне чарма хӑтланнӑ. Никантӑра ӗненсе, судра Гриша айӑпа хӑй ҫине илнӗ, мӗншӗн тесен лешӗ мотоцикл пама шантарнӑ. Таврӑнсан Гриша ултавҫӑ Никантӑра лайӑх тавӑрнӑ, каллех тӗрмене лекнӗ. Вӑл ирӗке тухать, таврӑнать, анчах унӑн амӑшӗпе пӗрле юлма май килмест.

Б.Н.Ельцинӑн 926-мӗш «...о порядке возврата гражданам незаконно конфискованного и изъятого...» указӗ тухнӑ хыҫҫӑн Палля пӗччен карчӑка ҫуртран кӑларса ывӑтасшӑн. Нӗрсӗр этемӗн ӗмӗчӗ тулмасть. Унӑн виллине карта ҫумӗнче тупаҫҫӗ. Шӑм-шаккине выҫӑ йытӑсем кӑшласа пӗтернӗ. Ҫапла драмӑри ӗҫ-пулӑм ӗрти-тымарӗ.

Хайлавра чуна тыткӑнлаканӗ - Ҫарахви карчӑк сӑнарӗ, унӑн чунлӑхӗ, ӗненӗвӗ, шухӑшӗсем. Вӑл тӗп сӑнар. Тӗнче тӗрӗслӗхӗ унпа виҫӗнет. Пулни-иртни, суяпа чӑнни ун тавра ҫаврӑнать.

Ялта икӗ ҫын юлчӗҫ. Ыттисем - Палля хӳрешки ҫатта Кантюк, телейне тупайман чарусӑр Майккапа Зина тахҫанах вилнӗ. Тӑнран тайӑлас карчӑк ял ишӗлчӗксем ӑшӗнчен тупса килнӗ Пукане кӑна чипер хӗр-юрӑҫ пулса юлать.

Вилнӗ ҫынсен манӑҫми мӗлкисем килеҫҫӗ. Сӑнарсем чӗрӗлеҫҫӗ, Пукане калаҫать. Телей кӗпи тӑхӑнаҫҫӗ. Капла кӑтартни юмахсемпе тӗнче литературинче ӗмӗртенпех курӑнать. Мистика е фантастика, таймӑк-шаймӑк-и ҫакӑ? Жанр тӗсӗ енчен философи публицистика, ӗрет-нисеп, лирика, хоррор, экшен тата тем те аса килчӗ. Анчах драмӑн ятарлӑ вӑрттӑнлӑхӗ-хуҫкаланчӑкӗ вулаканшӑн (лартса парсан - кураканшӑн та) пӗлтерӗшлех мар пулин те, драмӑра ытарлӑ, палӑртуллӑ (символла) пӗлтерӗш пурах. Умри элем пекех вӑл, тейӗпӗр. Этем хакне, тивӗҫне, ҫынлӑхне, асӑмне вилӗм умӗнче хакланин палли. Лайӑх пурӑннӑ чухне ҫын хӑй вилӗмӗ ҫинчен сайра шухӑшлать. Инкеке лексен, йывӑр чирлесен, ватӑлсан ҫав шухӑшсем никама та сиктерсе хӑвармаҫҫӗ. Эппин, чӑн пурнӑҫран йӑлтах. Каласа панин мелӗ кӑна юмахларах.

Вилӗм умӗнче пурте танах. «Ҫӗр ҫинче пурте килет те каять, тупӑнать те ҫухалать». Вӑл никама та сиктерсе хӑвармасть. Пуян-и, чухӑн-и, кахал-и, ӳрӗк-и, ватӑ е ҫамрӑк - уяса тӑмасть. Вилӗм ҫын пурнӑҫне тӳрӗ хак паракан тӗкӗр. Ҫынсем вилнӗ этеме кирек хӑҫан та харкаммӑн хак хураҫҫӗ - кам пулнӑ та мӗнле пулнӑ, таса пурӑннӑ-и, ырӑ е усалпа пӑтраннӑ-и - тараса ҫине хурса виҫменни кӑна! Драмӑра этем кӑмӑлӗн паха енӗсене ҫынри тискерлӗхпе хирӗҫлетсе кӑтартнӑ. Сӑваплӑ-и тӑшмана тавӑрни е тӗрӗсси айвансен шӑпи кӑна? Айӑплӑ-и Гришапа ашшӗ тӗрӗслӗхе хӳтӗленӗшӗн? Вӗсене асӑнакан та, кӗтекен те юлмарӗ. Вӑрӑсем вӗсем вӑрра асӑнаҫҫӗ, пире мар. Вулаканшӑн пуҫа ватмали драмӑра пайтах.

Хӗрлӗ тӗс телее пӗлтерет-мӗн. Мӗншӗн хӗрлӗ тӗс - ӑнсӑртран-им? Телейӗ мӗн-ха тата? Пулнӑ-и вӑл е ҫук та-и? Ҫухатсан ҫеҫ телее хаклама пуҫлатпӑр. Унччен вӑл пуррине сисменни пайтах. «Элекҫей питӗ туянса парасшӑнччӗ хӗрлӗ кӗпе - пурнӑҫа йӳнеҫтереймерӗмӗр-ҫке. Хӗрлӗ тӗс вӑл - савӑнӑҫ, илем», - тет капӑр хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнтартнӑ Пуканене (хуҫисем Шӑракут ҫеҫ тенӗ Эсмеральдӑна) Ҫарахви карчӑк. Ҫукран чӗрӗлсе тӑрать пурнӑҫ тӑвакансене мухтакан хурлӑхлӑ та асамлӑ вӑй.

Чӑнласа ҫыравҫӑ пулма турӑ (ҫутҫанталӑк) пани кирлӗ, чун хевти пулмалла, теҫҫӗ. Пӑтраннӑ вӑхӑтра вӑл кирлех марри сиксе тухрӗ. Сӑмах илемне (эстетикине) ӑнланмасӑрах кӗрекене кӗрсе ларакансем тупӑнчӗҫ. Хисеплӗ ят, грант, орден илеҫҫӗ. Хӑйсем - ҫын хыҫҫӑн чӗркелекенсем ҫеҫ, ют сӑмахпа каласан - копирайторсем. Тултарса лартрӗҫ ҫавсем ҫӳлӗксене. Укҫаллисем пичетленеҫҫӗ, тепӗр чухне чухӑна юлнӑ талантсемех вӗсене юсаса параҫҫӗ. Тем тӗрли те пур тӗнчере. Пӗличчен пӗлменни.

Арсений Тарасовӑн сӑмах туйӑмӗ, пӗлӳ-ӑнлану шайӗ, ҫыру таланчӗ пысӑкки мана пӗрре те иккӗлентермест. Вӑл литературӑшӑн, культурӑшӑн ҫуралнӑ. Ҫӗнӗ литература тумалла, тет Арсений Алексеевич. Тӗнче литературинче пурнӑҫа тӗшӗлесе пӑхман меслет хӑварман ӗнтӗ. Ҫӗннине шыраса тупайманран пур ӑпӑр-тапӑр йӑтӑнса анчӗ халӑх умне. Пурнӑҫа хамӑр вӑхӑт аталанӑвӗ чухлӗ тӗрӗс те кирлӗ чухлӗ кӑтартса парсан тем пекехчӗ!

Патшалӑх пире пулӑшмалла,-теҫҫӗ ҫыравҫӑсем. Талантлисене, чӑнах та, пулӑшмалла. Чӑвашӑн критик мар, йӗркеллӗ рецензент та ҫук пулсан, кам пӗлет кам талантлине? Талантсӑррисене ҫиелте ярӑнма тӗрӗс критика ҫукки шӑпах лайӑх вӗт! Тӗрлӗ комиссисене ҫавӑрма та йывӑр мар. Ман шутпа, ҫапах та, патшалӑх ӑмӑртусем (конкурссем) ирттерни лайӑхах. Чӑваш драматургийӗн конкурсӗнче «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» мала тухнӑ. Тивӗҫлипе. Ытларах пулсанччӗ мала тухнисем!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (17)]

Comments:

Евразиец // 1855.68.3619
2023.01.08 19:36
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
Тимер // 2938.76.0825
2023.01.09 07:44
Саньяла тав.
Agabazar // 4159.6.2220
2023.01.09 09:32
Agabazar
Станьял — талантлă рецензент.

Енчен те копирайтор тени «ют сăмах» пулсан, кала, пĕлтер пире ют маррине.

Калаймастăн-и? Апла пулсан эс «ют» тени вăл ниме те пĕлтермест.

«Партиец» тенине «чăвашлатасшăн»-и. Юрĕ. Хăтланса пăх. Анчах вĕçне çитер. Çурма çулта е пуçламăшĕнчех чарăнса ан тăр.

«Партийцă» мĕн япала вăл? Ăна еплерех вуламалла? [Пардийдзă] темелле-и?

Вĕрент пире ху мĕн çырнине вулама!!!

Парччийццă пек пулсан вулама пултарăпăр.
Agabazar // 4159.6.2220
2023.01.09 09:48
Agabazar
Цитата: <<Никантӑра ӗненсе, судра Гриша айӑпа хӑй ҫине илнӗ...>>

Вăт çак япалана ăнланма хĕн.

Нивушлă судра пĕр-пĕр çын айăпа «хăй çине илни», ăславçăсем пек каласан, аргумент пулма пултарать????

Нивушлĕ юстици паянхи кун та çакнашкал, Вышинскийле, хăтланать? Царица доказательств?

Унашкал «хăй çине илнисене» суд мĕншĕн пăрахăçа кăлармасть, «юридически ничтожно» темест?

Кам та пулсан ăнлантарса парĕ-ши çакнашкал КАЗУСа?

Милиццисем, йĕрлĕмçĕсем, прокурорсем ытти суд тăвакансем ĕнентерÿсене хăйсем пухмалла, «сам признался» тени çине йăвантармалла мар.
Евразиец // 1855.68.3619
2023.01.09 14:35
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
Сергей Пятаков // 2276.36.7354
2023.01.09 16:25
Кама вуламалла-ши тесе пуçа сахал мар ватрăм. Ак камăн хайлавĕсене вуламалла иккен.)
Agabazar // 2135.42.2022
2023.01.09 21:42
Agabazar
Икĕ çырсатуху хушшиче (2010-2020) Раççейри чăвашсен йышĕ 400 000 чухлĕ чакнă. Кам валли çыратăр хайлавăрсене?

Мĕн тума кирлĕ кунта Станьял рецензийĕ?

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters