Слепое обожание делает мужчину идиотом.(Р. Хайнлайн)
Ad
Валерий Алексин: Эпир те газлӑ пултӑмӑр (2-мӗш пай)
Валерий Алексин14.03.2023 13:314006 views
(c) РИА Новости / Александр Кряжев
Чӑваш ялӗсене пӑрӑхпа килекен газ кӗртсе пӗтерме 2003 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче Н.В. Федоров алӑ пуснӑ Указпа килӗшӳллӗн пуҫласа ячӗҫ. Унтанпа ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Асӑннӑ Указра ҫакна палӑртнӑччӗ: «Газ кӗртсе пӗтерессине чи кирлӗ патшалӑх задачи тесе палӑртас»; «ҫак ӗҫе 2003 – 2004 ҫулсенче республика тата федераци укҫи-тенкипе, халӑхран пуҫтарнӑ укҫапа тата ытти майсемпе туса ҫитерес»; «газ кӗртме халӑха банксенчен укҫа кивҫен илме пулӑшас».
Сӑмах май каласан, каярахпа халӑхран пуҫтарнӑ укҫана каялла тавӑрса парас пирки нумай кӗрлерӗҫ. Ҫакна палӑртса хӑварар, «историлле» Указра кун пирки ним те каламан.
Пулни-иртнине, ҫав шутра лайӑххине те, час манатпӑр ҫав. Пирӗн ялсене «кӑвак ҫулӑм» ҫилпе вӗҫсе килнӗ пек туйӑнать халь. Анчах пысӑк ӗҫе пуҫласа ярса вӗҫне ҫитерме, кирлӗ пек оборудованипе материал кал-кал илсе тӑма, «газ хуҫисене» хӳтерсе те хавхалантарса ӗҫлеттерме ҫӑмӑл пулман. Ҫакна ҫирӗплетме Канаш районӗнчи Пукӑртан ялӗнчи ӗҫ-пуҫа аса илер.
Ял вӗҫӗнче экскаваторсемпе бульдозерсем кӗрлесе кайсан ватти-вӗтти мӗнле савӑнни прики калама та кирлӗ мар. Нумайӑшӗ васкаса котельнӑй тутарчӗ, пӳрте ӑшӑтмалли хатӗр-хӗтӗр туянса хучӗ. Анчах ял хушшипе иртекен «окопсене» газ кӗртекенсем чылай хушӑ пырса та пӑхмарӗҫ.
Ун чухне эпӗ «Республика» хаҫатра ӗҫлеттӗм. Пӗррехинче пӳлӗме район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Степанов кӑшӑрт кӗрсе тӑчӗ. Тӳррипе каласан «газ ыйтӑвӗпе» телефонпа шӑнкӑравласа эп ӑна хӑшкӑлтарасах ҫитернӗччӗ. Малтанах вӑл газ кӗртекенсем яла «ҫитес кӗҫнерникун ҫитеҫҫӗ», унтан «уйӑх вӗҫленнӗ ҫӗре ӗҫе тытӑнмалла» тесе лӑплантаркаласа пурӑнчӗ, каярахпа хӑйӗн те чӑтӑмӗ пӗтрӗ курӑнать: «Ҫур сехет каялла кӑна «Спецмонтажгаз» кантурӗнче планерка вӗҫленчӗ, каллех «ҫитес кӗҫнерникун» пирки юрлаҫҫӗ, – терӗ вӑл, хӑй сивӗнсе ҫитейменнине пытармасӑр. – Эпир мӗн тума пултаратпӑр, пирӗн полномочи газ кӗртекенсенсене вырӑнтан хускатма ҫитет-и? Кӑшкӑркаларамӑр та салантӑмӑр – пӗтӗм «усси» ҫакӑ пулчӗ... Эсир вара мӗншӗн ҫӑвара шыв сыпса ларатӑр, телефонпала шӑнкӑравларӑм та ӗҫ пулчӗ тетӗр-и? Хӑвӑр ял ҫыннисене пулӑшас пек калаҫатӑр, анчах мӗншӗн пуш сӑмах ҫаптаракансене питлесе нимӗн те ҫырмастӑр?» – пӑсӑрлантарать кӑна тарӑхса ҫитнӗ зам.
«Поговорку «обещанного три года ждут» часто вспоминают жители деревни Богурданы Канашского района. Давно начали будоражить души сельчан разговоры о газификации. Настало время и бурно прошли сходы, на которых они дружно проголосовали «за», притом не просто поднятием руки, а твердым рублем. Районные власти эту деревню ставили в пример: вот так сплоченной артелью следует взяться за дело!
Потом были приятные хлопоты по составлению проектно-сметной документации, строительству индивидуальных котельных, покупке газового оборудования за свой счет и т.д. Сколько воды утекло с тех пор? В минувшем году около деревни заурчали-таки экскаваторы. Сельчане радовались как дети: будет газ и у нас! Но после установки газораспределительного пункта около деревни и похозяйственного монтажа оборудования спецы улетучились, как газ из негерметичного сосуда. Прождали их всю осень. Щекотливость положения заключалась и в том, что большинство успело разломать свои русские печи и голландки в надежде на то, что с этого сезона дома начнут отапливать «голубым топливом». Заготовить дрова на зиму или нет? Тривиальный бытовой вопрос в канун суровой зимы звучал не иначе, как «быть или не быть»? Еще вопрос: на что купить дрова, если все сбережения потрачены на газификацию?
Обеспокоенным сельчанам в районной администрации советовали дышать ровно и сохранять спокойствие: деньги из бюджета уже поступили на счет подрядной организации «Спецмонтажгаз», которой руководит сам А. Галков. Уж у него такой опыт! Не даст вас в обиду, новогодние тосты будете дружно поднимать за его здоровье»…
Ҫӗнӗ ҫула кӗрсен ял ҫыннисене календарьте уявсем татах пуррине аса илтернӗ: февралӗн 23-мӗшӗ, Мартӑн 8-мӗшӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ тата ытти те. Пӗрин тӗлне ӗлкӗреймесен теприн тӗлне кӗртсе параҫҫех ӗнтӗ, кӗтес пулать. Анчах кӗтекенсем районти «Канаш ен» хаҫата уҫса пӑхнӑ та ҫӑварӗсене карсах пӑрахнӑ: ҫӗнӗ ҫулта районти тата 11 яла газ кӗртсе ҫитермелле иккен (Ҫӗнӗ Туҫа, Юнтапа, Сив Ҫырма, Матькасси тата ыттисем), ҫавна тума ҫавӑн чухлӗ укҫа уйӑрнӑ, анчах списокра Пукӑртан ҫук! Ӑнланмалла каласан, бюджетран ҫак ял ячӗпе уйӑрнӑ укҫана пӗлтӗрех «ҫисе янӑ», анчах ӗҫне туса ҫитереймен. Тепӗр начар хыпар: «Спецмонтажгазӑн» пӑсӗ пӑшлатсах тухса кайнӑ иккен, ӑна панкрута кӑларнӑ, вӑл «Сельхозмонтажгаз» ятпа ялсенче чакаланкаланӑ, анчах парӑмӗсем нумай пирки ытлашши нимех те тӑвайман, ӗҫлекенсем шалу вӑхӑтра тӳлемен пирки туха-туха кайнӑ. Хайхи «спецсене» пулах район кӑтартӑвӗсем те чаплах пулман.
cap.ru сайтри сӑн
«Республика» хаҫатӑн тепӗр номерӗнче газ кӗртес ыйтӑва каллех ҫӗклеме тиврӗ. Унта В. Степанова сӑмах панӑ.
«Мӗншӗн-ха Пукӑртан ялне халиччен те «кӑвак» ҫулӑм» ҫитеймен? – тенӗ Владимир Николаевич. – «Спецмонтажгаз» Акционерсен Уҫӑ Обществи иртнӗ ҫул начар мар ӗҫлерӗ. Анчах кӑҫал пӗтӗм техникӑна кӗтмен-туман ҫӗртен Улатӑрпа Пӑрачкав районӗсенчи объектсене туса пӗтерме куҫарса кайрӗҫ. Эпир пирӗн районти ӗҫсене вӗҫлеме подрядчика хытӑ ӳкӗтлерӗмӗр, уйӑхсерен икшер планерка пӗрле ирттертӗмӗр, анчах усси пулмарӗ».
Хаҫатра ҫырнӑ хыҫҫӑн Канаш районӗнчи ялсене газ кӗртес ӗҫри пӑтӑрмахсене тӗпчесе пӗлме ятарлӑ комисси туса хунӑ, ун йышне милиципе прокуратура ҫыннисене те кӗртнӗ.
Пакунлисем ӗҫе ҫийӗнчех тытӑнса айӑплисене мӗнле шыранине хам куҫпа курма тӳр килчӗ. Пӗр хӗвеллӗ кун вӗсен машини пирӗн кил умне ҫитсе чарӑнчӗ, икӗ милиционер йӑпӑр-йапӑр сиксе тухса ман документсене тӗрӗслеме тапратрӗҫ, вӗсен номерӗсене ҫырса илсен протокол ҫырма ларчӗҫ.
– Каласа пар, кам хушнипе ҫыртӑн «Республика» хаҫатра пичетленнӗ статьяна? – ыйтрӗ вӗсенчен пӗри, сапайлӑн калаҫнӑ пек хуҫкаланса. Ку ӗҫе «кирлӗ» енчен пуҫласа яма кирлӗ ӗнтӗ.
– Чӗре хушнипе ҫырнӑ ӑна, ҫакӑ чӑн тӗрӗс хурав пулать.
Милиционерсенчен пӗри, ҫӑварне йӳҫ кӑшман хыптарнӑ пек, пит-куҫне кӑмӑлсӑррӑн пӗркелерӗ, протокол ҫыраканнин вара кӑшт шутласа ларнӑ хыҫҫӑн пит-куҫӗ ҫуталса кайрӗ, тытӑнчӗ вӑл ҫырма, эх, мӑкӑрлантарать. Статьяна кам хӗтӗртнипе пичетлесе каларнине тарӑннӑн уҫса кӑтартрӗ пулмалла.
– Ял ҫыннисем Владимир Филатов министр ячӗпе ҫыру янӑ. Анчах ҫакна пӗлтӗртенпе ишӗлсе вытракан «окопсем» тата та ӗненмеллерех ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
Ҫапла «тӗрӗсленӗ» хыҫҫӑн машина тусан кӑларса Канашалла вӗҫтерчӗ. Ятарлӑ комисси ларӑвӗнче милици ҫыннисем пысӑк ӗҫ турӑмӑр тесе каҫса кайса «пакӑртатнӑ» ӗнтӗ. Бюджетран уйӑрнӑ тата халӑхран пуҫтарнӑ укҫа таҫта «пӑсланса» пӗтмен-и – кун пирки шарламан та пуль ҫав.
Асӑннӑ статья тухнӑ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ органсем панӑ хуравсем пирки те каласа хӑвармаллах:
«И.о. Министра строительства, архитектуры, и ЖКХ ЧР Михаил Янковский в ответ на публикацию «Газовики «кинули» сельчан» сообщает, что в соответствии с выделенными инвестициями на газификацию в 2004 году в первую очередь решалась задача по доведению природного газа до населенных пунктов. Для ускорения подрядными организациями, в том числе и ОАО «Спецмонтажгаз», привлекались кредитные и собственные оборотные средства, что позволило ввести в эксплуатацию 3432,1 км распределительных газовых сетей при предусмотренных программой 2504,5 км (154% к программе) по Канашскому району – 330,5 км при программе 145 км (234%).
По газификации д. Богурданы Канашского района подрядной организацией ОАО «Спецмонтажгаз» выполнены работы в пределах выделенных средств, проложен газопровод до деревни. Постановлением Кабинета Министров ЧР от 15.04. 2005 д. Богурданы включена в Перечень объектов газификации, финансирование которых осуществляется за счет средств республиканского бюджета Чувашской Республики и федерального бюджета на 2005 год.
Газификация деревни предусмотрена по единому проекту и контракту на выполнение работ с д. Новые Шорданы. В связи с тем, что расчеты за выполнение работы с подрядчиками осуществляется после ввода объектов в эксплуатацию, для газификации указанных деревень подрядной организацией трубы приобретены за счет собственных средств, и в настоящее время начаты работы в д. Новые Шорданы. Завершить работу по обеим деревням предусматривается в течение одного месяца. Ход выполнения взят министерством на особый контроль».
Кунта пӗр пӗчӗк ыйтӑва ӑнлантарса хӑвармалла. Пукӑртан ялӗ мӗншӗн-ха Ҫӗнӗ Шуртанпа пӗрлешсе кайнӑ пек «единый проекта» лекнӗ? Ӗҫӗ акӑ мӗнре иккен: ытла та пӗчӗк тесе ку яла плана кӗртмен пулнӑ. Ҫак ялтан тухнӑ Г. Константинов, Шупашкарти ҫурт-йӗре пӑхса тӑракан пӗр коммуналлӑ хуҫалӑха ертсе пыраканскер, «Спецмонтажгазпа» темле майпа калаҫса татӑлнӑ та плансӑр-мӗнсӗр, Пукӑртана тӗртсе хӑварса, хӑй ялне газлӑ тунӑ, кайран, хушма контракта ал пуснӑ чухне, «единый проект» тесе ҫырса хунӑ.
Тимлӗрех пӑхсан ку ҫырура ҫӗнӗ министр ҫӗнӗлле шӑлма пуҫлани аван курӑнса тӑрать. Кӑшт маларах кӑна (Владимир Филатов ертсе пына чухне) ҫак ведомство енчен урӑхла ҫил вӗретчӗ, хайхи «Газовики «кинули» сельчан» статьяна ҫапла вӗҫлеме тивнӗччӗ:
«Владеет ли ситуацией министерство, может ли оно повлиять на «Спецмонтажгаз»? С этим вопросом наш корреспондент обратился в вышеназванное ведомство.
– О пробуксовке с проложением труб мы доложили премьеру С. Гапликову, все упирается в финансы, – ответил специалист министерства Ю. Васильев. – А установка Президента довести газ до каждой деревни выполнена. Ведь он дошел до околицы, не правда ли?»
Мӗн калӑн, газ кӗртесехчӗ тесе ӑшталаннине шӑл йӗрсе пӑхса тӑракан чиновниксем те пулнӑ ун чух. Ҫапах Канаш районне вӑл тапхӑрта ертсе пыракансене хурлама кирлӗ мар пуль. Район администраци пуҫлӑхӗ С.В. Антонов Вӑтакас Татмӑш ялне килсе халӑхпа тӗлпулу ирттернӗ, ӗҫе хӑвӑртлатмалли майсем шыранӑ, унӑн ҫумӗ В.Н. Степанов подрядчиксемпе министерство хушшинчи татӑлман ыйтусене вӑхӑтра асӑрхаса тӑнӑ, ун «Спецмонтажгаз», «Канашдорсервис», «Агростройгаз» организацисем хыҫҫӑн ун тӑтӑш чупма тивнӗ.
Тавлашуллӑ ыйтӑва татса панӑ чухне халӑх пӗр чӑмӑра пӗрлешни хытӑ пулӑшать. Анчах ку енӗпе пукӑртансене пит мухтамаллиех ҫук. Ушкӑнпа ҫырнӑ ҫырусене хӑш-пӗри «пире куншӑн лекет» тесе ал пусма килӗшмен, хаҫатра статья тухсан «темӗн чул ҫырсан та усси пурпӗрех пулмасть», «ҫав хаҫата пулах пире газссӑр хӑварчӗҫ» тесе мӑкӑртатса ҫӳренӗ.
Каларӑмӑр ӗнтӗ, ҫӳлерех асӑннӑ Указ тухнӑ хыҫҫӑн халӑхран сахал мар укҫа пуҫтарнӑ, каярахпа ҫак укҫана республика бюджетӗнчен тавӑрса паратпӑр тесе вӗҫӗм кӗрленӗ. Анчах ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ, парӑмсене татас ыйту манӑҫа туха пуҫланӑ. Пӗр пресс-конференцире Н. Федорова ҫакӑн пирики аса илтернӗ те, яланах маттурланса калаҫакан пуҫлӑх ҫапла хурав панӑ: «Юридици енчен илес пулсан, патшалӑхӑн ку ыйтупа халӑх умӗнче нимӗнле парӑм та ҫук». Анчах ҫакӑ халӑха улталанӑ пек пулса тухнине вӑл пытарман. Ҫак парӑма тӗппипе парса татас тесен промышленноҫа лайӑхрах ӗҫлеттерсе ямалла иккен. Анчах хӑҫан та пулин ҫитӗ-ши ҫав ырӑ самант?
В. Алексин.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Ахăртнех, кунта пăх, шăк, навус. тислĕк, пыйтă, хăнкăла, çăпата тенисене çеç кĕтеççĕ пулмалла çыракантан.
Каллималлин // 3014.08.7320
2023.03.28 20:35
***
...Тăрăхлас килет пулсан
Вăйлăрах пул автортан.
Анчах вăйлă пулмасан
Тан пулни те пит аван.
Вăл та, ку та пулмасан,
Тăрăхлаççĕ хамăртан.
С. Шавли. "Тăрăхлакантан тăрăхлани".
Публикăлла уçлăх тени вырăнне публикăлла талккăш теме пулать.
Кам кунта тăрăхлама ăнтăлаканни? Пушкин е Шавлы?
ялтан // 3014.08.7320
2023.03.30 17:47
"Публикăлла уçлăх"... Эс тупса пар çав шухăша витĕмлĕ уçса паракан сăмах çаврăнăш, ускаласа пăх Ашмарин кĕнекине, Г.И. Федоров фразеологине ăнлантарса панине шута ил тата ытти те. Шапăлтисен шутĕнчен тухма вăхăт пуль сана, Акапасар. Ху тем те пĕлен е пĕлнĕ пек хуçкаланан, анчах усси сахал. Гаражра çĕр грам ĕçнĕ хыççăнхи пек, çынсене пĕсехерен тытма хатĕр тата...
Анчах та чăннипе урăхларах калама май çук. Пĕртен-пĕр меслет темелле. Ашмаринсемпе, Фёдоровсемпе ан хăрат.
Хуть те мĕн пирки те чăвашла калаçма пулать. Çырма та пулать. Вăл шутра публикăлла уçлăх, Евклидла уçлăх, Евклидла мар уçлăх, псевдо-Евклидла уçлăх, Риманла уçлăх, татăлми уçлăх, татти-сыписĕр уçлăх, векторла уçлăх, скалярла уçлăх тата ыттисем пирки те.
Ашмарин е Фёдоров патне хăвалаймастăн çынсене яланах.