Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Старость либо преображает, либо превращает в камень.(М. Эшенбах)
 

Ad

Виталий Станьял: Тӗнче пӗтмесӗр Вӗрентӳ пӗтмест

Виталий Станьял27.03.2023 10:355377 views

2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче мана ЧНКри ҫамрӑксен Алексей Енейкин ушкӑнӗ Иван Яковлев 175 ҫулне халалланӑ форума илсе кайса хисеп турӗ. Ватӑ та чӑлах тесе пӗри те кӳрентермерӗ, пӗтӗмлетсе вӑрах каланӑ е йӑнӑшнӑ чухне те чармарӗ. Манӑн Кӗреке сӑмахӗн пуҫламӑшне ҫеҫ калама май пулнӑран, вӗҫӗнчи пӗтӗмлетӳре ҫав шухӑшсене хушса хутӑм, Интернетра К.Малышев, В.Тяпкин тата ыт. форумра пулман ҫывӑх ҫынсемех тиркесе ҫырнисене вуларӑм та, Ҫамрӑксен Кӗрекинче каланӑ сӑмахсене сайтра пичетлесех хуравлама шутларӑм. Тӗрӗс-и, мар-и ман сӑмах - акӑ вӑл.

«Эй, тусӑмсем, хамӑн тӑван ҫыннӑмсем, чӑвашсем! Пуринчен малтан эпӗ сире чӗнсе калатӑп. Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те акӑ манӑн мӗнпур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ. Юлашки тертӗме пуринчен маларах сире каласа хӑварас терӗм», - куҫҫулӗ витӗр ҫырнӑ Чӗмпӗрти тӑван шкулӗнчен хӑваласа янӑ хыҫҫӑн аслӑ вӗрентекенӗмӗр. Чӑваш намӑсӗ кунта ҫакӑ - хӑйӗн вӗренекенӗсемех таптанӑ ӑна, ютсем хыҫҫӑн сӳтӗлекен чӑвашсемех вӗлерме шутланӑ!

Терчӗ Иван Яковлевичӑн малтан та, кайран та ытлашшипех пулнӑ. Анчах вӑл нушана ҫӗнтерме тӑн ҫитернӗ. 20 ҫулхи гимназист пуҫӗпе, ҫын хваттерӗнче, хӑй шучӗпе шкул уҫма пултарнӑ, чӑвашӑн ҫухалнӑ карчӗ вырӑнне ҫӗнӗ ҫырулӑх йӗркеленӗ, тӑлӑх ачаран генерала ҫитнӗ. Вӑл вырӑс патшипе, синодпа, министрсемпе чӑваш шӑпи пирки куҫа-куҫӑн калаҫма пултарнӑ. Ӑна Владимир Ульянов тӑван пек хӳтӗленӗ,

Патша культуртрегерӗ тесе тиркенӗ ӑна пӗрремӗш совет энциклопедийӗнче. Кам ҫырнӑ? Чӑваш историкӗсем! И.Я.Яковлев чӑннипе - тӗнче шайӗнчи вышкайсӑр Улӑп.

1982 ҫулта «Чӑваш халӑхне» халала чӑваш литературин 8-мӗш класс кӗнекине кӗртсен, вӗсем мана тыллама хӑтланчӗҫ. Михаил Романович Федотов тюрколог-профессор хӑюллӑн хӳтӗлерӗ, кайран вӑл халала 5 чӗлхепе пухса кӑларчӗ. Эпир айванла аташса пурӑнсан та, тӗрӗслӗх пӗрех Тӗрӗсе тухать, Хӑй пурӑннӑ чухнех Яковлева ялсенче «чӑваш патши» тесе кӗтсе илнӗ. Вӑл пирӗн историре ӗмӗрлӗхех Патша та, Улӑп та, Аслӑ Вӗрентекен те пулса юлчӗ.

Яковлев хӑватлӑ дипломат пулнине уйрӑмах палӑртса хӑваратӑп. Пусмӑрти халӑха нишлӗхрен хӑтарас тесе вӑл пӗтӗм чӑваша Амур хӗррине куҫарса кайма тытӑнни те пулнӑ.

Чӑваш ертӳлӗхӗнче ун шайӗнчи пуҫлӑх вырӑнӗ пушах-ха тесе шутлатӑп. Импери пусмӑрӗ чухнех вӑл «Вырӑс халӑхӗн йывӑр хуйхӑ тӳсмелле пулсан, ӑна сирӗн те тӳсме тивӗ», — тенӗ. Пӗрле пулнинче пирӗн хӑват. Пророкла сӑмахсем. Чӑваш колхоз хирӗнче, Магнитту савӑтӗнче, Чалтан вӑрҫинче, халӗ Украинӑра ыттисемпе танах чӑтать.

Паян ҫивӗч ыйту тӑрать: Вӗрентекенӗмӗр Халалне пурӑҫларӑмӑр-и эпир? Мухтанмалли сахал. Ленин ӑрӑвӗ тунӑ чӗрӗлӗве ӳсӗр пуҫлӑх ҫулӗсенче лапчӑтса хутӑмӑр. Тӗнче аталанӑвӗ ҫапла та тоталитаризм таптарӗ капла тесе витӗнме пӑхрӑмӑр. Халӑхӑн шӑпа тилхепине влаҫ тытса пырать. Урӑхла ҫул пулман, пулмасть те! Влаҫ умне, вӗрентӳ тӳрелӗхӗ умне татӑклӗ ыйту тӑратмалла: авӑн уйӑхӗччен наци шкулӗн программине тӳрлетмелле, талантлӑ ачасем валли чӑваш никӗсӗ ҫинче ӗҫлекен ятарласа универаллӑ шкул уҫмалла. «Вӑрлӑх пурпӗрех юлать»! - тесе ҫине тӑмалла.

Хамӑрӑн ертӳлӗхре Яковлев шайӗ ҫукки ура хурать. Яковлев шайне лармалли ертӳҫӗсене пӗлетӗр-и, яшсем? Республика халӑхӗ айӑплӑ мар. Шкул, пресса пире - Раҫҫей вырӑс патшалӑхне те, инородец пулнисене те, мӑриккан ҫӑткӑнлӑхӗпе муритлерӗ. Эпир чуна сутмарӑмӑр, ҫӗрщыва нихҫан та йытта пӑрахса памӑпӑр! Мускава, Питӗре, Хусана чӑваш несӗлӗсем хӑпартнӑ. Чӗмпӗр хыҫҫӑн вӗсем Яковлева хӳтте илнӗ, пире нихҫан та ют пулман. Паян Раҫҫей нумай наци халӑхӗсене чӑмӑртасшӑн. Чан чӗнсе ҫапать. Яш-кӗрӗм, хӗр-упраҫ, илтетӗр-и ҫӗршыв сӑмахне? Малашлӑх сирӗн ӑс-тӑнра, сирӗн хӑюлӑхра, сирӗн алӑра пулни, эсир халӑх умӗнче пулни каламасӑрах паллӑ! Эсир Чӑваш Элтеперӗ тавра хӳтлӗх пулма, ҫуратнӑ халӑхшӑн, Тӑван ҫӗршывшӑн кӗрешме хатӗр-и?

Халӑх чӗрӗ. Чӑваш тапаҫланать. Ҫутта тухнӑ чӑвашсенчен Яковлев тӑвансене парӑм пама ыйтнӑ. вӑл ӳстернӗ интеллигенци ӑна пурнӑҫламан теме ҫук. Хаҫат-журнал вӑя хурса кӗрешнӗ. Халӗ мӗнле? Халӗ айвансем «хальхи Яковлев зпир» текен шухӑшпа йӑшӑлтатни чӑваш ӑсне пач антарса лартрӗ. Урӑхран никам та ни Яковлев, ни «Нарспиллӗ» Иванов, ни Максимов-Кошкинский пулаймасть. Халӗ расна цивилизации.

Халӑх чӗмне, йӑли-йӗркине упрама, кил-йыша ӳстерме, кирек мӗнле ӗҫе те пӗлсе тума, тӑван чӗлхене, культурӑна упрама хушнӑ аслӑ ҫыннӑмӑр. Ҫаксене «глобализаци хывӑхӗпе» пӑтратрӑмӑр. Хальхи саманара чӑваш вӗрентӗвӗ пирки ашшӗ-амӑшӗ ҫине, Мускав ҫине сулса ларни - куҫҫӑн улталани, халӑха тамӑка сӗтӗрни. Сывлама сывлӑш кирлӗ. Вӗренме вӑхӑт кирлӗ. Эрнере пӗр сехет мар. Шкулӑн, хаҫат-журналӑн яваплӑх ҫук пулсан, шунтӑри ирӗке пире ан сӗнӗр! Инкеке камӑн сирсе ямалла? Турра е Яковлева шанса ларӑпӑр-и? Е кахала ҫапса, ҫавах вилетпӗр текелесе, ултав хыҫҫӑн утӑпӑр? Каякан кайтӑр, манакан мантӑр. Сутӑнчӑкра пархатар пулман. Раҫҫей халӑхсен кӑмӑл-туйӑмне (нравственноҫне) шӗветнипе мар, халӑхсене пӗрлештернипе вӑйлӑ. Чӑвашӑн хытӑ ӗненӳ пур - тӗнче пӗтмесӗр чӑваш пӗтмест! Чӑваш ытти ӑс-пурлӑхпа пӗтӗҫсе, шкулта килте, культурӑра, чӗлхере упранмаллах. Эпир тӗнчери халӑхсенчен нихӑш енӗпе те катӑк пулман. Халӗ мӗн сӑлтавпа кӗлмӗҫленсе тӑратпӑр?

...Мускавра Ольгапа Иван Алексевич Яковлевсем патӗнче пурӑнса куртӑм. Яковлевӑн Некрасов енчи мӑнукӗсем театрта вылянине куртӑм. Шупашкар студенчӗсене Ваганьково масарӗнче Яковлев вилтӑпри умне илсе ҫӳрерӗм. Вӗрентекенӗмӗр асрах.

Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарнинче унта ҫулсеренех халӑх пухӑнать. Питӗрте Бичурин палӑкӗ умӗнче, Самарта Влас Паймен масарӗнче, Шӑмӑршӑра Кӑтрак турхан кӳлепи ҫумӗнче, Арапуҫӗнче Митта тӗмески ҫинче, Канаш хутлӑхӗнче Ҫеҫпӗл музейӗнче, Шуршӑлта Андриян мавзолейӗнче, Сиктермере Хусанкай патӗнче, Пӳркелте Юман ҫырнисенче хамӑр историе аса илесси йӑлана кӗчӗ. Чӑваш халӑхӗ телейлӗ. Унӑн пуян истори пур, хӑйӗн паттӑр ывӑл-хӗрӗ нумай. Управлӑха шанма эсир пур, яш-кӗрӗм! Наци тыткӑчисем пӗрех сирӗнте пулаҫҫӗ. Эппин, ӑна тӗрӗс тытма ҫамрӑкранах хатӗрленес пулать.

«Эй, тӑван ҫыннӑмсем! Сиртен ӑшӑ кӑмӑлӑра курма эпӗ тивӗҫлӗ те пулман», тенӗ патриарх. Ку унӑн сӑпайлӑхӗ. Сумлӑ хисепе Атӑлҫи халӑхӗсем, пӗтӗм Раҫҫей тивӗҫлипе анлӑраххӑн палӑртма тытӑнчӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (21)]

Comments:

Agabazar // 4070.23.6351
2023.03.29 16:48
Agabazar
Кам малтан каланă Улăп тесе? Кирлех-ши ку тĕлĕшпе чакаланма? Кривов чăваша Ленин çапла каланă Яковлев пирки: «богатырский был дух у этого человека...». Луначарский академик: «Он проявил богатырские жизненные силы...»
Станьял: Патша культуртрегерӗ тесе тиркенӗ ӑна пӗрремӗш совет энциклопедийӗнче. Кам ҫырнӑ? Чӑваш историкӗсем!
Пĕрремĕш совет энцтиклопедине «чăваш историкĕсем» çырнă пек кăтартма хăтланни тĕрĕс мар. Уйрăм статьясене, ятарласа саккас панă хыççăн, çырма пултарнă. Эппин, çапла калас пулать те. Саккас мĕнле, статья та çавăн пек. Кам çырма пултарнă? Иван Данилович Кузнецов? Василий Архипович Долгов? Ятран асăнмалла кун пек чухне. Темĕнле «Чувашские историки» ăнлав хыçне пытармалла мар.
Вырăк // 3062.47.0859
2023.03.30 14:26
Ийя тит.Йăван мучи Яковлев пулмасан паянхи кун та чăваш тĕттемре тата трахомпа пуранатчĕ тит.Ытти халăхсем вăн менле айван пулнă çаван пекех букварьсăр пурăнаççĕ.Халал та никам та хăварман вĕсене.
Евразиец // 3447.04.5759
2023.03.30 18:40
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2-мӗш пункт)
Tayaba // 3477.39.7286
2023.03.30 19:42
Евразиец, ҫак чаплӑ текстне чӑвашсем ҫеҫ мар, вырӑссем те пӗлмелле. Ҫавӑнпа вырӑссене чӑваш чӗлхине вӗрентес пулать. Вырӑс ҫыннисен чӑваш чӗлхи ют мар
Agabazar // 4243.27.2190
2023.03.30 21:13
Agabazar
Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, хăшпĕр çынсем хăйсене: "Эпĕ — паянхи Яковлев!" — терĕç тÿреммĕнех. Ну, кунта «тÿреммĕн» тенине кăшт ÿстерсе каларăм пулмалла. Анчах та ытлашшиех мар.

Чăннипе вара ун пек çынсен тарçă евĕрлĕ ятарлă «йыттисем» пур. Çавăнпа та хăйсем тĕллĕн вараланмасса та пултараççĕ.

Пач шÿтлемесĕр каласан вара, Чĕмпĕрте, облаçăн вĕрентÿ ертÿлĕхĕнче, ятарлă вырăн туса хунăччĕ.

Феодосия Тимофеевна Улендеева. Кам илтнĕ çак ята? Эп хам вара илтнĕ çеç мар, унăн Чĕмпĕрти кабинетĕнче пулса та курнă. Кабинет та мар-ха ĕнтĕ, коридорта ытти вĕтĕ-шакăр тиексемпе юнашар ларатчĕ пулас. Çавăн пек ас туса юлнă.

Ним те начаррине каласшăн мар эп çав çын пирки. Нимле усал ĕç те туман вăл. Анчах та темĕн лайăххи те мăнаçли туса каплантарни пирки те илтмен.

Чăннипе епле пулмаллаччĕ-ха çав çыннăн ĕçĕ-хĕлĕ? Калăпăр, шăнкравлать Чăнлă районĕнчи роно пуçлăхĕ патне: "Иван Иванч, еплерех пырать сирĕн районти шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентесси? Вĕрентевçĕсем çителĕклĕ-и? Вĕсен квалификацине ÿстермелле тесе шутлатпăр, Чĕмпĕре е Шупашкара кайса ятарлă курссенче вĕренсе килччĕр. Ку тĕлĕшпе сирĕн пата хам алă пусса çирĕплетнĕ ятарлă хушусем яратăп".


Шел те, кун пек япаласем пулман пуль çав. Мĕншĕн тесен майĕсем, полномочийĕсем çук. Ятарласа тивĕçтермен çавнашкал майсемпе.

Хальхи вăхăтра Чĕмпĕрти вĕрентÿ тытăмĕнче унашкал тăрăм çук пулмалла. Пур чухне вара çав Ф. Т. Улендеева чăвашсем, тутарсем, ирçесем тĕлĕшпе ĕçлекен ятарлă çын шутланнă. Тепĕр хут калатăп, вĕтĕр-шакăр тиек шайĕнчискер. Вăл — чăваш. Мелекесс районĕнчен Чĕмпĕре килнĕ çын.
КАРАДУНХУ // 3323.4.9184
2023.03.31 11:56

Правильно! Нам не надо тянуть в бесписьменный ШУНТА (туалетный) период! Яковлев создал алфавит и вернул язык в литературу, искусство, учебу, науку!
Читайте, мудрецы-критики, хотя бы учебники Е. Енькка "Чувашский край! для 5-9 кл. общеобразовательной школы!
Agabazar // 1047-3769
2023.03.31 12:48
Agabazar

Феодосия Тимофеевна Улендеева


Çак çын мĕн тĕрмешнине йĕрлесе тухма хăтланса пăхар.
В Ульяновской области в 78 школах изучают эрзянский и мокшанский языки. Как рассказала представитель Министерства образования Ульяновской области Ф.Т. Улендеева, детский сад №2 города посещает всего один ребенок из мордовской семьи, но и в этом случае группа изучает мордовские песни и танцы.
çапла вара кунта, ĕненес пулсан, мордва тесе йышăннă пĕр шĕвĕрккене кура ыттисем пурте ун хыççăн пыни курăнать.
- В области остаются неохваченными 34% детей из мордовских семей, но мы поставили перед собой задачу – познакомить с родными языками 100% детей из мордовских семей, - заявила Феодосия Тимофеевна, - огромную поддержку оказывает нам Мордовия.
Мордва тесе йышаннă çынсен ачисене 100 проценчĕпех тăван чĕлхене вĕрентмелли пирки калать.

https://113rus.ru/news/31894
25.11.2011 13:24
КАРАБУЛАк // 3323.4.9184
2023.03.31 13:04
Правильно!
Agabazar // 1047-3769
2023.03.31 18:52
Agabazar
Çапла вара, Феодосия Тимофевна Улендеева — Иван Яковлевич Яковлевăн хальхи вăхăтри «аналогĕ» теме май пур пĕртен-пĕр çын. Урăх нимле çынна та хальхи вăхăтра пирĕн патриархпа танлаштарймастăн. Хуть çурăлса тух!

Анчах та эп илсе кăтартакан танлаштару та самаях йăваш, самаях сĕвĕрĕлчĕк. Мĕншĕн апла иккенне калăрăм ĕнтĕ. Çапах та танлаштарма пулать.

Иван Яккăльччăн сĕвĕрĕлнĕ аналогĕ (Яковлев-лайт, тейĕпĕр). Яковлев-лайт-лайт-лайт-.... Питĕ йăваш лайт! Çапах та пурпĕрех Яковлев еннелле туртăнни ку.

Ф. Т. Улендеевана апла хаклама чăн малтан тапаçланаканни эп мар. Кун пек каланисене Чĕмпĕрти «Канаш» хаçатра та курнă.

Анчах та çакна Феодосия Тимофеевнапа тачă çыхăннă «йытăсен» (астăватăр пуль маларах мĕн каланине?) сăмаххи тесе ан шутлăр. Чун-чĕреренех каланă, пĕкĕрĕлес шутпа мар.

Ф. Т. Улендеева питĕ сăпайлă çын, çук ун унашкал «йыттисем».
Евразиец // 3447.04.5759
2023.04.01 15:23
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)

Pages: [1], 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters