- News
- Chuvash Language
- - Chuvash-English Dictionary
- - Dictionaries
- - Resources
- Culture
- - Cuisine
- - Music
- - Religion
- - Pre-Russian Names
- Art
- Folklore
- - Clothes
- - Embroidery
- Literature
- - Myths & Legends
- People
- Chuvashia
- - National Anthem
- - Districts
- - Towns
- Forum
- Links
- About us
- - Recent Activity
- - Users
Виçĕмçул кунта Чулхулара «Килĕшменнисен маршĕ» иртсеччĕ. Юрать-ха эп вăл вăхăтра пачах та урăх ĕçпе хуларан кайсаччĕ. Пĕлнĕ пулсан кайса пăхаттăмчĕ çав шарш çине — мĕнле вĕсем тапллаттарса утнине (эп ытла та любопытный... /чăвашла каласан пур çĕре те хам сăмсана чикме юратап/). Тен мана, фотоаппаратлине çаклатачĕç те пулĕ... Эп вара хула хĕррине ӳкерме кайнă...
Кайран каласа пачĕç епле иртнине — пĕтĕм хулана хупăрласа илнĕ иккен, иртен-çӳрен çынсенчен паспортсем ыйтаççĕ имĕш, хăй ку хулара пурăннине çирĕплетсе калайманнисене тытса чараççĕ. Темиçе чӳречерен видео ӳкереççĕ — хăйсен архивĕ валли. Маршне ирттермелли вырăна йышăнас тесе ятарласа ача-пăча мероприятине ирттернĕ (шел, ачисем нумайăн пулман, хăранă пулас та ик-виç ача çеç пулнă.)
Аякран пăхса тăма лайăх-ха та... анчах... кулас вырăнне макăрас килет. Европăри пек пурăнас тетпĕр-ха, анчах хамăр темшен унти правилăсене йышăнасах теместпĕр!
Патшалăхĕ те пирĕ милицисĕр ниепле те пурăнма пултараймасть. Тем чухлĕ ОМОН, тем чухлĕ милици ĕçченне тытса тăрать. Саккунĕсем пысăк чарусем лартаççĕ — ирĕксĕрех вĕсене пăсма тивет. Пурте пăсаççĕ те вара килĕшменнисене çав саккунсене усă курса хĕсĕрлеме май пур вĕсен.