Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Призвание художника - бросать свет в глубину человеческого сердца.(Р. Шуман)
 

Ad

: Чӑваш чӗлхи вилнӗ тесе палӑк лартар! Эп чӑваш чӗлхишӗн тесе кӑкӑра ҫапса кӑшкӑракан карма ҫӑварсемшӗн пухӑнма тепӗр вырӑн пултӑр.

28.01.2010 10:218008 viewsEdit Delete
Чӑваш чӗлхи вилнӗ тесе палӑк лартар! Эп чӑваш чӗлхишӗн тесе кӑкӑра ҫапса кӑшкӑракан карма ҫӑварсемшӗн пухӑнма тепӗр вырӑн пултӑр.

ЮНЕСКО пӗрлешӳ чӑваш чӗлхи вилекен чӗлхесен шутне кӗртни ҫулталӑк ҫитрӗ пулин те тӑван чӗлхемӗре упрас тесе нимӗн йышӑннине те туймарӑмӑр. Хӑть ялта, хӑть хулара. Ӑҫтан туяс-ха? Трибуна ҫинчен сурчӑк сирпӗтсе чӑвашлӑхшӑн «тӑрӑшакан» ҫынсем халӑх умӗнчсен пӑрӑнсанах вырӑс чӗлхипе кӑна усӑ кураҫҫӗ. Пирӗн, чӑвашсен тӗлӗнмелле енӗ - виҫӗ чӑваш пухӑнсан вырӑсла пуплешни. Те пӗр-пӗрне ӑнланмасран хӑраҫҫӗ. Чӑвашлӑхшӑн «тӑрӑшакан» журналистсем те вырӑсла ҫырма меллӗрех, шухӑша тарӑнрах уҫса пама, паянхи куна тивӗҫлӗрех ҫырма май пур тесе хӑйсен тавракурӑмӗ вӑйсӑррине, пӗчӗккине пытарма тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗн кӑна пур пуху та, пур конференци те вырӑсла иртет!
Халӗ мана хӑшӗ-пӗри эпӗ чӑваш чӗлхишӗн мӗн кӑна тумарӑм тесе пӳлме пултарӗ. Чӑнласах та мӗн те пулин тӑвакансене пӳрне ҫинче шутласа кӑларма пулать. Пӗри – ниме пӑхмасӑр Чӑваш халӑх сайтне тытса тӑракан Н.Палотников, тепри вара чӑваш халӑхне хӑйне хӑй кӑшт та пулин хисеплеме вӗрентес тесе тӑрӑшакан Елена Енькка. Тен, татах та пур, анчах вӗсен ӗҫне курма питӗ йывӑр. Ҫакӑн пек ҫынсем питӗ сахал-ҫке. Калӑр-ха, ЮНЕСКО пӗтӗмлетӗсем хыҫҫӑн миҫе лару, миҫе статья пичетлерӗҫ, мӗн чухлӗ шавларӗҫ, мӗн чухлӗ вӑрҫӑнчӗҫ, мӗн чухлӗ йышӑну турӗҫ?.. Ӗҫӗ вара КУРӐНМАСТЬ!!! Чӑнласах чӗлхене упраса хӑварас тесе мӗн турӑр?!..
Уйӑх каялла йӑмӑк шкултан ҫиллес кӑмӑлпа таврӑнчӗ. Паян 10-мӗш класра вӗренекен ачасем чӑваш литература урокӗнче учителе чӑваш литератури кирлӗ мар, ку вӑл ытлашши предмет тесе макӑртма пултарнӑ иккен. Ҫак ачасемех, 9-мӗш класран вӗренсе тухнӑ чух экзамен тытма хатӗрленнӗ чух, пӗри те кун пек каламан иккен, пурте ҫӑвар карса вӗрентекене тимлӗн итленӗ. Халӗ вара… Йӑмӑк та пӗлтӗр чӑваш чӗлхи уйрӑмне вӗренме каясшӑн тӑрӑшаканскер кӑҫал урӑхларах шухӑшлама пуҫларӗ: чӑваш чӗлхипе те, литературипе те пӗтӗмӗшле патшалӑх экзаменӗ тытма май ҫук-ҫке. Вӑл килӗштернӗ, юратнӑ предметсемпе экзамен тытма пултараймасть. Ирӗксӗрех урӑх предмет суйласа илме тивет, урӑх предмета мала хурса пӗтӗм вӑя ҫакӑнта яма тивет. Пирӗн мӗн чухлӗ ВУЗ, мӗн чухлӗ профессорсемпе наука кандидачӗсем – мӗнӗ шанатӑр? МӖНШӖН ЕГЭ материалӗсене хатӗрлеместӗр, мӗншӗн тӑван чӗлхерен ҫамрӑксене пистеретӗр? Вырӑссемпе тан утма пултараймастӑр-и? Е сирӗн, пуҫлӑхсемпе ӑслӑхлӑх ҫыннисен, тӑван чӗлхене упрама вӑй-хӑват, ӑс-тӑн ҫитеймест? Мӗнле сӑлтава пула пирӗн ачисем тӑван чӗлхене мансах вырӑс чӗлхипе экзамен тытма хатӗрленеҫҫӗ? Ку пӗтӗмӗшле чӑваш интелигенцийӗн айӑпӗ. (Хӑть хулари, хӑть ялти интелигенцин ачи-пӑчи варӑс чӗлхине мала хурать.)
Чӑваш чӗлхи учебникӗсем пирки каламастӑп та. Ку учебниксене (уйрӑмах 6-9-мӗш классенче вӗренмеллисене) тӑван чӗлхене юратман ҫын ҫырнӑ пулӗ. МӖН ЧУХЛӖ ТЕОРИ!!! Хӑнӑхтарусен калӑпӑшӗ тата… пӗлӗр йӑмӑка ӑнланманнине катартас тесе учебника уҫрӑм та… нимӗн те ӑнланмарӑм! Юлашкинчен мачча ҫинчен хамӑр вӗреннӗ кӗнекесене антарма тиврӗ. Кӗскен те ӑнланмалла та ҫырма пулать иккен. Чӗлхен хӑш-пӗр уйрамлӑхесене аслӑ шкулсенче парӑр. Ачан, ман шутпа, тӗрӗс те илемлӗ калаҫма, ҫырма вӗренмелле. Эсир вара, пур «ӑслӑскерсем», ку теори материалӗсемпе тӑван чӗлхене урӑх ан вӗренччӗр, пирӗн урӑх кӗнекесем кӑларса асапланмалла ан пултӑр тесе тӑрашатӑр пулмалла.
Чӑваш телевиденипе радионе те пӗр-ик сӑмах калас килет. Сире куракансем тата итлекенсен шучӗ ҫултан ҫул нумайлансах пырать пулас? Ҫамрӑк ӑру сире ытларах пӑхчӑр, итлеччӗр тесе нимӗн те тумастӑр! Пирӗн вӗрентекен уросенче хӑй видиокассета ҫине ҫырнӑ передачӑсене кӑтартатчӗ. Халӗ уроксенче кун пек кӑтарту материалӗсемпе ҫамрӑк вӗрентекенсем усӑ кураймаҫҫӗ иккен. Вӗсен тӗрлӗ передачӑсен, спектакльсемпе фильмсен дискӗсем ҫук! Вӗрентекен те хӑй укҫипе 100 тенкӗ парса шкул ачисем валли радиоспектакль илетӗп тет. Учитель кашни ниме тӑман дискшӑн (60-70 мб) 100 тенкӗ тӳллесен ӑҫтан укҫа ҫитӗ??? Сирӗн мӗн пек пуян фоно-видиотека! Ҫак пуян материалпа шкул ачисене паллаштарма май пулсан сире тепӗр ҫӗр ҫултан та итлекен, пӑхакан пулӗччӗ.
Пӗтетех иккен тӑван чӗлхе… Пирӗн укҫасӑр пӗр утӑм та тӑвасшӑн мар, чапа тухмасӑр ҫӳпӗ те вырӑнтан куҫарасшӑн мар вӗненнӗ халӑх пуҫлӑхра. Манӑн ачасем чӑвашсемех пулӗҫ, манӑн мӑнуксем чӑвашсемех юлччӑр тесе турра тархаслатӑп. Аслӑ пӗлӳ илмен ялти халӑх тӑван чӗлхене тепӗр 50 ҫул хушши упрама пултарӗ-ха, кайран вара... Кайранхине Аслӑ турӑ пӗлет.
Шанчӑка ҫухатнӑ Елена Белова
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (29)]

Comments:

BBCh // 8024.9.5847
2010.02.28 11:44
Кун кĕнекинчи çак япала нумай çынна калаçтарать.
Хусанти "Сувар" хаçат çак статьяна пичетлесе кăларнă.
çавăн пекех çак статьяна тата комментарисене Шупашкарти "Тăван Ен" хаçат та юлашки номерĕнче пичетленĕ. "ТЕ"-ре статьяпа пĕрле ЮНЕСКО хатĕрленĕ Хăрушлăхри чĕлхесен атласĕн Атăл-Урал фрагментне те панă.
2010.02.28 14:02
Аçтахар Плотников
>Шупашкарти "Тăван Ен" хаçат та _юлашки_ номерĕнче
Аплах ан пултăрччĕ-ха :) «ТЕ» татах та тухтăрччĕ :)
Серте Унтри // 1147.37.2767
2010.03.01 22:51
Хватит зацикливаться на проблеме языка. Это уже фобия!
Постройте мне дом на родной земле дайте работу любимую!
Без остановки буду разговаривать.
Елена // 3435.89.0976
2010.03.09 20:18
Тавах, ман çырăва вуланăшăн, хуравланăшăн. Кун чухлĕ комментари пуласса шанманччĕ.
Анчах мĕн улшăнĕ-ши?

BBCh
2010-02-28 11:44
Кун кĕнекинчи çак япала нумай çынна калаçтарать.

Калаçĕç-калаçĕç те лăпланĕç. Сăмах май, ман йăмăк вĕренекен шкулта чăваш чĕлхи учителĕ ку материала ни курман, ни илтмен иккен. Эпĕ вара уншăн пăшăрханатăп, ăна шеллетĕп. Ирĕксĕрех ыйту çуралать: Тăван чĕлхене вĕрентекенсем паянхи кун уттинчен ан юлччăр тесен мĕн тумалла-ши? мĕнле майпа вĕсене çакăн пек чаплă сайта уйăхра пĕрре те пулин кĕрсе пăхма вĕрентмелле-ши? Тен, Сирĕн, Николай Плотников, çак ĕçе хăвăр çине илетĕр. Чăвашла пур вак-тĕвек сайтсем çине сылкăсем пама май пур-ши? Хăйне евĕр чăваш халăхне пур енлĕн çыхăнтаракан сайт пулинччĕ.
2010.03.09 21:48
Аçтахар Плотников
Унашкал сайт хатĕрленет:
http://top.chuvash.org/ — хальлĕхе хатĕрлеме кăна тытăнса. http://top.chuvash.org/s01.gif - сайтсем çине лартмалли кнопка (баннер) çакнашкал пулĕ.
//вăл вырăсла тесе ан вăрçăр. Малтан вырăслине туса хатĕрлетĕп (движокне вырăсла çырса, тепĕр сайт валли), кайран вара чăвашлине тăватăп.
2010.03.13 22:52
Аçтахар Плотников
>Без остановки буду разговаривать.
Пӳрт лартма вырăн памасан — вырăсла анчах калаçаттăр-и вара?
Серте Унтри // 2364.28.2698
2010.03.14 00:23
Разговор на родном на чувашском не показатель патриотичности и не индикатор лояльности к ней.
Как ни крутите всё завазано на мотивации.
Будете отправлять ежегодно в Гарвард и Оксфорд 100 человек исключительно знающих язык и культуру и историю на казённые деньги, то тогда будут учить.
По большому счету Ваше поколение и виновата в этом. Допустили формирование среди городской молодежи не терпимость к родному. Это с Вашего молчаливого согласия мы сейчас пожинаем плоды. Где была Ваша смелость?
2010.03.15 09:44
Аçтахар Плотников
Серте Унтри, чи малтан пĕтĕмпех тăван чĕлхерен килет. Тăван чĕлхене упрама пĕлмесен — усси тем тесен те çук. Тăван халăхпа çыхăну часах татăлать. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен чĕлхепе çынна культура кĕрет. Чăваш культури. Вырăс чĕлхи урлă вăл ниепле те кĕреймест. Вырăс чĕлхи урлă вырăс культури çеç кĕме пултарать. Хăшĕ-пĕри çакна ăнлансах каймасть пулас — чăваш культурине вырăсла çырса параççĕ. Эх, çăраççĕ вара... тулкки вара — нуль.
2010.04.02 15:21
Аçтахар Плотников
Ку статьяна паян «Хыпарта» пичетленĕ тет-и? :) Эх, ĕçĕ çук-çке, ĕçĕ çук... Чăваш чĕлхине аталантарас тесен 100%-лă кăна мар, пĕр 300-400% ĕçлемелле!
2010.04.03 15:35
Пичетленĕ-ха, кĕскетсе.

Pages: [1], 2, 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters